Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Определяет судьбу человека то, как он понимает себя.
(Торо)
 

Виталий Станьял: Чӑваш ялӗн ӗҫри, шывпа вутри сӳречӗ

Виталий Станьял15.01.2020 13:366416 просмотров

Чӑваш пӑрасни (прози) хӗрарӑм ҫыравҫӑсен романӗсемпе ҫулсеренех пуянланса пырать. Юлашки вӑхӑтра Ульха Эльмен романне вуласа савӑннӑччӗ. Ку хутӗнче Людмила Сачкован «Сиксе юхать Хула ҫырми» историлле романӗн пӗрремӗш кӗнекине (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2019. — 368 с.) кӳнеҫнӗ кӑмӑлпа вуласа тухрӑм.

Людмила Николаевна Сачкова (28. 11. 1957; Патӑрьел, Ҫӗнӗ Ахпӳрт) ҫыравҫӑ чӑваш литературинче «Чӗкеҫӗм, Чӗкеҫ» (1996) халайӗпе (повеҫӗпе) палӑрса юлчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн ун пултарулӑхӗпе шкул ачисене тӗрлӗ классенче паллаштарма пуҫларӗҫ, республика театрӗсем пьесисене шилӗк ҫине кӑларчӗҫ.

Шкулта, хаҫат-журналсенче, чӑваш хумсасӗнче (радиовӗнче), тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтрах Людмила Николаевна хӑйӗн пултару тертне туртма пӑрахмарӗ. Чӑтӑмлӑ, нуша-йывӑрлӑха парӑнман, тӗллев патне пӑрӑнми туртӑнакан ҫын вӑл. Университетра вӗреннӗ ҫулсенче «Ҫилҫунатра» малалла питӗ талпӑнса пыратчӗ, ӑмӑртусене хутшӑнса ҫӗнтеретчӗ. Вӗсем, ҫамрӑк чухне литпӗрлешӳре хастар пулнӑ хӗрупраҫсем — Раиса Сарпи, Марина Карягина, Галина Матвеева (Антонова), Ольга Васильева (Эльмен), Лидия Филиппова (Михайлова), Альбина Яковлева (Юрату). Антонина Тямина, Марина Казакова (Кӗтне) тата тепӗр теҫеткерен кая мар ҫыравҫӑ — инҫе-инҫе вӗҫекен пӗр ҫыхӑри туслӑ хуркайӑксен карти пек туйӑнаҫҫӗ. Манӑн вара халӗ «Кайри — мала!» тесе пиллесси ҫеҫ юлать.

«Ҫӳллӗ ҫыранран сиксе юхать Хула ҫырми. Пӑлапа тӗл пулма васкать. Мӗн каласа парасшӑн-ши ӑна вӑл.. Ҫӗршер ҫул каялла пулса иртнӗ юнлӑ ҫапӑҫусем пирки-ши е паянхи ял савӑнӑҫӗ-хуйхи пирки.» (31 хутъен). Роман ун ҫинчен те, кун ҫинчен те тӗплӗ каласа парать. Халӑх кунҫулӗ вӑрӑм, истори авалхи Египетпа Римра кӑна ҫаврӑнман. Вӑл ҫуркуннесенче Пӑла ейӳ каймассерен шыв айне пулакан Кив Ахпӳртрен сӑртлама уйрӑлса тухма пуҫланӑ Ҫӗн Ахпӳртре те, юнашарти Вӑтаелӗнче е Туҫара, Патӑрьелпе Пӑва хутлӑхӗнче те хӑй ҫулӗпе кӗрленӗ.

«Хула ҫырми теҫҫӗ. Пӗлетӗр-и мӗн пулнӑ унта. Хулаш пулнӑ. Вырӑс ҫарӗн крепоҫӗ. Кунта салтаксем хӗсметре тӑнӑ». Ӗмӗрхи аваллӑхран Пӑла ҫинче Нухай каҫҫи юлнӑ, ваттисем каласа хӑварнӑ халап-юмах упраннӑ, архисенче те чӑнлавсем ҫук мар.

«...1392–1395 ҫулсем... Нухай тракӗпе хӑпарнӑ эшкер шуйханнӑ кӑткӑ йӑви пек ҫурҫӗрелле талпӑннӑ. Кукӑр та кӗске хӗҫҫисене хӗвел ҫинче йӑлтӑртаттарса, нухайккисемпе учӗсене ҫунтарса нухай ҫарӗн хиравулӗ Хула ҫырми патне пырса ҫитнӗ...»

Юнлӑ хаяр ҫапӑҫусеем кӗрленӗ вырӑнта темиҫе ӗмӗртен те ҫапӑҫма пӑрахман. Вӑтаельсем Аслӑ Пӑла улӑхӗсене Ахпӳртсене кӗтӳ кӗтме парасшӑн мар. Каллех тытӑҫу кунта! Выртмана тухнӑ ачасем камӑн чышки вӑйлӑрахне юн тӑкса виҫеҫҫӗ. Пӗрре ҫапсан нимӗр тӑвакан сехре хӑппи Киспуҫа хирӗҫ тӑма тивет Миккулӗн кӗҫӗнни умӗнӗн — шӑхлич калакан Элекҫейӗн. Маттур ача, анчах телейсӗр унӑн малалли ӗмӗрӗ. Элекҫей салтакран курма-сывалма килсен селӗп калаҫакан, анчах хӗвел пек ӑшӑ Апикепе пӗрлешет те, казаксен полкне таврӑннӑ ҫӗртен каялла тарса килет. Сакӑр ҫул хӗсметре пулни ӑна мӑй таран тӑрантарнӑ. Унӑн 25 ҫул ҫынсен пуҫне касса пурӑнас килмест, унӑн пурнӑҫ тӑвас килет. Пиччӗшӗсен шӑллӗне таркӑн ятне кӑларттарас темеҫҫӗ. Писӑре тухнӑ шӑллӗ ӑна чирлӗ пулнӑ тесе хут туса парса калле хӗсмете ӑсатасшӑн. Парӑнман шӑллӗне вӗсем ҫын пӗлмелле мар пуҫтарса хураҫҫӗ. Салтака пӗрле кайнӑ Якрав 25 ҫултан тӑван яла тӗкелех таврӑнать, ӑна савнийӗ Ухиме чӗрӗк ӗмӗр кӗтсе пурӑнни ватлӑх енне кайсан та пулин телей кӳрет. Маттур Алексей Николаев кавалерист тепӗр 12 ҫултан киле, тен, йӗркеллӗ ҫаврӑнса килейретчӗ те ывӑлне Хӗветӗре чипер пӑхса ӳстеретчӗ пулӗ. Ҫук, вӑл ку ҫулпа кайма килӗшмерӗ. Ҫӗпӗр ҫулӗ те ӑна хӑратмарӗ.

Ашшӗ сӑмахӗнчен иртеймен чиперккен, амӑшӗ пекех ӗҫчен, кайӑк пек юрӑллӑ, ҫӗлен сӑнни илеймен Чӗкеҫӗн те пурнӑҫӗ инкеклӗ вӗҫленет. Юратнӑ ҫынпа, чӑваш килне ывӑллӑха илнӗ ҫӑматӑ ӑсти Пантелей вырӑспа пӗрлешме ирӗк памасть ӑна ашшӗ. Вара Чӗкеҫ — ӑнсӑртран мар пулӗ — шурлӑхра мӑк кӑларнӑ чухне путса ҫухалать.

Антуни арӑмӗ Хреҫҫук вара хастар кӑмӑлӗпе Чӗкеҫ пек мар. Вӑл хӗр чухнех ҫав тери ҫирӗп. Хӑтана пынӑ нӗрсӗр Пибик умӗнче хӑйне лӑскакан амӑшне тӳрех калать: «Анне! Пибика качча каиччен Пӑлари авӑра пуҫхӗрлӗ сиксе вилем. Пӗр ҫӳҫ пӗрчи юлмиччен тӑпӑлтарсан та каймастӑп!» Пурте Хреҫҫук мар ҫав. Иртнӗ ӗмӗрсенче мӗн чухлӗ хӗр юратӑвӗ Нарспинни пек ҫаврӑнса тухман-ши! Хӗрарӑма тем пек йӗркеллӗ кил-йышра та хӑйӗн пуҫӗпе пурӑнма паман. Мӗн тӑвас тетӗн, самана саккинчен эпир никам та, нихҫан та (халӗ те!) синкерсӗр сиксе каҫаймастпӑр!

Хӗрарӑмсен ҫутӑ сӑнарӗсене лайӑх тупма пултарнӑ ҫыравҫӑ. Чӗкеҫӗн шӑпи пӳкле пулчӗ пулсан, питӗ ҫирӗп, чӑтӑмлӑ Ухимен вара пурнӑҫӗ декабристсен арӑмӗсенни пекех — нушаллӑ, ҫапах — телейлӗ.

Апике вара упӑшкине Ухиме пек тӳрӗ кӗтсе пурнасси иккӗлентерет. Ывӑлне кукашшӗ патне пӑрахса хӑварса, вӑл пӗччен пуҫҫӑн туххӑмрах тепӗр арҫын патне тухса вӗҫтерет. Апикене те айӑплама май ҫук. Элекҫее те ӑнланма пулать — унӑн пӑлханакан халӑх ҫинче хаяр казак пулса ҫӳреме хал ҫитмест. Патша тӗрӗслӗхӗ ашшӗ вӗрентнӗ тӳрӗлӗхпе пӗр маррине вӑл хӑй тӳссе курнӑ, Романра чӑваш салтакӗ ҫар хӗсметӗнчен мар, казак ӗҫӗнчен сивӗннине иккӗмӗш кӗнекере уҫҫӑнрах каласа хӑварсан аванччӗ.

Ашшӗ, Миккуль, Ҫӗн Ахпӳрт ялне пуҫарса янӑ ӑслӑ та паттӑр ҫын, хӑй пекех маттур Алтынке мӑшӑрӗпе тӑватӑ ывӑлпа (Антуни, Ҫимун, Элекҫей, Лявкка) виҫӗ хӗр (Чӗкеҫ, Васса, Виркка) ӳстерет. Пӗри тепринчен ирттереҫҫӗ вӑй-халлӑ та ункайлӑ ывӑлӗсем, пӗри тепринчен сапӑртарах та теветлӗрех хӗрӗсем. Кашнин сӑн-сӑпатне ҫыравҫӑ сӑнтӗкӗр ҫинчи пекех кӑтартать.

Сӳрет (портрет) ӑсти Людмила Сачкова. Мухтамалла ӑста ӳкерет вӑл ҫынсен пит-куҫне, чун-чӗри вылявне! Виҫӗ ӑру сӑнӗ пур кӗнекере.

«Чӗкеҫ ҫинче — шурӑ пиртен ҫӗленӗ кӗпе. Уринче — ҫӑпата. Умне хӗрлӗ-кӗрен кӑвак ҫиппе ҫӗклесе тӗртнӗ чӗрҫитти ҫакнӑ. Сӑнӗ-пичӗпе вӑл чӑнахах чӗкеҫе аса илтерет: чӗкеҫ ҫуначӗ пек куҫ харшийӗсем эреветлӗ-теветлӗ пит-куҫне витӗмлетсе тӑраҫҫӗ...Унӑн янӑравлӑ кулли хӑй хыҫҫӑн шӑрҫа пек тӑкӑнса юлать. Кулнӑ чухне вӑл вӗҫекен кайӑк пекех ярӑнса каять... утти-тӑрӑвӗпе те, калаҫу-юптарӑвӗпе те йӑлтах асламӑшне хывнӑ. Чӗкеҫ чупса ҫӳресе ӗҫлет». Кашни сӑнарӑн ҫапла курӑмлӑ сӳрет. Вулакан вӗсене асӑрхамасӑр, асра хӑвармасӑр юлмастех. Акӑ «Миккуль арӑмӗ, Алтынке, начар-им. Сухапуҫ кӳлсе талпӑнса туртса пымалли хӗрарӑм. Сар тутлӑскер, хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер, хӑй те вут пек вӗри. Ӗҫре ӑна ӗлкӗрсе пыракаани ҫук, ӗҫкӗ-ҫикӗре — ташласа ҫитекенни, тавлашма тытӑнсан тавлашса ҫӗнтерекенни ҫук. Харсӑр, арҫын ҫӳллӗшскер, арҫынран пӗрре те ӳксе юлмасть» (39 ен). «Коня на скаку остановит, в горящую избу войдет»,— тенӗ вырӑс поэчӗ Некрасов ун пек паттӑр хӗрарӑмсем ҫинчен. Алтынке ҫав ӗретрен. Вӑл вута та кӗрет (икӗ хут вӗсен килне лаша вӑрри Шаккум хурах тӗртсе ҫунтарать). «Вӑр-вар хӗрарӑм. Ялӗпе те ун пекки урӑх ҫук. Чупса ҫӳресе ӗҫлет. Хӑрах аллинче — ача, тепӗр аллинче — хутӑрчӑ, урипе пир тапать, куҫӗпе чӗп сӑвать. Маттур та патвар хӗр ҫакланчӗ Миккуле. Телее пулчӗ» (44 ен). Ылтӑн кин тесе хаклать ӑна Миккуль амӑшӗ Шашук карчӑк.

Миккулӗн иккӗмӗш ывӑлӗ «Ҫимун, стайлӑ та ҫирӗпскер, ҫӳллӗ ҫитӗннӗскер, ашшӗне аса илтерет. Кӑвак куҫӗ ҫил ҫинче хумханакан кӳлӗ евӗр — йӗкӗт калас шухӑша сӑмахсӑр пӗлтерет е савӑнса та тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ сана ҫав хумхануллӑ кӑвак куҫсем, е куларах, тӑрӑхлавлӑн, е ҫиҫӗм ҫиҫтерсе ӑмӑр пӗлӗт пек тӗксӗмленсе тинкереҫҫӗ сан ҫине. Савса пӑхнӑ чухне, чӑнах та, кӳлӗ евӗрех — илӗртеҫҫӗ, хумханаҫҫӗ, ӑса ҫухаттарсах хӑй хыҫҫӑн илсе каяҫҫӗ. Пӑхӑнтаракан илемлӗх» (37 ен). «Ӳсме ярӑннӑскер, сарӑ яхтӑ пекех чанк! каҫӑрӑлса тӑрпать вӑл. Уссийӗ те шӑтман-ха. Хӗр пек хитрен кулса шурӑ та тикӗс шӑлӗсене кӑтартать». Ку сӑн та — Ҫимунӑннах. Унӑн арӑмӗ Сахвине те ял ӑмсанмалла ҫын. «Сахвине юратмалла хӗр. Пурте ҫыпӑҫуллӑ ун ҫийӗнче. Пӗвӗ-сийӗ те татуллӑ, пичӗ-куҫӗ те ӗлккен. Шырасан та пӗр кӑлтӑк та тупаймӑн. Ай, ытла та вӑтанма пӗлет-ҫке, куҫне те ҫӗклесе пӑхаймасть. Ҫакӑ ӑна пушшех чиперлетет. Чечекрен те чечек. Хӑш вӑрманти уҫланкӑран татса килнӗ-ши ӑна Ҫимун.. Кӑна йӗкӗт хӑй ҫеҫ пӗлет!» (124 ен).

Ҫеменпе Сахвине туйне Сачкова ытахалех тепӗр туйпа тӗл пултарса юнлӑ ҫапӑҫӑва кӗртет, хӑранӑ Сахвинене чӗлхине ҫухаттарать.. «Авалхи чӑваш йӑлипе икӗ туй хире-хирӗҫ тӗл пулсан ҫапӑҫусӑр иртмелле мар, юн кӑлармасӑр пӗр-пӗринчен уйрӑлмалла мар имӗш» (129). Пулнӑ авалах хирӗҫекен йӑхсем туйра та, кирек хӑҫан та ҫапӑҫни. Х1Х ӗмӗрте чӑваш харкашакан йӑхсемпе пурӑнман. Эппин, ку ҫапӑҫӑва мереккешӗн тунӑ пулинех. Туйсенче ҫапӑҫасси манӑн яш вӑхӑтра та пулатчӗ. Анчах сӑлтавӗсем «авалхи йӑлара» марччӗ. Ҫук ун пек йӑла! Ахаль мар туй умӗнче малта чи сумлӑ-хисеплӗ, ӑслӑ та пӗлӳллӗ туйпуҫсем пыраҫҫӗ!

Тӗп сӑнарсемсӗр пуҫне сӑсканра (романра) ытти ҫынсем те нумай: Кашта Хветӗрӗ, Кӑста Керӗмӗ, Сӗней, Ҫпирак, Сымкка, Мартти, Мӑлтӑкпа Миҫук ват хусахсем, Утеш мӑчавӑр, сӳпӗлти Мӑлюк... Вӗсен тыткаларӑшӗ, калаҫӑвӗ кашнин расна. Пӗрин «хэх-хэх», терин «эп сан тӑвану мар-и», Антунин «каламанни пултӑр».

Кашни сӑнарӑн ҫул-йӗрӗ вулама кӑсӑк. Тӳрӗлӗхе мала хуракан Антуни хӑй юратӑвӗшӗн те, килти ӗҫшӗн те, ял-йышшӑн тӑма пултарать. Хӑй чавнӑ ҫӗрпӳртре ҫемье ҫавӑрса, ура ҫине тӑрать, хӗрӳ ӗҫпе армансем лартать, лаша виҫ вите тытма пуҫлать.

Йӑпӑлти те кӗвӗҫ, сутӑнчӑк Мӑлюк намӑс-симӗсе пӗлмест. Алтынкене сӗмсӗррӗн ҫулӑхнӑ Мӑлюка Миккул ӗнсерен йӑтса картишне кӑларса перет. Ҫапах та вӑл ҫак «тӑванӑн» ачисене пулӑшма пӑрахмасть.

Роман темиҫе хирӗҫтӑру йӗрӗпе пырать. Пуянпа чухӑн уйрӑлать, влаҫпа халӑх хушшшинче хирӗҫӳ тӗвӗленет, ухмахсемпе элекҫӗсем, куштансем яла пӑтратаҫҫӗ. Лаша вӑрри Шаккум хурах Миккул йӑмӑкне мӑшкӑллас тесе хӗнесе вӗлерет, яла вут тӗртет, лашисене вӑрлать. Антунин арман кӗлечӗсене ҫӗмӗрекен вӗлтренкайӑк-ӗҫкӗҫ Пибик арман айӗнчи чӳк парни пулса юлать, ҫынсене усал ӗҫ тума хӗтӗртсе пурӑнакан Яншан шӑпи кӗҫех тулмалла.

Ял пурнӑҫӗ хӗрсе пырать. Ялта шкул уҫӑлать, лекарь килет, чиркӳ лартас теҫҫӗ. Малашне, иккӗмӗш кӗнекере, кӗрешӳ татах хаяртарах пуласси куҫ кӗрет. Йывӑр лару-тӑрура аталанать халӑх. Тӑшманӗсем тулашра та нумай, шалта та тупӑнсах пыраҫҫӗ. Ҫапах та, роман ҫӗкленӳллӗ туйӑм, ҫутӑ шухӑш-кӑмӑл ҫуратать, тӗрӗслӗхпе тасалӑх вӑйне мухтать. Ку ӑнӑҫлӑ хайлав юлашки вӑхӑтра ӗрчесе кайнӑ «хура та ясар хайлавсене» чӑваш литературин айккине тӑратса хӑварать,

Ҫӗкленӳллӗ чӗрӗлӗх Людмила Сачкова ҫутҫанталӑка ӳкерсе пама пӗлнинчен те килет. «Вӑрман ытамӗнче» сыпӑка вулӑр-ха. Унта эсир улатаккапа чакака е куккука кӑна илтетӗр-и. Сачкова вӑрманӗнче шӑкӑлчи, вӗлтрен кайӑк, чӗпчен, шӑпчӑк ҫынна савӑнтарса, ҫут тӗнчене мухтаса юрлаҫҫӗ. Пӑла улӑхӗнчи утҫие сӑнӑр-ха тата! Ман пек ватӑрах вулакан хӑй те улӑха ҫава йӑтса каяс тейӗ. Ҫамрӑксем, паллах, ҫава-ҫурла мӗнне пӗлмеҫҫӗ. Вӗсене тринкки-тринкки пулӑмсем кирлӗ. Пур вӗсем сӑсканра. Ӗртӗ (сюжет) ӑсти Людмила Сачкова. Таймӑк-шаймӑк (детектив) манирлех ҫаврӑнать ӗҫ-пуҫ, анчах роман шаймӑк шайӗнчи хайлав мар — чӑн чӑваш ялӗн иртнӗ ӗмӗрсенчи вутри-шыври пурнӑҫӗ сӑнланнӑ унта.

Масар, пасар, туй-ҫуй, акатуй, вӑйӑ-кулӑ, киремет-экремет, «тимӗр карта», ҫӗр хапхи, имлӗх-юмлӑх, улах ларни, тырӑ акни-вырни, вӑрман касни-хӑртни, ҫурт хӑпартни, пир тӗртни, мунча кӗни, пӑлан та упа тытни-тытайманни, хӗрпе ар юратни-курайманни, ашшӗн нухайкка пилӗ — пӗтӗм пурнӑҫ юхса пырать романра. Йӑлӑхтармасӑр, йӗрки йӗркипе, шухӑша вӑратса, чуна хускатса пулса иртет кӗнекери истори.

Вуласа пӑхӑр ӑна. Вӑл сире те килӗшессе шанатӑп. Иккӗмӗш кӑларӑм тата иккӗмӗш кӗнеки валли хӑвӑр сӗнӳсене парсан селӗм пулӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1522.41.5189
2020.01.15 15:20
Agabazar
Хулаçырми тенине пĕрле çырмалла пулнă. Ун пек аванрах.
Agabazar // 1522.41.5189
2020.01.15 15:24
Agabazar
Пибик тенинче мĕншĕн б? Мĕншĕн п мар?
Agabazar // 1522.41.5189
2020.01.15 15:33
Agabazar
Çĕнĕ Ахпÿрт таврашĕнчи микротопонимика пирки Николай Казаков текен шкул ачи çав тери лайăх статья çырнă. Ăслав шайĕнчи хайлав.

Паллах, ăна çав статьяна çырма аслисем пулăшнă. Тепĕр тесен çав ача хальччен, статьяна хаçан çырнине шута илсен, ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ.

Статья Тетелте пур.

Ман шутпа, Людмила Сачкован çав статьяна пăхса илсен питĕ аван пулмалла. Тен, пăхнă та пуль. Анчах тепре пăхса илсен те сиен пулмасть.
Agabazar // 1522.41.5189
2020.01.15 18:45
Agabazar
Чăваш чĕлхинче "лекарь" сăмах пур-и? Çук пулĕ.
Чăн та, Çĕнĕ Ахпÿртре "Лекарев" хушамат пур пулмалла (вариант — Лекерев).
Анчах та вăл вырăс чĕлхинчи "лекарь" тенинчен мар тухса кайнă.
Вăл хушаматăн тымарĕсем урăхла.
Лешкукша // 3479.25.2629
2020.01.18 00:11
Акапасар асăттарнисем тĕрĕсех.
Кĕнекен чĕлхи таса та яка Редактор все же кирлех. Сачкова хăйех писатель, хăйех редактор, хăйех корректор...
Вот чăваш арăмĕсен шăпи!
Станьял каланă пек, вутпа шыв витĕр пырать автор!
Agabazar // 2559.04.6906
2020.01.19 00:32
Agabazar
Сам себе режиссёр тени пурччĕ. Халь хупрĕç пулас.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики