Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Повторять чужие слова не значит еще понять их смысл.
(Д. Руми)
 

Виталий Станьял: Кӗтерне патшан ырри-хаярӗ

Виталий Станьял23.08.2020 16:258013 просмотров

Николай Максимовӑн «Майра патша парни» историлле романне (Ш,. Чӑв. кӗн. изд-ви, 2018. – 380 с.) вуланӑ чухне шухӑшланинчен.

(Кӗнекене Галина Соловьева вулавӑшҫӑ Шупашкартан парса янипе Сергей Сорокин таврапӗлӳҫӗ яла леҫсе пачӗ; вӗсене тав тӑватӑп).

Халӑх хӑйӗн иртнӗ вӑхӑтне пӗлесшӗн

тата ӑна пӗлме тивӗҫлӗ те -

ҫакӑ та патриотизм ӑнлав шутнех кӗрет.

А.Н.Толстой

Романри ӗҫсем «пин те ҫичҫӗр утмӑл ҫиччӗмӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн тӑххӑрмӗшӗнче» Улатӑр патӗнче пуҫланаҫҫӗ. Кӗтерне патша кортежӗ Чӗмпӗртен таврӑнать. Юланутҫӑсем кӑна икҫӗр гвардеец яхӑн майра патша караванне хуралласа пыраҫҫӗ. Григорий Орлов граф, генерал-адъютант, вырӑсла пӗлмен икӗ чӑваша пуҫ тайманшӑнах пуҫӗсене касса пӑрахма хушсан, патша умне пӗр казак чӗркуҫленет: Ваше величество! Тархасшӑн, чарсам ку усал ӗҫе! Чӑвашсем вӗсем, вырӑсла ӑнланмаҫҫӗ.

— Эппин, эсӗ чӑваш иккен-ха..

— Ҫапла, чӑваш эпӗ. Сентиер Медведев...

Ҫак самантран майра патша «чипер те хӑюллӑ упана» астуса юлать.

Майра патшан мӑнтӑр кӑмӑлӗпех салтакӑн ҫулӗ уҫӑлса пырать. Тӗттӗм чӑваш ялӗнчи тӑлӑх ача ҫарпуҫсен хуралӗнче ҫӳресе паттӑрлӑх кӑтартать. Дворян ачи пулсан, ӑна чинсемпе, орденсемпе тав тунӑ пулӗччӗҫ, анчах хресчен мӗн хисепре! Патша ӑна ятран пӗлнӗрен кӑна фельдфебеле (аслӑ унтер-офицера) кӑлараҫҫӗ.

Майра патша упа пек вӑйлӑ чӑваша хӑй еркӗнӗ тӑвать, ӳт-пӗвӗшӗн, хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗшӗн, тӳрӗ кӑмӑлӗпе патшалӑх умӗнчи шанчӑклӑхӗшӗн ыттисенчен уйӑрсарах пӑхать. «Эс, рейтар, тем ан шухӑшла, — терӗ ирпе уйӑлас умӗн. — Эпӗ хусах хӗрарӑм. Кӑшт алхасса илесси мана ҫав тери кирлӗ, ӳт-пӗве лайӑх кантараймасан ман пуҫ япӑх ӗҫлет. Ҫутҫанталӑк ҫапла ҫуратса янӑ мана. Ҫак кунсенче патшалӑх шайӗпе ман питӗ вирлӗ шухӑшламалла, пире каллех Осман империйӗ тапӑннӑ». Нимӗҫ хӗрарӑмӗ темерӗн...

Кӗтерне патша фаворичӗсен артакӗ пирки тӗнче пӗлет. Вӗсен шутӗнче патвар чӑваш салтакӗ пулни ҫинчен халӑхра халапсем ҫӳрени те паллӑ. Чӑваш поэчӗ Николай Шупуҫынни ахальтен мар ҫӗр ҫул каяллах — ХХ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче — «Еркӗн» поэма ҫырса «Сунталра» пичетленӗ.

«Тӗнче касса» сыпӑкра калаҫу пӗтӗмпе пекех Кӗтерне майра патша тавра пырать. Эпӗ Иккӗмӗш Кӗтерне ҫинчен В.О.Ключевский профессорӑн «Курс русской истории» (М., 1937, V пай) лекцийӗсепе ятарлӑ статьинчен тата В.Шишковпа О. Форш романӗсенче вуланинчен ытла пӗлместӗп. Вӗсене чӑваш ҫыравҫи мӗн каланипе танлаштартӑм та, патша сӑнарне тӗрӗсех кӑларнӑ тесе палӑртрӑм. В.О. Ключевскин «Русская история» (М., 2005), Н.И.Карамзинӑн «История государства Российского» кӗнекисенче, Кӗтерне патша кӑларнӑ хушусенче, Пугачев пӑлхавҫисене судланӑ хутсенче пусмӑра пӑхӑнман паттӑр чӑвашсен ячӗсем пур. Сӑмахран, Падуров сотник, Анюк Ишелиев чӑвашсем патша «Наказӗн» ҫӗнӗ «уложенине» сӳтсе явнӑ комиссире хастар пулнине асӑннӑ. Эппин, Сентиер Медведева, лейб-гвардире хӑюлӑхпа та тимлӗхпе палӑрнӑ ҫынна, ҫар хӗсметӗнче тӑхӑр ҫул тӑнӑскере, Потемкинпа Суворова вилӗмрен хӑтарма пултарнӑ маттур салтака, Николай Максимов ҫыравҫӑ ытахалех алӑ пусма та пӗлмен пек хӑварнӑ. Ӑслӑ та вичкӗн майра айван дворянсене те хӑй ҫумӗнчен сирнӗ пулсан, эппин, патша кӑмӑлне тивӗҫтерме пултарнӑ Упа Сентиерӗ саспаллисем пӗлмен вӑрман упи ҫеҫ пулман-тӑр. Потемкин кӗвӗҫнӗренех патша Упана хӗсметрен хӑтарать, пин тенкӗ укҫа (лайӑх лаша 2 тенкӗ чухне) тата икҫӗр теҫеттин ҫӗр (ят пуҫне 2-3 теҫеттин лекнӗ чухне) пама хушса киле ярать. (Вырӑсла куҫарас пулсан, ку сыпӑка критиксем тапӑнасран шик пур).

«Киле таврӑнсан» сыпӑкра салтакран килнӗ гренадерӑн ырри-хаярӗ тупӑнсах пырать. Тӑван ялта, Эпеҫре, ылмат хирӗҫле пурӑнакан Карсак Микулине уҫӑ чунлӑ Сентиер Хусанта ҫӗр лаптӑкне Нӗркеҫ патӗнче пани тата малашне мӗн ӗҫлесси пирки каласа парать. Микула Сентиер ҫӗрне Вӑрӑмпуҫ патне куҫарма пулӑшать. Хуҫалӑхне аванах йӗркелесе ярать Упа. Ӑна ишексем Лаштра Юман кил-йышӗ тӑван пек пулӑшать.

Хум шывӗ хӗрринчи акатуйра Сентиер ут ӑмӑртӑвӗнче Микула кӗрӳшне ҫӗнтерет. Пуҫланчӗ те пӗр хирӗҫтӑру. Кунтах тепри тупӑнать — старшина ывӑлӗ куҫ хывнӑ хӗре Юмансен Пинерпине Сентиер ҫураҫать. Каллех хирӗҫӳ.

1772 типӗ ҫул Хурамал пачӑшки шыв чӳкӗ ирттерет. Ҫумӑрӗ ҫук, Тӗне кӗмен чӑвашсем чӳк тӑваҫҫӗ те вӗсене турӑ итлет. Тепӗр пысӑк хирӗҫӳ тупӑнчӗ! Урам урлӑ кӳрши, ял старости Карсак Микули, чӑваш тӗнӗ майлӑ калаҫакан Сентиере тинех ҫапса хуҫмалли меслет тупать, Хурамалти чиркӳ ҫуртне вут тивертнӗ туса, Хусан тӗрминех хуптарать. Айӑпсӑр салтак Емельян Пугачев хорунжипе кунтан тарма май тупать, юланутпа тӑван тӑрӑха таврӑнать. Унӑн ҫӗрне кӳрши ярса илнӗ. Тинех паллӑ пулать — Карсак сутнӑ Сентиере! Сутӑнчӑк Микулана мӗнле тавӑрнине автор таймӑк-шаймӑк (детектив) пекех хивре ҫырса кӑтартнӑ.

Пугачев кӑтартнӑ ҫӗре ҫул шыранӑ чухне таркӑнри Сентиер Пулмантӑшра пӗтӗм чӑвашсен акатуйне ирттернине пӗлет те, халӑхпа хутшӑнса унта пырса тухать. Акатуйра Сентиер хӗҫ вӑййинче ҫӗнтерет, кӗрешӳре Арӑслан паттӑра ҫавӑрса ҫапать, кире пуканне пуринчен нумай хут ҫӗклет. Чӑваш паттӑрӗ ятлӑ Сентиер парнелӗхе калмӑк лашине йӑтса илет. Ак сана Мраньккан паттӑр Ҫтаппанӗ! Акатуйра вӑл Пушкӑрт чӑвашӗпе Пикмулпа тӗл пулать, Ӗренпур енне вӗсем пӗрле каяҫҫӗ. Кирлӗ ҫынсемпе хутшӑнать, Салават Юлаевпа туслашать. Ун пекех, Пӑкачан пултаруллӑ та шанчӑклӑ тӗрекӗ пулса тӑрать.

«Императорпа пӗрле» сыпӑк — пӑлхав историйӗ. Пӑлхав вӑхӑтӗнче Упа полковник Пугачевӑн хурал гвардине ертсе ҫӳрет. Чӑваш халӑхне ирӗке кӑларас тесе кӗрешет вӑл. Пӑлхав Хусан таппине куҫсан Сентиер тӑван хутлӑха килсе каять, халӑха Виҫҫӗмӗш Петӗр патшашӑн (Пугачевшӑн) тӑма чӗнет. Каялла вӑл авланса таврӑнать, Пинерпи унпа пӗрле кӗрешӗве тухать.

Салават пушкӑрчӗсем, Пугачева шанми пулса, уйрӑлса каяҫҫӗ, Сентиер Ҫӗрпӳре, Муркаш, Чутай, Етӗрне енче пӑлханнӑ халӑха пӗрлештерет, Негейпе, Тойтерекпе пӗрле пулать. Пугачев ҫӗкленӗ пӑлхав сӳнсен Упа шурлӑх варринчи утрав ҫинче Чӑваш Ҫӗпрелӗ ялне пуҫарать. Каллех чӑваша чӑвашах сутать. Леш Арӑслан паттӑр Сентиере Пулмантӑш акатуйӗнче тытса парать.

Санкт-Петербург тӗрминче Кӗтерне патшапа юлашки калаҫу:

«— Медведев, епле пултарнӑ эсӗ мана хирӗҫ тӑма... Мӗне пула ермӗшсе кайнӑ ҫав самозванец Пугачевпа» (367 хутъен)...

Чӑваш ҫыравҫи Упа Сентиерне пит тӑнлӑ калаҫтарать. Вӑл майра патшана хирӗҫ мар кӗрешет, вӑл ҫӗршыври тӗрӗс мар тытӑм пуҫтахланнине пӗтересшӗн. Капла хӑрамасӑр калани патшана тивӗҫтерет.

«— Ну, Медведев, эпӗ сана клемелеме те, асаплантарма та чартӑм. Пурӑн эппин мӗн виличчен. Ку манӑн сана панӑ юлашки парне пулӗ».

Роман астарса та юптарса, такӑнмасӑр вуланать. Н.Н.Максимов, историлле романсен тухӑҫлӑ ӑсти, вулакана хайлав талккӑшне туххӑмрах туртса каять, Ӗртӗ (сюжет) йӗрӗсене, тӗлпулусене, хивре ӗҫсемпе пулӑмсене вӑл пит меллӗ сыпӑнтарса пынӑ. Питӗр те Хусан, Турци те Польша, Крым та Ӗренпур, Эпеҫ те Ҫӗн Чукал. Ялти хресчен йӑла-йӗрки, шӗкӗр хулари «ҫӗр ҫинчи турӑсен» вӑртти-кӗртти. Истори чӑнлӑхне пӑсни ҫук унта. Никӗсӗ – пурнӑҫран. Историлле романсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ: роман-эпопея, роман-событи, роман-хроника, роман-халап, роман-биографи, роман-драма тата темли те (9-мӗш класӑн «Чӑваш литератури» учебник хуплашкине пӑхӑр). Антив, жанр енчен «Майра патша парни» хайлавра ӗссӗмлӗхпе шаймӑклӑх туллиех пулин те, вӑл чӑваш халӑхӗн 18 ӗмӗрти пурнӑҫне, ӗмӗтне, талпӑнӑвне, паттӑрлӑхне ырӑлатса тӗрӗсех кӑтартать. Тимлӗ вулакан иртсе кайнӑ ӗмӗрсем витӗр хальхи пурнӑҫ пайӑркисене те унта уҫҫӑнах курайрать.

Литературӑра чӑннипе тата шутласа кӑларни тавра яланах тавлашу пырать. Мана хама яш чухне юмахласа кӑларнӑ паттӑрсем пит килӗшетчӗҫ, кайран вара, «камсем эпир, чӑвашсем» шухӑш ҫапсан, чӑнласа пулнӑ ӗҫсемпе ҫынсем ҫинчен тӗплӗрех пӗлес киле пуҫларӗ. Чӑн паттӑрсем пирки историлле пысӑк хайлавсем — «Петр Первый» (А. Толстой), «Хмельницкий» (И. Ле), «Кюхля» (Ю. Тынянов), «Повесть о Болотникове» (Г. Шторм), «Кондрат Булавин» (Д. Петров-Бирюк), «Одеты камнем» (Ольга Форш), «Степан Разин» (А.Чапыгин), «Емельян Пугачев» (В.Шишков), «Салават Юлаев» (С.Злобин) пеккисене — чӑваш литературинче Хветӗр Уярпа Куҫма Турхансӑр пуҫне вуласа кураймарӑм. Петр Егоров, Охатер Томеев, Шурча Григорьевӗ, пӑкачаҫӑсем Тойтеряк, Ишмук, Михопар, Резван, Негей, Пайтул, Тонҫа, Пугачевпа пӗрле ҫӳрекен Вырӑс ҫарӗн салтакӗ Е.И. Бородин чӑваш — паттӑртан паттӑр ҫынсем. Мӗншӗн вӗсене «наци паттӑрӗн» шайне лармалла мар? Вӗсем ҫинчен документсем сахал, фотосӑнӗсем ҫук, ҫавӑнпа сӑнарлас пулсан, паллах, авторсен пуҫа самай ҫавӑрас пулать. Ытти халӑхсем хӑйсен историне ятарласа тапхӑр хыҫҫӑн тапхӑр романсемпе повеҫсем ҫырса ҫутатаҫҫӗ. Патшалӑхсем (казахсен-и вӑл, пушкӑртсемпе тутарсен-и е кирек хӑш аталаннӑ нацие илӗр) историҫӗсене, археологсене, этнографсене, архивҫӑсене, сӑмахҫӑсене, вулавӑшҫӑсене тӗллетерсех этноссен авалхи ҫул-йӗрне шыраттараҫҫӗ, ҫыравҫӑсене историлле хайлавсем ҫырма хистеҫҫӗ. Пирӗн ун пек тӑн ҫук-ха. Истори темине сухаланӑ чӑваш ҫыравҫисем Георгий Талмӑрса, Михаил Юрьев, Ҫемен Элкер, Ухсай Яккӑвӗ, Куҫма Турхан, Хветӗр Уяр, Юхма Мишши, Николай Теветкел, Марина Карягина хӑйсен темисене историҫӗсенчен маларах хӑйсем тӗпчерӗҫ.

Чӑваш халӑхӗн авалхи пурнӑҫӗ историлле хайлавсем валли кӑшт-кашт кӑна ҫухрӑм паллисем халапсемпе халайсенче, кӗлӗсемпе хӳхлевсенче тата урӑх ҫӗрсенчи ӑсчахсен ӗҫӗсенче хӑварнӑ. Вырӑс патшалӑхӗнчи чӑваш шӑпи, ҫапах та, чылай чӑнлавсенче (документсенче) тӗл пулать. Ман шутпа, чӑваш писателӗ роман тӗп геройӗ валли историре ҫырӑнса юлнӑ пӗр-пӗр курӑмлӑ ята илсен критиксене шӑрпӑкланма сӑлтав юлмастчӗ. Семен Элкерпе Яков Ухсай ҫырнӑ вӑхӑтра Салаватпа тан ҫӳренӗ пӑлхав ҫумертӳҫине ирӗксӗрех Чакка та Тутимӗр теме тивнӗ, халӗ вара чӑн ятпа калама кам чарать? Алексей Толстоя, Степан Злобина историҫӗсем архив докуменчӗсене ятарласа тупса панӑ. Пирӗн кам та пулин Василий Димитриев профессорпа Валериан Нестеров архивҫӑ хыҫҫӑн Пугачев вӑрҫин хучӗсене ҫавӑрса пӑхнӑ-ши? Эпӗ пӗлнӗ тӗслӗхсенче халиччен тӗпчевҫӗсем чӑвашӑн хӑюллӑ ертӳҫисене хутла пӗлмен «пуҫтахсен» шайӗнче ҫеҫ курнӑ. Илемлӗ литературӑра та хамӑр паттӑрсене ҫав картран кӑлараймастпӑр.

...Николай Максимов хайлавӗ халӑхӑмӑрӑн ырӑ енӗсен мухтать, юнлӑ вӑхӑта сӑвӑрать, ҫӗкленӳллӗ те малашлӑ кӑмӑла ҫӗклет. Вӑл чӑваша хӑватлӑ, маттур, тӗнчепе влаҫ тытӑмне ӑнланакан, пусмӑр тытӑмне сирме кӗрешӗве тухнӑ ӑслӑ ертӳҫӗ сӑнӗнче кӑтартать. Мана ҫак геройра историре чӑн пулнӑ паттӑр ҫын ҫукки шел пулчӗ.

…1776 ҫула кӗрес умӗн Упа мӑшӑрӗ Пинерпи ывӑл ача ҫуратать, ӑна Маттур ят хураҫҫӗ. Ашшӗ ку вӑхӑтра Салаватпа пӗрле Эстляндире Регервик тӗрминче ларать. Унӑн пилне тӑван ял манман.

Эпилогра телей сунакан ӳкерчӗк — Пикмул, Пинерпи, Маттурпа унӑн мӑшӑрӗ — чӑвашланнӑ пушкӑрт пики Айгуль — Пулмантӑш акатуйӗнче халӑхпа пӗрле савӑнаҫҫӗ. Тӗреклӗ ар — Маттур — вӑйпитти ҫын, ашшӗ пекех Чӑваш паттӑрӗн ятне ҫӗнсе илет. Эппин, шанчӑк сӳнмен, ҫӗнӗ ӑру аслашшӗ-кукашшӗсен ӗмӗрсенчи ӗмӗчӗшӗн — ирӗк пурнӑҫшӑн — кӗрешме пӑрахмӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2020.08.23 22:42
Аçтахар Плотников
Ҫӗнетрӗм. Мана унччен черновик ярса панӑ иккен. Вуланӑ чухне темскер ҫитмест пек туйӑнчӗ... Халь тулли вариант.
Agabazar // 1613.21.5666
2020.08.23 23:22
Agabazar
Вулавăш — Читальный Зал
Кĕнекесар — Библиотека
Вулавăшçă — Вулав Залĕнче ларакансене пулăшакан, «хураллакан»
Кĕнекесарçă — Библиотекарь
Agabazar // 1613.21.5666
2020.08.23 23:35
Agabazar
Историпе çыхăннă пулсан та, ку романа историлле роман темелле мар пек туйăнать.

Ну Кĕтерне патша халлапсенчи пек аскăн пулман. Кунта мистификацилесе суйнисем нумай. Чăннине пĕр Турă çеç пĕлет.
Пĕри // 2344.12.0002
2020.08.24 08:31
Аван çырнă, вулама кăсăк.
Тепри // 1413.49.7176
2020.08.25 09:43
Романа, ку историллĕ романах (Акапăсар яланхи пекех вуламасăр хаклать, кунта аскăнлăх çинчен çырни 0,01% чухлĕ те çук), ăна Патшалăх премине илме тăратнăччĕ, анчах сасăлав йĕркине сĕмсĕррĕн пăссах премине темле художника памалла тунă теççĕ. Тĕлĕнмелле истори, черетлĕ скандал!
Базиль Кириллов // 1413.49.7176
2020.08.25 15:49
Акапасар "художественный вымысел" текеннине мĕнпе пуçса çимеллине пĕлмест иккен.
Алексин // 1413.49.7176
2020.08.25 16:02
Лайăх статья, литературăпа историне питĕ ăнланса çырнă. Пичетлес пулать, сайт пĕр-ик уйăхран ытла упраймасть.
Эпĕ // 3000.76.3861
2020.08.25 17:02
Тепри, Базиль Кириллов, Алексин – 1413.49.7176. Ку ачан Валерий Николаевич Алексеев (Чăваш кĕнеке изд.) тесе алă пусас та ĕнтĕ...
Тепри // 3161.98.5594
2020.08.25 20:40
"Эпĕ" - ку Леонтьев текенни. ("Ачасем, паллатăр-и, ку Давыдов- Анатри" тенĕ пекрех). Вăл капашсăр мăкалса çитнĕ пирки хăйне мухтанисĕр пуçне нимех калайммасть. "Кураков пуçани" тетчĕ ун пирки Илле Иванов. Эсир унпа ĕçсе курнă-и? Ялан хăйне мухтама ыйтать.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики