Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Фактов всегда достаточно - не хватает фантазии.
(Д.Блохинцев)
 

Владимир Тимофеев: Аталану партийӗн пайташӗсен демократиллӗ партисене кӗмелле!

Владимир Тимофеев12.02.2018 17:265386 просмотров

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем паллӑ пулӑмсемпе пуян. 1990-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑ кун пулчӗ! СССР саланса кайнӑ кун — 1991-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗш кунӗ! Совет саманинчех, 1991-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, Чӑваш Аталану партийӗ йӗркеленчӗ. Ӑна пуҫараканӗ тата никӗслевҫи пирӗн паллӑ юрист Николай Егорович Лукьянов. 1992-мӗш ҫулта Чӑваш Наци Конгресӗ пуҫтарӑнчӗ. Ҫав ҫулах юпа уйӑхӗнче Чӑваш Наци Конгресӗн I-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Аталану партийӗн тата Конгресӑн малтанхи утӑмӗсене тума питӗ тӑрӑшуллӑ та хастаррӑн Виталий Петрович Никитин-Станьял вӑй хучӗ. Наци Конгресӗн I-мӗш Президенчӗ Атнер Петрович Хусанкай пулса тӑчӗ. Хальхи вӑхӑтра Атнер Петрович Конгресӑмӑрӑн хисеплӗ Президенчӗ пулса ӗҫлет.

1993-мӗш ҫулта Атнер Петрович Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ҫула тухрӗ. Нью-Йорк хулинче ООН (Чӑмӑртаннӑ Нацисен Пӗрлӗхӗ) йышне кӗмен Патшалӑхсен Мӑн Пухӑвӗн ӗҫне хутшӑнчӗ вӑл! Шупашкартах Конгресӑн Аслӑ Пухӑвӗнче «Пирӗн хамӑрӑн Патшалӑха ҫӗнсе илмелле» текен вӑрӑм сӑмахпа халӑх умне тухрӗ! 1993-мӗш ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйларӑмӑр. Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ҫӗнӗ Конституцийӗсене йышӑнтӑмӑр. Конституципе килӗшӳллӗн Республикӑмӑрта пӗр Чӑваш Чӗлхи ҫеҫ пӗртен-пӗр Патшалӑх Чӗлхи пулса тӑма пултартӑр сӑваплӑ ӗмӗт-тӗллевпе сасӑланӑскерсем Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йышпа пиллӗкӗн е улттӑн кӑна пулнӑ. Хушамачӗсене, каҫарӑр та, пурне те пӗлместпӗр. Ҫав ҫынсем пурӑнаҫҫӗ! Вырӑс чӗлхи тӗрлӗ наци ҫыннисемпе хутшӑнмалли чӗлхин статусне илнӗ пулӗччӗ. 1994-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗш кунӗнче Чӑваш Республикин I-мӗш Президенчӗн Николай Васильевич Фёдоровӑн инаугурацийӗ пулса иртрӗ!

Маттур чӑвашсем сахал мар пирӗн. Вӗсенчен пӗри — паллӑ журналист Илья Арсентьевич Иванов. Килӗнче ачасен йышӗ ҫиччӗ таран. Ачисем, паллах, чӑваш чӗлхине аван пӗлеҫҫӗ. Ачисен пурин те чӑн-чӑн ӗлӗкхи чӑваш ячӗсем тата! И.А.Иванова чӑваш чӗлхишӗн тӑрӑшнипеле, чӑваш чӗлхишӗн «ҫуннипеле» темиҫе хутчен судпа айӑпларӗҫ.

Хальхи вӑхӑтри Чӑваш Наци Конгресӗн йышӗнче пурте тенӗ пекех «Единая Россия» текен парти ҫыннисем. Николай Егорович Лукьянов — Конгресс Тӗпелӗн хисеплӗ ҫынни. Паллах, ӗнтӗ,Чӑваш Аталану партийӗн ертӳҫи «Единая Россия» партийӗн йышне нихӑҫан та кӗрес ҫук. Ҫӳлерех асӑннӑ хисеплӗ ҫыннӑмӑрсем: «Эпир нимӗнле тата нихӑш партире те тӑмастпӑр», — теме юратаҫҫӗ. Анчах та, нимӗнле тата нихӑш партире те тӑманни власть партийӗпе ҫырлахнине, килӗшнине пӗлтерет мар-и вара?

Ҫӳлерех асӑннӑ хисеплӗ ҫыннӑмӑрсен наци юхӑмӗнче мӗн чухлӗ вӑй хунине манмалла-ши? Наци аталанӑвӗшӗн тӑрӑшни сая кайтӑр-и? Мӗншӗн ҫапла ҫыратӑп-ха? Ҫӳлерех асӑннӑ хисеплӗ ҫыннӑмӑрсен тата Аталану партийӗн, А.П. Хусанкай ертсе пынӑ Наци Конгресӗн йышӗнче шутланнӑскерсен «Союз Правых Сил», «ЯБЛОКО» текен партисене кӗмелле мар-и, вара??? Чӑваш чӗлхине Тӑван Чӗлхе вырӑнне йышӑнаканскерсем, Чӗлхемӗре чун-чӗререн юратаканскерсем хамӑрӑн шӑпам — малашлӑх, хамӑрӑн кун-ҫул — пуласлӑх пирки шухӑшламасӑр пурӑнма пултараймаҫҫӗ!

Мӗнле Патшалӑх-ха вӑл, Россия ятлӑскер! Чӑннипех те, Раҫҫейӗн тулаш ҫул-йӗрӗ, политики йӑнӑш ҫулпа пырать мар-и? Мӗн кирлӗ-ха Раҫҫее? Телевизорпа тӗрлӗ политика кӑларӑмӗсене пӑхнӑ майӑн мӗнле шухӑшсем кӗреҫҫӗ-ха пирӗн пуҫӑмӑрсене? Раҫҫее украин чӗлхипе калаҫман УКРАИНА, тутар чӗлхипе калаҫман ТУТАРСТАН, чӑваш чӗлхипе калаҫман ЧӐВАШ ЕН кирлӗ-ҫке! Тата ытти те.

Ҫӳлерех асӑннӑ хисеплӗ ҫыннӑмӑрсем тата ыттисем чыслӑха ҫухатрӗҫ-ши? Сутӑнчӑка тухрӗҫ-ши? Раҫҫей Ҫӗршывӗ тӗнчере хисепрен тухман пултӑр. Хисепре пулни унран хӑранинчен тӑрать мар-и? Юратни кирлӗ! Ҫӗршывсем пӗр-пӗрне юратччӑр! Курайманлӑх ан пултӑр! Ҫак шухӑшсем пирӗн чун-чӗремӗрсене ыраттараҫҫӗ мар-и???

 

Пӗтӗм Раҫҫейри демократиллӗ «ЯБЛОКО» партийӗн пайташӗ-ӗҫтешӗ Тимофеев В.Н.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимĕр Акташ // 2140.69.7903
2018.02.12 18:00
Маттур, Тимер! Рассейри демократийен юхаменче чавашсем хутшанмаллах! Каялла туртакан коммунистсемпе; варсасене пусаракан, РФ халахсен таван челхесене хистекен влас партийепе; РФ республикисене петерме ченекен лдпрпа каймалла мар! Суйлавра терес суйламаллах!
Agabazar // 1441.48.8792
2018.02.12 19:13
Agabazar
Цитата: <<Вырӑс чӗлхи тӗрлӗ наци ҫыннисемпе хутшӑнмалли чӗлхин статусне илнӗ пулӗччӗ.>>

Мĕне пĕлтерет-ха ку , çак "статус"?
Ман шутпа нихăш чĕлхен те унашкал "статус" пулма пултараймасть. Мĕншĕн тесен икĕ çын тĕл пулсан хăш чĕлхепе калаçассине хăйсем çеç татса параççĕ. Кунта вĕсене нимле "статус" та кирлĕ мар.

Кирек хăш чĕлхе те нацисем хушшинчи хутшăнмалли чĕлхе (лингва-франка) пулма пултарать. Чĕлхине пĕлни çеç кирлĕ.
Ялтан // 9259.3.8429
2018.02.13 04:23
Каллех вӗрентмелле. Чӑвашсен партисем хыҫҫӑн чупмалла мар, партисене чӑвашсен хыҫҫӑн чуптармалла . Ун пек тума паллах ӑс кирлӗ . Республикӑри тата тулашри чӑвашсене пӗрлештерсе тӑракан юхӑм пулмалла. Малтан партисем тума чарнӑ хыҫҫӑн ЧАП тенине салатса яни питӗ тӗрӗс мар ,вредительство пулнӑ. Парти тенине ятне кӑна улштармалла пулнӑ. Ӑнлантӑр пулсан,чӑваш малтан юхӑма кӗрет,юхӑм партисемпе калаҫса татӑлать.Хӑш парти чӑвашсемшӗн усӑллӑ ҫавна кӑна пулӑшать.
Agabazar // 4156.32.1630
2018.02.13 11:49
Agabazar
Аха, чупрĕç тит партисем чăваш хыççăн... Чăвашсăр пуçне ниепле те пурăнма пултараймаççĕ тит. А ЧАП пирки тĕрĕсех калатăн: ЛДПР-2 ят памалла пулнă та — мĕнпурĕ шиттă-криттă пулатчĕ! Епле ансат! Ара, пурте йĕри-таврара шутсăр айван-ха та..... Программăпа Устава та никам пырса вулас çукчĕ, парти ячĕпе тухса тăракан хаçатсене те , листовккăсене те.... ЛДПР-2 тенипе мĕнпур çиловиксем харлаттарса çывăрма пуçлатчĕç!
Виттус // 3688.21.2010
2018.02.13 15:02
Кирлĕ ыйту хускатнă.Тĕплĕ калаçу ирттерсен усăллă пулĕччĕ.
Agabazar // 1340.43.1445
2018.02.13 19:18
Agabazar
Ара, калаçăвĕ пырать вĕт-ха. Кунта килмелле те — мĕн те пулин çырса хăвармалла.
Ялтан // 9259.3.8429
2018.02.14 04:37
Мĕн те пуллин акапасарĕ кăна çырма юратать. Ятарласа лартнă çынсем пулнă ЧАП ертÿçисем,çавăнпа çапла тунă. Паян та тÿнтерле демократи,ыран эп каланă пек пулĕ. Чăвашсен уйрăм партисене уйрăмăн кĕмелле мар. Малтан чăвашсен хăйсен пĕрлешмелле.
Agabazar // 3740.62.7949
2018.02.14 15:20
Agabazar
ЧАП ертÿçисене никам та ниçтан та "ятарласа лартман". Шет вара вĕсене Кремĕлтен Ельцин хушнипе кунта килсе юри вырнаçтарнă? Çук, апла мар!

Вăт ку "Ялтан" текеннине чăннипе нимĕнле ялтан та мар, шăпах Кремĕлтен килсе вырнаçтарни пирки вара иккĕленÿсем çукпа пĕрех!

Чăвашсем пĕрлешни пирки.... "Чăвашăн вырăсланмалла" текен чăвашпа "чăвашăн вырăсланмалла мар" текен чăваш пĕр-пĕринпе епле "пĕрлешме" пултараççĕ? "Чăвашăн вырăсланмалла" текен чăваш чăннипех та чăвашах-ши? Е вăл "агент влияния" текенни çеç?
Илле // 3692.22.5255
2018.02.24 12:42
В.Тимофеев хоспочына лайăхах пĕлейменнисем çак шухăша урă шухăш тесех йышăнма пултараççĕ ĕнтĕ. Ман апла йышăнас килмест. Сăлтавĕсем пур.
1.Раççейре демократиллĕ парти пуррине нимпе те çирĕплетсе паман. Ак халь чăвакш чĕлхи урокĕсене Путин "кошмарит" тунă чухне мĕншĕн Панулми сас памасть? Çĕрĕк панулми пулнипе мар-и?
2.Чăвашсен уйрăм партине тума саккун ирĕк памасть.
3."Чемократ" тесе кĕпине çурса кăтартма хатĕр пек курăнакан В.Тимофеев мана нумаях пулмасть çапла çыру ячĕ: "Валентин Сергеевич Шурчановăн çуралнă кунĕ!" Ун шучĕпе, çав едро-суякоммуняк çуралнă кун та пирĕншĕн уяв пек пулмалла имĕш.
Танк никама та ырри патне илсе çитермест, ахăртнех.
Agabazar // 3992.06.7574
2018.02.24 15:02
Agabazar
"Панулми" текенни мĕнпурĕ те çав Григорий Алекçейччă Явлинский текенни çинче çеç тытăнкаласа тăрать. Вăл пулмасан, асăннă парти "ноль".

Мĕнпур çĕрĕк-харăксем çав панулмирен тымарланса тухнă. Навыльный, Яровая, Мизулина текеннисем — пурте çавăнтан. Вĕсемшĕн "Яблоко" трамплин пек япала çеç пулнă. Хальхи йаплăккăсем те çавнашкал пулмĕç тесе кам шантарса калама пултарать?

ЧАП "Кремль проекчĕ" пулманни пирки каларăм-ха та, анчах та кунта çакна шута илмелле. Вăл вăхăтра ун йышне çапах та темиçе провокатора кĕртсе яма пултарнă пулас. Хайхи провокаторсем унта та кунта "вырăссене хăваласа ямалла!" тесе кăшкăрашса çÿренĕ. Çапла вара çавсене пула мĕнпур ЧАП çине хура мĕлке ÿкме пултарнă.

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики