Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Мужество - это как нарядная одежда.
(Оноре де'Бальзак)
 

Микула: Чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне ытти чӗлхесенче шырамалла пулнӑ

Микула17.05.2018 06:1328000 просмотров

Паянхи кун та палӑртса паман халӑх ячӗ... Ятарласа палӑртса паман тесе каласан тӗрӗсех пулӗ. Мӗншӗн тесен малтанах ҫулӗ тӗрӗс мар пулнӑ. Лашине урапинчен мала тӑратнӑ пекех. Сувар сӑмахран чӑваш сӑмаха нимле майпа та тӑсса, улӑштарса пама ҫук пулсан та ҫавӑн ҫинех «тиенме» хӑтланаҫҫӗ паян кун та. Лавӗ чӑтаймасть пулсан та. Паян кун ҫӗнӗлле информаци пулнине шута та хурасшӑн мар. Ӗлӗкхи тӗпчевҫӗсен информаци тени ҫав тери сахал пулнӑ пулсан, паянхи кун та вӗсен ӗҫӗсене тӗп вырӑна хурса пыни наукӑна аталанма чарса пырать. Ҫавӑ ӗнтӗ чӑрмантарать пире «чӑваш» сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртма.

Ӑнланас пулать, чӑваш ятне палӑртма «чӑрмантаракан» тепӗр хушма тупсӑмне те. Вӑл Турципе Раҫҫей патшалӑхӗ чылай вӑхӑт хирӗҫ тӑнипе ҫыхӑннӑ. Тепри, чӑрмантараканни, Хусан ханстви тапхӑрӗ пирки уҫҫӑмӑн ҫырма юраманни. Паянхи кун вӑл «табусем» ҫук, ҫавӑнпа та чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне уҫҫӑмӑнах палӑртма пулать.

Филологсен чи пысӑк йӑнӑшӗ вӑл «чӑваш» тата «чӑвуш» сӑмахсем ҫине саспаллисем витӗр пӑхни. Ҫырни вӑл улшӑнма пултарать, акӑлчан чӗлхинчи пекех, паянхи Турцинче чавуш сӑмаха ытларах «чӑваш» тесе калаҫҫӗ. Ӗлӗк те ҫавӑн пекех пулма пултарнӑ-ытларах чавуш, е чауш мар чӑваш тенӗ?

Ашмарин чӑваш сӑмаха «ҫӑваҫ» сӑмахпа ҫыхӑнтарнӑ. Ҫӑваҫ сӑмах ҫӑва сӑмаха аса илтернипе пирӗн историксем вӑл шухӑша ырласах кайман. Мӗншӗн ырламан? Информаци сахалтарах пулнӑ. Паянхи кун Ашмарин каланине тӗрӗс теме пулать, анчах та унӑн шухӑшне те малалла тӑсас пулать. Мӗншӗн ҫӑваҫ сӑмах чӑваш сӑмахпа пӗрешкел пулнине ӑнлантарам.

Ҫӑваҫ сӑмах паянхи кун тӗрӗк чӗлхисенче, уйрамах Турци патшалӑхӗн чӗлхинче мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине тишкерер. Азербайджан чӗлхинче «саваш», Турцинче «саваҫ» тесе калаҫҫӗ. Пӗлтерӗшӗ вӗсен анлӑ, анчах та пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ, ҫапӑҫу вырӑнӗ, ҫар ҫынни тата ытти те. Калӑпӑр мӗнле пулать Турци патшалӑх чӗлхинче «ҫар карапӗ»? Пулать «саваҫ кемисси». Ашмарин чӑваш сӑмах ҫӑваҫ сӑмахпа пӗрешкел пулнине тӗрӗс каланӑ, анчах та ҫаваҫ сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртман. Палӑртма вӑл вӑхӑтра информаци ҫителӗксӗр пулнӑ.

Герберштейн Чӑваш ҫӗрне палӑртса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫӗнӗлле пӑхсан ӑнланмалла ҫав сӑмахӑн пӗлтерӗшне. Вӑл вӑхӑтра «линия фронта» унта пулнӑ, ҫавӑнтах тӗп ҫапӑҫу вырӑнӗсем пулнӑ, унтах ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнисене пытарнӑ вырӑнӗсем те пулнӑ. Курбский ахальтен мар асӑннӑ «чӑваш ялӗсем пысӑк кармансем ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ» тесе. Чувашия тени ҫапӑҫу вырӑнӗ тенипе пӗрех илтӗннӗ.

Паянхи Турци патшалӑх чӗлхинче сувар, сӑваҫ тата чавуш-чӑваш тени пӗр пӗлтерӗшлӗ, пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май филологсенчен ыйтас килет. Мӗнле майпа ҫавӑн пек информацине курмасӑр иртсе кайма пулать? Ун пек юрамасть.

Паянхи кун палӑртнӑ фактсене пӗрлештерсен чӑваш сӑмахӑн пӗлтерӗшне нимле майпа та пытарма ҫук. Чӑваш тени ҫар ҫынни пулать. Чӑваш ен тени ҫапӑҫу вырӑнӗ, е чӑваш — ҫар ҫыннисен ҫӗрӗ пулать.

Халӗ чӑваш сӑмахӑн сӗм авалтанах, ҫар ҫыннинчен малтанрах пулнӑ тупсӑмӗ. Малтанхи «чи», «чу», «чӑ» тенине чӑваш чӗлхинче те ытти чӗлхесенче те, вырӑс чӗлхи ҫине куҫарсан «быстрый, первый, новый, передовой» пулать. Аш тени арап чӗлхинче тата ытти чӗлхесенче ытларах «знатный муж, удачливый» пӗлтерӗшлӗ. Ӑнланмалла, чӑваш тени хӑвӑртлӑхпа, ҫӗнӗлӗхпе тата пысӑк статуслӑ пулнипе ҫыхӑннине.

Вир(ь)ял сӑмах пӗлтерӗшне те палӑртам. Вир(ь)ял тени «верховые» сӑмахпа пӗрешкелтерех тени тӗрӗсех, анчах та каллех пӗтӗмпех мар. Вир(ь)ял тени шыв юхӑмне хирӗҫ ишме пултаракан кимӗ ячӗ пулнӑ. Парӑспа усӑ курма пӗлнӗ чӑвашсем. Герберштейн ахальтен мар асӑнать, «чӑвашсем ытти халӑхсенче шыв ҫинче ҫӳреме пӗлнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ» тесе.

Ҫавӑн пек аптраман чӑвашсем. Халӑх ячӗ ҫине унӑн истори ҫине ҫӗнӗлле пӑхма вӗренер. Ҫурма тата хӗсӗк истори кивелнӗ. Ҫӗннине ҫырма вӑхӑт.

Николай Мефодьев

 

Унсӑр пуҫне,эпӗ шутлатӑп,Шупашкарта тата ытти хуласанче тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Михаил ВолковСун // 2328.26.0282
2018.07.22 00:32
Сайтри "Истори" пайра "Халӑх ячӗ - 8-мӗш ӗмӗрте","Халӑх ячӗ - 13-мӗш ӗмӗрте"статьясем пур. Кюль-тегин палӑкӗ ҫинчи текстра Чӑваш(шу) пуҫӗнче тени пур. Текста китай ӑстисем чул картса ҫырнӑ.ВАВ (ВОВ) саспаллине уйгурсем О, тюрксем У, анатри чӑвашсем час-часах - ятне ҫывӑх ҫыраҫҫӗ:УЛ, ОУЛ, ЫВӑЛ.
2018.07.22 15:50
Ыльăм, ывăл тенине хуть ăçта та вулама пулать, оул тенине вара пуçласа вулатăп. Фантази пуян пулсан илемлĕ литература çырсан аванрах мар-ши?
Михаил ВолковСун // 2628.98.8301
2018.07.22 23:13
Сӗннӗ статьясене вуласа тухма чӑтӑм ҫитерсен пӑсмӗ- Эпӗ сӗм авалхи карт (руна) ҫырулӑхӗнчи саспаллине тӗрлӗ хадӑхсем мӗнлесаскаласа вуланине асӑрхаттаратӑп статьясене вулакана.Ӳркенмесен "Кюль-тегин" палӑкӗ ҫинчи текстсен вырӑсла куҫарӑвне вулӑр.
2018.07.23 10:10
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
Помимо документально зафиксированного князя Чуваша/Яв ăша/Яуша (1490-1500 года рождения), Самая ранняя (пока) грамота с упоминанием Чуваш-чюваш: 1510 г. декабря 18. — Жалованная льготная и несудимая грамота Василия III каринскому татарину Девлечьяру Магмет Казыеву сыну на деревни в Чепецком стане Хлыновского уезда Василей, божиею милостию государь всеа Русии и великий князь владимирский и московский, и ноугордцкий, псковский, тверский, югорский, пермский, болгорский, вяцкий и иных, пожаловал есми Девлечяра Магмет Казыева сына. Что за ним наше жалованье в нашей отчине на Вятке в Хлыновском уезде в Чепетском стану ловля Ивановская Оникиева да деревня Васильевская Юрьчакова, и те де их деревни запустели; да за ним же де жили наши люди чюваша на Якимцове и на Иштиникове.
И ож будет так, и яз, князь великий, пожаловал Девлечяра: звати ему в те деревни к себе жити людей из зарубежья, а не из моей вотчины великого княжества. И кого к себе Девлечьяр в те деревни призовет жити людей, и тем людей не надобе моя великого князя дань до письма, доколе Вяцкую землю писцы наши опишут.
2018.07.23 10:10
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
А наместницы наши хылыновские и их тиуны кормов своих у них не емлют до письма. А кому будет чего искати на Девлечьяре или на его приказщикох и на его слобожанех, ино их судит наш наместник хылыновской сам, а тиун его их не судит.

Писана на Москве, лета 7019, декабря в 18 день.

А у подлинной грамоты печать вислая красная.

Назади у подлинной грамоты написано: Василей, божиею милостию государь всеа Русии и великий князь.

ЦГАДА. Ф. 1173. Оп. 1. Д. 861. Л. 9-10. Список 1685 г.
Михаил ВолковСун // 3586.54.0289
2018.07.23 23:39
Шыракан тупать! Ку - факт, юмах яни мар.Чураш, Чура, Джура (Вӑтам Азилле) -Наемный договорной дружинник, воин. ҪУРАҪ глаголтан пулнӑ сӑмахсем. Ҫпа Ч- Ҫывӑх сасӑсем. Тутарсен пӗрешкел глаголӗнче Й ЧӐВАШ -ЧВАШ ҫырсан та ҫаплах вуланать. Пусӑмсӑр уҫӑсасӑсем пирӗн ОГЛАСОВКӐСЕМ (ивритри пек) пулнӑ авал. Йӑнӑшпа ЧВШ, ЧУШ ҫырма та пултарнӑ. ЧАВУШ - турккӑсем ЧӐВАШ сӑмахран тунӑ термин.
Михаил ВолковСун // 2576.77.7363
2018.07.25 00:41
Турккӑсен йӑх пуҫӗсемСельджук та, Осман та халифсен мам(е)люкӗсем пулса вӑй илнӗ. Халифатра султанатсем-туса халифа пӑрахнӑ. Вӗсен аллинче халиф пухнӑ мамлюксем (чурашсем)пулнӑ.Ҫав шутра ЧӐВАШСЕМ те - ЧУ АСӖСЕМ.
Ҫӗнӗ ҫарта хӑйӗн мамлюкӗсене урӑх ят пама тивнӗ хӑйсем те мамлюксем пулнине мантарма.Ҫапла вара БОЕЦ чавуш пулса тӑнӑ. ҪАБуҫ-ҫавуҫ-ЧАВУШ. Грексен йӑлипе вӗсем те Б сасса Впа ылмаштараҫҫӗ.
Михаил ВолковСун // 2451.40.6245
2018.07.26 01:24
Сӗннӗ текстсене вуларӑр пулсан,малалла каяр. Ашмарин, Н.Егоров,Родионов,В.Каховский, П.Мульдиеров версийӗсем чӑнлӑхне питӗ ансат тӗслӗхпе теҫиӗплетме май пур. Цивиль сӑмаха арабсен 3 саспаллипе Ҫуель (орфогр.Чуель) тесе вуламалла палӑртнӑ. ЧУ тӑрӑхӗнчи йӑх.Ассем тенӗ ку йӑха
Кюль тегин. Эльтеберне ҫӗнтерсе, вӗсене ытти йӑхсене
пӗрлештернӗ. ҪӖРШЫВА (ырӑсла куҫарура землю воду тенӗ) упрама хушса хӑварнӑ.
Ҫавал тесе ВАВ саспаллин ятне каласа вуланӑ, хытсӑмах туса
ель вырӑнне ал хушнӑ.
2018.07.26 15:26
Ну молодца! Кун йышши фантази Задорновăн пуçне килеес çукччĕ пулĕ. Нивушлĕ çакна пурне те эсир шутласа çыратăр, е тата хăвăр çинчен пĕлтерес шухăшпа? Пĕлтерес шухăшпа пулсан, пĕлтертĕр, калатăп вĕт, пĕр ăсчах халăхсем çер çинче чăвашран пулса кайнă тесе çырнине, аргумент: Адам - этем?! Ку йышши пырсан папуассем хушшинче те тăвансене тупма пулать, тата паянхи кун эпир вĕсенчен ытлах уйрăлса тăмастпăр, йăлтăр-ялтăр теттесемпе ылтăнпа нефть паратпăр мулĕпе, укçи-тенкине вара пачах курмастпăр. Таçта виçмине каять. Анчах та çакă ыйтусем сире пĕрне те тарăхтармаççĕ,вĕсем вара чĕлхе ыйтăвĕпе тачă çыхăнса тăраççĕ: индеецсем испанирен Колумб çитсен хăйсем çеç мар, ячĕ те чĕлхи те çĕтет.
Микула // 9259.3.8429
2018.07.26 20:08
Каллех васкаççĕ. Тахçан кунта Синун пурччĕ,васкаканни. Сирĕн шухăшсен калăпĕ-масштабĕ пĕчĕкрех. Чăннипе каласан службăра тăракан историксен тĕллевĕ яланах чăваш историне "хĕссе пĕчĕклетесси" пулнă. Фодлан вăхăтĕнчи тапхăра пăхса тухнă чух та "куçса кильме тата ислам тĕнне йышăнма килĕшменнисем " çĕр çухрăмра мар пин çухрăмра пулнине пытарнă . Паян кун "чăваш" тенине те "пĕчеклетсе" кăтăртма тăрăшатăр пулмалла. Анлăрах шутлама хăнăхас пулать.

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики