Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Философия - это способ восприятия жизни.
(Сергей Прокопенко)
 

Виталий Станьял: Тӑван е тӑван мар Атӑл? (3-мӗш пай)

Виталий Станьял26.09.2020 12:495917 просмотров

3. Presens-Futurum е тыткӑнри тӗлӗксем

2020-мӗш Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкӗнчи «Тӑван Атӑл» кӑларӑмӗсене уҫса тухрӑм. Ӗлӗксенче литературӑн е уйрӑм журналсен утӑмӗсене ятарласа тишкерӳсенче, ҫыракансемпе вулакансен пухӑвӗсенче, тӗпчев институчӗн литпай ларӑвӗсенче пӗтӗмлетекенччӗ. Кутемӗн тишкерӳ тавраш курмарӑм, ҫавӑнпа мӗн вуланине пӗрле пӑхса илес-ха терӗм.

Кӑҫал камсем «ТА» журнала унаса-пӗҫерсе тӑраҫҫӗ? Редколлегире генерал-тӗремен Татьяна Вашуркина, малтанхи тӗремен Лидия Михайлова тата хальхи шеф-тӗремен Арсений Тарасов, Юрий Артемьев профессор, Шупашкартан Юрий Сементерпе Геннадий Максимов, Пушкӑртстанран Николай Ишимбай, Чӗмпӗртен Николай Ларионов, Хусантан Евгений Турхан, Самартан Владимир Левуков. Пурте журналта нумайранпа пичетленеҫҫӗ.

Вӗсемсӗр пуҫне камсем пур журналта? Хӑшне-пӗрне (хам тӑтӑшах вуласа пынисене) асӑнса хӑварам.

Пӑраснаҫӑсем (прозаиксене ҫапла калама хӑнӑхса кайрӑм - мӗнрен начар вара?): Денис Гордеев, Сергей Павлов, Улька Эльмен, Валентин Константинов, Елен Нарпи, Елена Мустаева, Ольга Туркай, Владимир Степанов, Николай Андреев. Сӑвӑҫсем: Николай Ишентей, Николай Теветкел, Марина Карягина, Светлана Асамат, Василий Кервен, Александр Ильин, Станислав Сатур, Людмила Пурлушкина, Галина Матвеева, Владимир Макаров тата шучӗ ҫук — маттур ҫамрӑксем. Шилӗкҫӗсем: Николай Захаров («Чӗкеҫ килсен пӑр тапранать», пьеса, 2 №), Василий Сипет («Аслатиллӗ ир», Сарри паттӑр ҫинчен хывнӑ драма, 3,6,8 — кусен иккӗшин те ӑнӑҫлӑ пьесисен ячӗсем уҫӑмлӑ мар), Владислав Николаев («Ниме майри...», камит, 7). Левтина Марье («Алиса», пьеса-юмах, 9) Хӑтавҫӑсемпе тӗпчевҫӗсем: Виктор Симаков, Алина Изман, Надежда Кириллова, Альбина Юрату, Петӗр Лаштай, Виталий Ачча, Василий Цыфаркин, Вера Эверкки, Роза Власова... Ку авторсем ҫырнисене кунта та, ытти ҫӗрте те вулама пулать. Тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ырласси кӑна юлать.

Журнал мӗнле рубрикӑсемпе пичетленине каласа кайма кирлех мар пулӗ, мӗншӗн тесен ҫӗнӗ рубрикӑсем журналта нумай, ҫирӗпленсе ларнисем сахал тата вӗсем те туххӑмрах улшӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, Владимир Алмантайӑн «Камсем эпир? Хӑш йӑхран?» тӗпчевӗ тахҫан тата халӗ «Истори», «Ку — пирӗн истори» рубрикӑпа тухрӗҫ. «Поэзи» те, «Поэзи кӗреки» те пур. «Куҫарусем», «Ҫӗнӗ ят», «Этнофэнтези», «Куҫа-куҫӑн», «Вулакан пултарулӑхӗ», «Хыпарсем», «Асӑну» тата ытти те йышлӑ.

Журналти халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсем лайӑх (Сурхури, 1 №; Валери Туктар, Аннесем юрланӑ юрӑсем, 6). Йӑла-йӗрке ҫинчен ҫырни (Людмила Васильева, Етӗрне районӗнчи туй йӑли-йӗрки, 7; Виктор Симаков, Уяв карти, 8) тата ыттисем. Халӑх сӑмахлӑхӗ, тӗрӗссипе, куҫ умӗнчех сӳнсе ларчӗ. Чалтан вӑрҫи хыҫҫӑнхи ӑру — кӗнекепе ӳснӗ халӑх. Вӗсем хушшинче шӑкӑрттин сӑвӑ-халап ҫыракан, нумайӑшӗ кӗнекесем те кӑлараҫҫӗ. Вӗсен поэзийӗ хӑйне майлӑ, ансат калану пек. Вӗсене чӑнах та «хура халӑх сӑвӑҫисем» темелле — халӑхпа пӗрлех ӗҫлесе пурнаҫҫӗ, чун ыйтнипе ҫыраҫҫӗ те юрлаҫҫӗ, хӑшпӗр халӑх писателӗсем пек кашни номере 4-5 кӗмеҫҫӗ.

Юлашки ҫулсенче курнисенчен Николай Сидоров пьсисем аса килеҫҫӗ. Кунта Владислав Николаев журналист пирки уйрӑм калас тетӗп. Эпӗ унӑн ача-пӑча тата юптару кӗнекисене ырласа йышӑннӑччӗ, унӑн шилӗк валли хатӗрленӗ ӗҫӗсем («Пихампар чунӗ манра» мюзикл, «Ванюк ӗҫе хӑнӑхать», «Чуххӑм Ванькка авланать» камитсем, «Кӗтӳҫ» мелодрама) пирӗн драматургие чыс кӳреҫҫӗ. «Ниме майри е Пулса ҫитеймен пуҫанасем» камичӗ (2020, 7) лару-тӑрӑвӗпе, сӑнарӗсемпе, хускатнӑ ыйтӑвӗсемпе паянхи куна тӗл тивертет. Правур та чипер тӑхлачӗ Люся Петрова радиожурналистка, упӑшка шыранӑ пек пулса, шахвӑртса-юптарсах тӗрлӗ ӑстасене ҫурт тунӑ ҫӗрте ӗҫлеттерет те юлашкинчен, шӑнман пӑр ҫине лартмасӑрах, тӗрӗссине уҫса парать: вӗсем ялта пӗччен юлнӑ Укахви кинемей валли ниме майӗпе пӳрт хӑпартса панӑ иккен! «Материалне пурне те ҫылӑхлӑ ҫынсенчен пуҫтартӑм. Ҫылӑхлӑ чӑвашсем вара питӗ нумай. Чылайӑшӗ хӑйсен йӑнӑшне ӑнланаҫҫӗ. Укахви кинеми валли кам кирпӗч, кам хӑма, кам профнастил парса ҫылӑхне каҫарттарасшӑн пулчӗ». Пӳрт лартса-хӑтласа панӑ хусах ӑстасем пархатарлӑ ӗҫшӗн тӳлев ыйтма шухӑш та ҫук! Владислав Николаев чӑваш литературин хальхи шанчӑкӗсенчен пӗри. Сӑмахлӑх анинче унӑн малашне сарлакан ӗҫлеме майсем тупӑнсан аванччӗ. Журнал тӗременӗ Арсений Тарасов ҫамрӑксенчен Николай Андреев («Камилла» калав, 9) тата Владимир Макаров сӑвӑҫ шанчӑк параҫҫӗ тесе палӑртать. Тем пекехччӗ!

Интервьюсенчен Петӗр Яккусен, Анатолий Малышев, Сергей Павлов тата Борис Чиндыков калаҫӑвӗсем мана килӗшрӗҫ. Петр Яковлев ку калаҫӑвне («Кӗркунне ҫыру ҫырса хӑварнӑ...», 6) маларахрипе — «Чун канӑҫне тӑван ялӑмра тупрӑм» (2007, 5) тата 8-мӗш кӑларӑмра Марина Карягина унпа калаҫнине танлаштарса пӑхрӑм. Ял ҫынни пек пурӑнать пулсан та, чӑваш литературинче вӑл кухаллӗн ҫирӗп интеллектулсен ретӗнче Николай Исмуковпа юнашар тӑрать. Поэт ҫил вӗрнӗ май вӗлтӗртетсе ҫаврӑнманнине пӗлетӗп. Ҫакӑ унӑн пиҫӗ сӑввисенче витӗр курӑнать. Чӑваш чӗлхи тавра тата орфографи пирки пӑтраннӑ чухне хӑй сӑмахне тӗрӗссинчен уйӑрса ямарӗ. Ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Намӑссӑр икӗпит профессорсем хӗстернинчен тата нишлӗхрен Библие куҫарса хӑтӑлма пӗлнине те ырлатӑп. «Кашни этемӗн харпӑр хӑй кунҫулӗ, Хам ҫулӑма суйларӑм эп хамах.. Юрлас тесе эп пурӑнмарӑм, Пурнас тесе юрларӑм эп...». Ҫак позици мана тӗпренех килӗшет.

Юрӑпа ташӑ, кулӑшпа питлев, таймӑк-шаймӑкпа ӗссӗмлӗх, поэзи антологийӗ, ӳнер пайӗсем малашне те кирлӗ пулӗҫ. Сӑмахлӑх (тӗрӗссипе, этем шухӑшлавӗ) пӗр енлӗ ҫеҫ пулаймасть. Эппин, ҫӗршыври ытти пур журналсенчи пекех, литературӑпа ӳнерӗн, пӗтӗм культурӑн пур йышши жанрӗсем те унта кирлех.

Журнал ҫине +12 паллӑ лартнӑ. Пӗчӗккисем валли уйрӑм журналсем пур. Апла пулсан, ачасем валли кунта мӗн пичетлени ашшӗ-амӑшӗ валли пулса тухать. Ҫакна килте усӑ курмалла тӑвас тесен, ахӑртнех, пысӑккисене валли, ҫамрӑк ӑру валли вӑхӑт-вӑхӑт уйрӑм калаҫу та кирлӗ. Тӗрӗссипе, журналӑн чӑваш вӗрентӗвӗпе, «Халӑх шкулӗпе», «Чӑваш халӑх сайчӗпе», инҫесаспа, инҫекурӑмпа тачӑрах ҫыхӑнмалла тесе шутлатӑп. Иртсе кайнӑ вӑхӑтри паллӑ ҫыравҫӑсен чи паха хайлавӗсемпе чӑмӑртаса паллаштарма пуҫланине питӗ тӗрӗс. Ҫавӑ шӑпах шкулта та, вулавӑшра та кирлӗ. Журналӑн юлашки 9 (743) номерӗнче Стихван Шавлипе («Пурнӑҫ урапи» поэма), Валем Ахунӑн («Искей Пайтулӗ» поэма), Иван Мучи калавӗсене панӑ. Пӗрлех ҫав хайлавсене тишкерсе хаклани те вырӑнлӑ. Ку чӑваш университечӗсенчи ҫыракан талантсене ҫунат сарма та кирлӗ. Паянхи аслӑ шкулти лару-тӑру чӑваш сӑмахӗн ҫулне касса пырать, ҫавӑнпа хамӑр вырӑна тӗрлӗ факультетсенчи е ӗҫри пултаруллӑ яш-кӗрӗме явӑҫтарса хатӗрлессине хамӑр ҫинех илмелле.

Республикӑра кӑҫал уйрӑмах паллӑ уявсем пулчӗҫ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 тата Чӑваш автономийӗн 100 ҫулӗсене «ТА» палӑртмасӑр тӑмарӗ. Ҫавах та, мухтанмалли ҫӗнӗлӗх унта курмарӑм. Журнал архивсенче тупнӑ, халиччен паллӑ пулман мӗнтелсене памарӗ. Пичетленӗ хайлавсем унчченех пӗлни ҫумне нимӗнех те хушма пултараймарӗҫ.

Борис Чиндыковӑн «Presens-Futurum, умстатья» калавне ҫӗнӗ пулӗ тенӗччӗ. Пулмарӗ. Нимӗҫ тыткӑнӗнчи легионерсем ҫинчен, Бенциг ӑсчах чӑваш ачине хаҫат кӑларма хушни пирки калав. Андрей Петтоки, Вениамин Туртуш ҫыравҫӑсем легионран паттӑррӑн тухнӑ. Иван Скобелев, Порфирий Андреев, Юрий Владимиров, Анатолий Азамат (Кадеев) ҫинчен уйрӑм кӗнекесем пичетленнӗччӗ. Анатолий Кадеев легионер Берлинта чӑвашла хаҫат кӑларнӑ, чӑвашла спектакльсем лартнӑ. Журнал ҫак вӑхӑта аса илтерни япӑх мар ӗнтӗ. Чӑваш пурнӑҫӗн хальхи тата пулас саманисем пирки тыткӑнри салтак шухӑшлани те пӑсмасть. Пӗрех те, журнала сисӗнмелле вӑйлӑ талпӑну кирлӗ. Текех алӑ айӗнче мӗн пуррипе ҫырлахса ларни савӑнтарма пултараймӗ.

Ӗлӗксенче «Тӑван Атӑл» Чӑваш писателӗсен союзӗн кӑларӑмӗ пулнӑ. Халӗ унӑн хуҫисем — Хыпарлавпа ҫыхӑну шаралӑхӗ тата «Хыпар» пичет ҫурчӗ. Малашне ку пӗртен пӗр журнал, Писательсен союзӗ ҫивӗч пулмасан, пултарулӑх ӗҫӗсене сӑвӑрса тӑмасан литературӑпа культурӑшӑн тӑван мар пулса юлма пултарать.

Ҫухатасси йывӑр мар, ҫуратасси нуша. Аталанасси, вӑй илесси тӑрӑшмасӑр пулмасть. Кам тӑрӑшмала? Дояркӑпа механизатор-и? Ан тив, «ТА» чӑваш халӑхӗн чун-чӗрепе ӑс-хапӑл вучахӗ пулма ан пӑрахтӑрччӗ.

Республикӑпа Чӑваш наци ертӳлӗхӗсене (ЧНКна), пайтаҫӑ-усламҫӑсене, чӑваш-вырӑс журналисчӗсене тархасласа калатӑп: Чӑваш Республикине «Тӑван Атӑлсӑрҫи» пуҫне анлӑ программӑллӑ, нумай чӗлхеллӗ, капӑр рекламӑллӑ, ӑслӑ та ӗҫлӗ тепӗр ҫивӗч журнал (калӑпӑр, «Чӑваш тӗнчи»/Чувашский мир») кирлӗ. Тархасшӑн, май ҫук тесе ан калӑр. Май пур!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3245.46.6107
2020.09.26 14:10
Agabazar
Станьял хăта, мĕн усси тĕремен, пăрасна тени, енчен те доярка тенине чăвашла çавăрттарса хума пултараймастăн пулсан???????

Доярка тенине чăвашларах майлаштарни санăн «пăраснусенчен» миллион хут ытларах кирлĕ.

Таса пулăр!
Agabazar // 3245.46.6107
2020.09.26 14:15
Agabazar
Проза çыракана прозăçă темелле. Вара ку 146% чăвашла пулать.
Agabazar // 3245.46.6107
2020.09.26 14:20
Agabazar
Ĕне сăвакана сăвавçă темелле.


Сăвавçă
Доярка Сăвавçă
сăвавçă
СĂВАВÇĂ

Çапларах ăсталас пулать ăна, кирлĕ сăмахсене. Апла-капла мекĕçленмесĕрех пулать у.
Кумык // 1102.49.3198
2020.09.26 14:55
Акапасао, доярка - вӑл СУВАРҪӐ пулать.
Agabazar // 1608.67.7452
2020.09.26 17:36
Agabazar
Кун пек каласа кама култарасшăн?
Вот и // 1977.69.9930
2020.09.26 20:01
халĕ, ку вăхăра СĂВĂ çыракансем вара каярах ДОЯРКĂСЕМ, ДОЯРСЕМ пулнă пулмалла. Акапасар питĕ тĕрĕс майлаштарать "ĕне сăвакана сăвавçă темелле" тесе.
Константин Малышев // 2315.55.3802
2020.09.30 19:30
Дояркӑна суварҫӑ текеннин шӑлӗсем ытлашши пулмалла е урӑлмасӑр ҫырать?
Agabazar // 2984.37.3441
2020.10.03 21:40
Agabazar
сăвă çырас, ĕне сăвас тенисенчи палăртнă сăмахсем — тĕрлĕ тымартан. Старлингпа тĕрĕслесе пахма пултаратăр. Е Федотовăн этимологи сăмахсарĕпе.
Кумык // 2126.1.2596
2020.10.04 13:51
Аран-аран шӑл шутлама вĕренни, паллах лайӑк, анчах чӑн пĕлтерĕшсене те пӑртак пĕлеспеть, ҫармӑссен чӑн ятне хушса илнĕ юмахҫӑсене итлесе сувсем арпашса ату кайнӑ: Савары(сувары) пĕлтерĕшĕ - (дойная корова), дояр, скотник, пастух, чабан,ковбой. Сувары - "поить скот". Словарсене пӑхӑр, мĕскĕн айвансем.
Agabazar // 4153.04.9412
2020.10.04 14:24
Agabazar
Шăлĕсем ытлашши пулни чăмăрпа питрен чышса çĕмĕрмеллине пĕлтермест. Тен, хирургсем ытлашши шăлсене операци туса кăларса илĕç.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики