Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Подлость в мыслях ничем не лучше подлости содеянной.
(Альберто Моравио)
 

Agabazar: Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Agabazar27.02.2018 22:3313697 просмотров

Килйыш. Немцев В.Л. карччынӗ.

Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.

Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.

Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.

Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе!

Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ.

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Лебедевсен килйышӗ

Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ!

Чӑваш тата вырӑс мар ытти чӗлхесем пирки калани ӗнтӗ ку.

Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхине хайне вӗренӳ тытӑмӗнчен хӑваласа кӑларма никам та шутламасть. Мӗнпур предметсене вӗрентесси, вӗрентӗве ертсе пырасси пӗтӗмпех ҫав чӗлхепе пулса пырать пулин те.

Ӑҫтан-ха чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултарайтӑр, енчен те хайхи ашшӗ-амӑшӗсем чылай чухне хайсем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ пулсан?

Канаш районӗнчи Сителти Яковлевсен килйышӗ.

Пӗтӗм пӗрлӗх, вӑл шутра патшалӑх тытӑмӗсем те, ҫине тӑрса кӗрешсен ҫеҫ чӑваш чӗлхи сыхланса юлма пултарать. Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть.

Атте-анне ҫине шанса лартса ыттисем ним те туманни кунта вырӑнсӑр. Ҫав еннелле туртса халлап ҫапакансем — пархатарсӑр харкамлӑхсем.

Ҫапла, пире пурне те атте-анне чӑвашла вӗрентнӗ. Е — вӗрентмен. Ҫапла вара юлашки 150 ҫул хушшинче пӗр мӗльюн ҫын чӑваш пулма пӑрахнӑ. Е, тен, апла мар-и? Анчах та пурперех ҫав хисеп ҫав тери пысӑк.

Шупашкар хулинчи Игнатьевсен килйышӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Attila // 2521.21.6243
2018.04.07 21:48
Attila
Аскольд йӑнӑшать теме уйлатӑп. ..чӑваш ачисем пит хӑварт нимес,лет веренесс,е акалчанла Эпир Европа с,ывахрпах выпас хыс,с,ан кайса путса вилет..Чаваш бестолковый писательсем сурчак сирпетсе хирес, латиница . .внесён кенекисене кириллицапа вуламасс,е те латаница тем более...Малалла пахмалла 21 емер!!! English рулит чавашсен иккемеш таван челхе акалчан пулмалла иностранный- выпас челхи. Pure per chavashsem Latiniza kuc,acce e 2020 e 2030 culta. .Pajan puc,las!!!)))) Turka Latiniza kuc,re SuperProgress. Узбекистан та Латиница кус,ать...Эпир малта пулмалла!!!
Attila // 2521.21.6243
2018.04.07 21:48
Attila
Аскольд йӑнӑшать тесе уйлатӑп. ..чӑваш ачисем пит хӑварт нимес,ле веренесс,е акалчанла Эпир Европа с,ывахрпах вырас хыс,с,ан кайсан путса вилет..Чаваш бестолковый писательсем сурчак сирпетсе хирес, латиница . .внесён кенекисене кириллицапа вуламасс,е те латаница тем более...Малалла пахмала 21 емер!!! English рулит чавашсен иккемеш таван челхе акалчан пулмалла иностранный- вырас челхи. Pure per chavashsem Latiniza kuc,acce e 2020 e 2030 culta. .Pajan puc,las!!!)))) Turka Latiniza kuc,re SuperProgress. Узбекистан та Латиница кус,ать...Эпир малта пулмалла!!!
2018.04.08 00:03
Акапасар, пушкăртстанра тутарсем пушкăрта çырăнаççĕ те, ку пушкăртсем чылайрах пулнине пĕлтерет-и вара? Казахстанра та çавах, аванрах вырăн тупас тесен е казах пулан, е çÿрен акку-тĕкки ĕçре, кун пирки улталама кирлĕ мар. Хаçат тăрăх Тутарстан виççĕмĕш вырăн йышăнать пурнăç условийĕсемпе. Килсе пăхăр хăвăрăн куçăрпа.
2018.04.08 06:46
Çакна тата çырса хăвармалла, тутарсем иртнĕ ĕмĕрте талпăнса пăхнăччĕ латиница куçма, пырса тухрĕ-и? Халĕ кириллица çинчех тутарла клавиатура тумашкăн аппаланаççĕ, Китайра кун пирки ĕçлеме хатĕрсем те пур. Сыснана лаша тенипе урапа туртакан пулаймасть вăл.
Agabazar // 2899.12.5768
2018.07.13 21:42
Agabazar
Вуник куккук, пĕр карăш
Авăтаççĕ пĕр харăс...
Михаил ВолковСун // 2140.69.7903
2018.07.14 00:41
Кашни халӑх ҫынниех ачине шкула янӑ-чух час-часах вӑл хамӑр чӗлхене пӗлет, урӑххисене (вырӑсла, акӑлчанла...) вӗрентӗр тет. Тӑван чӗлхене вырӑс ачи те тимлесшӗнех маррине ак мӗнрен асӑрхама пулать. Иннетри комментсенче йӑнӑш туллиех тӑваҫҫӗ мӑннисем те. ЕГЭ тытма та нумайӑшӗ пултарайманран репетитор тытаҫҫӗ ашшӗ-амӑшӗ. Ҫавӑнпа акӑлчаннисенпе танлаштарсан вырӑс шкулӗнче тӑван чӗлхи урокӗсем темиҫе хут нумайрах. Анчах усси курӑнсах кайсмать. Грамматики йывӑр, методики те мухтамаллах мар. Ытларах грамматикӑна кӑшлаҫҫӗ (зубрят) урокра:кичем, йӑлӑхтарать. Шел пулин те хамӑр тӑван чӗлхене те ҫавнашкалрахах вӗрентме хӑтланатпӑр.
2018.07.14 07:39
Пĕлместĕп вуник куккук, е тата вунвиççĕ, шутласа пăхман, мана тĕрĕслĕх хаклăрах, вăл вара сирĕн ĕмĕтĕрпе пĕртте пĕр çулпа пымашкăн шутламасть. Хăйĕн çулĕпе такăртаттарать
2018.07.15 05:32
Михаил ВолковСун, тĕрĕс, çакăн çинчен хăçантанпа çыратăп ĕнтĕ. Вырăсла вырăссем те тĕплĕн пĕлмеççĕ. Анчах та çав хушăрах пирĕн Павлă районĕнче вуннăмĕш клас пики вырăс чĕлхипе ППЭ 100 балл йышăнмаллăх тытнă. Вырăс çыравçисем чылай чухне хăйсене çавăн пек тарăн пĕлнине у çаймаççĕ. Ухмахсен çурчĕ темелле-ши? Тĕрĕспе вĕт ППЭ никĕсĕ ухмахсен çуртĕнчен тухнă пулăм, эпир вара çавна кулленхи пурнăçа кĕртрĕмĕр, телевизорĕпе те "Дурдом-2" пырать талăкĕпе. Паллă ĕнтĕ: камăн аллинче, çавăн çăварĕнче. Шкулта та директор е учитель ачисене мĕскер хăтлансан та юратьчĕ.
Михаил ВолковСун // 3040.78.6054
2018.07.15 22:27
Хальхи вӑхӑтра вак-тӗвекпе тавлашса тӗп тӗллеврен пӑрни наци "хӑймине" кӳлме, чӑмӑртанма чарать. ЕР Конституцие сӗмсӗррӗн пӑсса МОНОКУЛЬТУРИЗМ сулӑнкнеҫапптарать патшалӑха. Пӗр чӗлхе, пӗр халӑх тӑвасшӑн ҫунать ҫӳлти тюре-шара ҫӗршыва аркатас тӗллевлӗ ютран килнӗ шпионсем пек.
Ҫак хӑрушлӑха сиресси - паянхи тӗп тӗллев. Пирӗн депутатсене ятарлӑ наказсем хатӗрлесе халӑхпа сӳтсе явса памалла. Гарант Конституцие пӑсакансене явап тыттарма тупа тунӑ.
2018.07.17 05:32
Каçхине тунтикунччĕ, юрать, йывăр кун, кану хыççăн, анчах паянхине те комментарисене уçакан пулман. Модераторсенчен хăшĕ те пулсан пур-ши сывви? Неизвестный гений сайт çинче модераторпа талăкĕпе çыхăнма пулать, хуть хăш вăхăтра пăхсан та. Хăвăр вара чăваш чĕлхишĕн тăрăшатпăр тетĕр. Куратăп мĕнлерех тăрăшнине...

Страницăсем: 1, [2], 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики