Аçтахар Плотников // 1634.73.5494
2018.04.19 11:35 | |
Статьяна курӑмлӑ тумасӑр вулакансем сахал. Халь курӑмлатрӑм. //йӑнӑшсене юсасан аванччӗ, пит нумай. Хӑш-пӗрне тӳрлетрӗм, анчах татах та юлнӑ | |
Аскольд Де Герсо // 4024.00.0103
2018.04.19 13:33 | |
Хисеплĕ Аçтахар Плотников. Кунта кĕнĕренпе чылай пулмасть. Йăнăшсем пирки: мĕнле майпа правписани майлаштарса пулать чăвашла çырнă чухне? Яланах мар, ман тесе çырнă сăмахсенче, йăнăш тухать. Чĕререн тавтапуç сире çакă сайтшăн, хамăрăн тăван чĕлхепе çырмашкăн май пуррипе. | |
Agabazar // 4155.61.1903
2018.04.19 23:02 | |
такам çине шанмалла мар, хăвăрăн вĕренес пулать.
Аçтахар "курăмлă тумасăр" тени карччынкка кирлине пĕлтерет. Статья карччынккаллă пулмалла. Иллюстраци шучĕпе. Çавăн пек ăнланмалла. | |
Аçтахар Плотников // 1634.73.5494
2018.04.20 00:13 | |
Ӳкерчӗкне хам та лартирап-ха ӑна. Курӑмлӑ тума вара статьи интереслӗ пулмалла, тата калӑпӑшӗ ҫителӗклӗ пултӑр. | |
Аскольд Де Герсо // 3922.92.4786
2018.04.20 07:06 | |
Акапасар, енчен те статьяра çивĕч ыйту çĕкленет, унта ÿкерчĕк кирлех те мар чылай хушăра. Акă Ельцинăн мăнучки пирĕн халăх ĕнси çинче пуйса : Эсĕ-пуш вырăн! тесе кăшкăрать. Çавнашкалсене те сăнÿкерчĕк вырнаçтарса тата та паллăрах тумалла-и? Вĕсем вара çавна кăна кĕтеççĕ.Вĕсен пĕтĕм пурлăхне туртса илмелле, пирĕн вара Ельцин-центр алкоголика сăвапласа, тĕнче кулли. Мĕскер пултаратпăр, хамăртан тĕнчене култарма, ют халăхсем антăхса кайса кулаççĕ | |
Agabazar // 1363.15.3785
2018.04.20 08:14 | |
Манăн пĕр вĕрентекен çапла калатчĕ — статьяра изюминка пулмалла. Çав япала пулмасан, хуть те мĕнле мекĕçленсен те, статья вуланмасть.
Ельцинăн тăлăх арăмĕпе, хĕрĕсемпе, мăнукĕсемпе "кĕрешсе" никама та тĕлĕнтерейместĕн. Хăвăн мăнуксемпе "кĕреш", пĕреххут! Хăвăн мăнукусене тÿрĕ çул çине кăлар! | |
Аскольд Де Герсо // 3156.03.3505
2018.04.20 11:09 | |
Акапасар, сирĕн йышшисем çинче йышланаççĕ те Ельцинăн юлашки евĕррисем. Ахаль çынсемпе кĕрмешсе, мĕскершĕн-ха вĕсем çине тимлĕх уйăрмастăн? Е вăй-хал сахал-ши е тата мĕнле-тĕр тупăш кĕрет? Кемерово пушарĕ пĕтĕмпе Ельцин влаçĕнчен пырать. Манăн Турра шĕкĕр кĕрешмелли мăнуксем çук. Тата калаçу ман çинчен пымасть, манăн никам та влаçра ларакан та çук, пулмасть те, патша пулăттăм - умкай çук, кнеç пулаятăп - тĕллев çук, Де Герсо эпĕ. Çакă çителĕклĕ? | |
Аскольд Де Герсо // 3156.03.3505
2018.04.20 11:11 | |
Тата мĕншĕн-ха вăл алкоголикăн арăмĕ паянхи кунччен патшалăх шучĕпе пурăнать? Ку вара Акапасара пĕртте тарăхтармасть, ăна Аскольд Де Герсо кăмăлсăрлантарать. | |
Аскольд Де Герсо // 7447.7.6149
2018.05.20 11:27 | |
Енчен те йĕри-таврари пурнăçа умкайласа ямастпăр, кама кирлĕ вăл чĕлхе ыйтăвĕ? Енчен те пурăнма укçа-тенкĕ çитмесен кам-тăр кăсăкланас пур-и çакă ыйтусемпе? Пушăлла çаптарни... Пирвай пурнăçа йĕркелес пулать, унтан ыйтти ыйтăва. Енчен те пĕри нимĕн тумасăр мильюнĕпе шалу илет, тепĕрин çăкăр валли çитмест, вăл мĕн çинчен шутлать: чĕлхе пирки е çăкăр пирки? | |
Аскольд Де Герсо // 3887.93.1520
2018.10.05 15:58 | |
Юлашки комментарие май уйăхĕнче çырнăчччĕ, урăх никам та çыракан пулмарĕ. Апла-тăк Чăваш Енре пурнăç ытлă-çитлĕ, укçа-тенкĕ çитет. Рехетлĕ пурнăç çитнĕ. Коммунизм. Тата çавăн çумне чăвашсем чăвашла калаçма пикенсенччĕ... |