Agabazar // 3790.67.3197
2018.12.06 21:22 | |
Agabazar // 3790.67.3197
2018.12.06 21:35 | |
виçĕ-тăватă пин çулхи тымарĕсем авалхи Египетпа, Шумерпа, Иранпа çыхăннă тени. Унтан чăваш мăн аслашшĕсем каярахпа-кивĕ эрăн пĕрремĕш пинçуллăхĕнче Центральный Азие, Алтай патне куçса килнĕ, тени. Çакăн пирки нумай чăн историк-ăсчах çырнине хăвăрах пĕлетĕр.Кун пек халлап çапса никама та тĕлĕнтерейместĕр. Çынна култаратăр çеç. Тĕрĕссипе, хальхи курăмпа, этемлĕх Африкăн хĕвелтухаç пайĕнче пуçланса кайнă. Тĕпрен илсен ун чухне пурте пĕр чĕлхепе калаçнă. Каярахпа çынсем çав тĕлтен тĕрлĕ çĕрелле саланма пуçланă. Чĕлхе те пайланма пуçланнă. Эппин паяннхи хуть те мĕнле халăх та хăйне çав тăрăхпа çыхăнтарма пултарать. Анчах та Алтай умĕнхи тапхăрта чĕлхесем епле аталаннине хальхи вăхăтри ăслăлăх ăнлантарса пама пултараймасть. Алтай пĕрлĕхĕ тĕлĕшпе те чылайăшĕ иккĕленет. Тĕрĕк чĕлхисен пĕрлĕхĕ тĕлĕшпе çеç никам та иккĕленмест. Кам урăхла калать — çавă ултавçă. Пăрăнăр çаваншкал "ăсчахсенчен". Кунта тепĕр ен те пур. Мĕне кирлĕ сана "Алтай умĕнхи тапхăр"? Малтан çывăхарахри вăхăтсене шĕкĕлчесе тух-ха! Мăй таран çителеклĕ унта сана валли вĕренмелли! Татах та авалтарахри аваллăхсене сĕкĕнмешкĕн нимле сăлтав та çук. | |
Микула // 9259.3.8429
2018.12.10 13:25 | |
Чăваш халăх историйĕ "паллă" теме ан васкăр,Акапасар. Ятарласа "пăтратнă" хыççăн тупсăмне тупма çăмăл мар. Хăй вăхăтĕнче, истори вĕреннисĕр пуçне, ытларах вĕрентекен историксене тишкернĕ. Пурте коммунистсем пулнă вĕсем . Спецслужба енчен "благонадежнгый " пулмалла пулнă вĕсен. Унсăрăн аспирантурăн лекейместĕн,ученый степень илейместĕ. Совет вăхăтĕнчи республикăри историксем "без одобрямс" пĕр сăмах та çырман. | |
Agabazar // 1051.21.0409
2018.12.10 14:04 | |
Микула, кунта провокацилесе ан лар! Шкулта мĕн вĕрентетĕн ачасене? Студентсене? Аспирантсене? "Паллă мар" япалана-и? Çук, апла мар, паллă япалана!
Паллă марррисем, "шурă пăнчăсем" кирек мĕнле ăславра та пур. Физикăра, химире, математикăра çук-и паллă мар япаласем? Пур. Анчах та никам та унашкал паллăмарлăхсем пур тесе телевизорсене, телефонсене, компьютерсене çÿп-çап купи çине кайса пăрахмасть. Асаннă япаласене пурне те паллăлăх çине таянса ăсталанă. Паллăмарлăхсем пурри кунта ниме те пĕлтермест. Тролльсем, пăранăр кунтан, тархасшăн! | |
Микула // 9259.3.8429
2018.12.10 14:54 | |
Влаç улшăнать ,истори те улшăнать. Истори вăл, тĕрĕссипе каласан, влаç тата темиçе ведущий "историк" ĕлĕкхи пирки мĕнле çырмаллине тата хакламаллине калаçса татăлнă япала çеç пулнă. Тĕрлĕ çĕршывсенче те истори тени тĕрлĕрен. Архивсене те сана пĕтĕмпех кăтартмаççĕ. Истори мĕнне Акапасар ăнланмастăн пулмалла. " Паллă историксем мĕн çине тайăнса ĕçленине" пĕлместĕн пулас. | |
Agabazar // 1051.21.0409
2018.12.10 19:48 | |
Микула, тăрпалтай эс. (Тăрпалтай сăмах Эдисон Патмарăн "юраман" текен "усал" сăмахĕсен йышĕнче çук). | |
Тимĕр // 9259.3.8429
2018.12.11 16:22 | |
Анятлаç, Сухаллăпасар. Чиновник пулсан та хăвна мăнна ан хур. Тĕрĕслев килĕ. | |
Agabazar // 1473.51.2134
2018.12.11 19:24 | |
Тимĕр, сана пĕр ăслă шухăш калам. Енчен те сана кам та пулин "тытса каяс" шутлă пулсан, ун валли нимĕнле "тĕрĕслевсем" те кирлĕ мар.
"Тĕрĕслев" тенине кирек кам тĕлĕшпе те ирттерме пулать. Анчах та пурин тĕлĕшпе те "тĕрĕслев" ирттермеççĕ. Кама мишень вырăнне малтанах суйласа хунă — çавăн тĕлĕшпе "тĕрĕслев" ирттереççĕ. Шанчăклă çын тĕлĕшпе мĕншĕн "тĕрĕслев" ирттермелле? | |
Михаил ВолковСун // 4040.27.2711
2018.12.16 19:43 | |
Факты свидетельствуют, что современные чувашские названия дней недели предшествуют еврейским, арабским и иранским и относятся к более раннему периоду развития цивилизации. Напрасно стёрли мой пространный коммент на эту тему.В словах ЭРНЕ кун, МНАРНИ кун звучит изначальное название дня отдыха АРов мужчин, основных работников рода/племени.Слово ШУМАТ кун древнее еврейского САББАТ. Оно означает ПОЧИТАНИЕ ПРЕДКОВ и является доиудейским. СА,СУ, ШУ, СУМ обозачают в тюркских, китайском, иврите понятие счёта и почитания. Чув. СУМАСУ - почитай. Тюркское САНАСА. АТ, БАТ, ВАТ, АББАТИ, АВАТИ, АБА, АВА ( еврейские) имеют значение ОТЕЦ, ПРЕДКИЮ СТАРШИЙ, ГЛАВНЫЙ. Чув. АТТИ - отец, АБИ - мать, ВАТТЫ (сем) - предки. ТУНДЫ - главный, стержневой, опорный. Чув ТУНА,ТУНГАДА. ЫТЛАРИ - второй, другой. В древнейшем доиудейском календаре в неделе было 5 дней КЕЗЕНЕРНЕ кун, ВЫРСАРНЕ кун включеныпосле приятия христианства, дополнив до иудейского числа 7. Бог работал 6 дней и на седьмой отдыхал по Авраамову календарю. | |
ТЕННЕ // 1754.77.7989
2018.12.22 21:00 | |
П. Русаков кунсен ячĕсене, аргументсемпе çирĕплетсе кăтартса панă. Пурте тĕрĕс.Камăн урăхларах версисем пур, çырса кăтартăр. Халăх пурпĕрех тĕрĕссине тупать. |
Аспуккине вĕрен, Ашкатар ачи!
Истори "точнăй науккă" шутне кĕмест тени — ултав.
Хуть те менле науккă та — "точнăй".
Енчен те "точнăй" мар пулсан — вăл науккă та мар. Ахаль халлап çеç. Ултав. Сÿйеçтерни. Фейк.
Тĕп пултăр фейк! Тĕп пултăр троллинг!
Чăваш халăхĕн истоийĕ тĕпрен илсен паллă. Кунта велосипед шутласа кăлармалли ним те çук.
Вĕрен тар кăларса ытти çынсем паянччен мĕн шыраса тупнине. Фейзханов, Ашмарин, Поппе, Рамстедт, Рясенен, Гомбоц, Рона-Таш, Марсель Ахметзянов, В.Д.Димитриев, Н.И.Егоров, Чеченов, А.В.Дыбо, Олег Мудрак, ....
Кунта нимĕнле "урăх шухăш" та пулма пултараймасть.