Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Вут сӑмаха пурте пӗлетпӗр. Шанка хӑй тӗллӗн пит ҫӳресех каймасть хальхи чӗлхере. Ҫапах та ун хӑй тӗллӗн пӗлтерӗшӗ пур-ши? Пур. Шанкӑ вӑл хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑкана пӗлтернӗ. Вӑрмана ҫӳрекенсем курнӑ ӗнтӗ: ҫӑпата валли сӳме кайсан, ҫамрӑк ҫӑка касаҫҫӗ, ӑна пушшиччи теҫҫӗ, хуппине сӳсе илеҫҫӗ, вара ҫӑка патакки шап-шурӑ выртса юлать. Ҫавӑ иккен вӑл — шанкӑ. Вут-шанкӑ — хутма, ҫунтарма хатӗрлекен япала. Тӗрӗс ӗнтӗ, хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑка питӗ час типет, лайӑх ҫунать. Ӑна пуҫтарма та ҫӑмӑл.
Хыҫран хушни. «Шанкӑ» сӳнӗ ҫӑкаран пулса кайнине тӳрех калама йывӑр. Мӑшӑрлӑ сӑмахсенчи сайра усӑ кураканни ытларах чухне — пӗр пӗлтерӗшлӗ, анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула калаҫуран тухнӑскер пулать. Кунта та «шанкӑ» тени вутта пӑрахмалли туратпа е пулинккепе ахӑртнех ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, Ашмаринӑн сӑмах пуххине пӑхсан унта Юхма Мишши илсе пани чӑн та пур: