Микула // 9259.3.8429
2019.01.19 12:53 | |
Катька (катемпи) тенине чăвашсем анкартинче кураксене хăратма кăна лартнă. Йăван вырăнĕ те çавăнтах ,пĕлтерĕшĕ те çавах. Тăсланкă Петĕре ырлани те тĕрĕс мар. Вăл халăхран пуçтаракан налука тăватă хут хăпартнă, сыхланса юлнă чăваш элитине хресчен шайне антарса лартнă. СССР тение аркатаканнисем халĕ те çĕршывпа хуçаланаççĕ. Влаçра пулнисене пĕрине те ырламалли çук. Тĕрлĕрен " тутăх тимĕр" Республикăна пуçтарса килмелле мар. Кама кирлĕ анкартинче "за свой счет" вырнаçтарăр. | |
Agabazar // 4224.55.6835
2019.01.19 14:08 | |
Иван Мучипе Салтыков-Шедрина çамкисемпе çапăнтарма кирлех мар пулĕ. | |
Тимĕр Акташ // 3936.76.6861
2019.01.19 23:56 | |
Адёр чăваш ялта Раççей импери никĕсне тума пуçланă Хаяр Йăван, тата СССР империйĕн пуçлăх Сталин - пуçтахсен, пуç касакансен, нумай-нумай çын тискер вĕлерекенсен палăксене лартма сĕнет. Нумай çĕрте те лартма сĕнет. Каялла - империйĕне таврăнасшăн-и? Ирĕклĕх килĕшмест-и? Касаксен хĕçсемшĕн, саламатсемшĕн, нухайккасемшĕн, пăшалсемшĕн, тупăсемшĕн тунсăхлать-и? | |
Микулай Павловски // 1645.11.4382
2019.01.20 10:01 | |
Хаяр Йӑвана чӑваш ҫӗрне халь кӗртмелле мар..."Хаяр Йӑван"- йӗрке мар: ҫын ҫиен, тискерлӗх, ирсӗрлӗх, шуйтанла импери, ирӗклӗхе кӑклани, йӗркесӗрлӗх. Илсен, арӑмӗсемпе кӑна мӗнле иртӗхнӗ, хӑтланнӑ?.. Лайӑххин тӗслӗхӗ унта нимӗн те ҫук! "Кӗршекен", "йӗрке тӑвакан" тесессӗн - хӑй тунӑ, салатнӑ системӑпах Московине, Мускава кайса ҫапӑҫтӑр. | |
Микула // 9259.3.8429
2019.01.20 18:16 | |
Кунта тĕп сăмах "опричнина". Куратăр пулĕ самана ăçталла шăвать? Теприсем халăха опричнина вăхăтĕнчи пекех тустарасшăнах пулмалла? Çавăнпах опричнина хуçине чĕртесшĕн ? | |
Agabazar // 3010.76.0054
2019.01.20 19:47 | |
Хаяр Иван тутарсене яланах чăвашсенчен çÿлерех лартнă. Сăмахран, Симеон Бекбулатович тутара Мускав патши туса хунă. Мĕншĕн Мускав патши пулма чăваша лартман? Сăлтавĕ паллă: тутарсене çÿлерех картнă. | |
Agabazar // 2648.49.4447
2019.01.23 15:04 | |
Хусан ханлăхне Хаяр Иван аркатни чăн малтанах чăвашсемшĕн пит начар япала пулнă. Чăн малтан чăвашсене начар енчен пырса çапнă çакă.
А тутарсене мĕн? Паллах, чингизидсене айккинелле сирни лайăх япалах мар ĕнтĕ вĕсемшĕн. Çапах та кунта тутарлăх валли те вырăн юлнă. Вырăнти чăвашсем сасартăк тутар пулса тăни те çакнах çирĕплетет. Хансем вăхăтĕнче мар, кайран пулнă япала ку! Чăвашсем валли вара çĕнĕ системăра нимĕнле вырăн та юлман. Ноль! Вырăс патшисен влаçĕ пуçлансан Хусан таврашне ытти регионсенчен тутарсем килсе тулнă. | |
Agabazar // 2648.49.4447
2019.01.23 15:04 | |
Хусан ханлăхне Хаяр Иван аркатни чăн малтанах чăвашсемшĕн пит начар япала пулнă. Чăн малтан чăвашсене начар енчен пырса çапнă çакă.
А тутарсене мĕн? Паллах, чингизидсене айккинелле сирни лайăх япалах мар ĕнтĕ вĕсемшĕн. Çапах та кунта тутарлăх валли те вырăн юлнă. Вырăнти чăвашсем сасартăк тутар пулса тăни те çакнах çирĕплетет. Хансем вăхăтĕнче мар, кайран пулнă япала ку! Чăвашсем валли вара çĕнĕ системăра нимĕнле вырăн та юлман. Ноль! Вырăс патшисен влаçĕ пуçлансан Хусан таврашне ытти регионсенчен тутарсем килсе тулнă. | |
Микула // 9259.3.8429
2019.01.26 18:40 | |
Тупрăм ,Акапасар ,тупрăм тупсăмне. Манса ан кай ,асра тыт. Тархан ят айĕнче камсем "пытаннине" итле. Тархан хучĕсене патшалăх чиновникĕсене тата пысăк усламçăсене панă,ытларах еврейсем тархансем пулнă Хусан ханлăхĕнче. Паллах кайран чылайĕшĕ вĕсенчен чăвашланнă. | |
Микула // 9259.3.8429
2019.01.26 18:49 | |
Чăннипех, пулчĕ темелле . Акапасар та ăнланнă. Тен пирĕн ытти ăсчахсем те çавна ăнлана пуçлĕç. Паянхи тутарсем Хусан патшалăхĕ çумне аякран кăна ,чăвшсенчен тата çармăссенчен патшалăхĕ "вăйпах тутарлатнисемсĕр " пуçне паллах. Чăвашсене "русско-турецкие " вăрçăсем пуçланнăранпа хытăрах хĕсме пуçланине те ăнланма тен вăхăт ? |