Вуламанни // 3000.76.3861
2020.04.17 11:28 | |
"В поисках национального героя"? Борис Борисыч, наци геройне романсенче шырамаççĕ, вĕсене хамăрăн паллă çынсен йышĕнче палăртмалла. Максимовăн Упи наци геройĕ пулма пултараймасть. Аттила герой-и? Иккĕлентерет. Туса хутăн пулсан Хунсен державине – мĕн тума кирлĕчĕччĕ сана Византи, Рим, Лютеци (хальхи Париж)? Нимĕç майрисĕр, Ультинсăр, пурăнаймастчĕ-и? Çук вĕт, хун пики мар, майра кирлĕ пулнă ăна... Авланнă каçах вилсе выртать... Кубрат-и? Мĕнешкел йышпа та Аслă Пăлхар патшалăхне сыхласа хăварайман. Мăнтăрпа кÿпчесе çитнĕ (Фадлана вулăр) Алмуш-и?Халăх тĕнне сутса пăлхарсене араб тĕнне йышантарнăшăн-и? Иван Яковлев-и? Çав тери тавлаштарать. Эльмень-и? Унăн правительствинче аслă пĕлÿллĕ пĕр çын та пулман. Ислюкова мухтаççĕ, анчах чăваш чĕлхине вăл пуçлăхра ларнă чух мĕн таран кăкланине манмалла-и? Федоров-и? Айдак – герой, А. Николаев – герой... Ахăртнех, пирĕн вĕсене кашни уйрăм сферăра тупса сумламалла. Романсенче шырани пархатарсар ĕç. Романне хаклаймастăп – вуламан-ха... | |
Иван Петров // 2700.28.0516
2020.04.17 14:14 | |
Тӗрӗс,хисеплӗ Алексей Петрович. | |
Agabazar // 1898.32.7547
2020.04.17 14:55 | |
Тимĕр Акташ,
Николай Максимовăн кашни вырăсла хайлавĕнех чăвашла версийĕ те пур. Айвания текенни хăш романĕнчен-ши? "Пурнăçри вырăн" мар-и? Вуламаннине Те Алмуш, те унăн арăмĕ самăр пулни çинчен калани чăнах та пур. Анчах та ку ертÿçĕшĕн чи кирли мар. <<Не порок>>, — теççĕ вырăсла. Кащщей пек ырханкка этем те йĕксĕк пулма пултарать. Ну Ислюкова эс хăрах куçпа та курман. Анчах та ун пирки Петĕр Хусанкай, Стихван Шавлы мухтав сăввисем çырнă. Ислюков юлташ чăвашла калаçнă, Скобелев асаилĕвĕсĕне сыхласа хăварма пултарнă (тепри пулсан ăна кăларса перетчĕ паллах). Элмен тÿре-шари аслă пĕлÿллĕ пулманни сана ма кирлĕ? Çупа пуçса çийесшĕн-им çав аслă пĕлĕве? Нихăш патшан та аслă пĕлÿ пулман, вара мĕн? Мĕнле аслă пĕлÿллисем сана кирлĕччĕ? Пуришкевич-и? Чăвашсене аслă пĕлÿллĕ Пуришкевич ертсе пымалла пулнă-и? Иван Яковлев тавлаштарать-и? А эс ан тавлаш! Шăпăрт тăр! Сана никам та ирĕксĕр тавлаштармасть. Авланнă каçах вилсе выртма та сана никам та хушмасть. Авланасса авлан, анчах ан вил. Нумай çул пурăн! Тавтапуç темесен те юрать. | |
Хампур // 3112.36.9863
2020.04.18 12:51 | |
Кĕтернене лашапа та пулнă теç те чăвашпа та пулма пултарнă пуль.Максимов историне пĕлет пуль, пýрнине ĕмсе шутласа кăларнă пулсан ытла та айванла пулаччĕ.Анчах та чăваш салтакне аскăн хĕрарăмпа çыхланма тивнĕшĕнех наци геройĕ туни ытла та айванла.Мĕскĕн чăвашсем хăйсене вăйлă халăх пек курас тесе тата мĕн шутласа кăларĕç-ши?Хăçан çак комплексран хăтăлса çитĕпĕр-ши? | |
Каллинмаллин // 6802.6.2503
2020.04.18 14:19 | |
Ислюков мĕнлерех йĕксĕк этем пулнине ун патне Çемен Элкер çырнă çырусенчен пĕлме пулать, е В. Родионов тухтăр патне "юлташпа" кайсан тата та лайăхрах каласа парать. Элкер çырăвĕсем "Хурапа шурă" кĕнекере пĕр çирĕм çул каялла пичетленнĕ. | |
Базиль Кириллов // 6802.6.2503
2020.04.18 14:35 | |
Писатели старшего поколения хорощо знают высказывание Мустая Карима о чувашских повстанцах, которые сражались рука об руку с башкирами. Предводителем у них был чуваш, так сказать, башкирский. Он буквально умолял писать о нем, что он герой уровня Салавата Юлаева, хотя знал трагедию Ухсая "Тутимер", но считал, что Я.Г. выстрелил мимо. Н. Максимов пишет о пребывании Убы среди башкир, приближается к этой теме, но это - лишь периферийный сюжет его романа. | |
Agabazar // 2984.37.3441
2020.04.19 10:29 | |
Мĕн сăлтавпа килсе çакланнă кунта «Симĕс Çар»?
Тата тепĕр хут: Кĕтерне патша чăннипе аскăн çын пулман. Ытлархăшĕ халлап евĕрлĕ япаласем паллах. Анчах та вăл хăй патне кама çывхартмаллине чухланă ĕнтĕ. Ахальтен мар фаворит теççĕ ĕнтĕ. Паллах, сысна пек сăмси айĕнчине çеç куракан çакна ăнланма пултараймасть. Ислюков мĕнлерех "йĕксĕк" пулнине Элкер çырăвĕсенчен пĕлейместĕн. Ислюков патша пулман. Вăл обком секретарĕ. Мускав лартнă çын. Ислюков çине патша çине пăхнă пек пăхни — кулăшла. Элкер Ислюков патне çыру çырни Петĕр Хусанкая иккĕшин пирки те мухтав сăввисем çырма чăрмантарман. Семён Матвейччă мĕнле политика тытса пырассине хăй шутласа кăларман. Вăл Мускавăн генераллĕ йĕрне тытса пынă. Кунта, çак форум пеккине, килекен тăрнаккайсем хăйсем сасартăк обком секретарĕ пулса тăрсан мĕн тăвĕччĕç-ши? Айне янисĕр пуçне урăх ним те тăваймĕччĕç. | |
Шанчак // 3009.17.3033
2020.04.30 14:54 | |
С удовольствием познакомилась. Спасибо. Рецензия написана профессионально, дает хороший обзор содержания книги. Появилось желание познакомиться с романом Н. Максимова. Доступна ли книга для широкого круга читателей? | |
Пĕри // 1606.12.0797
2020.05.01 09:51 | |
Поискал книгу на сайте Чувашского книжного издательства, но там нет ни этой, ни какой-либо другой книги Н. Максимова. Может, еще осталось в фирменных книжных магазинах издательства? Кто живет в Чебоксарах, подскажите, пожалуйста, есть ли роман в магазинах? | |
Эхма // 2730.85.1836
2020.06.04 19:27 | |
Купалансах выртать, Николай Николаевич. |