Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Жизнь коротка, искусство требует долгого времени.
(Гипократ. IV в.д.н.э.)
 

Виталий Станьял: «Этем тӗнчи — халсӑр шӑтӑк кимӗ ҫеҫ...»

Виталий Станьял08.04.2018 21:4412068 просмотров

Чӑваш Республикин патшалӑх парнине памалли ӑмӑртӑва 2017 ҫулшӑн сӑмахлӑхпа ӳнер енӗпе икӗ ят тӑратнӑ. Ӳнер енӗпе ҫӗршыври паллӑ ӑста - Раҫҫей Федерацийӗн мухтавне тивӗҫнӗ художник Праски Витти (Виталий Петров). Литература енӗпе — чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч.

Анатолий Кибечӗн премие тӑратнӑ «Кашни ҫын вӑл — хӑй тӗнче» роман-хроникине (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2017, 500 экз.,716 хутъен) тимлесех вуласа тухрӑм. Кӗнеке (авторӗ хӑй уйӑрман пулсан та) расна икӗ пайран тӑрать. Малта — автобиографи хайлавӗ, 359-мӗш хутъенри «Чӑнлӑх ҫути» тенинчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен — кӗвӗленӗ публицистика, сӑвӑсем тата чӑвашла «шухӑшлавизмсем». Ку пайри ярӑмсем - «Кама пит кирлӗ ҫак ултав.», «Пурнӑҫ тараси вылявлӑ», «Иртсе пычӗҫ вӑхӑтсем». Эпӗ иккӗмӗш пай пирки шарламӑп, роман-хроникӑна вуланӑ май шутланине (тиркенӗ вырӑнсене сиктерсе хӑварса) вулакана сӗнсе пӑхатӑп.

Хулӑн кӗнекене алла тытсанах «роман-хроника» тени куҫа ӳкрӗ те, студент чухне пӑрӑнми вулама тивнӗ классика умма тухрӗ: Семен Элкерӗн «Вутпа-тӑвӑл витӗр» автобиографиллӗ роман-хроники, Максим Горькин «Жизнь Клима Самгина» (кӑна эпӗ экзамена кӗрес умӗн ирхине вуласа пӗтертӗм те, пит вырӑнлӑ пулчӗ — Б.А.Бройтман хушма ыйту чи йывӑр романсемпе паратчӗ), Джон Голсуорсин «Сага о Форсайтах», Эмиль Золян «Ругон-Маккары», Томас Маннӑн «Будденброки», Руже Дю Гаран «Семья Тибо» тата тем чухлӗ — халь аса илсе те пӗтереес ҫук. Анчах Кибечӗн кӗнеки ку ретрен мар иккен — ӑна сӑвӑласа ҫырнӑ. Сӑвӑллӑ роман. Эппин, Александр Пушкинӑн «Евгений Онегинӗ» тата Петӗр Хусанкайӑн «Аптраман таврашӗ» евӗрли.

Аваллӑх эпосӗсене калама пӗлекен халӑхсемшӗн сӑвӑллӑ роман шӑл ҫемми пулмалла пек. Ҫавӑнпах-тӑр поэтсем (вырӑсӗ, чӑвашӗ) сахал мар сӑвӑллӑ роман пичетленӗ. Темиҫе ҫул каярах Б. Херсонскин «Семейный архив» сӑвӑллӑ романне Б. Пастернакӑн «Спекторский» романӗпе танлаштарса пӑхнӑччӗ. Питӗ те тӑрӑшса ӗҫленӗ роман сӑвӑҫисем. Пӗрех те литература тинӗсӗнче сӑвӑллӑ романсем тытӑнса тӑраймаҫҫӗ ҫав. Историн анлӑ ӳкерчӗкӗсене чун-чӗрери вӗри хавалпа пӗрлештерсе, ҫат ҫыпӑҫтарса ҫутатма ытла та вичкӗн сисӗмлӗ ӑсталӑх кирлӗ. Кӑткӑс жанр. Вутпа шыва пӗрлештерсе чӗртнӗ кӑвайт пекех. Сӑвви поэзи ытарне ыйтать, романӗ эпика анлӑшне туртать. Тата ӑса астарса пыракан шӑнӑрлӑ ӗртӗсӗр (сюжетсӑр) ӗҫ тухмасть. Ахаль кӑна уйрӑм ҫын биографине авалхи паттӑрсен эпосӗнчи пек эрне-эрнелӗх каласа кайсан — тӑсӑк халап пулса тухать, ҫул май шухӑшсене хуша-хуша кӗртсе тултарсан — пуплев ҫиппи-ҫыххи татӑлса пӗтет, пӗр ӗҫ ҫинчен теприн ҫине сике-сике пырсан тӗп сӑнар сӗвӗрӗлсе каять те, хайлав астаруллӑ, чуна ҫывӑх тухаймасть. Роман-хроника пушшех те! Хроника тени чӑнлӑхран, документлӑхран пӑрӑнса кайма шутсӑрах чарса пырать.

Анатолий Кибеч ку йывӑрлӑхсенчен хӑраман — тытнӑ та «Нарспирен» вунпӗр хут, Юрий Айдашӑн «Атнерӗнчен» тӑватӑ хут вӑрӑмрах сӑвӑллӑ автобиографи ҫавӑрса хунӑ. Ман шутпа, ҫакӑ хӑй темле паттӑрлӑх! Халӑхӑн сӑвӑллӑ-юрӑллӑ авалхи халапӗсене аса илтерниех ӗнтӗ. Чӑваш ӗмӗрӗнче хамӑрӑн Ҫуйӑнсемпе Джамбулсем иккӗленми самай пулнӑ тесех шутлатӑп. «Коммунизм ялавӗ» хаҫат тӗременлӗхне Муркаш енчен пӗр хыпарҫӑ (ятне манса кайнӑ, хӑямат) кӗрсе тухатчӗ. Вӑл тепӗр чухне юриех тӑршшипе сӑвӑласа калаҫма пултаратчӗ — кирек мӗн ҫинчен те, кирек мӗн ыйтсан та. Литературӑпа культура пайӗнче ӗҫленӗрен, эпӗ сӑвӑпа кӗвӗ мӗн иккенне кӑштах тӗшмӗртеттӗм, ҫавӑнпа этемӗн ҫавӑн пек ӑсталӑх пурринчен тӗлӗнеттӗм. Ҫав ӑстасем ӑнсӑртран мар пулӗ тетӗп. Кибеч те ҫав йӑхран сиксе тухрӗ пулмалла.

«Пӗр ҫын пурнӑҫӗнче тӗнче палӑрать, пурнӑҫ хуҫи ҫын хӑй пулнине ҫыравҫӑ витӗмлӗ сӑнарсем урлӑ кӑтартса парать»,- тенӗ кӗнеке аннотацийӗнче. Тӗп сӑнар ку романра — ҫыравҫӑ хӑй, мухтав ятне Тимӗр Таланов тенӗскер. «Сырасчӗ ман ярса екки, хам пурнӑҫа тӗпе хурса эсир хальчен илтменнине», тет вӑл. — Тумлам ҫине пӑхма пӗлсен — Унта та тинӗс курӑнать».

Эппин, пӑхар-ха Тимӗр Таланов тинӗсӗ ҫине Кибеч сӑвӑҫ куҫӗпе. «Ҫуралнӑ вӑл ҫу кунӗнче ыраш ҫӗмелӗ кутӗнче» («Ачашлӑхсӑр ачалӑх» сыпӑк). «Тӑра парать умра атте... ӗҫлет вӑл халь бригадирта».

Эпир Анатолий Ильичпа пӗр самана ачисем. Ун ашшӗ бригадир пулнӑ иккен, ман атте фронта тухса каиччен колхозра аслӑ конюхра ӗҫленӗ. Кайран эпир чылай вӑхӑт пӗрле хӗвӗшнӗ темелле — Шупашкарта, Мускавра, судра, Чӑваш конгресӗнче, Старейшинӑсен канашӗнче.

Ҫапах та, пирӗн кӗсменсем пӗр йышшисем мар иккен. Пулас ҫыравҫӑн ачалӑхӗ мана вӑрҫӑ ачинни пек туйӑнмарӗ («Пурччӗ пирӗн икӗ пӳрт, Пурччӗ пирӗн вӗллесем, Пурччӗ пӗчӗкҫӗ лавка, Унта иккӗмӗш пичче сут тӑватчӗ аттепе», 26). Ҫапла илпеклӗхре чухне те Кипеч хӑйӗн тӗп шухӑшне шанчӑксӑрла татса хурать: «Тем тесен те ҫак тӗнче Халсӑр шӑтӑк кимӗ ҫеҫ» (12) тет. Кун пек лару-тӑрура хӑв пӗр тӗнче пулас тесен, ахӑртнех, Робинзон Крузона тухма тивет.

Пирӗн ӑрӑвӑн сӳнми вӗчи — Чалтан вӑрҫи. «Гитлер килчӗ вӑрҫӑпа. Ман атте ун чух ӗҫлетчӗ Хамӑр ял канашӗнче, Ӑшӑ ҫурт тупса паратчӗ Ленинград ачисене». Кӗҫех — инкек. Налук пухса ҫӳрекен ашшӗне сӑрапа наркӑмӑшласа вӗлереҫҫӗ, вара ӑна оркестрпа пытараҫҫӗ. Ӑсатма апат-ҫимӗҫ нумай пӗҫереҫҫӗ. «Апат енчен килте аван-ха». «Ҫук, ларман эп выҫӑлла. Кӳнӗ вӑй какай яшки, Шарккури аш татӑкки, Вир пӑтти, ҫупа пиҫни. Ҫӑкӑр тутлӑ ҫу сӗрсен...» (43). Канашра ҫӗрулми сутать пирӗн герой, тумтир бартерӗ тӑвать. «Укҫи те пур пирус илме». Кун хыҫҫӑн кун. Ҫул хыҫҫӑн ҫул. Таланов лайӑх вӗренет. Пӑшӑрханӑвӗ те пур: хуткупӑспа велосипед туянса памалла ӑна тата «Темшӗн лагерь ачи мар, Эп нивушлӗ тивӗҫ мар.».

Вулатӑп та романа, ку «тинӗсре» эпӗ хама курмастӑп. Пирӗн сӗтел ҫинче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, кайран та, «недоимка» каснипе, нумай ҫулччен какай мар, туртни (терка) икерчи те, ҫӑкӑр татӑкӗ те выртайман. Пирӗн ял пионерӗсен лагерӗ ҫур-кӗр каҫипех яра кунсем колхоз ӗҫӗнче иртнӗ. Шкула юр ҫийӗн ҫара уран чупса пыракан ачасем те пурччӗ, пуҫа тӑхӑнма манӑн ҫӗлӗк, пыйтлӑ кӗпене улӑштарма ҫӗтӗк тум та ҫукчӗ. Вуҫиччӗри пиччене 1944 ҫулта салтака илсе кайрӗҫ, ФЗОран тарса килнӗ пӗчӗк пиччене вунвиҫҫӗре плугарь турӗҫ те МТСа трактор юсама леҫрӗҫ. Анне ялан колхозра, хӗлӗ-хӗлӗпе — вӑрман нарядӗнче... Ытти тантӑшсен пурнӑҫӗ манӑннинчен те япӑхрахчӗ. Вӗсен — виҫ-тӑват килӗн - ӗни те ҫукчӗ, анне сӗтел таври ача-пӑчана кашӑкпа сыпмалӑх (стаканпа ярса пама ҫитменрен!) пантӑк кӗпҫи тураса сӗт лартса паратчӗ.

Ҫапах та, пӗтӗмӗшле илсен, романри нушаллӑ ачалӑх ӳкерчӗкӗсем, типлӑ пулмасан та, тӗрӗсех. Ытти-хытти, эпир кашни харкам мӗн-мӗн тӳсни хальхи вулакана кирлӗ те мар, паллах.

Кӗнекен тепӗр сыпӑкӗ — «Канӑҫсӑр яшлӑх». Вӑтам шкул. Ялти ӳкерчӗксем. «Ҫемҫе тӑпра ҫинче ҫарран утатӑп сухапуҫ тытса» (95). «Пуласлӑх ман — вӗренӳре. Ҫакна эп пӗлнӗ ҫамрӑклах». «Пир сумкӑпа мӗнле-ха ҫӳрӗн. - Хӗрсем пӑхаҫҫӗ сӑнаса». Ӗмӗтленнӗ вӑхӑт ҫитнӗ, анчах юратнӑ Рита ҫумӗнче халь урӑххи - шкул директорӗн ачи (122). Шкул ҫулӗнче ку ӑшпиҫҫи ман пек ҫӗтӗк ҫаттасене кӑна тивмесӗр иртсе кайнӑ пулӗ тетӗп... Чим, эпир те юратнӑ, юратас килнӗ, каянни!

«Хӗр теми» кӗнеке тӑршшипех уҫҫӑн-хуппӑн тӑсӑлать. Вара уйрӑм теориех куҫса каять. Малтан «Намӑса пӗлмен куккук хунӑ хӑй ҫӑмартине пӗчӗк кайӑк йӑвине» (11 ен)» тесе тиркетчӗ пулсан, кӗнеке вӗҫӗнче вара Таланов куккуксене хытах хӳтӗлет. Юлашкинчен чукчалла-камчадалла философиех ҫаврӑнса тухать: халӑх ӗрчетӗр тесен, автан арҫынсен вӑрлӑх сапса, таврана ача парнелесе пурӑнмалла иккен! (172). Хӗрарӑмсене вӑрланӑ ыр вӑрлӑх кирлех-мӗн! (306)», Темшӗн ҫав чӑваш ун пек чӑх-чаха нихҫан та хисеп туман, алла ҫаклансан вӗсен тӗкне ял урлах вӗҫтерсе янӑ. «Пурах-ҫке халь пӗчченнисем, Автан пусни ҫитменнисем» (319). Тӗрӗсех ӗнтӗ - ҫапла паянхи лару-тӑру, китайсен пек мар - вӗсен хӗр ҫук, пирӗн ар ҫитмест.

Ҫын тӗнче варри пулсан, Анатолий Кибеч кӗнекин тӗшши «Ҫын хӑйне ӗҫре тупать» ятлӑ сыпӑкӗнче пулӗ теттӗм. Ку сыпӑкра автор «хӑй сисмесӗрех» музыка енне куҫрӗ. «Халь ман музыкҫӑ пулма пач тӗпрен улшӑнмалла» (175). «Паллӑ манӑн ҫумӑмра халӗ виҫӗ япала: Сисӗм-туйӑм — Музӑра, Спорчӗ, ӗҫӗ — аллӑмра, Пӗтӗм туртӑм малалла... Пӳрт тӑрне юсамалла». Ҫурт хӗҫтимӗрне шырани, пахча илни, хваттер лартни, хунямапа хаклашни, студентсене вӗрентни, Мускав, аспирантура, кафедра, хула депутачӗ, «Вучах» вӑрҫи, ютҫӗр ҫӳревӗсем, орфографи, конгресс, (274-279) тата ытти кулленхи ӗҫ-пуҫ романра кинори пекех сиксе юлми ҫырӑнса юлнӑ, мӗншӗн тесен сӑвӑҫ хӑйӗн харкам пурнӑҫ хроникине йӗркелеме тӗв тунӑ. Паллӑ ятсем йӗркерен - Любимов гобоист, кӗвӗ ӑстисем Лукинпа Хирпӳ, Кузнецов историҫӗ, педагогсем Сокольниковпа Волков, Петрухин философ тата автор — «чӑваш музыканчӗсенчен пӗрремӗш кандидат иккен» (210). Унтан каллех ятсем: Сократ, Гегель, Кант, Маркс, Ленин, Сталин... Романри ӗҫсем хӑш саманара пулса иртни, шухӑшсем камсем тавра ҫаврӑнни ҫак ятсенчен курӑнсах тӑрать.

Анатолий Кибеч хайлавӗнче «чӑвашлӑх ӗҫӗнчи» нумай пулӑма ӑс пани е тиркени курӑнать. Камшӑн мӗнле-тӗр, маншӑн вӗсем иккӗмӗшле кӑна. Нацин кӗреке юррине («Алран кайми»), Чӑваш Республикин Гимнне («Тӑван Ҫӗршыв») ӗлӗк те, халь те тиркет вӑл. Эпӗ ҫакӑнпа килӗшместӗп. Айхи-кипеч ҫырса панисем вӑйлӑрах пулнӑ пулсан, лайӑххине йышӑнман пулӑттӑмӑр-и. Ун чухне демократилӗх хальхинчен темчуль тасарахчӗ. Хальхи ӑмӑртусем - шкул ачисен, «кӗмӗл сасӑсен», «чипер пикесен» тата ҫӳлӗрех комиссисен хаклавӗсем — мӗнле ачашрах калас-ши. - месек (анекдот) кӑна, нухрат тусанӗ вӗҫтерни! «Пуҫне ҫӗклерӗҫ айвансем, ӑсталӑхӗ пӗр шайрисем. Чавсапала тӗрткеленсе илеҫҫӗ «тивӗҫлӗ» ятсем» (281).

Роман-хроникӑн тепӗр сыпӑкӗ — «Ӑслӑлӑх ҫулӗ пулчӗ анлӑ» ярӑм. Ку ярӑм ӳнер хӑвачӗ ҫинчен сӑвӑланипе уҫӑлать те, илем пирки, Нарспи пирки унччен ҫырнисене тепӗр хут явса тухать. Эпир Нарспие пурте вуланӑ, мухтанӑ та хурланӑ, студентсемпе саспалли юлмиччен шӗкӗлченӗ. К.В.Иванов ҫинчен, Нарспи ҫинчен кам хӑҫан мӗн каланине эпӗ - йӑлт! - пӑхмасӑр пӗлетӗп. Татса калатӑп: яп-яшӑ Константин Ивановӑн генилле ӑсӗпе ӑсталӑхне тинех никам та варалама пултараймӗ. Ӳнер хӑвачӗпе кукри-макрине «йӑлтах килет амалӑхран» (336) тесе фрейдла ӑнлантарнине, «Сарас килмест ман «Нарспие» вулаттарса та тӗнчене» тенисене (343) эпӗ йышӑнмастӑп. «Нарспи» поэмӑн И.Я.Яковлев кӗскетнӗ 14-мӗш пайне («Тӑватӑ виле» умӗнхине) шыраса тупасса, вара хайлава тата вирлӗрех хак парасса кӗтетӗп.

... Чӑваш халӑх писателӗн Анатолий Кибечӗн хулӑн кӗнекине малтан та, кайран та вуласа тухрӑм. Мана лайӑх курӑннӑ ӑнӑҫлӑ ҫаврасене (сӑмахран, «Тахҫан авалтан кӗтнӗ Ҫеҫпӗл» сӑвва, 385), кӑлтӑк-сӑлтӑк тесе шутланисене (тӑтӑш сиксе тухакан «ак, ав, ҫке» йшшисене) хамӑн типтерте палӑртса хӑвартӑм.

Ҫитменлӗхсем тесен, вӗсем чӑваш литературинче кутемӗн ытлашшинчен те нумайрах. Чӑваш сӑмахӗн пиҫӗ илемлӗхӗ, сӑнарлӑхӗ, шухӑш хӑвачӗ сасартӑках анса ларчӗ. «Чылай вӗсем, ҫыракансем. Пичетлеме халь пур майсем. Укҫа тӳрех ҫулне кӑтартрӗ... Хӑйсен, ҫыравҫӑ пеккисен, мӗнле шайра-ши кӗнеки.» (660).

Анатолий Кибеч кӗнекине Патшалӑх комиссийӗ ытти кӗнекесенчен уйӑрса хак пама йышӑннӑ вӑхӑтра эпӗ хайлав пирки ырӑ-усал калас теместӗп. Тӑххӑрмӗш теҫеткене ҫакӑн пек хапаллӑ кӗнекепе утса кӗнӗ Анатолий Ильича саламласан сӑваплӑрах пулӗ. Тата чӑваш шӑпи пирки пӑшӑрханса каланӑ сӑмахӗсемшӗн тав тӑвас тетӗп. «Ҫынсем хайлавшӑн тав тусан та, Патшалӑх чаплӑ ят парсан та... Паян та эпӗ ҫаплипех алран ямастӑп калеме» (329). Ҫапла пултӑр, ӗҫлени сыппа кайтӑр эппин, халӑх ачи пулма пӗтӗм хастарлӑхупа тӑрӑшакан Анатолий Кибеч!

Виталий Станьял

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимĕр Акташ // 1267.4.4136
2018.04.10 20:23
Професилле критикалла кирле статья.
Армути // 3884.17.7299
2018.04.11 00:39
Профкритика статьине Афанасьевпа Сементер çырать тенине илтрĕм. Акташ та çырать-няк?
2018.04.11 06:35
Айдар, сăмахлама чылай ăс кирлĕ мар, чĕлхе вăл шăмăсăр. Ку йышшисем пайтах, трибуна çинчен, сайт çинче пĕр тĕрлĕ пуплеççĕ, яланхи пурнăçра вара пачах манăçтараççĕ хăйсен сăмахне. Йытă вĕрет, караван утать, темеççĕ-и?
Атнер // 1726.84.3785
2018.04.11 09:11
Йытӑсем вӗреҫҫӗ,пӗччен тӗве утать тесен тӗрӗсрех пулать пуль паянхи кун.Икӗпитлӗх хуҫаланать йӗри-тавра.Кирлех пулсан сыснана та йысна тейӗн теҫҫӗ пулас премишӗн тата сумлӑ ятшӑн хӗвӗшекенсем.
Agabazar // 2202.74.5130
2018.04.11 15:14
Agabazar
Айдар // 1726.84.3785
2018-04-10 09:40
Микула ан култар.Патшалӑхӑн чӑваш премине илекенсем пурте папа тата дедушкасем.Вӗем,паллах,хӑйсен мӑнукӗсене чӑвашла перкелешме вӗрентме хал ҫитереймен.Садиксем кирлӗ чӑваш чӗлхи вӗрентме тесе ячӗшӗн тӗрлӗ трибунӑран икӗпитленме вара пит маттур.Проблемӑна шалтан курса тӑрнипе ачисен пуласлӑхне чӑваш чӗлхипе ҫыхӑнтармасӑр,тен<тӗрӗс те тӑваҫҫӗ.Каҫар вӗсене ,Микулай хӑта.
===========================================

Патшалăхăн чăваш премине Путина памалла. Çавă пит "Халлă". Пĕтĕм тĕнче хăраса-чĕтресе тăрать.
Паллах, ачисене, мăнукĕсене чăвашла вĕрентес тĕлĕшпе те Путин пуринчен малта тăрать.
2018.04.11 18:11
Атнер, çакăн пирки тепĕр форумра çырнăччĕ ĕнтĕ, икĕпитлĕх çинчен, анчах хамăрăн ваттисем каламан-и: сысна куçне тĕтĕм кĕмест, тесе. Кăмал та çĕтет форумсене кĕмешкĕн
Agabazar // 2202.74.5130
2018.04.11 19:25
Agabazar
Хăвăнне кăтарт-ха сăпатна, санăн хăвăн миçе пит унта?
Вулакан-Куракан // 1758.72.7799
2018.04.13 11:29
Хисеплĕ админ, ма-ха эсир ман комментарие, 4 кун каялла çырнăскерне, халĕ те вуласа тухса кун çути кăтартман? Малтĕрĕслев кирлĕ япала, паллах, анчах Кипеч пиччепе Праски тете паултарулăхĕ пирки хам шухăша палăртма ирĕк пур пуль манăн, тесе шутлатăп. Çав шухăш вĕсен хăйсен хăйсем пирки шутлакан шухăшĕпе тата, админ, сирĕн шухăшăрпа тÿр килмесен те.
Agabazar // 1886.30.2222
2018.04.13 19:26
Agabazar
Сайтра регистрацилен, вара ку енĕпе нимле проблема та пулмасть.
2018.04.14 07:14
Акапасар, "ЧЕСТЬ И ДОСТОИНСТВО, дОБРО И БЛАГОДЕТЕЛЬ"
пĕр куçарусăрах хăйĕн çинчен уççăнах калать.

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики