Ашмарин вăхăтĕнче паянхи пек информаци çителĕклĕ пулнă пулсан вăл чăваш сăмахăн тупсăмне тупатчех пулнă тейĕпĕр,анчах та çăваç тенине çулла куçса çÿренипе çыхăнтармаллла пулман. Чăвашсен ун пек уйрăмлăх пулма пултарайман. Пирĕн чаплă историксем валли, Герберштейн вăхăтĕнчи Мускав çыннисем, тупсăмне хăварнă пулнă. Вĕсем ăна паян кун та курман. Тупсăмĕ çак сăмахсенче " лучшие стрельцы со знанием судоходства". Чăваш сăмаха шыв çинче çÿренипе çыхăнтарма пултаратăр,Украина чĕльхинче човен ятлă кимĕ те пур,анчах та чăваш сăмах çар пĕльтерĕшлĕ пулнинчен çавах тараймастăр. Вăл пĕльтерĕш сире малашне таçта та хăваласа çитĕ.
Šyravşă32 // 4182.68.4835
2018.05.24 08:15
Ашмарин та, ытти тĕпчевçĕсем те, ун чухнехи Османсем хальхи Турккăсем пирки сирĕнтен нумайрах пĕлнĕ те, пĕлеççĕ те. "вӑл вӑхӑтра информаци ҫителӗксӗр пулнӑ" тени тĕрĕс мар - ун чухне пуш вăхăтра сÿпĕлтеткеленисене шухăшламасăр-тĕпчемесĕр çырни сахалрах пулнă. Хамăр хура хресчен халăхĕ статусĕнчен çĕкленнине манасшăн пулмалла эсир. Анчах эсир суйса сутнине ĕненсен выртса макăрмалла, мĕншĕн тесен пуян ачисем лачака ăшне путса ларнă, ытти "чаплă мар" халăхсем хăваланипе "чаплă чавушсем" тĕнче политикинчен тухса ÿксе, таçти вăрман кутне, юханшыв кĕтессине хĕсĕнсе ларнă. Сирĕн хăш тăванĕ сержант йăхĕнчен?