Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Великодушное сердце может полюбить из жалости.
(Ф. М. Достоевский)
 

Agabazar: Чӑваш (этноним)

Agabazar26.11.2017 10:0211841 просмотров

Пӑлхар хулашӗнчи ҫыруллӑ тата ҫырусӑр чулсем. Михаил Козловский фотовӗ.

Чӑваш (нумайлӑ хисепре чӑвашсем) — чӑвашсем хӑйсене хӑйсем чӗнмелли сӑмах, этноним (эндоэтноним). Ытти халӑхсем ку тӗлӗшпе усӑ куракан сӑмахсем те (экзоэтнонимсем) ытларах чухне ҫакна ҫывӑх, харпӑр чӗлхен фонетикине кура ҫеҫ кӑштах уйрӑлса тӑма пултараҫҫӗ.

Этнонимсене асӑннӑ чухне вырӑс чӗлхинче ытларах чухне нумайлӑ хисеппе усӑ кураҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗрреллӗ хисепре несӗл категорийӗн витӗмӗ пур — арҫынсемпе хӗрарӑмсене тӗрлӗрен асӑнма тивет. Чӑваш чӗлхинче кунашкал нуша ҫук та, ҫавӑнпа пӗрреллӗ хисепрех калама пулать.

"Чӑваш" этнонима асӑнни XVI ӗмӗртен маларах ниҫта та тӗл пулмасть. Ҫапла вара ун пирки Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче тата территорийӗнче ҫуралса аталанса кайнӑ теме тивет. Ҫавӑн пекех, асӑннӑ вӑхӑтчен халӑха урӑх ятпа (урӑх ятсемпе) чӗннӗ теес пулать[1].

Чи малтанхи асӑнусем тенӗ чухне хӑй вӑхӑтӗнчи ҫӑлкуҫсене шута илсе шак хумалла. Каярахпа аса илсе маларахри ҫулсене "кутӑн хисеппе" асӑнни шутланмасть. Калӑпӑр, А.К.Лызловӑн "Скифская история" кӗнекинче чӑвашсене 1508-мӗш ҫулпа ҫыхӑнтарса асӑннӑ[3]. Анчах та вӑл кӗнекене тӳррипе XVII ӗмӗр вӗҫӗнче ҫеҫ ҫырнӑ. Тата, кунсӑр пуҫне, чӑвашсене 1469-мӗш ҫултах пӗрремӗш хут асӑннӑ текен суя хыпар та пур[4]. "Чӑваш" тенине ҫӑлкуҫсенчен пӗрремӗш хут чӑннипе 1511-мӗш ҫулта бесермансем тӗлӗшпе асӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ[5].

 

Сигизмунд фон Герберштейн (1486 — 1566), Австри дипломачӗ, Вырӑс патшалӑхӗнче икӗ хут пулнӑ: 1517-мӗш ҫулта тата 1526-мӗш ҫулта (март-ноябрь). Иккӗмӗш ҫулҫӳревре мӗнпе паллашнисем пирки дипломат каярахпа, 1549-мӗш ҫулта, латин чӗлхипе ятарлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Унӑн ячӗ — Rerum Moscoviticarum Commentarii (Мускари ӗҫсем пирки ҫырни). Вӑл кӗнекере чӑвашсем пирки асӑнни те пур, Латинла текстӑн вырӑсла куҫарӑвне чӑвашлатсан вӑл ҫапла курӑнать[6]:

Ку ҫӗрӗн <Хусан ханлӑхӗн> патши вӑтӑр пинлӗ ҫар кӑларса тӑратма пултарать, ытларах ҫуран ҫарҫӑсене, вӗсенчен ҫармӑссемпе чӑвашсем — пултаруллӑ ухӑҫсем, чӑвашсем ҫавӑн пекех шыв тӑрӑх ҫӳрес ӗҫе пӗлнипе те палӑрса тӑраҫҫӗ

Ҫав кӗнекеренех, тата тепӗр тӗлтен:

Пакша тирӗсене те тӗрлӗ вырӑнсенчен илсе килеҫҫӗ, ытларах Ҫӗпӗртен, урӑх хуть те мӗнле ҫӗртен те пахараххисем — Хусан ҫывӑхӗнчи Чӑваш Енрен.

Курӑнать ӗнтӗ, ку тапхӑрти авторсем пурте "чӑваш" тенине чат этноним пек илсе кӑтартаҫҫӗ, — нимӗнле ытти оним (соционим, антропоним, конфессионим т.ыт.те) пек те мар. Ҫакӑ А.Курбский 1552-мӗш ҫулта асӑннинче уйрӑмах аван курӑнать[7]:

Егдажъ преплавишася Суру рѣку, тогда и Черемиса Горняя, а по ихъ, Чуваша зовомые, языкъ особливый, начаша встрѣчати по пяти сотъ и по тысящѣ ихъ, аки бы радующеся цареву пришествію: понеже въ ихъ землѣ поставленъ оный предреченный градъ на Свіягѣ.

Этимологи

Халиччен "чӑваш" сӑмах этимологийӗ пирки нумай каланӑ. Халӗ те калаҫҫӗ, малашне те калӗҫ. Версисем, гипотезӑсем, ӑнкарусем, шахвӑртусем вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлаҫҫӗ. Вӗсем пирки ҫырса кӑтартассине те вӗҫӗ-хӗррисӗр тума пулать. Анчах та унашкал туни — ӑнӑҫлӑ ҫул-йӗр мар, меншӗн тесен уйрӑм йывӑҫсем хушшинче вӑрманӗ хӑй таҫта тарса пытанать. Ун пек ан пултӑр тесен, тӗрлӗрен ҫӳп-ҫапа ни шеллевсӗр айккинелле шӑлмалла.

Н.И.Ашмарин чӑваш этноним пирки

Н.И.Ашмарин "чӑваш" сӑмах малтан кӑшт урӑхларах янранӑ тесе шутлланӑ. Сӑмаха фонетика енчен тишкернӗ хыҫҫӑн вӑл ҫапла каланӑ[8]:

Всё это заставляет нас предположить, что слово «чӑваш» в старину произносилось чувашами несколько иначе, чем теперь, и именно в одной из следующих форм: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć или ćы̆вас (ҫуаҫ, ҫуас, ҫӑваҫ, ҫӑвас); в этом то более древнем виде оно и было взято черемисами в их богатый чувашизмами язык.

<Куҫару: Мӗнпурӗ пире ҫапла шутлама хистет: "чӑваш" сӑмах ӗлӗк хальхинчен урӑхларах янранӑ, пайӑррӑн каласан, ак ҫак формӑсенчен пӗринле: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć е ćы̆вас (ҫуаҫ, ҫуас, ҫӑваҫ, ҫӑвас); ҫакнашкал хапапа вӑл чувашизмсемпе пуян ҫармӑс чӗлхине кӗнӗ.>

Кунта мухтавлӑ ӑславҫӑ "чӑваш" сӑмахӑн маларах пулма пултарнӑ тӑватӑ формине асӑнать — ҫуаҫ, ҫуас, ҫӑваҫ, ҫӑвас. Куратпӑр ӗнтӗ, вӗсен хушшинче ҫӑваҫ текенни те пур. Кунтан та ытларах, вӑл шӑпах ҫак варианта мала хунӑ темешкӗн май пур. Акӑ мӗн вулатпӑр унӑн "Болгары и чуваши" кӗнекинчи (Хусан, 1902) 49-мӗш страницӑра:

В Шибулгинской волости Цивильского уезда мы знаем одну чувашскую деревню под именем Ҫӑваҫ(ćы̆ваć); может быть эта местность, где теперь расположена деревня, была заселена некогда другой народностью, и, составляя таким образом отдельную чувашскую колонию, поместившуюся среди населения иного происхождения, и была отмечена подобным наименованием в отличие от других соселних селений, принадлежащих другому племени.

<Куҫару: Ҫӗрпӳ уесӗнчи Энтриел вуласӗнче эпир Ҫӑваҫ(ćы̆ваć) ятлӑ чӑваш ялне пӗлетпӗр; тен, ҫак ял вырнаҫнӑ таврашра урӑх йӑх пурӑннӑ пуль, ҫапла вара, хайхи леш йӑх хушшинче уйрӑм чӑваш колонийӗ никӗсленсе, ыттисен хушшинче ҫав уйрӑлса тӑракан ятпа палӑрнӑ.>

Ҫапла вара, Николай Иванович "чӑваш" сӑмахӑн маларахри палӑрӑмӗ тесе "ҫӑваҫ" сӑмаха шутланӑ. Ҫав ятлӑ ял (тӗрӗсрех, Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ) чӑнах та пулнӑ, вӑл халӗ те пур, анчах та унӑн ятне, "ҫӗтӗк" тени такама килӗшменнипе, 1927-мӗш ҫулта пӑрахӑҫланӑ[9].

Н.И.Егоров тата В.Г.Родионов чӑваш этноним пирки

"Ҫӑваҫ — чӑваш" пулма пултарасла ҫыхӑнӑва чӑн малтан пӳрнепе тӗллесе кӑтартаканӗ Н.И.Ашмарин пулни курӑнчӗ иккен. Н.И.Егоров тата В.Г.Родионов филологи ӑславӗсен докторӗсен ӗҫӗсенче ҫакнашкал ҫыхӑну татах та витеререх ҫутӑсемпе ҫуталса кайнӑ[10][11].

"Чӑваш" умӗн "Ҫӑваҫ" пулнӑ, тейӗпӗр. Анчах та мӗн-ха вӑл Ҫӑваҫ? Н.И.Ашмарин ҫак ыйту ҫине хурав паман (И.Н.Юркин каланисене комментариленине шутламасан). Тӗрӗссипе, вӑл ыйтӑвне те лартман кунашкал лаптӑкра. Чӑн та, мӗне пӗлтерме пултарнӑ-ха "ҫӑваҫ" тени?

Н.И.Егоров тата В.Г.Родионов, — чӑваш этноним тавра хӑйсен шухӑшларӑшӗсене пуҫланӑ чухне, — тӗнчере Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ ятлӑ ял пуррине пӗлнӗ-ши? "Болгары и чуваши" кӗнекере Ҫӑваҫ ойконим пирки авторӗ (Н.И.Ашмарин) мӗн каланисене ӑша хывнӑ-ши? Халлӗхе ку тӗлӗшпе нимех те уҫӑмлӑн калама май ҫук. Ҫапах та вӗсем те, Николай Иванович Ашмарин пекех, хайхи "ҫӑваҫ" патнех пырса тухнӑ. Пырса тухнӑ ҫеҫ те мар, унӑн кӑкӗ-тымарне те ӑнкарма пуҫланӑ.

 

Вӑт ҫавӑн пек.

Ку материала ҫырнӑ чухне чӑвашла Википедири статьяпа усӑ курнӑ.

 

Бесермансем Санкт-Петербургра.

Хушса пани. Zhendoso сӑмахӗ

Хотел бы сказать по поводу таинственного племени суан/суван, о котором написано в Записках ибн-Фадлана и название которого все, кому не лень, интерпретируют как сувар, суаз и "сватают" в предки чувашам. Сейчас я склонен считать, что в Мешхедской рукописи нет никакой ошибки переписчика, и это племя действительно называлось suan/suwan, как и написано. В принципе ни один исследователь не имеет права изменять или искажать данные того или иного источника до тех пор, пока им не будут приведены неопровержимые доказательства того, что это необходимо сделать. То есть, пока не будет доказано, что переписчик ошибся, следует считать, что племя "бунтовщиков", во главе которых стоял князь Врг (Вираг или Вайраг) называлось suan/suwan.

 

<Куҫару: Ибн Фадлан ҫырӑвӗсенче кӑтартнӑ тӗлӗнтермӗш суван/суан йӑхӗ пирки калас килет. Ӑна кашни ӳркенмен ҫын, — сӑвас/сӑвар евӗр курса, — чӑваш несӗлӗ пек ҫураҫма хыпаланать. Халь эп шутлатӑп, Мешхед алҫырӑвӗнче нимӗнле йӑнӑш та ҫук, ҫапла вара йӑхӑн тӗрӗс ячӗ чӑнах та suan/suwan пулнӑ, — мӗнле ҫырнӑ, ҫавӑн пек. Чӑннипе нихӑш тӗпчевҫӗ те, пӑркалантарайми ӗнентерӳсем ҫук пулсан, ҫӑлкуҫа улӑштарма пултараймасть. Текста тепӗр хут ҫырса илекенӗ чӑнах та йӑнӑшнине ҫирӗппӗн ӗнентериччен, "пӑлхавҫӑсен" Врг (Вираг е Вайраг) ертсе пынӑ йӑхне suan/suwan тесе шутлас пулать.>

Хушса пани. Владимир Болгарский сӑмахӗ

Владимир // 2199.12.8952

2012-12-19 01:35

Ҫӗрпӳ районӗнче "ҫӗтӗк ҫӑваҫ" ятлӑ ял пур. Вӑл ят ҫын ячӗ пулни, пӗлтерни паллӑ ӗнтӗ. Калӑпӑр , хӑшӗ-пӗри ҫӗтӗк сӑмах ӗлӗкрех лайӑх тенине пӗлтернӗ тесе шутласа тупӑйӗ-и тен?

Владимир // 4112.95.9038

2012-12-20 20:15

Пур, Медикасси ҫумӗнче. Вырӑсла темлеччӗ, астумастӑп, те Вторые Тюрары,те Анчиккассы. Йӑнӑшма та пултарап, вырӑсла ячӗпе. Анчах та чӑвашла вӑл яла тавраллипех "Ҫӗтӗк ҫӑваҫ" теҫҫӗ.

Владимир // 1577.79.0137

2012-12-22 19:46

Ыйтун вӗҫне ҫитсен вара эпир маттур пулнине пӗлтереть. Анчах та мӗншӗн ҫӗтӗк ҫӑваҫ? Ҫавӑ питӗ кӑсӑклӑ. Ман шутпа ӗлӗк "ҫӑваҫ" тени хамӑр ҫын тенине пӗлтернӗ пек туйӑнать? Пирӗн ҫӑваҫ-пирӗн ҫын, хамӑр ҫын тени пулнӑ пуль. Пӗр ҫӑвара(масарта), вильсен пӗрле пулни, ӗлӗк нумай пӗлтерӗшлӗ пулни паллӑ.Ҫӗтӗк тени, начартарах тени ӗнтӗ вӑл, пурнӑҫ йӗркипе пынинех пӗлтереть. "Бедный родственниксем" кашни халӑхрах, кашни пысӑк ушкӑнрах пур.Унта ним япӑххи те ҫук.

Владимир // 4112.95.9038

2012-12-20 20:30

http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=303"

Кунта "Чувашский энциклопединче" те "Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ" тесе ҫырнӑ. Тӗлӗнмелле, ял ячӗнчен.Трак ж/д станцийӗнчен 4 ҫухрӑмра кӑна ларать ку ял. 1927 ҫулчен официаллӑ ятпа Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ ятлӑ тесе ҫырнӑ энциклопединче. Ялӗнчисем мӗн тесе чӗнеҫҫӗ хӑйсен ялне пӗлмес, анчах та тавраллисем, точнӑ калама пултарап, Тракьенсем (Красноармейски районӗнчисем) питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ унти ялсене, халӗ те ялан Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ теҫҫӗ вӑл яла.

 

Владимир Болгарский тата мӗн каланисемпе унӑн ку ыйтупа ятарласа ҫырнӑ статйинче паллашма пултаратӑр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1152.51.6853
2017.11.30 09:18
Agabazar
Меххочăх вăйпут,
Тĕнчере, чăваш чĕлхинче Çăваç сăмах пур-и?

Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и?

Çĕтĕк Çăваç ятлă ял пур-и?
Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и?

Çав ял ячĕ ăçтан тухнине пĕлетĕр-и? Ку ыйтупа архивсенче чакаланнă-и?
Вăт кайăр та чакаланăр! Вара унта мĕн шыраса тупнине пире пĕлтерĕр.
Agabazar // 1152.51.6853
2017.11.30 10:14
Agabazar
Меххочăх:
ЧĂВАШ сăмах çăваçран тухман, çăваç сăмах ЧĂВАШ сăмахран пулса кайнă тени тĕрĕсрех .
============================================
Вĕренмелле, вĕренмелле татах та вĕренмелле!

Аспуккине пĕлетне?
Пĕр чĕл çăкăр çиетне?

Кунашкал сÿпĕлтетме кашни çапкаланчăк пултарать. Чăннипе вара вăл фонетика саккунĕсене хирĕçлет. Калăпăр "чăрăш" тенинчен "çăрăш" пулса тăма пултарать-и?

Пур-и чăваш чĕлхинче çавнашкалли? Ик-виç тĕслĕх те пулин илсе кăтартма пултаратăн-и?

Тата вăл епле пулса тухать: Чăвашран — Çăваç, унтан вара Çăваçран каллех Чăваш? Çынна ан култарăр! Хăвăр кун пирки урăх чĕнмесен, хам та урăх шарламăп.
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2017.11.30 18:28
Лапра çăвар ,Акапасар.Архивра та справочниксенче те çĕнни çук. Кивĕ япала çине кивĕ куçпа пăхсан "чăваш" ят яланлăхах "ăнлантарса пама çук çамах"пулса юлать. Сăмсаран мала пăхма вĕренĕйместĕр ĕнте. Мĕнле тÿнтерле ,кукăртса ăнланакан çын пултăр. Чăваш сăмах малтанхи сăмах. Çăваç хыçăнхи (производное). Çăваç сăмахран чăваш сăмах пулса кайман.Картса хур сăмсу çине. Фонетика саккунĕсене Турă çырман,çынсемех çырнă. Чавуш(чауш) сăмах , 15 ĕмĕрте чăваш майлă улшăнса чĕльхене кĕрсе юлман тесе тĕнчере нимле çын та нимле саккун та калама пултараймаç. Болгаринче те чавуш ли темеççĕ,чуваш ли теççĕ. Унта та алай-чавушсем пулнă.
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2017.11.30 19:31
Пӗрремӗш факт чӑваш сӑмах 16 емӗрччен вырӑнта палӑрман. Иккӗмӗш факт вырӑна тӗрлӗ халӑхсем куҫса кильме тытӑннӑ, "мнози варвары из разных земель из Азуева и Крыма". Виҫҫӗмӗш факт унта чавуш (чауш ) сӑмах тахҫанах анлӑн сарӑлнӑ пулнӑ. Ҫынсемпе пӗрле чавуш сӑмах та кильнӗ. Пиллекӗмӗш факт. Хусан тӑрӑхӗнче вӑйлӑ ҫар йӗркеленме тытӑнать.ун чухне Турци ҫарне пӑхса (копировать) тума чылай ҫертре хӑтланнӑ. Мускавра та ,Речь Посполитая ҫӗршывра та.Ҫавӑнпа та унти терминсем ҫӑмӑллӑнах кунта кильме пултарнӑ. .Тӑваттӑмӗш (сиктерсе хӑварнӑ) . Малтанхи стелецсен ҫарне те летописсенче "стрельцы-еничери" тесе ҫырнисем пур. Хусан тӑрӑхенче те ҫавӑн евӗрлӗ ҫарсем пулма пултарнӑ. Стрелецсен ҫарӗ чӑвашсем Мускава ҫар енӗпе пулӑшма килӗшӳ тусан тепӗр ҫултан ҫуралать. Ертсе пыраканнисенчен пӗрин хушамачӗ Черемиссинов. Тепӗр факт .Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче "Чауш" ятлӑ ял халӗ те пур.
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2017.11.30 19:33
Тата тепӗр факт.Герберштейн калани. Тӗл переҫҫӗ .Шыв тӑрӑх ҫӳреме аван пӗлеҫҫӗ тени . Камсем,камсем пуринчен те тӗл пенӗ? Камсене ятарласа шыв ҫинче ҫапӑҫма вӗрентнӗ? Турцинчи,Крымри янычар ҫар ҫыннисене. Вӗсем ятарласа темиҫе ҫул вӗренсе ,экзаменсем тытнӑ.Пурте янычар пулайман. Тытайманнисене ЧИКМЕ (Чикмек) тенӗ.Тепӗр факт .Хусан ханӗ ҫыру ҫырать Крым ханӗ патнӗ."Ярса пар тупӑсем,пӑшалсем тата янычарсене" тесе. Ӑнсӑртран сыхланса юлнӑ хут. Янычарсем Хусан тӑрӑхӗнче пулман тесе татса калаймӑн ун хыҫҫӑн. Тепӗрт факт Крымри.Балканри евӗрлӗ ял ячӗсӗм туллиех ,тӗслӗхрен Крымсарайкасси , Ачак,Чотай,Бурнаш тата ыттисем. Ял ячӗсем ҫамӑлланах пӗрешкел,чавушпа чӑваш пӗрешкел мар теме кам пултарӗ кун пек фактсем хыҫҫӑн.Татах та маллали фактсем. Етӗрне никӗсленине суйса ҫырни. 1590 ҫул тесе ҫирӗплетни. Ҫырнӑ та малтанхине тӗпчеме чарнӑ,анчах та "ядринская волость" ят ҫав ҫулчченех малтанрах асӑнни пурри пирки совет самани чухне асӑнсах кайман,халӗ пӗлекенӗ те ҫук. Шырав ӗҫӗсене те тӑвас текенсем ҫук. Мӗнеьшӗн ҫавӑн пек ? Мӗншӗн табу? Ӑнлантарса парам.
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2017.11.30 19:34
Турцинче Эдирне ятлӑ хула пур.Малтанласа вӑл пӗр вӑхӑт тӗп хула та пулнӑ. Чи пӗлтерӗшли -унта янычарсен шкулӗсем пулнӑ. Таҫта ҫырнӑччӗ "чувашское название Етӗрне не имет никакого отношения к турецкомку Эдирне" тесе. Кулӑшла паллах,тӗпчев ирттермен,пӗтӗмлетӳне тунӑ та. Хусан тӑрӑхенче Турцинчи евӗрлӗ ҫар тума тытӑннӑ пулсан,ҫӑмӑллӑнах ҫар ӗҫне вӗрентмелли вырӑнсем-шкулсем те пулма пултарнӑ. Чӑвашсем "лучшие стрелки со знанием судоходства" ҫӑмӑллӑнах унта вӗрентекенсем выраӑнче пулма пултарнӑ. Ахӑртнех Етернее Василсурска хирӗҫ тӑма никӗсленӗ пулнӑ. Мускав ҫарне чарас шухӑшпа никӗсленӗ.Ҫӑваҫ текеннисен вара нимӗн те ,нимӗн те ҫук. Пӗр аргумен та. Ҫавӑнпах ӗнте кӗвӗҫӳ. Полный провал. Ҫӑваҫистсене шах и мат. Ҫапла, маттур чӑвашсем.
Agabazar // 3298.84.5198
2017.12.01 11:43
Agabazar
Никколай Меххочӑх Хоспочын,

санӑн "чауш" халлапне хӑвӑнсӑр пуҫне никам та пӗлмест.

Хӑвӑнпа ху ҫӑрӑлни ҫеҫ.

Пӗр-пӗр шӗвӗр кандидат пекки те сан евӗрлӗ нихҫан та каламан.

Лысенко, Фоменко йышши академиксем те каламан иҫмасса!

Ну вӑт илер Алмантайӑн "суваризмне".

Тӑр пӗччен тӑракан ҫын мар вӗт. Ун умӗн тата Марр академик (грузин), Ковалевский украинццӑ пулнӑ.

Никколай Меххочӗфӑн кам пур ун пекки? Никам та!

Хӑйпе хӑй ҫеҫ ҫӑрӑлать.

Хӑйне хӑех куҫ хӗскелет. Ҫавӑ кӑна.
2018.05.18 16:13
Тавлашура тĕрĕслĕх çуралать теччĕç, çук. Тĕрĕслĕх тавлашура çĕтет. Кам мĕнле сÿпĕлтетес тет,çавнашкал сÿпĕлтетет.
Михаил ВолковСун // 3469.78.0701
2018.06.29 00:35
Маттур, Акапасар. Тарӑн тӗпчевсемсӗр кӑкӑра ҫапса мухтанни ачалла чӑрсӑрлӑх..ҪӗРПӳ, Медикасси.Супар, Трак таврашӗнчи ялсенче чылай ҫӳреме ТӳР КИЛЧӗ. Анчӑк касси теҫҫӗ Ҫӗтӗк Ҫӑваҫа.Таврари ялсен ячӗсенче Трер, Авар, Сувар, Хунн йӑӑхӗсенчен татӑлса юлнӑ ятсем илтӗнеҫҫӗ. Тӗпчӗр пуш параппан ҫапаччин. <h3></h3>
Михаил ВолковСун // 3469.78.0701
2018.06.29 00:35
Маттур, Акапасар. Тарӑн тӗпчевсемсӗр кӑкӑра ҫапса мухтанни ачалла чӑрсӑрлӑх..ҪӗРПӳ, Медикасси.Супар, Трак таврашӗнчи ялсенче чылай ҫӳреме ТӳР КИЛЧӗ. Анчӑк касси теҫҫӗ Ҫӗтӗк Ҫӑваҫа.Таврари ялсен ячӗсенче Трер, Авар, Сувар, Хунн йӑӑхӗсенчен татӑлса юлнӑ ятсем илтӗнеҫҫӗ. Тӗпчӗр пуш параппан ҫапаччин. <h3></h3>

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики