Вулакан // 3601.16.5109
2020.04.09 17:28 | |
Уçă çыру е заявлени таврашсене алă пусма чĕннĕ чух, асăрханă тăрăх, яланах кам-кам алă пусни курăнать, ăна никам та пытармасть, вăл уйрăм çын е çынсем патне янă çыру мар вĕт. | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2020.04.09 17:58 | |
Алӑ пуснӑ чухне укҫа тӳлемелле мар. Ыйтакан укҫи хайхи ҫав ресурса тытса тӑма каять пулас… Пире унтан пӗр пус те лекмест. Ни мана, вырнаҫтарнӑшӑн, ни ку текста хатӗрлекенсене. | |
Agabazar // 3108.69.5966
2020.04.09 20:03 | |
Вăт-вăт, калап вĕт çавăн пек тесе!
Нивушлĕ петицие вырнаçтарма йĕркеллĕрех тата ăнлланмалларах ресурс тупма май пулман? | |
тенн // 1815.66.3681
2020.04.09 20:38 | |
Илле тӗрӗс ҫырать. Кам-ши вӑл agabazar? фейк? | |
Agabazar // 3108.69.5966
2020.04.09 21:21 | |
Унта функционал ак çапла ĕçлет.
Алă пусма тесе кĕрен çеç — çул йÿпленсе каять: пĕри "укçа" еннелле, тепри "песплат" еннелле. Ну, юрĕ, "песплат" еннелле кайса пăхас эппин. Анчах хайхи çул каллех йÿпленет — каллех "укçа" тата "песплат". Малалла та çавăн пекех вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлать. Такки ман пек айвансенчен укçа хăйпăтса илесшĕн! Çапла вара алă пусасси пулмарĕ. Юрăри пек: Эх, пулмарĕ, матькасси!... | |
Вулакан // 3434.73.1071
2020.04.10 16:48 | |
Ак кунта ак хут çинче кам-кам алă пуснине курма пулать: //https://chuvash.org/content/5095-%D0%93%D1%83%D1%80%D0%B8%D0%B9%20%D0%92%D0%B0%D0%BD%D1%82%D0%B5%D1%80%20%D0%B2%D0%B8%D0%BB%D1%82%D3%91%D0%BF%D1%80%D0%B8%D0%BD%D0%B5%20%D1%82%D3%91%D0%B2%D0%B0%D0%BD%20%D1%8F%D0%BB%D0%BD%D0%B5%20%D0%BA%D1%83%D2%AB%D0%B0%D1%80%D1%81%D0%B0%20%D0%BF%D1%8B%D1%82%D0%B0%D1%80%D0%BC%D0%B0%20%D1%87%D3%97%D0%BD%D1%81%D0%B5%20%D0%BA%D0%B0%D0%BB%D0%B0%D0%BD%D0%B8.html
Интеллиенци форумĕн заявленийĕ хут экземплярне (алă пуснине) пичетлеме çук-имвара? Пурте мар, темиçĕ çынни те пулин курăнтăр. | |
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.04.10 18:05 | |
чӑвашсем пурнӑҫнеи хӗрхенмен хаяр йӑванпа кӗрешнӗ.кусем петици пусаймаҫ укҫа шелленипе.ленин атте мӗн каланӑ ха интеллигенци пирки?.Вӑрҫӑ пуҫлансан атакӑна кайма миҫе тенкӗ ыйтӑпӑр?. | |
Agabazar // 3244.38.1634
2020.04.10 21:52 | |
тенн // 1815.66.3681 2020-04-09 20:38 Илле тĕрĕс çырать. Килĕшетĕп. Енчен те кам алă пуснисене кăтартмасан, петици ниме те пĕлтермест. Ахаль статья пек çеç тăрса юлать. Мĕн тума кирлĕ "петици", енчен те кам унта алă пусни паллă мар пулсан? Паллă марри вăл — çуккипе пĕрех. | |
Agabazar // 4292-9948
2020.04.12 18:07 | |
Хула ачи // 1726.84.3785 2020-04-10 18:05Хуть çапса пăрах, анчах укçалла алă пусмастăп. Пуйтармастăп Мускавра ларакан паянхи Иван Кроснăйсене! Мана унашкал икĕ питлĕх чыс тумасть! Пĕр енчен тахçанхи Кроснăйсене питлемелле, çав вăхăтрах паянхи Кроснăйсене кăларса памалла иккен. Пулмасть ун пек. | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2020.04.12 20:13 | |
«Хуть çапса пăрах, анчах укçалла алă пусмастăп.»
Эс тӳлевсӗр пус. Укҫа тӳлемесӗр пустармастпӑр тени унта ҫук! |