Халӗ Вӗрентӳ институтӗнче ӗҫлекен литература меслетҫи Надежда Иванова хӑйӗн ентеш поэчӗн кил-йышӗпе тӗл пулчӗ, ывӑлӗпе — Ҫамрӑксен театрӗнчи паллӑ артистпа Максим Ястранпа калаҫрӗ, кайран кӗнеке кӑларчӗ (Максим Ястран. Сӑвӑсем. 1986). Ку поэтӑн тӑваттӑмӗш кӗнеки пулчӗ. Иккӗшне вӑл хӑй кӑларма ӗлкӗрнӗ («Хӗрлӗ ҫӑлтӑр», «Ҫӗнтерӳ ялавӗ»), тепӗрне кайран кӑларнӑ: «Лирика», 1964.
Ястран тантӑшне лайӑх пӗлнӗ хаҫатҫӑ Михаил Юрьев библиограф палӑртнӑ тӑрӑх, кӗнекесенчи сӑвӑсем М. Ястран пултарулӑхне пур енчен те туллин кӑтартса параҫҫӗ теме ҫук-мӗн. Тӗрӗсех каланӑ, ҫуррине те кӑтартаймаҫҫӗ вӗсем.
Хаҫат-журналта пичетленнӗ сӑввисемпе тӗрленчӗкӗсем, поэмисем, сӑвӑллӑ юмахӗсем, алҫыру халлӗн выртакан хайлавӗсем пӗрле пухӑнман, вӗсене никам та тӗпчемен. Манӑн архивра Максим Григорьевич Ястран сӑвӑҫӑн «1940, январь–февраль. Тетрадь первая» алҫырӑвӗ упранать. Унти хӑшпӗр сӑвӑсем кӗнекесене кӗнӗ, вӗсене суйласа илнӗ чухне Илле Тукташ тӳрлетнӗ вырӑнсем пур.
Вулакансене М.Г.Ястран сӑнӗсене сӗнетӗп. Вӗсене мана Борис Чиндыков 1985 ҫулхи июлӗн 31-мӗшӗнче тупса панӑччӗ. Пӗрремӗш сӑна М.Ястран 1935 ҫулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче ӳкерӗннӗ. Теприне 1941 ҫулхи мартӑн 23-мӗшӗнче алӑ пусса ачисене ярса панӑ. Кил-йышпа хӑҫан ҫапӑнни паллӑ мар. Ахӑртнех, фронта тухса каяс умӗн арӑмӗпе Софийӑпа, ывӑлӗсемпе — Юрипе тата пӗчӗк Максимпа — ӳкерӗннӗ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Писательсен союзĕ, тĕпчев институчĕ, етешлĕхсем, райадмнистрацисем пĕрле пулса, вăрçăра вилнĕ псательсен кĕнекисене Çĕнтерÿ 75 çулĕ тĕлне пĕр цикл туса кăлармалла.
-=Укçа çук-и?
-=Намăс çук!
Вот и // 1663.53.4584
2019.10.03 16:34
пойми вас:"Варринчи фотографие..." или варринчи фотографине? А может быть и вовсе ВАРРИНЧИ СĂНÿКЕРЧĔКЕ... Ну, чăвашсем мĕнле шукăшлатăр? Ку ыйту сире анатенчи (от лугвого) чăвашран.
Туенчирен // 1626.6.2570
2019.10.03 20:35
Эп вот и ҫампак шокӑшлап: варнчи хвотаграфие или питӳкерчӗке тесен пральнӑ пать.
Перн иккӗн те пуҫламӑш школ краматтӗкне пӑхмала мар=и=ке, ваҫка тосӑм!