(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)
«Уҫӑмлӑ тата курӑмлӑ тӑвакан ӗҫ-пуҫа пула кӑна пурӑнӑҫ (бытие) тӗп-йӗрне палӑртма май пур. Рефлекси ҫавӑн пек ӗҫ-пуҫ тавра (ун хутшӑнӑвӗпе тӑрӑмӗсем тавра), пурӑнӑҫа упракан вырӑн координачӗсем тавра ҫаврӑнать пулсан – вӑл трансценденталлӑ рефлекси пулса тӑрать».
-- -- -- -- --
«А когда рефлексия направлена на те состояния и отношения представляющей деятельности, благодаря которым вообще делается возможным определить бытие сущего, то такая рефлексия, направленная на координаты точки, к которой относится бытие, становится трансцендентальной рефлексией»
(Хайдеггер М. Время и бытие. М., 1993. С. 377.)
.
«Киремет умӗнче пурпӗрех тӑратӑп темшӗн…» – ҫырнӑччӗ эп 1992 ҫулта. Киремет умне тӑнӑранпа вӑтӑр (!) ҫула яхӑн иртрӗ – халӗ те тӑратӑп. Мӗншӗн тӑнине те, Киремет кам пулнине те, ун умӗнчи хамӑн тивӗҫе те ӑнланатӑп пек. Киреметсӗр, чӑн чӑваш хӑвачӗсемсӗр наци чӗрӗлӗвӗн, аталанӑвӗн пуласлӑхӗ ҫук.
Киремете эп шалтан пӗлетӗп-туятӑп пек. Киремет пирки хывнӑ юрӑ мана тивӗҫтерчӗ. Шӑп ҫавӑн пек юрламалла пек туйӑнать мана ку юрра. Хӗрупраҫӑн юрламалла пек. Мӑнаҫлӑ ансатлӑх пур сӑввинче те, кӗввинче те. Сӑнарлӑхӗ те пуҫтарӑнуллӑ – символла пӗлтерӗшлӗ. Мартин Хайдеггер калашле, трансценденталлӑ рефлекси вӑратать.
Камран кӑна ыйтмарӑм – сӑвви-юррине кам ҫырнине те, кам юрланине никам та пӗлмест. Тен, авторӗсем сас парӗҫ. Ҫӗре ҫити тайма пуҫ вӗсене. Киремет контекстне палӑртма, ӗҫлеттерсе яма эпӗ А.Г. Дугинӑн Дельфӑсенче (Аполлонӑн таса вырӑнӗнче, Дионисӑн вил тӑприйӗ ҫинче) вуланӑ лекци сыпӑкне тата «Хыпар» хаҫатра Киремет пирки хам пуҫтарса кӑларнӑ текстсен пуххисене паратӑп.
Ӗлӗкрен мӑнаҫлӑ паттӑр
Чӑвашсен пур Киремет.
Кайӑк пек вӗҫме ҫунатсӑр
Вӑл пултарнӑ, шеремет.
Ай-хай, ял айкки
Киреметӗн тӑвайкки.
Ӗмӗр-ӗмӗр юхтӑр ҫӑлӗ,
Ан ҫухалтӑр сукмакки.
Пӗлӗтре вӗҫет хур кайӑк,
Таврара уй-хир вӑрман.
Киремет хӑварнӑ халӑх
Манӑҫран нихҫан тухман.
Ай-хай, ял айкки
Киреметӗн тӑвайкки.
Ӗмӗр-ӗмӗр юхтӑр ҫӑлӗ,
Ан ҫухалтӑр сукмакки.
Ҫӑлкуҫсем нумай пулсан та,
Киреметӗн чи сипли.
Халапсем чылай пулсан та
Киреметӗн сӑвапли.
Ай-хай, ял айкки
Киреметӗн тӑвайкки.
Ӗмӗр-ӗмӗр юхтӑр ҫӑлӗ,
Ан ҫухалтӑр сукмакки.
«Турӑсем таврӑнма кирлӗрен те кирли пирки калаҫнӑ чух ыйтӑва, чӑннипе, урӑхла лартмалла. Ҫӗнӗ турӑсем нихҫан та таврӑнмаҫҫӗ. Ҫӗнӗ турӑсем пирӗн пата нихҫан та-нихҫан та килмеҫҫӗ – эпир хамӑр вӗсем патне кайиччен. Эпир хамӑр вӗсем хӑйсене палӑртма пултаракан вырӑн пуличчен. Эпир пурӑнакан/тымар янӑ вырӑн/ҫӗр урлӑ эпир хамӑр –хамӑр пуличчен. Вырӑна мӗнле пур ҫавӑн пек пулма, чӑн сӑн-сӑпатне/ тупсӑмне палӑртма эпир хамӑр хистиччен. Эпир хамӑра хамӑр чӑнтан/чӑннипе хамӑр пулма хистиччен. Акӑ ҫавӑн чухне кӑна эпир авалран та авалхи, пӗртен пӗр, ӗмӗртен ӗмӗрхи ҫав вырӑна хатӗрлесе ҫитерӗпӗр. Ҫӗнӗ турӑсем таврӑнма – кирлӗ авалран авалхи, пӗртен пӗр этем пурнӑҫӗ. (…) Пӗтӗмпех хамӑртан килет. Турӑсем таврӑнасси вӑл – пирӗн хамӑрӑн шалти ӗҫ. Пирӗн тӗллев – хамӑр пата таврӑнасси. Вырӑна хамӑр валли тавӑрасси, ҫапла вара нихҫан та ниҫта та кайман турӑсем патне таврӑнасси. Вӗсем – кунта тата халь».
-- -- -- -- --
«На самом деле, когда мы говорим о необходимости возврата богов, мы должны по-другому ставить вопрос. Боги не вернутся никогда. Новые боги не придут к нам никогда вообще – пока мы сами не пойдем к ним. Пока мы сами не станем тем местом, в которых они могут проявить себя. Пока мы сами не будем самим собой через то место, к которому мы принадлежим. Пока мы сами не заставим место быть тем, что оно есть. Не заставим самих себя быть теми, кто есть в последнем счете. И лишь тогда мы подготовим тоже самое древнее, единственное, вечное место. Древнее, единственное то же самое человеческое бытие к возвращению новых богов. (…) Все зависит от нас. Возвращение богов – это внутреннее действие нас самих. И наша задача – вернуться к себе. Вернуть себе место, а значит вернуться к богам, которые на самом деле никогда никуда не уходили. Они – здесь и сейчас»
(Дугин А.Г. Возвращение богов. Дельфийская лекция. 20 апреля 2013 г.).
Эпир пурте – Киремет умӗнче
Хыпар, 1992, авӑн, 2
Киремет вӑл – Таса Вырӑн. Вӑл пирӗн пин-пин ҫул пынӑ йӑла. Кашни урамӑн, кашни ялӑн, кашни хутлӑхӑн хӑйӗн Таса Вырӑнӗсем пулнӑ. Тӑшмансем пире таптанӑ, мантарма тӑрӑшнӑ, анчах та эпир ӑна манман.
Чун ыратнӑ чухне, хуйӑхӑ пуссан е ҫутҫанталӑкпа куҫа-куҫӑн калаҫас килсен ҫак Таса Вырӑна килсе пурнӑҫ ҫинчен, тӑвансем ҫинчен шухӑшлама ан вӑтанӑр.
Виталий Станьял.
Хурнуй уйӗнчи хура хурамаран ача чухне хӑраттӑм, вӑтанаттӑм,
Ярмӑрккӑна-мӗне чупнӑ чух чунӑмпа чӗтресе пӗччен йывӑҫран пӑрӑнаттӑм.
Вӑл мӑнаҫлӑн темскер калаҫатчӗ, Хӗвеле те ҫӗре кӗл тӑватчӗ,
Инкеке систерен ҫӑхансем ун тавра явӑнмастчӗҫ. Пӑрӑнатчӗҫ.
Сӑртри хир патши таврари ялсене хӑй енне пӑхтаратчӗ,
Урапа ҫӳрекен ҫул-йӗрсем унӑн тӗпӗ тавра явӑнса таврари ялсенче вӗҫленетчӗҫ.
Нихӑҫан ӳкес мар пек тӑратчӗ яштак та патвар.,
Асъялсем, ямпахсем, ҫӑваҫсем, пӑрсайсем миҫе ӗмӗр ун уммӗн ҫӳренӗ,
Мӗн чухлӗ ӑру тихисем, Урасар ҫаранне таптаса, ун тавра выляса, амӑшӗн ҫиллине час манасшӑн кӗҫеннӗ?
Чӳк юманӗ ку ҫавӑнтанпа… Йӗри-тавра темиҫе хӑлаҫ. Сурӑм киремечӗ, теҫҫӗ ӑна.
Яшсем салтака кайнӑ чух ун тавра пырса ҫаврӑнаҫҫӗ: тӑван 6ҫӗршыва, каялла тӗрӗс-тӗкел, телейлӗ таврӑнма хӑват парать, тет, вӑл…».
Юрий Скворцов. Сӑваплӑ вут.
Акӑ выртать тӗттӗм кӳл. Хура кӳл хӗрри чӑпарлӑ, кӳл ҫыранӗ тӑрринче, кӑлкан-курӑк таврашӗнче, пур тӗреклӗ кукӑр юпа. Ҫакӑ вырӑн – таса вырӑн. Этем иртет ҫакӑнтан – ура пуснине сисмесӗр, чӗрне вӗҫҫӗн васкаса, ҫӗлӗк пулать хул хушшинче. Ватӑ ӑссем каланӑ: усал-йӗрӗх, асапсем таса юпаран хӑранӑ, кашкӑр-упи, тӗнче мӑшкалҫи арҫури, тӗксӗм шыври, айван упӑти – пурте чупнӑ ҫухрӑмран ҫак тасана хисеп туса… Ӗлӗк пулнӑ чӑвашсем – улӑп-паттӑр тӑванӗсем. Вырӑс, тутар, калмӑк-каркӑс, ытти ҫич ют халӑхсене пусмӑрлама памасӑр, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе, ҫар-ҫарӗпе, вилӗме хисеп тумасӑр, тӗрекеленсе-хавхаланса ҫапӑҫнӑ пирӗн мӑн асаттесем. Хӗҫ-пӑшал хуҫӑлнӑ, ҫил-тӑвӑлти хӑмӑш пек, этем хумханнӑ-тӑкӑннӑ пӑр ҫапнӑ тырӑ пек, тӑкӑннӑ-юхнӑ этем юнӗ ҫурхи шывран кая мар. Кӑвак лаша утланса, ҫар пуҫлӑхӗ Тӑвӑш хуҫа ҫар умӗнче хӗрӳ чӗрепе, хаяр саспа кӑшкӑрса ҫар йӗркине тытса пынӑ. Унччен пулман – унӑн ҫамрӑк кӑкӑрне тӑшман тӗлленӗ ҫӗмрен сӑнни тирӗннӗ. Пӗр чӗнмесӗр, йӑнӑшмасӑр тӗшӗрӗлсе ӳкнӗ ут ҫинчен. «Эп вилетӗп, чӑваш халӑхӗ паттӑр пултӑр, парӑнмасӑр никама ҫапӑҫтӑр ман пек виличчен», – ҫапла пулнӑ ун юлашки сӑмахӗсем. Ун юратнӑ, этем ӑслӑ кӑвак лаши хуҫа суранне ҫуласа, чун хавалӗпе хаяррӑн, пуҫне тӑратса кӗҫенсе, хӑй хуйхине, хӑй хурлӑхне пӗтӗм таврана систернӗ… Ҫак вырӑнта маттур хуҫа шӑммисем, унпа пӗрле унӑн савнӑ ут юлашкисем… Ҫичӗ ҫӗр ҫул иртрӗ, тӑхӑр ялпа тӑхӑр ҫул урлӑ лаша пусса чӳк туса Тӑвӑш хуҫана хисеп тӑваҫҫӗ чӑвашсем».
Мӗтри Юман. Шевле вылять.
«Епле чӑваш хура халӑхӗ юнпа тар тӑкса пурӑннӑ, ҫавӑн чухлех вӑл хӑй ирӗкӗшӗн тармакланса кӗрешнӗ. Тӗп авал та, каярахпа та ҫав кӗрешӗвӗн пуҫӗнче пусмӑрлӑ хресчен халӑхӗ, чӑваш хура халӑхӗ тӑнӑ. Тӗп авал чӑвашсем мӗн чухлӗ, епле майпа кӗрешни ҫинчен пире истори сахал калать, ҫапах историрен паллӑ: 13-мӗш ӗмӗртех чӑвашсене тутарсем пусмӑрласанах вӗсем питӗ вӑйлӑ пӑлхавӑр тапратса пӗр вӑхӑтра хансен влаҫне ӳкерсе пӑрахнӑ, ҫавӑншӑн тавӑрса тутар ҫарӗ чӑвашсене ялӗ-ялӗпе вӗлерсе пӗтернӗ. Вырӑссем Хусана илес тенӗ умӗн Ар чӑвашӗсем хан патне хӗҫ-пӑшалпа пырса ӑна вырӑссемпе килӗшме хушнӑ. Ҫапла истори пире чӑвашсен аллинче хӗҫ-пӑшал вылянине, вӗсем авал юн тӑкса хӑйсен ӗҫӗшӗн тӑма пултарнине пӗлтерет. Ҫавнах чӑвашсем нумай хут вырӑс ҫарӗпе тытӑнсах вӑрҫса кӗрешни те пӗлтерет. Ҫак саманара чӑваш чурисемпе, пусмӑрлӑ хресченсемпе пӗрлешерех чӑваш улпучӗсем, тӗрлӗ ҫӗр хуҫисем те кӗрешнӗ, анчах тӳрех паллӑ – вӗсем халӑх ирӗкӗшӗн мар, хӑйсене тӑван халӑха хӑйсем ҫеҫ туласа пурӑнма иӗк пултӑр тесе кӗрешнӗ. Унтан ҫак саманара чӑваш улпутсен сийӗ те, хресчен те чӑваш йӑхӗ ют халӑх пусмӑрӗ айӗнче ан пултӑр тесе, чӑваш халӑхӗ хӑй ирӗкӗпе пурӑнмалла пултӑр тесе кӗрешнӗ тата ҫак саманара чӑвашсем Пӑлхари саманине асӑнса, ирӗклӗ чӑваш патшалӑхӗ ҫинчен те сӗмленсе кӗрешнӗ пулас».
Мӗтри Юман. Ирӗклӗх ҫулӗ.
Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ. С.Ю. Ювенальев фото ӳкерсе илнӗ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Лайӑх ĕҫ.., тавтапуҫ... Чӑвашсен Аслӑ Аслашшĕсен.., еврейсен.., тата ытти ватӑ халӑхсен..: КИРЕМЕТ.., Пĕр ТУРӐ/Тора/Тур/Тор тата ытти япаласем.., 3000-5000 ҫул каяллах пулнӑ.., авраамичĕский тĕнсем ун чухне ҫуралман та...
Микула, ма ислам патнелле пырса тухасран хăраса ÿкрĕн тата? Эсĕ марччĕ-и-ха вăл "Чалăшывăл" текенсемпе тата ытти "турккă сержанчĕсемпе" тăванлашасси пирки ĕмĕтленсе пурнаканни?
Кунта килĕшет е килĕшмеç каймаç. Тĕпчевçăн чăннине каламалла. Çĕтсе кайса çÿремелле мар . Чăвашăн ячĕ Крымпа тата Турципе çыхăннишĕн тата ĕлекхи чăвашсем пăлхар ислам тĕнĕпе пурăннишĕн паян никам та айăплă мар. Пулнă япалана пулнă пек йăшăнмалла кăна. Ăнланман çын кăна аташать,сан пек.
Ĕлĕкхи тĕн тетĕр пулсан ислам пулать,татах та ĕлĕкреххи зороастризм, чăвашсен пĕр пайĕ елĕкех Византирен православи тĕнне йашăннă пулнă, РПЦ рен малтан пулнă. Авраамий Болгарский те православи енне чĕннĕ пулнă. Соççем уйрăм пулас тетĕр пулсан тĕн енĕпе кайса томос ыйтăр. Кирлех пулсан Хазаринчи пек синагога уçăр. Чару çук,Конституци те чармаç. Эп те чармас. Анчах та аташма кирлĕ мар. Ăнланас пулать мĕн сире кирлĕ.
Не знаю я, как поступать по Фрейду,
Какой нам путь..., куда шагать нам впредь...
Вон, Юрий Яковлев зовет нас к рейду;
К здоровью нации один путь – Киреметь...
Пирĕн КИРЕМЕТ (КŸР ĔМĔТЕ -"исполни мечты, желания") ИСЛАМран (усăлам - "преклоняюсь, подчиняюсь") питех те аслăрах, Христос тĕнĕнчен те, иудейсенчен тĕнĕнчен те. Киреметсем (ырăсем " духи" - сакральные = "сыхăра" -священные места жертвоприношений и молений имели все поселения с древних времен) .
Киремет ырри, Киремет чукĕ (вырăссем- Кременчук, Гремячево и т. д.) - çармăссем, мăкшăсем тата славян халăхĕсем УРЖУМ (ырсем) тенĕ
Владимир, Фрейд вăл çынсене мĕнлерех тумаллисем пирки вĕрентмен. Фрейд психоаналитик пулса çынсем меншĕне апла е капла хăтланнисене ăнлантарма тăрăшнă.
...Чăваш Халах Сайчĕ çинче унчен пĕрре çырнăчĕ.., Евфимий Маловăн "О влиянии еврейства на чуваш" кĕнекине асăнса... Маловăн.., пачашкă пулнă пирки.., кĕнекине Христос тĕнĕ енчен çырна май.., КИРЕМЕТ, ЮМĂÇ, ЙĔРĔХ авалхи "чăваш" сăмахсене евреейсемпе (еврейсемсем те ĕлĕк-авал Киремет картинче пуç çапнă) çыхăнтарма тивнĕ.., анчах вăл тĕн сăмахĕсем.., пурте авалхи (сахалтан та 3000 пин çул каялла) "чăваш" чĕлхинчен тухнă... Семит еврейсенчен вара КИРЕМЕТ сăмах, семит арабсене куçать, арабсенчен (чăн шухашне кăшт улăштарса - "святой/пророк/праведник тата ытти пĕлтерĕш" пулса") мусульмансем хушинче те сарăлать...