Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Если хочешь победить весь мир, победи самого себя.
(Достоевский)
 

Анатолий Кипеч: Хаклӑ йӑхташӑмсене чӗнсе калани

Анатолий Кипеч18.05.2020 13:089850 просмотровИзменить Удалить

Кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗпӗ

Тӑван халӑх пулмасан эпир те пулас ҫукчӗ. Вӑл пирӗншӗн анне те, атте те. Халӑхшӑн ырӑ ӗҫ тума тытӑнасси икӗ чӑваш юратӑвӗнчен пуҫланать. Ҫав юрату пире ашшӗ-амӑшӗн, несӗлсен ӗҫне малалла тӑсакан ӑрӑва тата хамӑр хушӑри туслӑха, пӗрлӗхе парнелет. Кӗскен каласан, пирӗн ҫӑлӑнӑҫпа малашлӑх - икӗ чӑваш юратӑвӗнче. Чӑвашшӑн чӑвашах шанчӑклӑ.

Телейлӗ ҫын пуласси хӑвӑртан килет; ыттисене ӳпкелешес йӑлана пӑрахӑр; иртнипе мар, хальхи вӑхӑтпа харӑс утса ҫӗнӗ тӗллевсем лартӑр; ӗҫе тӗплӗ туса тулӑх пурнакан ӑнӑҫлӑ ҫын пулма тӑрӑшӑр; шухӑш-кӑмӑл ирӗклӗхне, чун ҫирӗплӗхне упрӑр; чыс-хисеп вараланасран сыхланӑр.

Ҫӗр-Аннерен ан пӑрӑнӑр. Пирӗн Улӑп-паттӑр та хӑйӗн вӑй-хӑватне ҫавӑнтан илсе тӑнӑ. Ҫӗр сӗткенӗпе ҫӑвӑнса чӑвашсем ҫутҫанталӑк йӗркине лайӑх пӗлекен халӑх пулса тӑнӑ. Хулара пурӑнма тытӑнсан та ҫӗртен ан сивӗнӗр, ҫынпа ҫутҫанталӑк хушшинчи ҫыхӑнӑва тӗрӗс тытса пырӑр.

Хӑвӑршӑн ӗҫлеме тата тунӑ пурлӑхпа ыттисемпе пайлашма хӑнӑхӑр. Параканӑн хутшӑнса пырӗ. Хӑв ҫинчен кахал, чухӑн, хыткукар тенине илтмелле ан пултӑр. Ҫула лайӑххи, ҫӗнкурӑмли кӑна уҫса пырать. Ӑста специалист пулма тӑрӑшӑр. Чӑннипе, ҫын хӑйне ӗҫре тупать. Пур ӗҫ те малтанхи утӑмран, пӗчӗкрен пуҫланать. Пысӑк ӗҫе пӗчӗк ӗҫ ачи тесен те юрать.

Сывлӑха хавшатакан япӑх йӑларан сыхланӑр, уяври евӗрлӗ ним усӑсӑр пурнӑҫ илӗртӗвӗнчен пӑрӑнӑр. Пур ҫӗрте те виҫелӗх пултӑр. Виҫерен иртсен куляну ҫитсе те тӑрӗ. Ҫын хӑй пурнӑҫне хӑй кӗскетет.

Пӗр кун пурнӑҫӗ те паха ҫитӗнӳ шутланать. Ӑна лайӑх тишкерсе пӑхсан, малашлӑх вӑрлӑхӗ те курӑнса кайӗ. Ыранхи кун паян пуҫланать.

Тӑвансемпе ытти ҫывӑх ҫынсен умӗнчи тивӗҫе ан манӑр. Сана Ҫын пулма ҫавсем пулӑшса пынӑ. Эсӗ хӑв ҫеҫ мар, санра ыттисем те пур. Сан ҫитӗнӳ те пӗтӗмпех хӑвӑн мар, пӗрле тунӑ ӗҫ.

Ҫемье чысне упрӑр, йӑх историне тӗпчӗр, вара тин кампа е мӗнпе мӑнаҫланмалли тупӑнӗ; вӑйлӑ ӑрӑва тӑсаканӗ хӑв пулнине лайӑхрах туйса илӗн. Ҫемье правине хӳтӗлӗр. Килти телей канӑҫсӑр шухӑш-кӑмӑла, ӗҫри йывӑрлӑха ҫӗнсе илме пулӑшса пырӗ.

Халӑхӑмӑр пирӗн пур енӗпе те пултаруллӑ. Иртнӗ тапхӑрти пысӑк йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр сыхланса юлнӑ, хӑй чысне, пархатарлӑхне ӳкме паман, чӑваш чунне ӑшӑтакан культурине пуянлатса пынӑ. Ҫак культурӑн никӗсӗ — тӑван чӗлхе. Ӑна упрӑр. Пултаруллӑ ачасене искусство ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшӑр. Хамӑр илеме, искусствӑна ыттисене кӑтартса туссен йышне ӳстерсе пырӑр. Илем те пире майлӑ ӗҫлетӗр.

Ялшӑн шкул пурри паха. Ӑна асаттесем ачисен пуласлӑхӗ ҫинчен шухӑшласа уҫнӑ, вӗсем ҫутта тухса пур енлӗ аталаннӑ ҫын пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Хӑвӑр пӗлӗве ӳстерсе пырӑр, вулама ан пӑрахӑр. Ҫивӗч ӑс-тӑн, таса сипет ватлӑх илемӗ пулччӑр.

Тӑван халӑх пирки нихӑҫан та, ниҫта та япӑх ан шухӑшлӑр, ан калаҫӑр. Халӑх яланах таса та аслӑ. Вӑл пулмасан Чӑваш Республики те пулас ҫукчӗ. Автономи — халӑхӑн политикӑри пысӑк ҫитӗнӗвӗ. Уншӑн сыхӑ тӑмалла. Тӗнчери чылай халӑх паян та автономишӗн кӗрешет, ҫапӑҫать те. Республика пурри пире чӑннипех пысӑк усӑ кӳчӗ. Раҫҫейри лару-тӑру кӑна пӑтӑрмахсӑр пултӑрччӗ.

Чӑваш хӑй ӗҫӗпе пурӑнма хӑнӑхнӑ. Ытти халӑх аллинчи ҫӑкӑра туртса илес йӑла ҫук унӑн. Шел, ӗҫченлӗхӗ паян республикӑна сахал тивет, унпа ытларах урӑх ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра производствӑна лайӑх йӗркелесе тытса пыракан ертӳҫӗсем, малкурӑмлӑ пуҫлӑхсем, чӑн-чӑн патриотсем ҫителӗксӗрри питӗ пӑшӑрхантарать. Вӗсене пирӗн хамӑрӑн пӑхса ҫитӗнтермелле, пулӑшмалла, суйламалла, халӑх умӗнчи тивӗҫӗ пирки аса илтерсех тӑмалла.

Наци сӑпки — чӑваш ялӗ, ҫавна упрасчӗ. Ял ҫынни валли ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесе республикӑна пур енӗпе те килӗшӳллӗ аталанса пыракан илемлӗ вырӑн туса хурасчӗ. Ӑна курсан, инҫетре пурӑнакан кашни йӑхташ чӗринче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуралтӑр.

Чӑвашсем эпир — Раҫҫей ҫыннисем. Унти тӗрлӗ халӑхӑн туслӑ ҫемйинче пурӑнатпӑр. Раҫҫей — пирӗн тӑван кил. Ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫне хунӑ асаттесен вилтӑприйӗсем те кунтах. Ҫакӑн ҫинчен ҫамрӑксене тӗплӗн каласа парассине асра тытар. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, Совет Союзӗн Геройӗ ята икӗ хутчен тивӗҫнӗ А.Г. Николаев космонавт вӗсемшӗн хастарлӑхпа ҫынлӑх идеалӗ пулса тӑтӑр. Ӗҫре, спортра, искусствӑра ҫитӗнӳ туса чӑваш ятне тӗнче шайне ҫӗкленӗ йӑхташсемпе мухтанар, вӗсенчен тӗслӗх илер.

Тавӑру ҫулӗ ҫине ан тӑрӑр. Кӗвӗҫ чунсемпе кӗрешсе вӑхӑта сая ан ярӑр. Ӗҫри, пурнӑҫри ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тавлашу сӑмахӗнчен ҫӗр хут вӑйлӑрах.

Обществӑри хастарлӑха ан чакарӑр, хӑвӑр правасемпе ирӗклӗхшӗн ҫирӗп тӑрӑр. Шӑпа таҫта илсе ҫитерсен те йӑхташсене шырӑр, пӗр-пӗрне пулӑшса ӗҫри, пурнӑҫри кӑлтӑксене сирсе пырӑр; наци пӗрлӗхӗсене йӗркелесе чӑмӑртанӑр; вырӑнти влаҫпа килӗштерсе ӗҫлӗр, ертӳҫӗ, депутат е командир пулма сӗнсен, иккӗленсе ан тӑрӑр. Эпир йӗркеллӗ те шанчӑклӑ ҫын пулнине пур ҫӗрте те пӗлеҫҫӗ, — ҫакна пурнӑҫ хӑй кӑтартса панӑ.

Паянхи политикӑпа тӗн йӗркине тытса пымалли тӗп мелсенчен пӗри - ҫынна хӑратса пӑхӑнтарасси. Суйса хӑратасси те йӑлана кӗнӗ. Ҫак туйӑм хыҫҫӑн ан кайӑр. Хӑвна шан. Пултарулӑхна ӗҫпе кӑтартса вӑйланса пыр. Сӑвӑҫ калашле: «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен». Асра тытӑр: ҫынна Ҫын кӑна пулӑшма пултарать.

Шупашкарӑн туртӑм вӑйӗ ҫултан-ҫул ӳссе пырать. Мӗншӗн тесен ӑна пӗтӗм чӑваш хӑйӗн тӗп хули тесе йышӑнать. Ӑна чӑвашлӑх сӑнӗ кӗртес енӗпе ӗҫлемелли нумай-ха. Вӑл ытти хуласенчен шӑпах ҫак енӗпе уйрӑлса тӑтӑр. Республикӑпа хула ертӳҫисенчен Шупашкар сӑнарӗ пирки ҫирӗп ыйтмалла. Вӑл ахаль хула маррине пирӗн пурин те ӑнланмалла.

Сире тӑван-хурӑнташ вырӑнне хурса чӗнсе каланӑ май, тепӗр ӗмӗтӗме пӗлтерем. Манӑн эсир кашнийӗ халӑхӑн шанчӑклӑ ывӑл-хӗрӗ пулнине курас килет. Хӑвӑра мӗнле тыткаланине кура, чӗлхе культурине асӑрхаса ытти халӑх ҫыннисем, республика хӑнисем пӗтӗм чӑваш пирки пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ. Чӑн-чӑн патриотсем пулар! Халӑхӑн ырӑ та ҫутӑ сӑнарне кӑтартса хамӑр ҫӗкленсе пыратпӑр, аслӑ ӑрӑва сума суса хамӑрӑн лӑпкӑ та тивӗҫлӗ ватлӑха хатӗрлетпӗр. Пурнӑҫа юратӑр! Вара вӑл сирӗншӗн кашниншӗн савӑнӑҫпа телей ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрӗ.

Ҫапла пултӑр!

 

Пурне те ырлӑх тата хальхи пек

ҫивӗч ӑс-тӑнпах нумай ҫул пурӑнма

ҫирӗп сывлӑх сунса —

Анатолий Кибеч.

5.05.2020 ҫ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3458.98.6338
2020.05.20 16:23
Agabazar
Шăна-пăван сĕрлет.
Вот и // 1977.69.9930
2020.05.20 19:02
еще один выход может быть есть... "Обращение..." возможно еще лучше станет, если на татарском или даже на марийском языках написать?.. Вон, Agabazar жалуется, что мухи летят-жужжат. Он-то хорошо знает, на что и как мухи летят...
Agabazar // 3458.98.6338
2020.05.20 19:59
Agabazar
Кала Кипече, украинла çырса патăр.
Ясмук // 1882.09.6303
2020.05.20 20:31
Вот и, а мĕн, Туркая ыйтсан, çиччас 77 чĕлхене куçарттарса Халала 77 чĕлхепе кĕнеке туса кăларса пама пултарать, анчах Кипеч тетĕшне пĕр шиш та туса памасть пуль çав, мур ачи...
Халах Поэче пулайманни // 1537.72.7157
2020.05.20 22:08
Кипеч халалӗ пирки сӑмах пушӑлла авӑртса ларас вырӑнне Каймаллаччӗ иккен ирех армана.
Авӑртса килмеллеччӗ тулӑ тыррине,
Хутса ямаллаччӗ кӑмакана,
Пӗҫермеллеччӗ ҫуллӑ пӑтӑ,
Хырӑм пулатчӗ панк-панк! та тутӑ.
Эх, ҫавӑ-ҫке нуша паянхи чӑвашӑн -
Сӑмах авӑртса ларасси - ним ҫукшӑн, пушшӑн.

Кипеч халалӗ пирки пушӑлла чӗлхе хуҫса ларас вырӑнне Каймаллаччӗ иккен ирех вӑрмана.
Хуҫса килмеллеччӗ хӑрӑк юман тӑррине,
Шарлантармаллаччӗ кӑмакана -
Пӳртре шӑранса тӑратчӗ ӑрша,
Канлӗ те ырӑ пулатчӗ чунра та ӑшра.
Эх, ҫавӑ-ҫке нуша паянхи чӑвашӑн -
Чӗлхе хуҫса ларасси - ним ҫукшӑн, пушшӑн.
Вот и // 1977.69.9930
2020.05.21 13:01
пойми людей нынешних поколений... Сами себя называют "аксакалами", "народными поэтами и писателями", сами себе присваивают ложные, лживые имена - "псевдонимы". При общении со своими згакомыми средне-азиатскими ребятами заметил, что сами ребята, своих некоторых больше уважают что-ли... Так, они мне объяснили, что "он" (один из них) с АКСАКАЛАМИ в чайхане постоянно чай пил. Их АКСАКАЛЫ оказывают, как бы, некоторым, с детства спосбным детям-внукам особое уважения, взяв с собой в чайхану, но не всем... Участие в этой почетной процедуре "пить чай с аксакалами" нужно заслужить и вообще звания "АКСАКАЛ" не все заслуживают. К тому же он, АКСАКАЛ должен быть обязательно с белой бородой.
Agabazar // 1054.01.2241
2020.05.21 13:47
Agabazar
Нотариус патне кайса çирĕплетмен тата конкретлă пурлăхпа çыхăнман Халал кама мĕнле сиен кÿме пултарать?
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.05.21 14:21
Станьялпа Юхма пиччене ыйтас Халал ҫырма.Тулькиш чӑвашла малтан,кайран вырӑсла ҫырчӑр.Е вӗсен те вырӑсла малта пырать?
Вулама юратакан // 2713.49.1321
2020.05.21 21:07
Хăш чĕлхи малта пынине пĕлес тесен, килĕнче ачи-пăчипе, мăнукĕсемпе мĕнле чĕлхепе калаçнине пĕлес пулать. Пирĕн ăна ăçтан пĕлес?
Agabazar // 4027.94.1388
2020.05.22 11:05
Agabazar
Ача-пăча, мăнук пирки сÿпĕлтетме пăрахма тахçанах вăхăт çитнĕ.

Паллах, хулара пурнакан чăвашăн, вăл кирек ăçта ĕçлет пулсан та, ачи-пăчи, мăнукĕ вырăсла калаçать. Ку никамшăн те вăрттăнлăх мар. Ну кунта килсе шăршлантарса хăварнă «вулама юратакан» тĕлĕшпе те çакнашкалах вăл.

Анчах та манăн сирĕн валли урăх йышши чăвашсем çук. Чăваша вăл хай мĕнле — çавăн пек йышăнăр.

Ачи пăчипе тата мăнукĕсемпе чăвашлах калаçакан хулари чăваш ĕмĕтре çеç пулма пултарать халлĕхе.

А мĕн пур пекки — пĕтемĕшле йĕркеве татах та ытларах çирĕплетекен тĕслĕхсем çеç. Исключения, которые только подтверждают общее правило — çапла калаççĕ вырăсла çак япалана.

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики