Аçтахар Плотников // 2477.96.6157
2007.09.14 09:00 | |
reflejo // 2628.34.6945
2007.09.14 19:17 | |
Ку хутĕнче еп нимĕнле çăлăнăç пирки каламарăм-çке, кивелнĕ орффокраффйри тĕлĕнтермĕш пулăм çинче чарăнса тăтăм. Латтинле çырулăха чăвашсем вăjлăн тапăнса тиркессине эп чухлатăп-ха. Христиjан миссиjoнерĕсем, вырăс инттеликенчĕсем пире хамăра хамăр тиркеме вĕрентнĕ - "Есĕ вырăслан, вара тек тарçă пулмăн". Револjюццй чăвашсене пĕрремĕш сорта кăшт çĕкленĕ пулсан та, Сталин пур пуçарăва та хăртнă.
<ancah yjtu syvlăsh huskalnincen malalla atalanajmarĕ. — çын куçĕнче шăрпăка куриччен хăв куçунтине пăхмалла мар-и? > :) Админ, ку сан аjăп мар - ес ытти сайтсене пăхса ил (smi21.ru, cap.ru, chuvash.ru) - унта латтин сас паллисемпех çыраççĕ: ÿ, ç, ă, ĕ, Кирилелле Ӑӑ, Ӗӗ, Ӳӳ, Ҫҫ мар. «Chuvash.org»ра та çавах. Эп хам та латтинлисенех усă курап. Компjуттăрла Чăваш Кириле орффокраффйjĕ арпашса кайрĕ. Вăт шутла. Jenkka франтсусла е турккăлла вуласан кăна Женькка пулать. Акăлчанла вулама та пулмасть - акăлчан орффокраффйjĕ унашкаллине паламасть :) - Тшенккă. Пустуй акăлчанла вулаятпăр ан тейĕр те. Чăвашла вуласн вара Jенкка пулса тухать - чăваш чĕлхинче Ж сасă çук! | |
reflejo // 6708.9.5565
2007.09.15 00:49 | |
Cănnipe kalasan, ep haliccen Căvash shkulĕnce lattinle vĕrentmelline sĕnmen, sĕnmestĕp.
Epĕ kalaman shuhăsha man şăvara an cyhăr, THŠ. Shulta lattinle vĕrentessi şincen, Admin-tus, es hu pĕrmaj push şĕrteh sămah tapratakan. Man shutpa, căvash şyrulăhĕ ulshănmalla. Hal'hi infformazzĭ samanince kama mĕnle şyrasshăn şapla şyrajat'. CVLa şyrma vĕrenes kilsen shkula kajmalla mar. Kirilelle şyrma pĕlsen CVLana kuşma pilĕk minut. Şakna pĕlmelle kăna: | |
reflejo // 6708.9.5565
2007.09.15 00:52 | |
Атя, КУÇАР ПĔТĔМ ХАÇАТСЕНЕ, ПĔТĔМПЕХ хăв латиницу çине — сана халăх курайми пулĕ! Ку нимле çăлăнăç та чăваш чĕлхине илсе килмĕ. Е илсе килĕ тесе шутлатăн-и? Ман шутпа ку енчен ытла вăйлă аталанни — чăваш халăхне икĕ пая пайлани кăна пулĕ. Латиница лайăх япала тесе шутлаканнисем те, кириллицăпах çылахма пулать тесе шухăшлакансем те тупăнĕç. Икĕ пай! Чăваш халăхĕ унсăр пайланса пĕтнĕ, ма вара ăна тата пайлас? Пайланнă халăх — вăйсăр халăх. Ма вара кирлĕ ун пек япала? Латинла çырмалли май кирлĕ — темиçе вариантпа çрас выăнне пĕр вариантпа, пурте ăнланмалла, çырни лайăхрах. Латиница валли те пурнăçра вырăн пур — хăш-пĕр сĕрте вăл кирлĕ. Анчах та латин çырăвне кирилица вырăнне пурнăçа кĕртесси, унпа кирилицăна улăштарма тăрăшасси — ман шутпа чăваш халăхне _хирĕç_ тăвакан ĕç.
Эпĕ ăнланăттăм, енчен та кирилица хальхи вăхăта тивĕçтермест пулсан... Анчах та тивĕçтерет-çке. Ак тĕрĕ çырăвах (рунăллă çырăва) илер. Çырма май çук. Тăрăшсан унпа та çырма пулать-ха ĕнтĕ, анчах та халĕ, хальхи самантра — шрифтсем çук, Юникодра вырăнсем уйăрса паман. Кирилицăпа çырма вара пулать — кĕнекесем, хаçатсемпе журналсем тухаççĕ, сайтсенче усă курăнать.
Сăмах çитмест сирĕн пек шухăшлисем валли! Те пушă вăхăт сирĕн нумай, те урăх япала... Анчах та латиница чăваш халăхне, чĕлхине çăлса хăварма пулăшнине ĕненесси — йăнăш.
Каçар та (ак икĕ çул хушши ĕнтĕ сирĕн латиницăна вулатăп... анчах та питĕ кансĕр вулама) тен ăнланса та илеймерĕм: ancah yjtu syvlăsh huskalnincen malalla atalanajmarĕ. — çын куçĕнче шăрпăка куриччен хăв куçунтине пăхмалла мар-и? Сан хăвăн ĕçӳ (чăвашлат хатĕрлени) "syvlăsh huskalni" çеç пулса пымасть-и? Ку сăмахпа эсĕ мана хирĕç çырнă. Тăватăп сирĕн валли инстарятор, тăватăп. Программине кăна, тивĕçлине, шыраса тупасчĕ. Виçĕ-тăватă штуктупрăм, нихăшĕ те каймасть — шрифтсене лартма пĕлмеççĕ, е тӳлевлĕ.
Пĕрре те латин саспаллийĕсем мар вĕсем! Вĕсем ЧĂВАШ саспаллийĕсем!!! Чăваш! Чăваш алфавитĕнчен!
J саспалли пирки те каласа ĕнтĕ — Еннькаран Женька пулса тухать.