Чӑваш Енти Патӑрьел районӗнче Начар Упи текен ял пур (Темшӗн ӑна "Красномайск" текен сӑнсӑр ятпа улӑштарнӑ та халиччен те чӑн ята каялла тавӑрман....).
Асӑннӑ ялта ӗлӗкренпех тутарсем пурнакан кӗтес пур. Ҫав кӗтесе Тутаркасси теҫҫӗ. Официалла хутсенче те ҫаплах ҫырӑнать: улица Татарская. "Хыпар" хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хальхи вӑхӑтра мӗнпурӗ 8 кил. Вӑт ҫав 7-8 килтен пӗринче ҫуралса ӳснӗ те ӗнтӗ Фарида.
Ачаранпах чӑвашла пӗлнӗ тени — ним те каламаннипе пӗрех. Мӗншӗн тесен тутарла вӑл чӑннипе килте ҫеҫ калаҫнӑ. Кулленхи пурнӑҫра ытларах чӑваш чӗлхипе усӑ курнӑ. Шкулта та, ытти ачасемпе пӗрле, чӑваш программипех вӗреннӗ.
Мӗншӗн-ха ҫакӑн пирки пусарсах калама тивет? Акӑ мӗншӗн!
Юрлама пулать 10 чӗлхепе, 99 чӗлхепе, 100 чӗлхепе, 180 чӗлхепе.... Анчах та ку ҫавӑн чухлӗ халӑхӑн юрӑҫи пулса тӑнине пӗлтермест-ха.
Фарида вара чӑн-чӑн чӑваш юрӑҫи пулса тӑчӗ. Апла пулса тӑма вара чӑвашла юрлани ҫеҫ сахал. Чӑвашла пӗлни те ҫителӗксӗр. Чӑваш пурнӑҫӗпе пурӑнса ӳснӗ ҫын ҫеҫ ҫапла пулса тӑма пултарать. "Этимология этнонима чуваш" текен материалта фон пек янракан юрра ӑсталамашкӑн тата шӑрантармашкӑн вара чӑвашӑн 1000 ҫуллӑх историне ыттисемпе пӗрле пурӑнса ирттермелле! Ҫакӑ вара Фаридан — пур. Мӗн пуррине унран никам та туртса илеймӗ.
Ӗмӗр сакки сарлака. Ӗнтӗ Фарида та тахҫанах тӑван ялӗнчен тухса кайнӑ, пурӑнасса та Чӑвашстан тулашӗнче пурӑнать теҫҫӗ: те Ҫыранҫи Чаллӑра, те Хусанта, те Элметре — паллах мар. Теме чышса каласшӑн мар, анчах Фаридан та, тен, чӑваш тӗнчинчен писесси пулса иртме пултарнӑ пуль кӑштах мушпӗт... Е малашне ун пекки пулмашкӑн пултарӗ-и? Мӗнле калас, тӗрлӗ сӑлтавсене, тӗрлӗ витӗме пула! Авӑ, темле такамсем ӑна халех "неосуваризм" ҫумне ҫыпӑҫтарма пултарнӑ. Тӳреммӗн мар ӗнтӗ, хӑяккӑн кӑна.
Апла-и, капла-и, эпир паян Фаридана чӑваш тӗнчинчен уйӑрса калаҫма пултараймастпӑр.
Чунӗ унӑн — чӑн-чӑн чӑвашла. Унӑн юррисенчен, вӑл панӑ интервьюсенчен ҫакӑ яр уҫҫӑн курӑнать. Калӑпӑр, хӑйне "вырӑс юрӑҫи" пек те кӑтартма тӑрӑшни те — ытла та чӑвашла-ҫке! Тутар пики хӑйӗн пирки нихҫан та апла каласа ҫӳрес ҫук пулӗ!