Акапасарсем тахҫанах хӑйсен хушшинче ҫӗтсе кайнӑ,Синунпа Алатар пекех. Улшӑнса "ӗҫлетӗр" пулсанта пӗр ҫын пекрех ҫырмалла ӑна. Чӑвашла пӗлекенсем пулсан та чӑваш пулманни кашнинчех палӑрса тӑрать акапасарсен. Чӑвашсен халӑх историйӗ " ытлаши каҫӑрлса Улӑп "пек пуласран хӑратӑр иккен малтанхи "синуналатар" паянхи "акапасар" сем . Акапасарсен кантуринче тӑрӑшакан служилый историксем каланине пӑхӑнса ҫырмалла чӑвашсен халӑх историне ? Ҫавӑнпах ӗнте Хусан Патшалӑхӗ те Пӑлхар Патшалӑхӗ пекех чӑвашсен тесрен хӑратӑр? Паянхи тутарсен ытларах пайӗ хӑйсене малтан чӑваш тесе каланине те хирӗҫлесшӗн ? Честный ҫын пулнӑ пулсан Акапасар тахҫанах ятне те хушаматне те палӑртнӑ пулӗччӗ,анчах та ҫук. Акапасар вӑл чӑваша хирӗҫле проект кӑна.
Тӗлӗкна урӑхисене каласа паран,кайран. "Болгары по происхождению" тени хирӗҫле пулать сан шухӑшпа ? Ашмарин пирки те суян ,Акапасар,суян. Тюрлетмен те ,хирӗҫлемен те,паянхи ҫӗнӗ шухӑшсене ҫеҫ хушса каланӑ Микула. Дмитрева Ашмарин "ҫӑва" сӑмахпа халӑх ятне ҫыхӑнтарни килӗшмен,анчах та Мефодьев Николай версийӗ пӗтӗмпех ӑнлантарса, килӗштерсе парать. Ашмарин сӑмахсем ҫывӑхине тӗрӗс курнӑ,анчах та малтанхи пӗлтерӗшӗ улшӑннине паян курма ҫӑмӑл. Ун вӑхӑтӗнче йывӑртарах пулнӑ. Чӑваш сӑмах Ашмарин каланӑ ҫӑваҫ пекех, пӗр пӗлтерӗшлӗ,анчах та "летовщик " те мар, "язычник " те мар, ҫар терминӗ. Ҫӑва сӑмах ҫапӑҫу хирӗнчех пытарнӑ вырӑнпа ҫыхӑннӑ. Турцинче тата Азербайджан ҫӗршывӗсенче чӑваш сӑмахпа ҫывӑх ҫар терминӗсем пулни ку вӑл версине татах та ӗненмеллӗрех тӑвать. Сан пек ӑнланма пултарайман кӑна кун пирки "истерика" пуҫлать.
Ашмарин "çăва" (масар) сăмахпа "çăваç" сăмаха çыхăнтарман. Ку пĕтĕмпех суя.
Тĕрĕссипе, Ашмарин çеç мар, Николай Егоров та вĕсене çывăхлатман. Вăл каланисенче "çăва" (масар) пирки мар, унăн урăх тымартан тухнă омонимĕ пирки сăмах пырать.
Пĕрре чавуш тенине турккăсем пирĕн пата илсе килнĕ тит Микула, тепре çавнах турккисем хăйсем чăвашсенечен (?) вăрланă тит. Ӳркенмен çын. Хуралçă мундирĕпе, — юриех пире улталас тесе! — витĕннĕ шулĕк. Кашкăр-кашаман.
Чӑваш историне 13 ӗмӗр пуҫламӗшӗпех "татасшӑн" пулсан паллах Микула калани килӗштермӗ акапасарсене.Уйрӑмах чӑвашсем яланах язычниксем пулса тесе ӗнентерсен ,Пӑлхар Патшалӑхӗн "айкинче" кӑна пулнӑ тесси анчах юлать ? Микула калать чӑвашсем ислам тӗнне йышӑннӑ пулнӑ,чӑн "язычниксем" пулман.Каллех ку акпасарсене килӗшмеҫ. Мӗншӗн тесен Микула калани чӑвашсен аслашӗсем ПП тӗп ҫыннисем тени пулать.Патшисем те хула ҫыннисем те. Туҫи енне те чӑвашсен ытларах пайӗ 15-16 ӗмӗрсенче куҫса кильнӗ,ислам тӗнӗнчен малтанах тарса кильнӗ тени вӑл суя. Малтанах пӑлхарсен шыв тӑрӑх форпостсем ,тата суту -илю валли вырӑнсем кӑна кунта пулнӑ.
Акапасарӑн суясси пултӑр. Кам камран ильни ҫинчен тупӑшма пачах кирлӗ мар. Мӗншӗн тесен чӑваш сӑмах халӑхсенчен чылай аслӑрах. Унта та кунта та пӗр вӑхӑтрах пулма пултарнӑ. Кайран мӗнле улшӑнни те пӗлтерӗшлех мар,анчах та фактсем пур .Пӗри "мнози варвары из разных земель" , тепри "чӑваш ят Крым хансем Хусана килсе вырнаҫсни",тата тепри "Хусан Ханствине Султан хӳттине парас теес хан шухӑшӗ". Ҫыпӑҫтарсан мӗн пулать? Ҫыпӑҫтарсан чӑваш ят "ҫӗнӗлле ҫар" ҫынни пулать, янычар тенӗ пекех. Ҫавӑнпах "болгары по происхождению, "янычаре" по названию" . Ахальтен мар, уйӑрса "лучшие стрельцы, отличаются знанием судоходства" тесе каламан. Калани акапасрсенне истерика тапратать пулсан ,тӗлӗнмелли кӑна юлать,мӗншӗн тесен Микула чӑваш ята ҫӗклесе мухтавлӑ тӑвать .
Тӗрӗссипе каласан чӑваш ятне ҫирӗплетсе парасси ытларах историксен ӗҫӗ. Филологсене шанса панӑ пулсан "русские", "руссы" тенине "сарӑ-ҫырӑ" е татах та пӗрешкельтерех сӑмахсенчен кӑларнӑ пулнӑ пулӗччӗ. Чӑваш ят хӑш вӑхӑтра,мӗнле сӑлтавсене пулла тухнине мала хурсан тин филологсем хушса калама пултарӗҫ, Пирӗн малтанхисем паян кунччен те татӑклӑн халӑх ятне ӑнлантарайманнине кура тӗп сӑмахсем историксенчен пулӗ.