Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Как басня, так и жизнь цениться не за длину, но за содержание.
(Сенека)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ 85-ре кӑна-и?

Аçтахар Плотников17.12.2019 17:0910531 просмотров

Валерий Туркай ыйтнипе 2003 ҫулта тухнӑ Петӗр Ялкирӑн статйине вырнаҫтаратпӑр. Вӑл «Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра» ятлӑ. Статья вырнаҫтарма Валерий Туркая, ахӑртнех, пирӗн сайтра пӗлтернӗ «Чӑваш ҫыравҫисем союз юбилейне пухӑнӗҫ» хыпар хистенӗ. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ миҫе ҫулхи юбилейне тата хӑҫан палӑртмаллине ҫак статьяпа паллашнӑ хыҫҫӑн татса пама пулать тесе шутлатпӑр.

«Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников.

«Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра»

Чӑваш ҫыравҫисене пӗр ушкӑна пӗрлештерес шухӑша Ҫеҫпӗл Мишши 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар техникумӗнче вӗренекен Н. Ваҫанкка поэт патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче палӑртнӑ. 1923 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Канаш» хаҫат редакцийӗнче тата кӗнеке издательствинче ӗҫлекен ҫыравҫӑсем хӑйсен пухӑвӗнче Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзне туса хума йышӑнаҫҫӗ. Унӑн бюровне Николай Золотова, Николай Шупуҫҫыннине, Хумма Ҫеменне, Степан Лашмана, Николай Патмана, Лява Платунне, Ананий Элтивана суйлаҫҫӗ. Председатель пулма «Канаш» хаҫат редакторне Николай Золотов критика уйӑраҫҫӗ.

«Канаш» союз писательсен хайлавӗсене пӑхса тухса пичете сӗнессине йӗркелесе янӑ. «Канаш» хаҫатра сӑвӑсем, калавсем, очерксем ҫапӑнма пуҫлаҫҫӗ. Писательсем тӑрӑшнипе 1924 ҫулта «Сунтал», 1925 ҫулта «Капкӑн», 1928 ҫулта «Ӗҫ хӗрарӑмӗ», 1929 ҫулта «Хатӗр пул», 1931 ҫулта «Трактор» журналсем тухма пуҫлаҫҫӗ. Писательсем сӑвӑ-калав ҫеҫ мар, романсем, поэмӑсем, нумай актлӑ пьесӑсем ҫыра-ҫыра пичетлеме тытӑнаҫҫӗ. Чӑвашла Мускавра «Коммунар» хаҫат, Самарта «Колхозник» хаҫатпа «Вӑтам Атӑл» журнал, Хусанта «Утӑм» журналпа «Хӗрлӗ ялав» хаҫат тухма пуҫлаҫҫӗ.

1934 ҫулта ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвне Чӑваш совет писателӗсен союзӗ теме пуҫлаҫҫӗ. Аталану ҫулӗ ҫӑмӑл пулман. 18 ҫыравҫӑ репрессие лекнӗ, А. Золотов, Е. Захаров, Н. Митта, Н. Янкас, Н. Патман, Н. Шупуҫҫынни таврӑнайман. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен СССР писателӗсен союзӗн 16 членӗ чӗррӗн тухайман. Ҫӗн йӗркелӳ тапхӑрӗнче писательсен союзне темиҫе пая уйӑрса аркатма хӑтланчӗҫ.

Пӗрлӗхшӗн тӑракансем чӑваш профессиллӗ писателӗсен союзӗн ялавӗ айӗнчен пӑрӑнмарӗҫ. Халӗ унта 140 таран прозаик, поэт, драматург, критик, публицист пӗрлешсе тӑрать.

Профессилле писательсен союзӗн правленийӗ Валерий Туркай ертсе пынипе чӑваш литературине малалла аталантарас тесе ҫине тӑрса тӑрӑшать. Ҫӗнӗ произведенисем «Тӑван Атӑлпа» «Ялав» журналсенче, хаҫатсенче сахал мар пичетленеҫҫӗ. Йывӑррӑн пулин те, кӗнекесем те тухкалаҫҫӗ. Классиксен, П. Хусанкайӑн, Я. Ухсайӑн, томӗсене ҫеҫ мар, В. Элпи, В. Енӗш, Д. Гордеев, П. Ялгир, А. Казанов тата ыттисен хайлавӗсене те кӑларнӑ. Писательсен юбилейӗсене анлӑрах ирттересси вӑй илсе пырать. Вӗсене Шупашкарта кӑна мар, ялсенче те палӑртаҫҫӗ. Ҫав ятпа районсенче литература кунӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсем юлашки вӑхӑтра Муркаш, Комсомольски, Вӑрнар, Етӗрне тата ытти районсенче те иртрӗҫ. Тӑванла Тутар, Пушкӑрт, Мари Эл республикисене кайса чӑваш литературин кунӗсене ирттертӗмӗр. Унтан та пирӗн пата хӑнасем килсе кайрӗҫ. «Хавхалану» хаҫат тата «Чувашия литературная» альманах тухма пуҫларӗ. Шупашкарта Ҫеҫпӗл Мишши, Слакпуҫӗнче Я. Ухсай, Сиктӗрмере П. Хусанкай музейӗсем уҫӑлчӗҫ. Союз членне 15 ҫамрӑк ҫыравҫӑна йышӑнтӑмӑр. Проза антологийӗ тухрӗ, поэзи, драматурги, ача-пӑча, сатирӑпа юмор антологийӗсене кӑларма хатӗрленӗ. Пурнӑҫпа тан утса пирӗн писательсем тӑван Чӑваш Ен хитрен чечекленсе пытӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Юбилей ирттернӗ май хӑш-пӗр кӑлтӑксене те палӑртма тиврӗ. Сӑмахран, ҫур миллионлӑ тӗп хуламӑр Шупашкар чӑваш литературине пӗр писатель те памасть. Шупашкар хули ҫинчен вырӑс летопиҫӗнче 1371 ҫултанпа ҫырма тытӑннӑ. Ун чухне Дмитрий князь Мускавран Атӑл тӑрӑх Мамай хан патне Сарай хулине кайнӑ, Шупашкарта пӗр каҫ ҫывӑрнӑ. Ҫавӑнтанпа чӑваш литературине Шупашкартан пӗр ҫын та хутшӑнманни питӗ пӑшӑрхантарать.

Тӗлӗнмелле, чӑваш писателӗсем ялтан кӑна тухаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та произведенисем те ытларах ял ӗҫченӗсем ҫинчен. Ялтан хулана килнӗ ҫыравҫӑсем хӑйсем те ял темине ҫӗклеҫҫӗ. Промышленность темипе ҫыракансем Алексей Талвирпе Иван Григорьев писательсем ҫеҫ пулнӑ. Ку тӗлӗшпе ҫамрӑксем улшӑну туни курӑнмасть.

Юбилей пухӑвӗнче Писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ҫак ҫитменлӗхе пӗтерессишӗн тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ. Ял ҫыннисем ҫинчен те сулмаклӑрах хайлавсем кирли пирки сӑмах пычӗ.

П. Ялгир.

 

Хушни

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2019.12.23 22:11
Акапасар, çуккине супĕлтетсе ан лар. Проза.ру çинче те читальняра та чăвашла çырма çук!
Анаткас // 5514.7.1089
2019.12.24 14:36
Хисепле Акапасарпа Аскольд ! Ситет енте сире харкашса . саплах султалака та ирттерсе ятар. Пер-перинчен кулмасар . пер-перне курентермесер пурансан илемлерех мар-и . ыра сыннамсем ! Эпир пурте ял ачисем вет-ха . ялта хайне пысака хуракана юратмассе . клуба тухсан халха чикки те тутантарма пултарассе. " Усалсем Шупашкарта нумай . хенес килет весене пермай " тенечче перрехинче Валентин Урташ . Саванпа та усал пулар мар . малашне тусла пуранар .
Валери Туркай // 2030.49.8878
2019.12.26 16:36
Тӗрӗс, питӗ тӗрӗс, "Анаткас"!
Agabazar // 3298.84.5198
2019.12.26 22:01
Agabazar
Аскольдсем кам иккенне питĕ аван чухлапăр-ха эпир.
2019.12.27 07:53
Акапасар, Аскольдсем мар, Аскольд пĕрре кăна, вăл та сан
йышши вăрттăн лĕх-лĕх туса лармасть
Agabazar // 2984.79.9808
2019.12.30 00:44
Agabazar
Шел пулин те, пĕрре кăна мар-тăр çав.
2019.12.31 11:22
Акапасар, Аскольдсем иккĕн-виççĕн пулсан сана кунта ларма вырăн та юлмастчĕ. Сан йышшисене пачах, сирĕн манка шĕпĕртеттерсе ларнинччен питĕ чылай усă
Agabazar // 7603.2.5900
2019.12.31 11:44
Agabazar
Кам ларассипе лармассине Админ татса парать. Е эс Админа хăван марионетку çеç тесе шутлатăн?

Анчах та эс ху та ахаль марионетка çеç.
2019.12.31 14:51
Акапасар, эпĕ админ ĕçĕ пирки çырмарăм. Сана кунта ларма намăс пулатчĕ, çавăн пирки кăна.
Agabazar // 2211.94.1955
2019.12.31 21:02
Agabazar
Аха, юрламасан, ташламасан, пире кунта намăс та

Страницăсем: 1, 2, 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики