Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Не всякому человеку даже гуссарский мундир к лицу.
(Козьма Прутков)
 

Аçтахар Плотников: Чура ӗмӗчӗ: хуҫа туянмалӑх пасар пулинччӗ

Аçтахар Плотников03.02.2018 22:4612076 просмотров

Статья ячӗ — Станислав Ежи Лец поляк сӑвӑҫи тата философӗ хайланӑ афоризм. Полякла вӑл ҫапла ҫырӑнать: «Marzenie niewolnikow: targ, gdzie mozna sobie kupic panow», вырӑсла вара ӑна ытларах «Мечта рабов: рынок, где можно было бы покупать себе господ» тесе куҫараҫҫӗ. «Чура ӗмӗчӗ: хуҫа туянмалӑх пасар пулинччӗ» тесе чӑвашла хам пӗлнӗ пек куҫартӑм (тен, эсир лайӑхрах та ҫавӑрттарса хума пултараятӑр — комментарире сӗнӗр).

Мӗн пирки сӑмах хускатасшӑн-ха? Нумай пулмасть Шупашкар Раҫҫейӗпех чапа тухрӗ — парӗн шӗкӗр хулара, имӗш, Навальнӑй йӗркеленӗ «саккуна пӑхӑнман» митингра чи нумай ҫынна тытса чарнӑ. Шел те, ҫакна хӑй вӑхӑтӗнче ҫутатма май килмерӗ. Ӗҫ пӗр купаччӗ те, хыпарсемпе паллашма та вӑхӑт ҫукччӗ. Кайран вара кая юлтӑмӑр — пулӑм иртсе кайнӑ хыҫҫӑн 3-4 кунран хыпарлани йӗркеллӗ япалах мар. Ҫавах та иртнӗ вырсарникунхи митинг пирки пӗр-ик сӑмах ҫырасах терӗм. Тӗрӗсрех, ун хыҫҫӑнхи лару-тӑру пирки.

Сӑмаха Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире ӑс пухакан ачапа Наталья Андрианова вӗрентекен хушшинче пулса иртнӗ калаҫу пирки хускататӑп. Хайхи ҫак ача Навальнӑй митингне ҫитнӗ тет, ӑна унта йӗрке хуралҫисем ярса тытнӑ тет. Кун хыҫҫӑн пирӗн вӗренӳ министерствинчен хушу килет — ачапа, имӗш, ӑнлантару ӗҫне ирттермелле. Ирттернӗ те. Хальхи ачасем вара питӗ харсӑр, хӑйсене мӗнле тытмаллине пит лайӑх пӗлеҫҫӗ. Унпа калаҫу пуласса сиссе диктофон ҫутнӑ, вара унта мӗн калани тепӗр кунах, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнчех, тӗнче тетелне лекнӗ. Эп хам унта мӗн каланин расшифровкипе «7x7» ресурсра паллашрӑм. Камшӑн кӑсӑклӑ — каҫӑпа каҫса вулама пултаратӑр. Итлеме те.

Ӑна итленӗ хыҫҫӑн кашнин, паллах, хӑйне май шухӑшсем пулӗҫ. Пӗри ачана мухтӗ, тепри — хурлӗ. Ку кашни ҫыннӑн хӑйӗн ирӗкӗ. Ҫавах та хамӑн пӗтӗмлетӳсене пӗлтерем.

Калаҫӑва итлесен паянхи пурнӑҫра тӗп вырӑнта шкул пулни питӗ пӑшӑрхантарать. Ашшӗ-амӑшӗ ачана темле ӳстерсен те шкул системи ҫак хутшӑнӑва май ҫитнӗ таран савӑл пек хӗсӗнсе кӗме тӑрӑшать (ашшӗ-амӑшӗ ирӗк параҫҫӗ пулсан шкулӑн мӗн ӗҫ унта?). Ҫакна сӑнатӑн та паянхи шкул ачана ӑс пама мар, «ҫӳлтисене» юрама вӗрентме тӑрӑшни курӑнать. Те чӑн та ҫутта тухса пӗтрӗмӗр, те ӑс парасси халь малти вырӑнта мар. Те патшалӑха ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем кирлӗ мар пулса тӑчӗҫ, ытларах «чурасем» ӳстерме тӑрӑшать.

Чурасем тенӗрен, калаҫӑва хутшӑннӑ икӗ педагог шӑп та лӑп ҫавсен ретӗнчен. Станислав Ежи Лец тӗрӗс палӑртма пултарнӑ — чурана темле ирӗклӗх парсан та вӑл унтан хӑрать, хӑйне валли хуҫа шырама пикенет. Калаҫӑва хутшӑннӑ вӗрентекенсене те ӑнланма пулать: вӗсем патшалӑхран укҫа илсе тӑраҫҫӗ, ӑна, «патшалӑха» юрамасан, ӗҫсӗр те тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Ан тив, ӗҫ укҫи пысӑках ан пултӑр, ҫавах уншӑн та хытӑ пӑшӑрханаҫҫӗ. Леш хайхи ӗҫ укҫи йӑлт «ҫӳлтисене» пула пӗчӗк пулнине пӗлеҫҫӗ (те чухламаҫҫӗ те...) пулин те ҫавах вӗсенех хӳтӗлеме тӑрмашаҫҫӗ. Ирӗксӗр ҫын ҫунат сарма хӑрать. Ҫунат сарсан ун чунӗнче мӗнле те пулин туйӑм ҫуралсан та шиклӗхпе уҫӑмсӑрлӑх кӑна пулаять. Малалли пурнӑҫ мӗнле пуласси паллӑ марри хытӑ хӑратать. Шӑп ҫавна пулах ҫав «чурасем» хӑйсен пӗчӗк шалу укҫисемшӗн вилсе каясла тытӑнаҫҫӗ. Пӗр-ик пус хушса парсан савӑнаҫҫӗ, чакарсан шыв хыпнӑ пек шӑп тӑраҫҫӗ.

Пӗлтӗр эп «Революци валли вӑхӑт пиҫсе ҫитнӗ-и?» статья ҫырнӑччӗ. Унта пирӗн пурнӑҫ хӑҫан ҫӗнӗ ҫул ҫине тӑма (революци ҫав ӗнтӗ вӑл) пултарнине кӑтартма тӑрӑшнӑччӗ. Вӑт хӑҫан та хӑҫан кивӗлле (е тепӗр май каласан, чуралла) пурӑнма хӑнӑхнисем сахалланса ҫитӗҫ, хӑҫан та хӑҫан ҫӗнӗлле, ирӗкре ҫунат сарма пултаракансем вӑй илӗҫ — ҫавӑн чухне кӑна эпир совет саманинчен те, ытти ҫӗрӗк те пӑнтӑх япаласенчен хӑтӑлма пултараятпӑр. 6-мӗш гимназире пулса иртнӗ калаҫури шкул ачи — шӑп та лӑп ҫӗнӗ пурнӑҫ тума пултараканскер те. 15–16 ҫултисем, совет саманине кинопа кӗнекесем тӑрӑх ҫеҫ пӗлекенскерсем ҫӗнӗлле пурӑнма пултараҫҫӗ те. Ку ачан шӑпи мӗнле пулассине пӗлместӗп те (ӑна Турӑ кӑна пӗлет), анчах вӑл — ҫав ҫӗнӗ пурнӑҫӑн сӑнарӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1908.96.9709
2018.02.04 00:10
Agabazar
Пирĕн чăваш хушшинче çав тери начар йăла пур: афоризм пекки таçтан илтеççĕ те — тÿрех вырăсла хаплаттарса хума васкаççĕ.

Чăннипе вара леш афоризмăн чăн-чăн çăлкуçĕ пачах урăх чĕлхере пулма пултарать. Пуçланать вара çĕмрĕк челеффон мыскари...

Хальхинче аван ĕнтĕ: пĕтĕмпех илсе кăтартнă.

Пирĕн хăшпĕр "чурасем" хăйсене валли "Навальный" текен хуçа туянасшăн пулмалла.
2018.02.04 01:38
Аçтахар Плотников
Мошков вулавӑшӗнче ку афоризмӑн вырӑсла 5 вариантне илсе кӑтартнӑ: http://www.lib.ru/INPROZ/LEC/translations.txt Ҫавӑнпа пирӗн чӗлхере пӗр пилӗк вариант пулсан та йӗркеллӗ пулӗ.
Навальнӑй пирки вара хам статьяра ҫырсаччӗ: пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, хать вӑл, хӑть Собчак, хать Грудинин — пурте пӗр тан. Пире ҫавах вӑйлӑ аталанма нихӑшӗ те «ирӗклӗх» парас ҫук.
Agabazar // 3600.09.7851
2018.02.04 06:46
Agabazar
Уйрăм çынран мар, пĕтĕмпех лару-тару еплерех çаврăнса тухнинчен килет.

Лару-тару еплерех çавранса тухассине вара никам та пĕлмест.
Тимĕр Акташ // 2140.69.7903
2018.02.04 15:03
Теп шухаше - хальхи самраксем малтанхи совет ару пек мар - харавса мар! Весене чекистсем персе велермен, "раскулачить" туман, килтен хаваласа, Сепере яман, кемел тухьясемпе, хушпусене, теветсене туртса илмен, саратман,"халах ташмане" тесе ятласман, весене термесене, ГУЛАГа яман, есрен хаваламан. Весем, вахат ситсен, кирле пулсан, сене революцийене тума харамассе. Тума пултарассе.
1991-меш султи пекех сене ГКЧПне сентерме пулма пултарассе. Кам сак сене революцийене ертсе пыре - урах ыйту. Вахат ситсен - тупанес!
Ялтан // 9259.3.8429
2018.02.04 16:13
Парасса кĕтсе лармалла мар ĕнте. Вĕренес пулать,вĕрентес пулать ирĕклĕ пулма. Малтан пĕчĕк çитĕнÿсем тума вĕренмелле, кайран пысăкрахисене. Пирĕн пек халăхсемпе пĕрле пулмалла. Пĕтĕм ыйтусем çине ЧĂВАШЛА ХУРАВ памалла. Пире, чăвашсене каять темелле мар. Навальный хыççăн та ыттисем хыççăн та каймалла мар,вĕсемпе усă курмалла кăна.

Страницăсем: 1, [2]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики