Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Наряд - предисловие к женщине, а иногда и вся книга.
(Н. Шамфор)
 

Agabazar: Чӑваш гимнӗ пирки

Agabazar20.06.2017 20:3410045 просмотров

Чӑваш Гербӗ пирки статья ҫырса кӑлартӑм. Халь вара Чӑваш Гимнӗ прки сӑмах хускатас терӗм.

Кунта ак Чӑваш Гимнне телефон ҫине вырнаҫтарас пирки сӑмах пырать.

Хамӑрӑн гимн пирки унчченех тӗрлӗ ҫынсем каланӑ шухӑшсене аса илтерес килчӗ.

Герман Лебедев тата Илле Тукташ ӑсталанӑ хайлав — чӑннипе Чӑваш Республики тӗлӗшпе пулман малтан. Кайран та ку авторсем унта урӑх шухӑш кӗртмен. Сталинла СССР — акӑ вӗсен мухтамалли "объекчӗ". Тӑван Ҫӗршыв тени шӑпах ҫавна пырса тивет унта.

Искусствоведени ӑславӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Канашҫи М.Г.Кондратьев кӗвви пирки ытлашши мажорлӑ тетчӗ. Шутсӑр хаваслӑх тулса тӑни пирки ҫапла каланӑ ӗнтӗ. Тен, гимнӑн шӑпах ҫапла пулмалла та ? Ҫук, апла пулмалла мар! Тулли витререн тӑкӑнас пек шутсӑр хаваслӑх гимнра пачах та кирлӗ мар иккен. Шӑпах ҫапла шутланӑ Михаил Григорьевич Кондратьев мусӑк ӑславҫи. Мӗншӗн юрамасть-ха? Ҫакӑн ҫинчен шутланӑ май, ӑҫлавҫӑ ҫапла каласа хунӑ: гимнсене уявсенче кӑна мар, ытти самантсенче усӑ кураҫҫӗ. Калӑпӑр, виле пытарнӑ чухне. Пур ҫавнашкал ритуал.

Пурнӑҫ вӑл хаваслӑ самантсенчен ҫеҫ тӑмасть. Тем те пулать. Анчах та кирек мӗнле самантра та ҫынна гимн вӑй-хӑват парса тӑма тивӗҫлӗ. Драматизм палӑрса тӑмалла унра. Каҫса кайса каппайланасси чӑваша тивӗҫлӗ япала мар.

(Гимнӑн вырӑсла тексчӗ те пулнӑ май, пӗррехинче В.Иванов прахвиссӑр, нимӗҫлех енӗпе специалист, "... и чуваш крылат" тенине хытӑ тиркенӗччӗ. Кунта уйрӑмах "И" сӑмах чӑваша ҫав тери хыттӑн ҫапса хуҫать).

Малалла Чӑваш Наци Конгресӗн гимнӗ шутланакан "Алран кайми..." патне куҫар. Лайӑх хайлав.

Анчах та ӑна пысӑк ушкӑнсемпе юрлама меллӗ мар. Май та ҫук. Юрӑҫисем профессионал мар пулсан — уйрӑмах хӗн.

Хӗрсем "Алран кайми..." юрлаҫҫӗ.

Мӗншӗн апла иккенне ӑнланас тесен, каллех Михаил Григорьевич Кондратьева, — ӑславҫӑна тата Пысӑк Пуҫлӑх Канашҫине, — тӑнласа пӑхар:

Для мелодий К.ю. характерны редкий по широте (превышающий октаву, в отдел. вариантах доходящий до двух октав) диапазон, медлен. темп, большая протяжённость и разнообразие ритмических ячеек. В структуре ряда напевов К.ю. отмечается тенденция к парному сопряжению короткой и долгой ячеек.

<Куҫару: Кӗреке юррин кӗввисем сайра тӗл пулакан сарлака диапазонпа (пӗр октавӑран пысӑкрах, хӑшпӗр вариантсенче икӗ октавӑна ҫитет), пӗчӗк хӑвӑртлӑхлӑ темппа, пысӑк талккӑшпа тата ритм карасӗсен тӗрлӗлӗхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Хӑшпӗр тӗслӗхсен тытӑмӗнче кӗске тата вӑрӑм карассен мӑшӑрлӑн майлашӑнас туртӑм пур.>

Кун пирки электронла чӑваш энциклопедире каланӑ. Юрлама кансӗрри пирки тӳреммӗн калани ҫук-ха кунта. Ун пирки тӳреммӗн калаканни — Анатолий Кип(б)еч (Вӑл вара мусӑк тӗлӗшпе чи юлашки ҫын мар, пӗлетӗр).

Курӑр-ха, епле хытӑ тертленеҫҫӗ кунта ЧНК Гимнне юрлама хӑтланакансем! Репродуктор сасси те (фон) пулашаймасть!

Халь вара, — Чӑваш Гимнӗ пысӑк ушкӑнсемпе юрлама майлӑ пултӑр тесен, — "Алран кайми..." хайлавӑн юрӑхлӑ вариантне суйласа илмелле е пачах ҫӗнӗрен ӑсталамалла.

Каланӑ сӑмахсем юррӑн кӗввине пырса тивеҫҫӗ. Сӑмахӗсем (сӑвви) пирки те шута каясах пулать.

"Апла тума юрать-ши?" — тейӗ тепри. Юрать. Мӗншӗн тесен ку — фольклор. Унӑн вара (фольклорӑн) канонланӑ тексчӗ те, кӗвви те ҫук. Ҫавӑнпа та унпа усӑ курасси ирӗклӗн пулса пымалла.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Агабазару // 1568.56.8185
2018.05.20 11:13
Мёнле йывăр калаçатăр эсир чăвашла... Сирĕн çырăва вулама шутсăр тертленес пулать... Мĕнтума кирлĕ чунтан мĕкĕрлентерен чĕлхе? ФОЛЬК-ЛОР вăл ХАЛĂХ САСĔ...
Agabazar // 3899.59.2683
2018.11.14 16:07
Agabazar
"Агабазару" мар, Акапасара теес пулать. Чăвашла калаç.

Акапасара "чăвашла калаçма" вĕрентмешкĕн санăн пайтах салма çимелле-ха...

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики