Agabazar // 3118.95.8248
2020.04.26 16:47 | |
Agabazar // 3118.95.8248
2020.04.26 16:57 | |
Чăннипе каласан, «заявление» тесе икĕ япалана калаççĕ:
1)Мĕн пирки те пулсан ыйтни, тилмĕрни 2)Çын е организаци хăйĕн шухăшĕ пирки официаллăн калани Иккĕшĕн пирки те ним хăрамасăрах пĕлтерни теме пулать. А пĕрремĕш пĕлтерĕшĕ пирки Иван Андреевич Андреев анасаттăн кăна ыйту теме сĕнетчĕ. Анчах та иккĕмĕш пĕлтерĕшлĕ «заявление» пирки апла калаймастăн. Пĕлтерни теме тивет. Ку вариант, тепĕр хут калап, пĕрремĕш пĕлтерĕш валли те юрăхлă. 100%. | |
Agabazar // 3118.95.8248
2020.04.26 17:10 | |
Виталий Петрович Станьял,
эсĕр, ахăртнех, Николай Плотниковăн "Терминсем" ятлă сайчĕ пуррине пĕлместĕр пуль? Вăл ак çак тĕлте вырнаçнă — http://termin.chv.su/a/terminsem Унта сĕнÿсене темăсем тăрăх вырнаçтарнă. Анчах та пĕр кăлтăк пур. Ун пирки мĕнле ăнлантарам-ши? Сĕнусене пухса пыраççĕ те, вĕсене ушкăнпа тата пĕтĕмпех ытамласа илсе пăхса илме май пур. Çав вăхăтрах сĕнÿсем-сăмахсем пĕтĕмпех вырнаçмасса та пултараççĕ. Алфавитăн юлашки саспаллийĕсемпе пуçланаканнисем "чаршав хыçĕнче" юлаççĕ. Ытти енчен пурте аван. Станьял хăта, кăмăлăр пулсан, çавăнта кайса пăхма май пур. Сывлăх сунатăп. | |
Станьял // 1921.54.8356
2020.04.27 08:58 | |
Акапасар чӗлхеҫӗне ырӑ сёмахсемшӗн тав тӑватӑп.
Сайтри "Терминсем" пай ГА.Дегтярев чӗлхеҫӗ сунтӑхӗ пекех пуян, анчах унта чӑвашла ят сӑмахсем сахал - Акапасар тата Мирон Толи сӗннисене кӑна куртӑм. Акдаемиллех пуҫланӑ. Ӑна вӗрентӳ ӗҫӗнче усӑ курма ансататмалла. Ӗлӗк термин коиссийӗ ячӗшӗн пурччӗ, анчах Акапасарсёр пуҫне унта никкам та тӑрӑшмарӗ пулмалла. Халь те ку ыйту ӳппӗнле выртвть=и=ха? Чӗхене юратни ҫавӑ пулинех? | |
Agabazar // 7531.6.3592
2020.04.27 18:32 | |
Ну, Акапасара «мухтама» пит кирлех мар пуль. Мĕншĕн тесен вăл (Акапасар) те пур, те çук. | |
Валери Тургай // 2634.07.8657
2020.04.29 15:30 | |
Акапасарпа килӗшетӗп. Станьял сӗнекен терминсенчен ытларахӑшӗ чӗлхемӗре тӗлли-паллисӗр пӑтратни, кӑткӑслатни, вулакана чӑваш чӗлхинчен пистерни!
Иксӗлми вӑйна урӑх пархатарлӑ ӗҫ тума яр-ха, хаклӑ Виталий Петрович! Экспериментусемпе ан пӑтрат капла та нушаланакан халаха! | |
Agabazar // 3671.80.9188
2020.04.29 23:19 | |
Валери Туркай манпа килĕшрĕ тесе, эпĕ вара, хам енчен, сăмсама каçăртма шутламастăп-ха.
Станьял сĕнĕвĕсенче те усăллă япаласем çук мар. Пĕтĕмпех шăпăрпа шăлса тăкас шухăш пиртен аякра.... | |
Валери ТУРКАЙ // 2587.15.7926
2020.04.30 14:38 | |
Эпӗ ХАМӐН ШУХӐШӐМА Акапасар, эп унпа килӗшнине пула, сӑмсине каҫӑрттӑр тесе ҫырса пӗлтерместӗп.
Акапасар кун пек туни маншӑн ытла пысӑк чыс пулатчӗ! Акапасар вӑл - Акапасар-ҫке-ха! Вӑл пирӗн - чи ӑсли, чи нумай пӗлекенни, чи сӑпайли! Турӑ упратӑр Акапасара! Паян та, ыран та, ӗмӗр-ӗмӗрех! | |
Арлан // 2082.04.5788
2020.04.30 21:19 | |
Кунта компьютерта ҫаврӑнакан сӑмахсене куҫарса та ӑнантарса памалла:
акапасар - чӑваш сайчӗн улатакки гаджет= хатёрхётёр кейс-технологи платформа ватсапп туркай = апла-капла ҫыракан смартфон станьял - ыр ҫынсене кансӗрлекен Zoom ВКСтата темтепӗр! |
«Тĕллев», «тиев» тенисем капла та пур. Велосипед шутласа кăларма кам хушнă?
Ыттисене илес пулсан:
Воспитание — витерев (сапăрлу тесе мекĕçленме кирлĕ мар)
Заявление — пĕлтерни (йăлт ăнланмалла!)
Совесть —çумхыпар (калька!)
Стена — урлăм, урлăлăх, чĕке
Правительство — тÿре-шара
Платформа тенине "лап" мар, лаптăк темелле.
Тепĕр хут калатăп, ытларах чухне кунашкал выляв ним тума та кирлĕ мар. Енчен те сăмах чăваш чĕлхин хапине аванах кĕрсе ларать пулсан, ма тем шутласа кăларам пекки туса нушаланмалла?
Варваризмсене — адаптацилемелле. Анчах ыттисем çаплах юлччăр. Калăпăр, «администраци» тени хăш енчен кансĕрлет. Тен, икĕ цц çырма тивĕ (администрацци). Çавă кăна.