Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Неустрашимых людей нет между теми, которым есть что терять.
(Наполеон I)
 

Юрий Яковлев: Мӗтри мучи пире чун, ЧУН пирки аса илтерет…

Юрий Яковлев05.12.2018 21:087081 просмотров

«Мӗнле лайӑх пирӗн хулара ҫавӑн пек ҫын пурри! Ку вӑл кӗтрет!..» («Очень хорошо, что в нашем городе такой человек есть! Это чудо!..».). 1995 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Д.Т. Жуков куравӗ («6х7 галерея») куракансене хавхалантармаллипех хавхалантарнӑчче, тӗлӗнтерсе савӑнтарнӑччӗ… Ҫавна курса Дмитрий Тихонович хӑй те ача пек хӗпӗртетчӗ: «Очень много слов «чудо», «радость». Один написал: «Чудо из чудес». До того хорошо написано!..».

2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн музей куравӗсен центрӗнче (Ехрем купса бульварӗ, 10) Д.Т. Жуков куравне уҫма пуҫтарӑннисем художник тата унӑн ӗҫӗсем пирки чунтан тухакан сӑмахсем каларӗҫ. Ҫын хырӑма тултарассишӗн кӑна пурӑнманнине хӑйсен сӑмахӗсемпе ҫирӗплетрӗҫ. Паян хӑш-пӗр ватӑсем (уйрӑмах Михаил Волков: «Чӑваш халӑх сайчӗ», 2018-08-08) «пурнӑҫ ҫынни – тӗнче тӗнӗлӗ, хырӑм ташши чун вӗҫевӗнчен пахарах» тесе ӗнентерме пӑхаҫҫӗ. Мӗтри мучи вӗсемпе тава кӗрет, вӗсене хирӗҫлет… Пире чун, ЧУН пирки аса илтерет…

Вулакана эпӗ 20 ҫул каялла «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ икӗ тӗрленчӗке сӗнетӗп. Ун чухне эп вӑтӑрта, Дмитри Тихонович сакӑрвуннӑра пулнӑ. Пирӗн хушӑмӑрта – ҫур ӗмӗр. Анчах эп ӑна хамӑн тантӑшсенчен те ҫывӑхрах туяттӑм, юлташсемччӗ эпир унпа…

 

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи

«Хыпар», 1995, раштав, 19

Ӑса вӗреннӗ пирӗн чӑвашсем тахҫантанпах ӗнтӗ тӗнчене тухасшӑн касӑнаҫҫӗ. Анчах ҫулне-йӗрне тупса пӗтереймеҫҫӗ. Геннадий Айхи, Праски Витти пек йӑрӑ пулма пурне те Турӑ паман. Тата нӑрра, мӗшӗлтие («ҫӗр ачисем», чӑн почвенниксем пур ҫӗрте те вӗсем вӗт ҫапларах) ку ҫулпа кайиччен кайманни аванрах. Тӗнче темле чӗнсен те, пурнӑҫ темле хӗссен те вӗсен пӗр вырӑнтах тӗпленсе пурӑнмалла, ҫула тухсан урӑх ӑс кӗресрен сыхланмалла…

«Кирек мӗнле пулсан та, кирек ӑҫта кайсан та яланах кил тӗлне астумалла, – тет Петӗр Пупин скульптор. – Ҫемье, йӑх пӗлтерӗшне эпӗ мала хурасшӑн. Парти юхӑмӗсем вӑйӑ выляма кирлӗ, анчах та вӗсен вӑййисем илсе пыраҫҫӗ яланах вӑрҫӑ, харкашу патне. Ҫавӑнпа та ҫут тӗнче, пурнӑҫ йӑх енӗпе аталанса пымалла.

Паянхи тапхӑр шуйттан вӑййи пек туйӑнать. Усал пирӗн пата кӗрет таҫтан та: эрехпе те кӗрет (усал выля пуҫлать ҫав хӑватпа), юрӑ-кӗвӗпе те, тӗрлӗ искусство урлӑ та. Усал вӑййине вылять пулсан – Турри те пире манман-ха. Питӗ нумай илӗртӳллӗ киносем телевизорпа кӑтартаҫҫӗ. Анчах хамӑн ман телевизор ҫук» (Арсений Тарасов телевидени валли илнӗ интервью).

Жуков та телевизор пӑхмасть. Ытти енчен те вӑл – руссоист, толстовец: «Вӗреннӗ ҫемӗн ҫын чунӗ хытать. Ав папуассем европеецсенчен чунлӑрах теҫҫӗ. Хутла пӗлмен хресчен те ӑшӑ кӑмӑллӑ. Ялти шкулта нимӗҫ чӗлхине вӗрентеттӗм. Аграномсен килне кӗретӗп вӗсен хӗрӗ мӗнле вӗренни пирки калаҫма. «Иртсе лар» тенине илтейместӗн. Алӑк патӗнче тӑратаҫҫӗ. Мотовсем патне кӗретӗн те: «Сан ҫиес килет пулӗ. Ларса ҫи – кукӑль пӗҫертӗм», – тет вӗренмен хӗрарӑм. Ӗлӗк урампа иртсе пыратӑп та – чӳречерен шаккаҫҫӗ: «Эй, Мӗтри мучи, кӗр, сӑра ӗҫтерсе ярап», – тесе. Халь никам та шаккамасть» (1994 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче каласа панинчен).

Халӗ цивилизациллӗ, культурӑллӑ, аталаннӑ текен тӗнчере (уйрӑмах Америкӑра) ҫӗр ӗҫне парӑнса пурӑнас йӑла (мода) сарӑлать. Яла, ҫутҫанталӑка туртӑнать хула ҫыннин чунӗ. Айванлӑхшӑн (анчах «хопалла» суя ансатлӑхшӑн мар!) тунсӑхламаллипех тунсӑхлать. Ҫавӑнпа Жуков кавирӗсем (аппликацийӗсем) ӑна антӑхтарса яма пултарасси паллӑ. Аслӑ философсем те ытларах та ытларах вӗренмен ҫын, айван патне ӑс ыйтма ҫӳреҫҫӗ. (Астӑвӑр Мартин Хайдеггерӑн «Пултару ландшафчӗ: ма эпир провинцире юлатпӑр?» хайлавне.).

Мӗне вӗренетӗп эпӗ Жуковран? – Айванлӑха, пултарӑва. «Чӑн художник яланах кӑшт катӑк, – тет сакӑрвуннӑран иртнӗ ватӑ. – Ҫынсенчен нумайӑшӗ тӗссӗр. Ыттисенчен уйрӑлса тӑрать пулсан – интереслӗ. Пултару ҫӑлкуҫӗ – ачалла айванлӑхра, ача куҫӗпе тӗнчене курма пултарнинче. Художникӑн чикӗрен тухмалла. Ыттисем туманнине тумалла. Ытларах чух вӗҫем – сӳтӗк, тамашасем. Пысӑк ӑстасем – чӑннипех каснӑ лартнӑ ача-пӑча».

Мӗтри мучи калани мана Ева Лисина сӑмахӗсене аса илтерет: «Ахаль ҫынсем хушшинче (службӑра, сӑмахран) хама «чудачка», «смешная» тенине чылай илткеленӗ, – ҫырать паллӑ ҫыравҫӑ. – Хӑш чухне эп калаҫнӑ чух ҫынсем шав! кулса яратчӗҫ (мӗншӗн кулаҫҫӗ, вӗлер – пӗлместӗп), ҫавӑнпа «ют» ҫынсем хушшинче эп калаҫсах каймастӑп. Тата хамӑн хӗрача та калакалать: «Умоляю тебя, будь же немного серьезной». Мана кӳрентерес мар тесе, «солидной» сӑмах вырӑнне «серьезной» тет пулмалла».

Пирӗн ӳнерҫӗсенчен (искусство ҫыннисенчен) нумайӑшӗ – пит «серьезнӑй». Ҫавӑнпа пирӗн ӳнер те – «серьезнӑй», тӗссӗр, кичем. Айван мар, ирӗклӗ мар.

«Хӑҫӑн чакӗ-ши пирӗн хушӑмӑрта катӑклӑхпа чирлисен йышӗ?» - тесе тарӑхнӑччӗ М. Волков («Хыпар», 1993, ҫу, 15) Юркка Иванне вӑрҫса. Ку вӑл: «Хӑҫан чакӗ-ши генилӗх, пултару хевти?» - тенинех плтерет. Чӑннипе вара пур ӗмӗрсенче, пур ҫӗршывра та Чӗрӗлӳ (Возрождени) тӑвакансем – катӑккисем, тӑрри шӑтӑккисем, идиотсем, Дон-Кихотсем, ухмахсем, айвансем… «Хӑҫан ӳсӗ-ши вӗсен йышӗ Чӑвашра?!.» – тесе пӑшӑрханмалла пирӗн чӑн ӳнер пултӑр тесен, ытти халӑхсенчен хамӑра катӑкрах туяс мар тесен…

«Генилӗхпе ӑсран тайӑлни алла аллӑн пыраҫҫӗ», - тет Ломброзо. Унӑн 1892 ҫулта тухнӑ кӗнеки юлашки вӑхӑтра темиҫӗ хутчен те кун ҫути курчӗ. Вӗреннӗ чӑвашсен ҫав кӗнекене ӑша хывма вӑхӑт пек…

 

Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ

«Хыпар», 1998, ҫурла, 28

«Чӗрик-чӗрик юман ҫӗр ҫул ларнӑ», – тет Д.Т. Жуков хӑйӗнчен хӑй тӑрахласа. Дмитрий Тихонович 1915 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. «Ман вырӑнта пулсан, тепри чӗлӗм туртӑччӗ те диван ҫинче выртӑччӗ. Эп чӗриклетсе ҫӳретӗп-ха. Выставкӑсене сиктерместӗп. Сирӗн пата та ҫӳретӗп», – тенӗччӗ ватӑ 1994 ҫулта пирӗн института пырсан.

Мӗтри мучипе (ҫӑпла чӗнетӗп эп ӑна) Е.Н. Лисина паллаштарнӑччӗ. Ева Лисина мана Жуков ӗҫӗсемпе кӑсӑклантарасшӑн пулчӗ. Шупашкара кашни килмессеренех мана художник патне илсе кайрӗ. Жуков хӑйне мӗнпе тӗлӗнтернине ӑнлантарма тӑрӑшрӗ. Лисина хавхалантарнипе эпӗ «Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи» статья ҫыртӑм («Хыпар», 1995, раштав, 19).

Ҫавӑрса хур, – тет ватӑ черкке тултарса. – Туслӑх сӑмавар, эрех ҫинче тытӑнса тӑрать. Эрехсӗр пулса пӗтмест туслӑх, эрех ӗҫни вырӑссене ав епле пӗтӗҫтернӗ.

Пӗр-иккӗ «ҫавӑрса хунӑ» хыҫҫӑн ҫыравҫӑ-хӗрарӑмпа художник калаҫса савӑннине курса ларма уйрӑмах кӑмӑллӑ. Чикан манерлӗ тӑхӑннӑ ватӑпа Мускав майри нимӗҫле пуплеме пуҫласан, мана художникӑн пӗр пӳлӗмлӗ арӑш-пирӗш, чӑпар тумлантарнӑ хваттерӗнчи ӗҫ-пуҫ кинори пекех туйӑна пуҫлатчӗ. Ева Николаевна Германире час-час пулать те – нимӗҫле сутса яма пултарать. Дмитрий Тихонович фронтра тӑлмачӑ пулнӑ, пенсие тухиччен шкулта нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ. Эп нимӗҫле «Ахтунг! Ахтунг!..» тенисӗр пуҫне нимех те пӗлместӗп. Ют чӗлхе сассине итлесе ларнӑ май йӗри-тавра тишкеретӗп: чикансем ҫавӑн пек пурӑнаҫҫӗ ахӑртнех… «Ҫавӑрса хунисем» хыҫҫӑн ман пуҫ ҫаврӑнса кайманни анчах. Мичман Павлов урамӗнчи ҫурта мар – таҫта ҫеҫенхире, чикансен тапӑрне лекрӗм тейӗн…

Хӗрлӗ кӗпеллӗ, жилет тӑхӑннӑ Мӗтри мучи часах алла балалайка тытать. Цыганочка калать. Ҫӗклентерсе ямалла. Ева Николаевнӑпа эпир, ватӑн кӑмӑлне ытараймасӑр, ташша яратпӑр…

Кӑвайт патӗнче те ташлаттарнӑччӗ пире мучи. Кӑҫал ҫимӗк эрнинче эпир, «Тивлет» пултару ушкӑнӗ, Жуков пирки кино ӳкертӗмӗр. Тӑван ҫӗршывне курмасӑр ӳнерҫе туллин ӑнланма ҫук, ҫавӑнпа Етӗрне районӗнчи Янӑм ялне ҫул тытрӑмӑр. Ӑста ҫут тӗнчене килнӗ ялпа паллашнӑ хыҫҫӑн кӳлӗ хӗрринче кӑвайт хутӑмӑр. Хӗвел каҫалла сулӑннӑччӗ. Те ҫавӑнпа, те ӗшеннӗрен цыганочка ватӑ аллинче тунсӑхларах тухрӗ…

– Тӑхӑр ҫулта апиран юлса, – аса илет художник. – Ман нервӑсем хавшанӑ, тӑватӑ ҫул вӑрҫӑра пултӑм. Бомбежкӑсене пула япӑх илтетӗп. Сывлӑх начар. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юр ҫинче, ещӗксем ҫинче е вилесем синче ҫывӑраттӑмӑр…

Орам орлӑ каҫнӑ чохне

Олӑм пӗрчинчен такӑнтӑм.

Олӑм пӗрчинчен такӑнтӑм,

Ватӑлатӑп полмалла…

– Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ, – шухашларӑмар эпир ватӑ савӑнӑҫӗ-тунсӑхне сӑнаса. – Унӑн ӗҫӗсем паянхи ҫӑрӑлчӑк пурнӑҫра – тасалӑх, савӑнӑҫ утравӗ…

Ҫак шухӑш-кӑмӑла «Художник Жуков. Благословение» кионона хывма тӑрӑшрӑмӑр…

 

М.Н. Воробьев сӑнӳкерчӗкӗ.

Д.Т. Жуков куравӗ уҫӑлни пирки М.Ф. Карягина хатӗрленӗ сюжет. 17.26-21.22.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Пĕр хĕрарăм // 2767.60.4579
2018.12.06 09:58
Аван çырнă, ман хамăн та сирĕнпе пĕрле çав ушкăнра пулас килсе кайрĕ.....

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики