Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -7.7 °C
Легче привязаться к женщине, чем отвязаться от нее.
(А. Ратнер)
 

Аçтахар Плотников: Серебряков шӑп ҫакӑн пирки каланӑ та

Аçтахар Плотников15.03.2018 01:316612 просмотров

«Чӑваш халӑх сайчӗн» вулаканӗсене Чӗрӗ журналти пӗр статьяпа паллаштарас тетпӗр. Ӑна вырӑсла ҫырнӑ. Чӑвашла куҫарӑвӗ те тулли пулӗ. Ҫӑлкуҫӗпе паллашас текенсем ӑна хӑйсемех шыраса тупӗҫ тесе шутлатпӑр («Это и есть то, о чем говорил Серебряков» ят тупмалла пулӗ). Каҫҫине паманнин сӑлтавӗ: блог авторӗн ячӗ килӗшӳллех мар янранинче. Анчах ку статья пахалӑхне пӗрре те чакармасть, сире унпа паллаштармаллах тесе шутлатпӑр.

 

Пирӗн тӳре-шаран ҫакӑ йӑлана кӗчӗ. [Аса илтеретпӗр, куҫарӑва мӗнле пур ҫапла паратпӑр] Ӑнсӑртран Малайзин Боингне персе антарнӑ хыҫҫӑн ҫынсем пӗтӗм вӑя пухса чӑн япалана хирӗҫлеме пуҫланине мӗнле те пулсан ӑнланма пулать-ха. Тем тесен те пысӑк йӑнӑш калама ҫук суя ҫуратать. Анчах та вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн ултавлӑх ытла та вӗтелсе пырать кӑна мар, нӗрсӗр те тискер шая куҫать. Тӗслӗх пек Рогозина илсе кӑтартма пулать: ӗнер кӑна хӑйӗн хурӑнташӗпе мухтаннӑскер паян вара унашкал ҫын ун тӑванӗсем хушшинче ҫук тесе пӗлтерет. Е кокаинлӑ борта «фотошопланӑ» тесе сӑмах сарни. Куҫ кӗрет япалана мӗншӗн ҫав териех хирӗҫ пулмалла-ха? Уйрӑмах, тунма сӑлтав та ытлашши ҫук чухне. Ӑнланма йывӑр. Ахӑртнех, [суяссипе хирӗҫлесси] йӑлана кӗрсе кайнӑран ку.

Нумай пулмасть, ку тӗлӗшпе ак тепри палӑрма шут тытнӑ.

Путинӑн халӑх штабӗн пуҫлӑхӗ пулнӑскер, КХЛ профсоюзӗн ертӳҫи Андрей Коваленко хоккей ӑмӑртӑвӗ вӑхӑтӗнчех арбитра питӗнчен ҫутӑлтарса янӑ. Ну, ҫупса янӑ-тӑк, ҫупса янӑ пултӑр — хоккейшӑн ку йӗркеллӗ. Анчах кунта пӗр самант пур. Чи малтанах, видеоҫыравсем пур ҫӗртех, Коваленко ҫакна аташу кӑна тесе пӗлтернӗ, сас-хурана имӗш ӑна курайман ҫынсем хисеплӗ ҫын ятне ярас тесе кӑларнӑ:

«Ман вырӑнта кам та пулин урӑххи пулнӑ пулсан ҫакна маннӑ та кайнӑ, анчах сӑмах Коваленко пирки пырать-ҫке — сарма шутланӑ. Ку кама кирлӗ пулнине пӗлместӗп, пуҫа та кӗмест. Те эп ку пурнӑҫра тахӑшне чӑрмантаратӑп, те тахӑшӗ мана хур кӑтартас тенӗ. Вӑл лару-тӑрура вара калаҫмалӑх ним те ҫук.

Халӗ эп мӗн тӑвайратӑп? Сас-хурана сарни кама кирлӗ пулнӑ-ши, пӗлместӗп: профсоюз председателӗ тӳрене хӗненӗ тесе ҫыраҫҫӗ, лешне вара васкавлӑ пулӑшупа илсе кайнӑ имӗш. Аташаҫҫӗ мар-и?»

Каярах вара, ку историе халӑха пӗлтерсен, вӑл ӑна «ман ята ярас тесе ятарласа хатӗрленӗ акци» тесе хак панӑ. Спортсра [сӑмах sports.ru сайт пирки пырать] пӗри ҫырнӑ пек калашле, арбитра ахӑртнех НАТО салтакӗсем хистенипе тумне улӑштарнӑ Георгий Родченков хӗненӗ, хӑй Коваленко вара вӑл вӑхӑтра хӗрӗх чӗрнеллӗ икӗ карчӑка ҫул урлӑ каҫма пулӑшнӑ.

Каҫару ыйтасси пирки ҫын шухӑшламасть те-ҫке. Ҫук, пач урӑхла, вӑл хӑйӗн тыткаларӑшне хурлакансене тата спорт чиновникне пӗр айӑп та лекменнишӗн кӑмӑлсӑррисене тапӑнать, вӗсене айӑпла пуҫлать. Ҫакӑнта вӑл йӗркесӗрлӗхе пач та курмасть — «улпут» «тарҫине» янклаттарса янӑ, вара мӗн? Ҫакна пула ытти тарҫисем кӑмӑлсӑрланни ҫеҫ ӑна самай вӗчӗрхентерет!

Кунашкал сӗмсӗрлӗх, вӑтанмасӑр суйни, чӑнлӑха суялӑхпа ҫавӑрса хуни йӑлана кӗнине эп нимӗнле те ӑнлантарса параймастӑп. Унсӑр пуҫне вӗсем пуҫтахланаҫҫӗ, ҫынлӑх чиккине тахҫанах ҫухатнӑ.

Ҫапах та эп пӗлетӗп, ыйтӑвӗ кунта Рогозинпа Захарова, тата хайхи Коваленко пек ҫынсенче мар. Вӑл комплекслӑ пулни курӑнать. Паллах, спорт чиновникӗ тӳрене питрен ҫутӑлтарса ярасси таҫта та пулма пултарнӑ — ҫав шутра Америкӑра та. Анчах та ҫакӑншӑн тӳре-шара нимӗнле айӑп та тӳсменни, чиновникӗ кун хыҫҫӑн хӑйне сӗмсӗррӗн тытма пуҫлани — ку ытларах пирӗн тӑрӑха пырса тивет те. Хӑйӗн интервьюнче Серебряков шӑпах ҫакӑн пирки каланӑ та, шӑп ҫавӑншӑн МИХсем ӑна ушкӑнпа тапӑнма пуҫланӑ та. Тӳре-шара чӑнлӑхран хӑрани усалсем сӑваплӑ шывран тарни пекех.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Хамар ял // 1867.28.8280
2018.03.15 11:58
Рассейре сака ялана кене. Иван Тургенев сак синчен пер романенче сырна: "Р-сские наглыми уже родятся".
Agabazar // 1940.05.8006
2018.03.15 17:04
Agabazar
Каçă илсе кăтартсан аван пулмалла та.... (Иван Тургенев пирки)
Такам // 3519.62.2134
2018.03.21 10:49
Ку тенденци юлашки вăхăтра пур çӗрте те палăрать. Хăв айăпна сирмелли питӗ меллӗ меслет: сан çине тапăннă те, ăмсанаççӗ те, "русофоби" унта, тата мӗн те пулин... Пирӗн питӗ лайăх ваттисен сăмахӗ пур: "Пӗрре улталăн, иккӗ улталăн, виççӗмӗшне ларса йӗрӗн". Пӗрмай ултавпа кăна пурăнсан кайран мӗнле тӗрӗссине каласан та никам та ӗненмест. Ĕненсен те ӗненмен пек тăвать. Раççейӗн хальхи тулаш политикин тăрăмӗ шăпах çакнашкал.
2018.04.02 19:45
Кунта нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Чылай, самаях чылай хушăра камăн аллинче вăй, çавăн аллинче тĕрĕслĕх. Енчен те пĕчĕк ачана таптаса вĕлернĕ хĕрарăма нимĕн тума пултараймаççĕ, пĕр вĕçĕмсĕр пĕчĕк ачанах виле ÿсĕр пулнă тесе лăкăртатса лараççĕ пĕр вăтанмасăр.
Конми // 4101.44.4103
2018.08.20 22:19
Суясси, улталасси, тӗрӗслӗхе пытарасси, бюджета пӑчкӑласси Союзрах анлӑ сарӑлнӑччӗ 70-80 ҫулсенче. Ю.Андропов чарма пикенчӗ, анчах часах ҫӗре кӗчӗ, те кӗртрӗҫ.Халӑх чунӗ тӑвӑлса ҫитнӗччӗ. Ельцина шанса йӑнӑшрӑмӑр. Пӗрремӗш указӗпе вӑл халӑх контрольне пӑрахӑҫларӗ. Вӑрӑсем патшалӑх пурлӑхне, укҫи-тенкине пур шайрисем (ҫӳлтен аяллахи пуҫлӑхсемпе вӗсен
хӳрешкисем) ӑмӑртса ҫаратрӗҫ.
2018.08.21 21:27
Шаннă йăвара кайăк çук, тесе чăвашсем авалтанах пĕлмесĕр каламан. Ельцин вара ăçтан тухнă япала? Çавсен хушшинченех мар-и? Горбачёвпа парласа шăн пăр çине лартса хăварчĕç халăха, халĕ вара Свердловскинче Ельцин-центр туса лартрĕç патшалăх укçипе. Кама кирлĕ çавсем тутăрчĕç: мĕскер пачĕ вăл халăха, срамсăр пуçне? Ун вăхăтĕнче тытăнчĕ пуçлăхсен хăйсене ирсĕрле тыткаласси. Нивушлĕ çавна пурте манăçтарса ячĕç?

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики