Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Сочинять не так уж трудно, труднее всего - зачеркивать лишние ноты.
(Брамс)
 

В. Тимофеев: Хӗрлӗ Лапамӑн 7-мӗш номерлӗ ҫуртра нимӗнле театр та пулмалла мар

В. Тимофеев11.11.2017 14:557139 просмотровИзменить Удалить

Пирӗн Республика Ертӳҫи хисеплӗ Михаил Васильевич!

Юратнӑ чӑвашсем!

 

2018-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче Чӑваш Патшалӑх Академи Драма театрӗ 100 ҫул тултарать! Юратнӑ театрӑн паллӑ кунне хӗпӗртесе кӗтсе илӗпӗр! Анчах та, пӗр витӗмлӗ сӑлтав канӑҫ памасть. Хӗрлӗ тӳремӗн 7-мӗш номерлӗ ҫуртра пулмалла-ши театр? Вӑл лапамра яланах халӑх хӗвӗшет, ҫав сӑлтавпа ҫак ҫуртра академиллӗ юрӑпа-ташӑ ансамблӗ, симфони оркестрӗ, академиллӗ капелла, «Ҫавал», «Сувар», «Ҫеҫпӗл», «Эревет» ансамбльсем вырнаҫччӗр-мар-и??? Кашни ушкӑн уйӑхсерен тӳлевсӗр концерт кӑтарттӑр. Ҫуллахи вӑхӑтра кермен умӗнче, ытти чухне шалта сцена ҫинче вӗсен пултарулӑхне курмаллла пултӑр пурин те! Кунашкал меслетпе халӑх хушшинче культурӑна сарма май пулӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республикӑмӑр кунӗнче, ҫак вырӑнта «Раҫҫей Ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ юрӑ-ташӑ фестивалӗ иртет-ҫке тата! Чипер ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен Хӗрлӗ Лапамӑн 7-мӗш номерлӗ ҫуртра нимӗнле театр та пулмалла мар. Ҫӳллерех палӑртнӑ коллективсем тӗпленччӗр!

Академи театрӗ 110 ҫул тултарнӑ тӗле театрӑн ҫӗнӗ ҫурт пулӗ тесе шутлӑпӑр! Ҫав кермен ҫӗнӗ технологилллӗ пулӗ, паллах. Ҫурт ҫӗнӗ-кӑнтӑр районӗнче «Куҫ микрохирургийӗ» — «Шупашкар»рынок — Эгер бульварӗ 36-мӗш ҫурт виҫкӗтеслӗхре тӗпленӗ. Вӑл ҫуртрах хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатса пыракан Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ вырнаҫӗ. Ун чухне 2028-мӗш ҫулта Республика Элтеперӗ пирӗн хисеплӗ Михаил Васильевич Игнатьевах пулӗ, культура министрӗ те Константин Геннадьевич Яковлевах пулӗ. Академи театрӗн тӗп режиссерӗ Валерий Николаевич Яковлевах пулӗ тесе шутлӑпӑр. Валерий Николаевич Яковлев ку мухтавлӑ ӗҫе пурнӑҫлама пултараймасан, унӑн вырӑнӗнче Вячеслав Николаевич Оринов пулӗ тесе шутлӑпӑр.

Кулянмаллипех кулянмалли хыпар ҫитрӗ тата. Культура министрӗн театрсемпе ӗҫлекен ҫумӗн В.Н. Ориновӑн ӗҫрен тухса каймалла пулчӗ! Тӗрӗссипе каласан, В.Н. Оринов ӗҫрен тухса кайрӗ пулсассӑн, культура министрӗн К.Г. Яковлевӑн та отставкӑна тухмалла! Мӗн тери паллӑ культура ҫыннине, Республикӑмӑрӑн историне, культурине, халӑхӑмӑрӑн пӗтӗм кунҫулне тӗплӗн пӗлекенскерне культура анлӑшӗнчен пӑрса яратпӑр-ши??? Вӑл паллӑ артист, пултаруллӑ режиссер пулнине пурте лайӑх пӗлетпӗр. В.Н. Оринов чӑваш чӗлхипе ҫыпӑҫуллӑ та илемлӗ калаҫма пултаракан хастар чӑваш ҫынни, пирӗн тус-юлташӑмӑр. Информаци политикин министрӗ пулса тӑрсан та, В.Н.Оринов ку ӗҫре хӑйӗн тивӗҫӗсене ҫӳллӗ шайра пурнӑҫласа пыма пултарӗ!

 

Чӑваш Аталану Партийӗн пайташӗ Тимофеев В.Н.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 9906.0.4047
2017.11.11 15:27
Agabazar
Кун пек пулма пултараймасть.
Пĕр хĕрарăм // 1885.39.2277
2017.11.11 21:27
Вĕлерсе яраç....
Арлан // 4253.39.4671
2017.11.12 00:54
Камӑн мӗн кӗҫтет ӗнтӗ... Кирлине калаҫасчӗ.
Agabazar // 6964.7.3103
2017.11.12 05:26
Agabazar
Лапам мар, лаптăк.
2017.11.12 09:33
Аçтахар Плотников
Лаптӑк та мар, тӳрем :) //чӗлхе комиссийӗ ҫапла йышӑннӑ
Agabazar // 2538-3137
2017.11.12 17:47
Agabazar
Тÿрем — тÿрĕ вырăн тени пулать. Хулари лаптăк вара тÿрĕ пулмасса пултарать. Сăмахран, Мускаври Хĕрлĕ лаптăк — турĕ мар. Мăкăрăлса тăрать.
Игнатий // 8129.1.1510
2017.11.20 23:06
Май çук уш!
Кирлине сĕнесчĕ. Сăмаран, шкулта чăваш чĕлхине хĕсĕрлемех пуçларĕç вĕт.
Иванов театрĕ вара çав вырăнта пулнă, çавăнтах юлмалла.
патăрьел // 2727.79.8952
2017.11.27 21:44
Тытман упа тирне сÿсе халтан кайрĕ пĕри....
патăрьел // 2727.79.8952
2017.11.27 21:47
Чăваш чĕлхине хĕсĕрлеççĕ кăна мар, тутар шкулĕсенче пачах пĕтерсе хучĕç.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики