Всякая школа славна не числом, а славою своих учеников. (Н.И. Пирогов)
Л. Пӑртас: Г.Е. Корнилов профессора ҫуралнӑ кунпа саламласа каланӑ темиҫе сӑмах
Л. Пӑртас19.03.2021 17:464163 просмотров
Хаклӑ та Аслӑ Ӗҫтешӗмӗре — Г.Е. Корнилов профессора ҫуралнӑ кунпа саламласа каланӑ темиҫе сӑмах!
Пурнӑҫ тӳпинчен ҫӗкленӳллӗн пӑхса ҫак илемлӗ те арпашуллӑ, ҫав хушӑрах интеллигентсемшӗн самай пӗлӗтленнӗ те пӑрланнӑ тӗнчен кисревне, чи малтанах унӑн пирченсе пӑтранакан саманчӗсене сирсе яма кашни ҫеккунтра пултарни — Эсир ҫав тери талантлӑ чӗлхеҫӗ (чи малтан!), ӑсчахҫӑ, пӗлӳҫӗ, вӗрентӳҫӗ, кӗнекеҫӗ, энциклопедист! тата малалла хушса каласан - кӗрекеҫӗ, пулӑҫӑ, ҫӑкӑр касаканҫӑ таранах пулнине Чӑваш Енре те, Тутарстанпа Пушкӑртстанра та, Раҫҫейре те, Узбекистанра та, Болгарипе Венгрире те, Финляндипе Польшӑра та, пӗр сӑмахпа каласан, тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ тӑван ҫӗр-шывӑмӑрта тата унӑн тулашӗнче пичетленекен тӗрлӗ йышши кӗнекесенче, энциклопедисенче Сирӗн ӗҫӗрсемпе Улӑп пек ятӑр пурри эпир вӑйлӑ чӑвашсем пулнине кӑтартакан тепӗр илӗртӳллӗ те хӑватлӑ тӳпе — ГеннКорнилов тӳпи пуррине яр-уҫҫӑн ҫирӗплетет, тен, тепӗртакран ҫавӑн ятлӑ ятарлӑ планета тӗнче уҫлӑхӗнче тупӑннине илтсессӗн, пӗртте тӗлӗнмен те пулӑттӑмӑр, мӗншӗн тесен эсир хӑюллӑн та тараватлӑн утса пыракан кун-ҫул таппипе юртти ҫывӑх тӑванӑрсене, пӗлӗш-хурӑнташӑрсене, ӗҫтешӗрсене нихҫан сӳнми телей, хавхалану, пархатар куллен кӳреҫҫӗ! Н.И. Ашмарин вӗрентӗвне малалла аталантарса, чӑваш чӗлхинчи ҫӗршер сӑмахӑн кун-ҫулне анне сӗчӗпех епле килнине тӳр чунлӑн каласа, ӑнлантарса-уҫса пани те мӗне тӑрать!!!
Эппин, сӑн-питӗмӗрсенче таса шевле выляттаракан, асамлӑн малашлӑха утма хавхалантаракан хитре шухӑшсенче шӑрҫаланнӑ пурнӑҫ ыратӑвӗпе тивлечӗ пӗр шиксӗр малалла иртмех хистӗ-ха... Эсир, хисеплӗ профессор, чӗлхесен аталанӑвӗнче мӗн пуррине, канӑҫсӑррӑн та пӗр нухратсӑр тенӗ пек ирӗн-каҫӑн, кунӗн-ҫӗрӗн, хӗлӗн-ҫӑвӗн шыраса-тӗпчесе, Ӑс-кӑмӑл вӑйне, нисепне, тӗнчине кӗнеке-журналсенче куллен пичетлесе, пӗр шелсӗр тӑван университета парнелесе пыратӑр. Тату та сапӑр ҫуркунне парнелекен ӗмӗт ҫӑлтӑрне хӑвӑр аллӑрсемпе татса илме пултарни пире те хавхалану кӳрет, паллах. Паянхи ҫамрӑксене пурӑнма та, юратма та Эсир вӗрентме пултарайнишӗн хӑш-чухне кӑшт халӗ те ӑмсанса та хӑпартланса пӑхаятпӑр-ха (эпир ЧӐВАШСЕМ ҫапларах вӗт!), тытӑҫулӑхсӑр, каварлӑхсӑр, ӑмсанусӑр, кӳренӳсӗр, хӑлаҫланусӑр, пӑлханусӑр пурӑнма малашне те Сирӗнтен вӗренесчӗ, вара кун-ҫулӑн тунсӑхӗсем аякра тӑрса юлайрӑччӗҫ, улӑпсем иленсе пире парнеленӗ тӑван ҫӗр-шыва ҫунат хушакан иксӗлми тӑван сӑмахсем пире сулмаклӑн утма ҫителӗклӗн майсем туса панӑ пулӗччӗҫ!
Агапазару. Если "Пăртас", то читается по-чувашски "Пăрдас", а возможно и "Пăрттас". Но в русском "Портас" нет. М.б. "верховые" чуваши вместо "Ă" будут читать "О". Я не лингвист... и вообще не специалист по языкознанию.
А вот у Акташа "саламлатпАр..." - не верно, нужно "саламлатпĂр", по крайней мере "луговые" читают-озвучивают так, но, возможно, "верховые" - "саламлатпОр". Тимĕр Акташ, как татарин, только себя любит(своё пишет "ТимĔр", а не "ТимЕр"), поэтому всегда каверкает чувашские слова.
Тен чăвашла калаç, Agabazar? "Чăвашла кала,,," - мĕн тесе калас? Эсĕ купăс кала, юмах кала... Юмаха йама, суйма ăста маттур эсĕ, Agabazar. Анчахта шăршлă юхăм-калаçу санран нумай.