Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Любовь сильнее разлуки, но разлука длиннее любви...
(И. Бродский)
 

Agabazar: Атӑлҫи пӑлхарсем тата чӑвашсем

Agabazar13.03.2017 21:356183 просмотров

Атӑлҫи Пӑлхар пирки тӗлли-паллисӗр ҫырнишӗн час-часах тутарсене питлетпӗр. Тӗрӗсех питлетпӗр. Анчах хӑш чухне хамӑр ҫине ҫаврӑнса пӑхни те пӑсмасть.

Чул юпасем.

Пирӗн авторсем халӑх валли вырӑсла шедеврсем ҫырса парса тӗлӗнтересшӗн.

Акӑ В.А. Александров (Сатур) текенскер: "Волжские булгары и чуваши" — терӗ.

Пирӗн вара мӗн темелле-ши?

Ҫынсем тӗпчесе пӗлнине хӑй сӑмахӗсемпе каласа пама ӑнтӑлнӑ пулсан, нимех те каламӑттӑм. Анчах та кунашкал авторсен амбицийӗсем вышкайсӑр пысӑк! Пурте хайсене ӑслӑлӑхра вӗр-ҫӗнӗ сӑмах каланӑ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ! Асӑннӑ статьяри ҫав "ҫӗнӗлӗх" пеккисене пӑхса тухар-ха эппин.

"Однако ранняя история волжских булгар изучена недостаточно..."

Мӗне пӗлтерет ҫапларах ҫавӑртарса хуни? "Ирхи истори" тени хӑш тапхӑра пӗлтерет?

"Часть горожан Сувара переселяются на место города Казань и там на карте 1469 года отмечается Веда Суар."

Ку тата мӗн мерекки? Курнӑ-ши Сатур Фра-Мауро карттине хай куҫӗпе? Веда Суар текенни унта пачах та Хусан тӗлӗнче мар. Пирӗн алӑра пӗртен-пӗр факт: Сувар тата Веда-Суар тенинче пӗрпек янравлӑх паллисем пур. Урӑх нимле факт та ҫук! Пӗрпек янравлӑх вара ӑнсӑртран та пулма пултарать. Темле асар-писер пӗтӗмлетӳсем тумашкӑн кунта майсем ҫукрах.

"очень хорошо объясняемые на чувашском языке. В-Н-Н-Т-Р — «вун(н)ӑ туртӑм»,"

Кунашкал меслетсемпе "ӑнлантарма" пуҫласан ухмаха та ерсе кайма пулать!

<<Аттила говорил, что они «Унну», а это то же самое «(в)Уннӑ» на чувашском языке.>>

Кунашкал анекдотла япаласене статьяна кӗртсе яма епле вӑтанман-ши Сатур тата унӑн редакторӗсем?

<<У Волжских булгар союз назывался «ал» (ал-балкарийа). Чувашское «Ал (алӑ)» это рука, а в каждой руке по пять пальцев, отсюда в «ал» пять племен.>>

Ав еплерех ӗҫлеҫҫӗ иккен пирӗн "таврапӗлӳҫӗ" текенскерсем. Кулса вилмелле!

Шел пулин те, Сатурӑн тата хӑрушрах япаласем те пур. Сӑмахран, ак ҫакӑн пеккисем:

Марийцы также жили в Великой Армении.

Ӗнтӗ кунта те кулмалла, те йӗмелле?

Финн-угор халӑхӗ пулнӑ май, ҫармӑссен несӗлесене ниепле те таҫти темӗнле "Армение" чиксе хураймастӑн. Енчен те кам та пулсан "ҫармӑссем финн-угор халӑхе мар" темешкӗн пӑхать пулсан, апла калани татах та хӑрушӑрах. Ниепле те май ҫук апларах ҫавӑрттарса хума! Ӑслав йӗркисенчен унашкалах кулма юрамасть!

Возможно, чуваши и марийцы в одно время вышли на западное побережье Каспия,
Ӗнтӗ ҫакнашкал анкӑ-минкӗлӗхсем патне те пурӑнса ҫитрӗмӗр-ши ӗнтӗ?

Эх-ха-хай!

Название чувашского народа «чӑваш» произошло от легендарного предка «Чӑ, Чо». Это соответствует и легенде всех тюркских народов об их происхождении от легендарного предка «Со». Буквы «С» и «Ч» в тюркских языках могут чередоваться. Притом легендарный предок жил в пещере на Алтае, в Чуйской долине.

Епле ҫӑмӑллӑн ҫыраҫҫӗ "ӑсчахсем"!

Малалла вулама хӑтланса пӑхар....

<<Волжские болгары (булгары) не исчезли, они стали называться по другому,>>

Ҫак япалана (ҫӳлерех каланине) вара тӗрӗс теме те юрать, анчах сӑлтавне ӑнлантарма пӑхни каллех чӑтма ҫук кулӑшла:
Это произошло в 1391 году после запрета Тамерланом им называться «болгарами».

Уксах Тимур пӑлхарсене хӑйсене ҫав ятпа калама чарнӑ имӗш. )) Камран илтрӗр? Кукка улпут ҫинине курнӑ-и? Унашкал ҫӑлкуҫсем ҫуккине палӑртмасан та, пурпӗрех кулӑшла. Тӗлӗкре тӗлленнӗ-ши кунашкал япалана Сатур? Тамерлан Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнман. Вӑл кунта вӑрҫӑпа килсе ҫӗнтернӗ те каялла Самарканда вӗҫтернӗ. Тӗрлӗрен халӑхсене ят парса ҫӳреме вӑл кам? Мӗне кирлӗ ӑна ку? Ыттисен мӗн савӑнӑҫран вӑл каланисене итлемелле тит? Ҫӗнтернӗ вырӑнсенче Тамерлан хӑйӗн ҫар гарнизонӗсене лартса хӑварман. Ҫаратнӑ та — тарнӑ! Ҫавӑ кӑна! Тата — Тохтамыша вӑйсӑрлатса хӑварнӑ. Анчах та ку тӗлте ӑна пӑхӑнса тӑракан вӑйсем юлман.

Вопшӗм-типшӗм, кунашкал "Сатурла" "тӗпчевсенчен" мӗнле те пулин усӑ пуласси мана питӗ хытӑ иккӗлентерет.

<<1. Александров В.А. (Садур). Волжские Булгары и Чуваши. Чебоксары, «Новое Время», 2016 — 240 с.>>

Нивушлӗ ҫак асӑннӑ кӗнеке те ҫавнашкал анкӑ-минкӗлӗхсенчен тӑрать? Эппин, унӑн вулаканӗсене питӗ хытӑ шеллес пулать. Нивушлӗ вара эпир, чӑвашсем, Атӑлҫи Пӑлхарпа чӑвашсем ҫинчен ӗретлӗрех, йӗркеллӗрех тата картне ларнӑ кӗнекесем кӑларма пултараймастпӑр? Нивулӗ ҫав таранах хавшаса юлтӑмӑр?

Таса пулӑр!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики