Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Щедрость у богатого часто есть лишь особого рода застенчивость.
(Фридрих Ницше)
 

Софья Савнеш: Кахал ҫемье чухӑн пурӑнать

Софья Савнеш01.05.2017 22:005988 просмотров

Тӗлӗнмелле ҫемье пурӑнать пирӗн ялта. Вӗсем ҫине пӑхсан те кулмалла, те макӑрмалла? Пӗр енчен, хӑйсем пурӑнма пӗлмеҫҫӗ. Тепӗр енчен, унашкал ҫемьесене ял-йышӑн пулӑшмалла.

Тӗрӗссипе, ял-йыш ҫав ҫемьене пулӑшман мар. Михайловсем (хушаматне улӑштартӑм) питӗ чухӑн пурӑнаҫҫӗ. Хӑйсен кахаллӑхне пула ҫакӑн патне килсе ҫитрӗҫ вӗсем. Кахалӗ, чӑн та, хӑйсенчен самай пысӑк. Хӑй вӑхӑтӗнче, хуняшшӗ пурӑннӑ чухне, ҫемье ӗне, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ. Хуняшшӗ вилсен ӗнине, сӗт параканскере, пусса сутрӗҫ. Пӑхас килмерӗ-ши? Ҫав тери наянланчӗҫ-ши? Ачи те пӗчӗкчӗ хӑйсен, сӗт ӗҫсе ҫитӗнсен мӗн тери аванччӗ.

Ӗнине сутсан Михайловсем начартарах пурӑнма тытӑнчӗҫ. Ҫимелли ҫукчӗ вӗсен. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, килӗнче пӗр пысӑк чашӑк тата кашӑксем пулнӑ. Кӑмака хутма вутӑ кирлӗ. Ӑна туянас тесен укҫа кирлӗ. Анчах вӗсен вӑл ҫук. Вӑрман касма каяс — кахалланаҫҫӗ. Арӑмӗ фермӑра ӗҫлерӗ, упӑшки урам тарӑх ҫапкаланса ҫӳрерӗ. Хӗл ларсан хайхискерсем анкартинчи картана сӳтсе кӑмака хутма пуҫларӗҫ. Кӗҫех вӑл та пӗтрӗ. Унтан Михайловсем кӳршисен шаршанне пуҫларӗҫ. Лешсем — пӗр пуҫӗнчен, кусем тепӗр вӗҫӗнчен вӑрттӑн йӑкӑртрӗҫ. Кӳршисем, паллах, ҫакна сисрӗҫ. Тепӗр хӗлле Михайловсен кӑмака хутма нимӗн те юлмарӗ. Пӳртре батарейӑсем шӑнса ҫурӑлчӗҫ. Ҫапла ҫын патӗнче выртса тӑма тиврӗ.

Карта юлмасан анкартине выльӑх-чӗрлӗх кӗме пуҫларӗ. Унччен вӗсем ҫӗрулми лартнӑ пекки тӑватчӗҫ. Ҫӑвӗпе пӗҫ тӑратса выртсан та анкартине тухса пӗр мӑян та тӑпӑлтармастчӗҫ. Этем ҫӳллӗш ҫумкурӑк ашкӑнакан ана ҫинче ҫӗрулми пулмастех. Кӗркунне витамин пысӑкӑш ҫӗрулми кӑларса илетчӗҫ. Анчах хӑйсем ҫынсене ҫум ҫумлама, пахча ҫимӗҫ кӑларма пулӑшма ҫӳретчӗҫ. Килӗнче кӑштах та пулин пилӗк авасчӗ. Юлашкинчен пахчине ҫимӗҫ лартма вуҫех пӑрахрӗҫ. Мӗнле выҫса вилмеҫҫӗ-ши тульккӑш? Этем сывлӑшпа та тӑранса пурӑнаять-ши вара? Тӗлӗнсе каймалла. Пулаҫҫӗ вӗт ҫавнашкал ҫынсем — кахал пулнипе пурӑнма пӗлменнисем.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики