Аçтахар Плотников // 1634.73.5494
2018.02.28 14:24 | |
Agabazar // 2991.81.3279
2018.02.28 15:40 | |
Уйрăм килйыш — суверенла уçлăх. Мĕнле пурăнас теççĕ — çавăн пек пурăнаççĕ. Унта пырса сăмсана чикейместен.
Паллах, саккунпа ашшĕ-амăшĕн яваплăхне палăртма пулать ку тĕлĕшпе те. Ачуна чăвашла вĕрентместĕн пулсан — пысăк штраф тÿле? Енчен те капла та тăна кĕрейместĕн пулсан — ачуна интерната кайса леç? Ача çуртне? Ашшĕ-амăш тивĕçĕсенчен хăтарас ун пек çынна? Анчах та никам та кунашкал саккунсем йышăнас çук. Йышăнсан та, кам ăна тĕрĕслесе тăрĕ? Прокурор-и? Тепĕр енчен, ача çурчĕсене леçнин мĕн усси? Унта вĕт чăвашла мар, вырăсла витерсе пăхса ÿстереççĕ ачасене, ашшĕ-амăшĕ кирек кам пулнă пулсан та! Чăвашла çитĕнтерекен ача çурчĕсем тĕнчере пачах çук пулмалла. Çапла вара ашшĕ-амăшĕнчен ку тĕлĕшпе ним те ыйтма май çук. Патшалăхран ыйтма вара халлĕхе май пур-ха. Малашне епле пулĕ — пĕлместĕп. | |
Аскольд Де Герсо // 1343.39.6390
2018.04.07 14:01 | |
Акапасар, тепĕр хутчен те калас тетĕп: енчен те ача чăвашла калаçма кăмăлламасть пулсан, кунта мĕскер тăвайăн? Хальхи ача-пăча иртнĕ ĕмĕрти мар, харсăр. Е тата чăвашла вĕренесси килмесен выçă усрар-и çавнашкаллисене? Чăвашла пуплесен хур тукмакки параççĕ, тесе шутлĕç. | |
Аскольд Де Герсо // 1343.39.6390
2018.04.07 14:04 | |
Çакна тата каласа хăварассăм пур: чĕлхе пурăнтăр тесен халăх хăйсен хушшинче туслă пулнинчен те килет, сайт çинче вара Акапасар пурне те тустарать | |
Agabazar // 2110.99.6183
2018.04.07 14:38 | |
Хайхи "çĕнĕ кайăк" кунта та çитнĕ иккен... | |
Attila // 1313.03.6418
2018.04.07 16:41 | |
Вырӑсла ҫырса идея калатӑп..До тех пор пока язык гуннов(чаваш челхи) не выйдет на мировой уровень.пока не будет применяться в Новых Технологиях наш Язык наших Великих Предков перед которыми Европа стояла на коленях включая Римскую Империю ,будет отставать и я Прошу Молодые Потомки ГунновГуннов-чаваш с,ынни, создавайте Компьютерные Программы и Средства Общения используя Чаваш с,ынн(гунн) челхи...но для Начала ,Надо Срочно Перейти на Латинский Вариант ближе к германскому варианту,,где есть умляуты как и в чувашском языке гуннов...Германцы и гунны в одно время как одна нация воевала против Римской Империи и впоследствии некоторые германские племена ушли вместе с нашими предками Причерноморье(Асла Палхар7-8 вв) ,а потом и на реку Аттилы где создали Атил Палхар С,ершывне)))Слава нации!Гуннам Слава! | |
Аскольд Де Герсо // 1454.78.6829
2018.04.07 18:57 | |
Ара, Акапасар, тăван чĕлхе çинчен калаçу пырать-тĕк, епле ĕнте эпĕ айккинче юлассăм пур? | |
Аскольд Де Герсо // 1454.78.6829
2018.04.07 19:04 | |
Attila, казахсем инçе кайрĕç-и хăйсен алфавитне латиница çине куçарса? Ĕç-пуç алфавитра çеç пулсан вĕсем çĕкленейĕтчĕç. Кирлĕ мара сÿпĕлтетме кирлĕ мар, чăваш чĕлхине пĕлмесĕр кириллицăпа çырман пулĕ пуçламăшĕнчех. Нарспи поэмăна чăваш чĕлхипе кириллица çинче çырнă пулсан та пĕтĕм тĕнче пĕлет, к у тĕслĕх мар-и? Сирĕн хыççан кайсассăн, вырăс чĕлхине те латиница çине куçармаллла. Ку ĕнтĕ сăмах та мар | |
Agabazar // 2888.14.0743
2018.04.07 20:57 | |
Аскольд,
Казахсем: — мĕльюн çынран тăракан çĕнĕ тĕпхула çĕклесе лартрĕç, — Казахсен процент шайне 70% патне çитерчĕç (СССР чухне çурринчен те сахалрах пулнă) — патшалах чиккисене сумлă договорсемпе çирĕплетрĕç — унта та кунта казах историйĕпе çыхăннă палăксем çĕкленчĕç ............................................................................. Вăт çавнашкал вăл пăхăнманлăх текеннин тивлечĕ! https://www.youtube.com/watch?v=hiO3C05R1zM |
Теприсем пӗтӗмпех шкула шанаҫҫӗ.
Килте те шкулта та чӑваш чӗлхине аталантармалла текенсем ҫук-им? Мӗн-ма пайланатӑр? Килте те калаҫмалла. Ҫав вӑхӑтрах чӑваш чӗлхи шкулта та пулмаллах! Унта кӑна мар, аслӑ шкулсенче те, пурнӑҫри ытти сферӑсенче те!