Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин «Культурӑпа туризма аталантарасси» программӑн «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограммине халӑхпа сӳтсе яврӗҫ. Нумай ҫынна йыхравланӑ, ҫав шутра мана та. Тухса калакан ҫынсем чылай пулнӑран сӑмах калакансен черечӗ ман пата ҫитеймерӗ. Ҫавна май «Чӑваш халӑх сайчӗ» урлӑ та пулин пӗлтерес терӗм.
Чи малтанах ҫак ҫумпрограммӑна пӗтӗмӗшле хак парас тетӗп. Паллах, ҫавра сӗтеле йыхравланӑ ҫынсем пурте тенӗ пекех ӑна ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ, ырларӗҫ. Сӑлтавӗ те ҫук мар — ара, республика пуҫлӑхӗ те (ку вырӑна вӑл хальлӗхе вӑхӑтлӑх ҫеҫ йышӑнать пулин те) ҫумпрограммӑна сӳтсе явас ӗҫе хутшӑнать-ҫке! Унччен кунашкалли пулман тет те вара чӑн та ырламалли кунта пурах! Тӗппипе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак ҫумпрограммӑна эп ҫакнашкал хак кӑна пама пултаратӑп: вӑл паянхи лару-тӑрӑва ҫирӗплетме тӑрӑшни ҫеҫ. Чӗлхе ыйтӑвӗн ҫивӗчлӗхне, паянхи кун вӑл темле йывӑр пулсан та, кунта татса пани курӑнмасть. Чӗлхе умӗнчи тӑракан хӑрушлӑхсенчен сыхлама пултарасса та эп ӗненсех каймастӑп. Чӗлхе валли чӑн-чӑн аталану никӗсне унта хывса хӑварман.
Чи малтанхи вӑхӑтра, ҫак япала «программа» ятпа ҫуралнӑ чухнех, эп проектпа паллашнӑччӗ те савӑннӑччӗ. Ара, чӑн та, ӑна тӗпе хурсан чӗлхе ыйтӑвне кӑшт та пулин ҫемҫетме май пулӗччӗ. Хӑвӑн сӗнӗвӳсене пӗлтер тесе ыйтнӑ чухне «ман тата мӗн сӗнмелле, ара унта пӗтӗмпех пур-ҫке» тесе шутланӑччӗ. Халӗ вара, ҫавра сӗтел умӗн салатса панине тишкерсен, малтанхи вариантран самай кирлӗ япаласем ҫухалса пӗтнӗ. Калӑпӑр, малтанах кунта влаҫ органӗсен сайчӗсене чӑвашлатасси пурччӗ. Халӗ вара ҫук. Ку пункта мӗншӗн кӑларса пенине епле сӑлтавлаҫҫӗ? Ара халь Яндекс.Тӑлмач пур-ҫке — кама кирлӗ илтӗр те куҫартӑр вырӑсларан чӑвашла. Виджетне пур сайта та вырнаҫтарса панӑ! Пӗтрӗ пуҫ! Ара капла эп чӑваш чӗлхине хирӗҫ ӗҫленӗ пек пулать мар-и? Чӗлхе усӑ курсан ҫеҫ аталанать. Тӳре-шара вара усӑ курасшӑн мар. Усӑ курма ыйтсан Яндекс.Тӑлмач ҫине явӑнтарать!
Унсӑр пуҫне программӑран чӗлхе корпусӗ те тухса ӳкнӗ. Урамра XXI ӗмӗр пырать. Пӗчӗк халӑхсем те апла-и, капла-и, аталанма тӑрӑшса вӑхӑтпа тан пыма ӑнтӑлаҫҫӗ — кашни халӑхӑн тенӗ пекех хӑйӗн корпусӗ пур. Удмуртсен, ҫармӑссен, пушкӑртсен... Тутарсем пирки каламастӑп та. Пирӗн чӑваш тӳри-шари ҫеҫ ҫак ӗҫе явӑҫасшӑн мар. Чӗлхе корпусӗ темле ытлашши япала пек вӗсемшӗн туйӑнать.
Ҫумпрограммӑн ытти пайӗсем пирки. Акӑ илетпӗр 1-мӗш таблицӑна. Унта ҫумпрограммӑн тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсене илсе панӑ. 1-мӗш пунктра Чӑвашсем тӗпленсе пурӑнакан ял хулара вырнаҫнӑ, тӗп вӗренӳ программине Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе пурнӑҫлакан шкул умӗнхи вӗренӳ организацисен йышӗ пӗтӗмӗшле миҫе процент пулмаллине палӑртнӑ. Хайхи, 2021 ҫулта ҫак кӑтарту 42,3%-па танлашмалла пулсан, тепӗр ҫул 4,8% ҫеҫ хӑварасшӑн пулас. Юрать-ха 2023 ҫул тӗлне ҫак кӑтартӑва самай ӳстерсе 58,8% ҫитерес шутлӑ. Паллах, кунта опечатка ҫеҫ, 2022 ҫулта 48% пулмалла тесе ҫырасшӑн пулнӑ ӗнтӗ. Анчах шӳт тесе каласан та цифрӑна юсасах пулать — саккун вӑл саккунах — алӑ пуссан пурнӑҫламах тивӗ. Сӑмах май, ҫавра сӗтелте тухса калаҫакансенчен чылайӑшӗ ҫумпрограммӑпа тӗплӗн паллашрӑмӑр терӗҫ пулин те ҫак опечаткӑна асӑрхаман пулас.
Малалла. Ҫак таблицӑрах 5-мӗш пункт пур. Чӑваш Республикинче чӑвашла тухса тӑракан патшалӑхӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсен пӗтӗмӗшле проценчӗ 70% чакмалла мар тенӗ. Аван-и? Аван ӗнтӗ. Анчах чӑннипе унта мӗн пытаннӑ? Хаҫат-журнал йышӗ ҫеҫ. Вӗсен шучӗ кӑна. Тиражӗ те мар вӗт! Паянхи лару-тӑрӑвах илес. Чӑвашла хаҫатсем купи-купипех, анчах та чӑвашла сайт пӗр «Хыпарӑн» ҫеҫ. Район хаҫачӗсен сайчӗсем йӑлт вырӑс чӗлхи ҫине куҫнӑ. Хаҫачӗсем — чӑвашла, сайчӗ — вырӑсла. Халӑх тетелӗсене те хӑйсенне вырӑсла ҫеҫ тултарса пыраҫҫӗ. Чутайсенне ятласа илтӗм те мӗнле хурав пулчӗ? Ара пурне те ӑнланмалла пултӑр тесе-ҫке вӗсем вырӑсла ҫыраҫҫӗ! Пурне те ӑнланмалла теҫҫӗ-ха, анчах темшӗн акӑлчанла мар — акӑлчанла ҫырсан ара пӗтӗм тӗнче вӗсене ӑнланӗччӗ вӗт! Китайсем те, яппунсем те, европӑри пур халӑх та... Шел, чӑвашӗсем хӑйсем ӑнланмӗччӗҫ, ку чӗлхене шкулсенче питӗ япӑх вӗрентеҫҫӗ тет, чӑваш чӗлхинчен кӑшт кӑна аванрах... Лайӑхрах вӗрентес тесе пур шкул ачи та тытмалли ППЭ йышне те кӗртесшӗнччӗ, анчах вӗрентӳ япӑх шайра пулнине кура ку шухӑшран пӑрӑнчӗҫ...
Малалла ҫумпрограммӑна укҫа-тенкӗпе мӗнле тивӗҫтернине уҫса паракан таблицӑна, «Ресурсное обеспечение» ятли ҫине, куҫар. Ӑна пурнӑҫлама ҫулсерен 12,3–15,6 млн тенкӗ уйӑрасшӑн. Ҫав шутра 15,6 млн тенкӗне ҫитес ҫул, 2011 ҫулта уйӑрмалла, 12,3 — 2022 ҫулта. Малалли ҫулсенче укҫа хисепӗ ҫак сумма хушшинче: 2023 ҫулта — 14,1, 2024 ҫулта — 13,3, 2025 ҫулта — 13,9. Вӗренӳ, культура, ӑслӑлӑх енӗпе хак пама пултараймастӑп. Хамӑра пырса тивекен пункт ҫинче ҫеҫ чарӑнса тӑратӑп. Хайхи «Мероприятие 2.1» текен пункт пур. Вӑл пунктпа килӗшӳллӗн ӗнтӗ «Яндекс.Тӑлмачпа» «Гугл. Тӑлмач» евӗр системӑсем валли мӑшӑрсем хатӗрлеме укҫа уйӑрнине кӑтартнӑ. Мӗн чухлӗ? 0 тенкӗ те 00 пус. Ара, пирӗнешкел «энтусиастӑсем» пур-ҫке, вара мӗн тума хысна укҫине тӑкаклас? Вӗсем вӗт сывлӑшпа тӑрансах пурӑнма пултараҫҫӗ... Тӳре-шара тӑрӑшмасӑрах чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсем пухӑнса пыраҫҫӗ. Ӗнер ҫеҫ, авӑ, эпир 500 пин таран ҫитертӗмӗр. Туре-шарана пӗлме — ҫак ӗҫ пӗрре те тӑкаксӑр мар. Ҫӗртмепе утӑ уйӑхӗнчех сервера ҫӗнетме 70 пин тухса кайрӗ (ку ман кӗсьери укҫа). Унсӑр пуҫне текстсене тӳрлетекенсене эпир уйӑхсерен 25-30 пин тӳлетпӗр.
Ҫавна май ман ҫакнашкал сӗнӳсем пур:
1) тӗллевлӗ кӑтартусенче чӑвашла хаҫат-журнал йышне ҫеҫ мар, пахалӑхлӑ кӑтартусене те палӑртсан аванччӗ: калӑпӑр, вӗсем тивӗҫтерекен информацирен 50% ытларах — чӑвашла.
2) паллах, влаҫ органӗсен сайчӗсене чӑвашлатас ӗҫ тӳрех пулма пултараканни мар. Анчах та вӗсенчи чӑвашла материалсен йышне 10 процент-и, е 20%-и тӗллевлӗ кӑтартусен йышне кӗртмеллех. Пӗчӗк-пӗчӗк утӑмсемпе 50% ҫитме тӑрӑшмалла. Е тутарсенни пек 100% таранах чӑвашла та вырӑсла та материалсем парса тӑма тӗллев лартмалла.
3) ку ҫумпрограммӑра чӗлхе корпусӗ, чӗлхе лабораторийӗ пулмаллах. Ак нумай пулмасть эпир, пирӗн ушкӑн, 50 пин ҫухатрӑмӑр темелле. Пушкӑртсем хӑйсен тӑлмачне хатӗрлесшӗнччӗ, серверпа сайта тунӑшӑн 50 пин тӳлесшӗнччӗ. Шел те, ку ӗҫе пирӗнтен тутарсем туртса илчӗҫ — вӗсен чӑн-чӑн институт ӗҫлет-ҫке! Ҫапла май 50 пин ҫухатрӑмӑр... Сӑмахӗ укҫинче мар ӗнтӗ, чи пахи кунта пушкӑртсен чӗлхе материалӗ пулнӑ пулӗччӗ — вӑл пирӗн тӑлмача лайӑхрах вӗрентме май парӗччӗ. Шел лаборатори ҫук, корпус ҫук. Пӗтӗмпех «энтусиастӑсен» шайӗнче — вӑт пушкӑртсем сумлӑраххисене пачӗҫ те...
4) Яндекс.Талмач валли мӑшӑрсем пухас ӗҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрмаллах! Хамӑр ҫынсене укҫа тӳллесрес шеллесе тӑнине эп пӗрре те ӑнланмастӑп. Вӑл укҫа кайран ҫав-ҫавах хамӑр экономикӑра усӑ курӑнать-ҫке! Шкул вӗрентекенӗсем тӑваҫҫӗ-и ку ӗҫе, вулавӑш ӗҫченӗсем-и, е эпир — ку ҫав-ҫавах ӗҫ-ҫке! Ӗҫӗ тата пӗрре те ҫӑмӑл мар! Куҫ вӑйӗ чакать, ялан ларнӑран кӗлетке те ырата пуҫлать... Шкул вӗрентекенӗн е вулавӑшҫӑн ӗҫ планӗнче унашкал тивӗҫ ҫук — апла-тӑк ку хушма ӗҫ. Хушма ӗҫшӗн тӳлемелле. Ҫавна май «Мероприятие 2.1» текен пайра мӗнле те пулин сумма тӑмаллах.
ХК: ҫак япаласем пирки программӑпа (ун чухне вӑл ҫак ятпахччӗ) ӗҫлекен комиссине ҫыру ярсаччӗ, шел те нихӑшне те шута илмен, пач та урӑхла, программа татах та ҫӳхелсе юлнӑ (сӑмахран, корпус пирки ҫухалнӑ). Вӗсене шута илес тӗлӗшпе ҫавна май шанчӑк сахалрах. Анчах та хут ҫинче ҫырӑнса юлтӑр тесе кунта тепӗр хут вырнаҫтарасах терӗм.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Чăвашсене кунсерен тенĕ пек вырăс чĕлхипе экзамен тыттарссипе хăратаççĕ.
А чăвашĕ вара тахçанах тытнă унашкал экзаменсене. Пĕрре çеç те мар.
Экзамен тыттарасах тесен пурне те тыттармалла. Пĕр-иккĕшне юри суйласа илсе мар. Унашкал экзамен тыттарма хăтланни — саккунлă япала мар.
Саккуна вара эп хисеплетĕп. Сире те çавнах сунатăп.
Каламасăрах паллă, «вот и...» текеннисем вырăс чĕлхине пĕлес тĕлешпе пуринчен те кайра тăраççĕ. Апла пулин те хăйсене ку енĕпе чи малта тăнă пек кăтартасшăн.
Мӗнле хавшак тата хӑравҫӑлла программа пирки кун чул калаҫма пулать? Программа мар вӑл ОТПИСКА кӑна. ПӐРАХӐҪЛАМАЛЛА , альтернативла программа хатӗрлемелле.
Вот и // 1977.69.9930
2020.08.16 15:17
Акапасар текенни хĕрарăм пек сÿпĕлтетет... Çак çын чăвашсене чăваш чĕлхине вĕрентесшĕн. Чăваша чăваш чĕлхи...тĕнчене тĕлĕнтересшĕн. Вырăса чĕлхине мантарсшăн. Ватă та мар вĕт, пĕр 40 çул пур пуль... Сÿпĕлтетет 80 çулхи пек. Ахальтен мар чăвашсем ĕлĕк çамрăксене аслăрах хĕрарăмсем çине авлантарнă. Çапла вара йĕркене пăссан Акапасар пулать...
Программа мар, айпрограмма. Программи вара пачах урăх ятлă.
«Развитие культуры и туризма» — ак çакăн пек ятлă программа.
Константин Малышев // 2213.75.2941
2020.08.17 12:23
«Халӗ ялта та ачасем вырăсла калаçма тытăннă...» – тетпӗр нумай чухне. Кунта ман шутпа «Мӗншӗн?» ыйту çине хуравламалла чи малтан. Вӗсем вӗт аслисемсӗр пурăнаяканскерсем мар. Эпир, аслисем, вӗсене аталанмашкăн çапларах условисем туса паратпăр – имӗш вырăсла пурнăçпа пурăнса. Чăвашла йӗркеленӗ хутлăхра (среда) вӗсем чăвашлах калаçса ӳсеççӗ. Тӗслӗхсем пур. Маразм таранччен кăна анса лармалла мар.
Ача чăвашла пӗлтӗр тесен унпа калаçмалла чăвашла. Калаçмалла тени кунта вӗрентмеллинчен маларах пулмалла. Вӗренет вăл, хăйне кирлине илет пурпӗр. Хамăр чӗлхепе калаçмасан вара... текстăн пуçламăшне таврăнăр.
Чăваш чĕлхине вĕрентмелле тени чăвашла калаçмалла тенинех пĕлтерет. Вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрасси пирки сăмах çук.
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.08.20 15:37
Акапасар аякалла пӑрать каллех.Калаҫма вӗрентме пулать шкулсӑрах.Шкулта грамматикӑна тата ҫырма вӗрентеҫҫӗ. Кӑмӑл пулсан.Шел пулин те чӑваш вӗрентесшӗн мар.