Agabazar // 1348.06.9510
2017.04.12 22:34 | |
Ваççа. // 9259.3.8429
2017.04.13 05:41 | |
Паллах шкулта "латынь" алфавичĕ çине куçма кирлĕ мар. Куçма та сире никам та ирĕк памĕ. Ытти çĕрте чарни вырăнсăр. Конституци те чармаç ун пек тума. Кам та пуллин çырас тет пулсан, çыртăр. Параллельно ,хушма алфавит тăвас текенсем пур пулсан туччăр.Саккун тăрăх чару çук. Паян чăваш чĕлхи мĕнле янранине , латын алфавичĕпе усă куракансен , ăнланма йăвартарах. Тĕнчене çывăхрах пулас тесен латынь алфавичĕпе усă курса та çырас пулать. Икĕ чĕлхеллĕ халăха икĕ алфавит! Çавăн пек тусан тиркекенсем чылаях пулĕç,анчах та халăхшăн ку ĕç усăллă пулĕ. Ман шутпа ,Микулай,ку ĕçе сирĕнех тумалла. Чăваш сасси мĕнле янранине тĕнчипех ăнланмалла пултăр. | |
мучи // 2150.17.5504
2017.04.13 08:34 | |
Дунай Пӑлхарсем, кирилицӑпа тахҫанах ҫирлахаҫ. | |
CVLat // 1141.7.1851
2017.04.13 09:21 | |
Lattinle şyrassi ansat. 22 sas palli tata pĕr ' şemşelĕh palli.
Uşă sasăsem: vărăm - a e i ü u y kĕske - ă ĕ (+ ̆ kĕskelĕh palli: ĭ ŭ ŏ) Hupă sasăsem m v n l r j - jalan janravlisem p t c k - pitĕrĕncĕk sassem s ş š h - hĕsĕncĕk sassem ' - şemşelĕh palli (măkăn', tăvat', hal') Căvašlannă jut sassem: o, f, z, t.yt. 'Offizzios'. "Ача" - "Aca", "Чуччу" - "Cuccu", "Ăшчик" - Ăšcik, "Тухья" - "Tuhjа", "Раща" - "Raşşa". Hupă sasăsem m v n l r j (jalan janravlisem) p t c k (pitĕrĕncĕk šavlisem) s ş š h (hĕsĕncĕk šavlisem) | |
CVLat // 1141.7.1851
2017.04.13 09:35 | |
Политтикăлла сăлтавпа алфавита улăштарасси текех иртнĕ ĕмĕр ĕçĕ.
Казах преситенчĕ паллах Раççейрен хăрать, ăна хăйĕн халăхĕн нацилĕх туйăмĕ вăйлă пулни кирлĕ, анчах паянхи кунччен назарбаевлăх туйăмĕпе кăна арпашни юлашкинчен хăйне хăратса пăрахрĕ пулмалла, мĕншĕн тесен казах чĕлхи тем чул укçа тăксан та поппулярный мар, халăх вырăс чĕлхине ытларах килĕштерет. Паян Раççей аннекси сĕнсен казахсем рефферантумра алхапăлах Раççее кĕресшĕн пулĕç тесе хăрать Вăтам Ази пуçлăхĕ, хăй вилсе кайсан казахсене мĕн пулĕ тесе пăшăрханать. Чăвашсен ун пек хуйхă пулмалла мар. Пур тĕрлĕ те çырма пĕлмелле - чи хакли пĕр-пĕринпе мĕнле те пулин чăвашлах хутшăнма пултарасси, пĕр-пĕрне итлесси. Анне чĕлхи чĕрене çывăх, ун урлă тĕрĕслĕхе тата чăнлăха ăнланма чылай хут çăмăлрах. | |
Agabazar // 3264.70.1584
2017.04.13 14:43 | |
Этот комментарий удален. Причина: кÿрентерÿ | |
Agabazar // 2375.06.9976
2017.04.14 17:39 | |
Казахстанра 1991-мĕш çултанпа пысăк лшăнусем пулса иртнĕ.
Çавсенчен пĕри — казахсен шайĕ (проценчĕ) йышра хăвăрт ÿссе кайни. СССР тапхарĕнче çурринчен сахалрах пулнă пулсан, халĕ 70% еннелле. Вăт пырăр та калаçăр казахсемпе! Паллах, апла пулин те унта казах чĕлхин пĕлтерĕшне çĕклесе яма çав-çавах йывăр-ха. Анчах та ку — урăх ыйту. |
Ахăртнех пичетре сиксе тухни пирки сăмах пырать пуль. Уйрăм çын (Иванов, Петров, Сидоров...) пуçĕнче кирек хăш самантра сиксе тухма пултарать.