Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Безумие - это избыток надежды.
(Дюма-отец)
 

Владимир Тимофеев: Академи драма театрӗн ҫуртӗнче филармони вырӑнлӑрах

Владимир Тимофеев25.01.2021 21:504348 просмотров

Атӑл тӑрӑх Шупашкара хӑнасем килеҫҫӗ те: «Вот это здание с колоннами, видать, ваша филармония?», — тесе ыйтаҫҫӗ. «Ҫук ҫав», — хуравлатпӑр вырӑс чӗлхипе.

Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш драма театрӗ 1961-мӗш ҫултанпа ӗҫлет! Вӑл вырӑнтан ӑна 70-мӗш, 80-мӗш ҫулсенчех куҫармалла пулнӑ та ҫав!

Пирӗн энциклопединче театр керменӗ пирки «Хуламӑра пуҫарса яракан ҫуртӑмӑр» тесе ҫыраҫҫӗ (градообразующее)!!! Чӑннипех те, — мӗн тери мухтавлӑ-ҫке пирӗн театр!

90-мӗш ҫулсенче куҫарма майсем пурччӗ! 1994-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗш кунӗнче сумлӑ, илемлӗ йӑли-йӗркипеле Н.В. Федоров республикӑмӑрӑн ертӳҫи пулса тӑчӗ! (Ҫавӑн чухне Лев Пантелеймонович Кураков ҫӗнтерейменнишӗн ку таранччен те питӗ кулянатпӑр!) 1997-мӗш ҫулта Вырӑс драма театрӗ хӑйӗн ҫуртӗнчен пирӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне Трактор тӑвакансен культурӑ керменне хӑваласа ярать тейӗпӗр! Вӑл (Трактор тӑвакансен КК) текен керменте 1997-мӗш ҫултанпа икӗ чӑваш театрӗ пӗр-пӗрне пулӑшса ӗҫленӗ пулӗччӗҫ!

Н.В. Федоров ӗҫлеме тытӑнсан, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗш кунӗ Чӑваш Республикин патшалӑх уявӗ пулса тӑнине пӗлсессӗнех вырӑс патши Шупашкарти кӳлемӗшре «Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсем», кайрантарах «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ ҫӗршыври фольклор фестивальне ирттерме ирӗк пачӗ!

Апла пулсан, Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра нимӗнле театр та кирлӗ мар! Вӑл ҫуртра пирӗн симфони оркестрӗпе академиллӗ капеллӑ вырнаҫчӗр тата пирӗн илемлӗрен те илемлӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ! (Вырӑссен «Гжель» ятлӑ паллӑран та паллӑ мӑнаҫлӑ та чечен фольклор ушкӑнӗ хӑнана ҫитнине мӗнле майпа манса кайма пултарӑпӑр-ши???)

Халӗ тата пирӗн кӳлемӗш ҫулсеренех капӑрланса, чаплӑланса пынине курса ҫав наци музейӗн вырӑнӗнче мӗншӗн филармони вырнаҫман-ши тесе хурлӑхлӑ шухӑша путатпӑр мар-и? Федераци укҫи-тенки пирӗн филармонине юсама тесе миҫе-миҫе миллионӗпе ҫитнӗ-ши Шупашкарне? Анчах, ҫын ҫӳремен вырӑнта филармони кирлӗ-ши?

Театр — вӑл пурӑнмалли ҫуртсен шучӗ-хисепӗ йышлӑран та йышлӑ пулса тӑнӑ хуламӑрти районсен анлӑшӗнче пурӑнмалла!!! К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ шӑп вӑл вырӑнта пулмалла та!

Хальхи йышши мӑнаҫлӑ театр хӑпартма майӗ пулнӑ, иккен! Трактор тӑвакансен КК хыҫӗнче, тӗлӗнсе каймалла, пысӑк хӑватлӑхпа тата хӑвӑртлӑхпа кадет шкулне ҫӗклерӗҫ!!! Питӗ кирлӗ пулчӗ-ши, ӗнтӗ, ҫав шкул? Чӑваш ачисене чӑваш чӗлхинчен ютшӑнтармалли шкул ҫеҫ вӑл! Унсӑр пуҫне, Раҫҫей пирӗн шкулсенче ҫар хӗсмечӗн пӗлӗвӗсене, вӑрттӑнлӑхӗсене вӗрентесшӗн тӑрӑшать. Кирлӗ пулать теҫҫӗ пулӗ!

Театр валли вырӑнне шырамаллах пулать! Куҫ микрохирургийӗн ҫурчӗпе юнашар мӑнаҫлӑ чиркӳ тӑрать! Ак ҫак чиркӳ вырӑнӗнче хӑпартмалла пулнӑ та капӑр кермен пирӗн ЧПАДТ валли!!! Шел, вӑл саманара Н.В. Федоров та, урӑххисем те шухӑшламан!

Ача-пӑча медицина центрӗн ҫурчӗ умӗнче хӑпартма пулать-ши чӑваш театрне? Вырӑнӗ ҫителӗклӗ пек, чиркӳпе Трактор тӑвакансен КК хушшинче вӑрманне кӑкламалла пулать! Тӑвӑпӑр! Чиркӳпе юнашар К.В. Ииванов ячӗллӗ театр вырнаҫни кулӑшла, паллах! Ирсӗрлӗх тесен те пырать! Православи вӑл чӑвашлӑха пӗтермелли патшалӑхӑн меллӗ меслечӗ, майӗ, ҫул-йӗрӗ! Чиркӳсене аркатнипеле тӗрӗс тунӑ хӑй вӑхӑтӗнче! Тӗн сӗрӗмӗпе мӗн чухлӗ этемӗн ӑс-тӑнӗ «мӑкалнӑ» тата «мӑкалать те»! Шухӑшлас пултарулӑхӗ аталанман вӗсен! Суйлавра камшӑн сасӑламаллине каланӑ та вӗсене чиркӳ хуҫисем, урӑх вӗсене нимӗн те кирлӗ мар!

Кӳлемӗшре, вара, чӑваш юрри-ташшин уявӗ республикӑн, хуламӑрӑн кунӗнче кӑна пулмалла мар! Раҫҫейӗн чи сумлӑ, пӗлтерӗшлӗрен те пӗлтерӗшлӗ уявӗ вӑл — 1990-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗн 12-мӗш кунӗнче Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен пӗлтерекен декларацине алӑ пуснӑ тата йышӑннӑ кун! Ырӑ кӑмӑллӑ мӗн-тери, таса чунлӑ, мал ӗмӗтлӗ ҫын пулнӑ-ҫке Борис Николаевич Ельцин! Ҫав паллӑ кун хыҫҫӑн Совет Союзӗн йышӗнче пулнӑ союзлӑ республикӑсем те хӑйсене валли никама пӑхӑнманлӑх кунӗсене йышӑнчӗҫ! (Украинӑра: 24.08.1990 ҫул).

Кӳлемӗшре кашни кун тенӗ пек тӗрлӗ-тӗрлӗ концертсене ирттерме пулать-ҫке! Ушкӑнсем пирӗн чылай! Вӗсем хӑш-чухне тӳлевсӗр концертсене ирттерме пултараҫҫӗ! Халӑх хушшинче чӑваш юрри-ташшине сарас мухтавлӑ ӗҫре кӳлемӗшӗн пӗлтерӗшӗ ҫӳллӗрен те ҫӳллӗ шайра! Чӑн-чӑн савӑнӑҫ кӗтет пире!

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр чылай-чылай нушаланчӗ те хӑйӗн ҫуртлӑ пулса тӑчӗ тинех! Анчах, вӑл йӑлтӑр-ялтӑр ҫурт пӗртте вӗсене валли мар! «Элара» предприятие хирӗҫ вырнаҫнӑ театр вӑл шӑп вырӑс драма театрӗ валли! Гагарин урамӗн 14-мӗш ҫурчӗ — чӑн-чӑн чӑваш сӑн-сӑпатлӑ пӳрт-ҫурт! Вырӑс театрне кунтан тахҫан-тахҫанах хӑваласа ямалла пулнӑ та ҫав! Ку ҫуртра ӗлӗк-авал чӑваш филармонийӗ пулнӑ! Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр 1997-мӗш ҫулччен ӗҫленӗ кунта тӑрӑшса! Халӗ, вара, хӗпӗртесе каялла таврӑнччӗр!

Ҫак ҫурта тата пукане театрне кӗртмелле! Кусем хӑйсен спектаклӗсене кӑнтӑрла выляҫҫӗ-ҫке! Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр каҫхине вылять. Правительство ҫурчӗпе юнашар вырнаҫнӑ малтан пукане театрӗ пулнӑ ҫуртне кӳлемӗшре юрлама-ташлама палӑртнӑ «Уяв», «Юрай» ушкӑнсене вырнаҫтармалла! Ушкӑнсем: «Сувар» ташӑ, Эреветачасен, «Ҫеҫпӗл» ансамбль, «Ҫавал» эстрада, фольклор ушкӑнӗ, «Чӑваш Ен» ушкӑн. Чӑваш эстрада юрӑҫисем пулаҫҫӗ тата нумаййӑн!

Таса та ҫутӑ ӗмӗт тӗллевсем пурнӑҫа кӗрессе шанатпӑрах! Акӑ вӗсем:

  1. К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ вӗр ҫӗнӗ ҫуртлӑ пулӗ! Ҫурчӗ Трактор тӑвакансен культура керменӗпе юнашар вырнаҫӗ!
  2. Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра симфони оркестрӗпе академиллӗ капелла вырнаҫӗҫ! Ҫак ҫуртрах чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн валли вырӑн тупӗ!
  3. Ӗлӗк «Ҫеҫпӗл» ятлӑ кинотеатр пулнӑ ҫуртра вырӑс драма театрӗ вырнаҫӗ! Йӑлтӑр-ялтӑр театр вӑл шӑп вырӑс театрӗ валли!
  4. Гагарин урамӗн 14-мӗш ҫурчӗ ӗмӗрлӗхе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрӑн пулӗ!

Чулхулара пулнӑ нумайӑшӗ! Пӗчӗк канат вагонсемпе ҫынсене Атӑл леш енне турттараҫҫӗ! Ҫавнашкал 8 этем валли пире те кирлӗччӗ пӗр вагон! Республика ертӳҫин керменӗнчен шыв урлӑ тӳрех оперӑпа балет театрӗ умне ҫитмешкӗн!

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗш кунӗнче 17 сехетре хисеплӗ Олег Алексеевич Николаев тӗрлӗ регионсенчен килнӗ фольклор ушкӑнӗсене кӗтсе илсе саламлать! Ун хыҫҫӑн «певческое поле» вырӑнта хӑнасен концерчӗ пуҫланӗ! Кирлӗ пулсан, шалта театрта та юрать юрлама!

Ҫав шествие текен савӑнӑҫлӑ утнине Ленин проспекчӗпе мар, Мускав проспекчӗпе ирттермелле! Лере, вара, кӳлемӗшре пӗтӗм ҫут тӗнчери чӑвашсен савӑнӑҫлӑ каҫӗ пуҫлантӑр! Мӗн тул ҫутӑличчен пытӑр вӑл уяв! Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗш кунӗнче кӳлемӗшре пирӗн хӑнасен уявӗ пулӗ! Чӑвашсем тата анне палӑкӗ ывӑхӗнче республика Акатуйне ирттерӗҫ! Вӑйлӑ!

Тимофеев В.Н.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1154.00.7821
2021.01.25 22:35
Agabazar
Комментари пайне хупса хуманшăн тавтапуç!
Тимер // 9190.1.3358
2021.01.26 07:56
Филармони çуртне кама паратăр вара, хисеплĕ Владимир Николайчă?.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики