Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Тысячи дорог уводят от цели, и лишь одна единственная ведет к ней.
(Монтель)
 

Аçтахар Плотников: Юхма Мишши романӗсем...

Аçтахар Плотников27.08.2007 11:455945 просмотров
Юлашки вӑхӑтра эпӗ Юхма Мишшин историллӗ романӗсене хаҫат-журналсенче пичетлеме пуҫланине асӑрхарӑм. Уйӑх маларах «Хыпарта» унӑн Алмуш ҫинчен каласа паракан роман пичетлене пуҫларӗ. Халӗ, ак, «Тӑван Атӑлӑн» 8-мӗш кӑларӑмӗнче — «Пурнӑҫ ҫулӗ — вӑрӑм ҫул» (Купрат патша) роман пичетленме пуҫланӑ. Интереслӗ... Иккӗмӗш пайӗнче Н. Фёдорова ырӑ мар сӑмахпа асӑннӑ вӑл унта... ӑна пичетлӗҫ-ши... Е пичетлемӗҫ? Хальлӗхе пӗрремеш пайне анчах пичетленӗ-ха... Ҫук, иккӗмӗш пайне те пичетленӗ иккен! Ҫук... пичетленӗ чухне касса кӑларнӑ :) Пичетлемен.

Ҫӗн йӗркелӳ саманинче балкарсем те, карачайсем те хӑйсен республикине тума тӑрӑшнӑ. Ку тӗлӗшӗнчен карачайсен ӗҫӗ самаях ӑнӑҫлӑ пынӑ. Вӗсем хӑйсен конституцине туса ҫитернӗ. Карачай-Черкес автономилле облаҫӗнчен икӗ республика пулмалла: Карачай Республики тата Черкес Республики. Пӗтӗм ӗҫ питӗ йӗркеллӗ пулса пынӑ малтан. РСФСР Верховнӑй Совечӗ те ку шухӑшпа килӗшнӗ. Пӗтӗм кирлӗ хутсем ҫине пурте алӑ пуснӑ. Пӗртен-пӗр ҫын алӑ пусмалли юлнӑ — РСФСР юстици министрӗ... Анчах темӗнле ӳкӗтлесен те, темӗнле ӑнлантарсан та юстици министрӗ кирлӗ хут ҫине алӑ пусман. Ҫапла вара Карачай Республики пулмарӗ. Карачай Республики пулнӑ пулсан, Балкар Республикине тума та ҫӑмӑлчӗ. Анчах ку ӗмӗт те путланчӗ... Кайран балкарсен наци юхӑмӗ республика тӑвас тесе тата та хытланса пӑхрӗ. Анчах наци юхӑмӗн активисчӗсене коституцилле строя аркатасшӑн тесе айӑплама тытӑнчӗҫ.
Чӑнах та, хӑшпӗр халӑхсем телейсӗр ҫӑлтӑр айӗнче ҫура-лаҫҫӗ пуль ҫав.

Михаил Николаевич хӑй вӑхӑтӗнче балкарсен аслӑ та чаплӑ поэчӗпе Кайсын Кулиевпа та туслӑччӗ.


Журналта хулӑм шрифтпа палӑртнине пичетлемен.

Мӗн каласшӑн ӗнтӗ эпӗ? Ку романсене хаҫат-журналсенче пичетлени лайӑх ӗҫ. Чӑваш халӑхне те питӗ кирлӗ романсен ярӑмӗ. Чӑвашсен унпа паллашмаллах.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Анонимла // 2711.62.2279
2007.09.11 16:07
Юхма-вор.Он у Талвира произведения украл!
2007.09.11 16:28
Аçтахар Плотников
Украл тесе кăшкăрмашкăн малтан мĕн вăрлани çинчен каласа пар, ма унпек шутлани çинчен.
Victor // 2909.68.8036
2008.03.13 18:28
Victor
Кам вăл Талвир, ма уншăн калаçатăр?

Шухăшлатăп та, тен вĕсем ятарласах пичетленĕ - касса клармашкăн. Усалăн шухăшлавне пĕлес çук.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики