Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -7.7 °C
Статистика знает все.
(И. Ильф, Е. Петров)
 

Аçтахар Плотников: Чи паллӑ ҫулертӳҫӗсем

Аçтахар Плотников09.03.2017 15:285094 просмотров

Сӑмах, паллах, пуйӑсри вакун проводникӗ пирки мар пырать, ҫул кӑтартакан ҫын ҫинчен. Чӑвашла ӑна ӗлӗк ҫулпуҫӗ тенӗ — апла тӑк ҫула тухнӑ ҫынсен пуҫӗ, вӗсене ҫул кӑтартса пыраканӗ.

Ҫулертӳҫӗ профессийӗ авалхисен йышне кӗрет. Ӗлӗк-авал хальхилле навигаторсем пулманран ҫак ӗҫе уйрӑм ҫынсен тумалла пулнӑ. Пӗр-пӗр палламан вырӑна лексен, сӑмахран, ҫав тӑрӑха лайӑх пӗлекен ҫынна тупма тӑрӑшнӑ. Вӑл вара кирлӗ вырӑна тӳрӗ-ҫулпа ҫитерме пултарнӑ. Каламасӑрах паллӑ, вӗсен пулӑшӑвӗпе ытларах тӗрлӗ купсасемпе сутӑҫсем усӑ курнӑ. Раҫҫей империйӗ Ҫӗпӗре алла илнӗ чухне те вырӑнти халӑхсен пулӑшӑвӗпе усӑ курмасӑр май килмен, ҫӳлертӳҫӗсен ӗҫӗ ун чухне те кирлӗ пулнӑ.

Ҫулертӳҫӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ куракан тепӗр ушкӑн — сӑрт-ту ҫине улӑхакансем. Ҫӳллӗ сӑртсем ҫине хӑпарасси Альп тӑвӗсемпе (Улӑп тӑвӗсем) тачӑ ҫыхӑннӑ тесен йӑнӑш мар — ахальтен мар ӑна вырӑсла «альпинизм» теҫҫӗ. 1786 ҫулта Мишель-Габриэль Паккар тухтӑр пӗрремӗш хут Альп тӑвӗсенче вырнаҫнӑ Моблан сӑрчӗ ҫине хӑпарнӑ. Шӑп та лӑп ҫакӑн хыҫҫӑн ҫынсем сӑрт-тусем ҫине хӑпарассипе кӑсӑкланма пуҫлаҫҫӗ те. Мишел-Габриеле ҫӳле улӑхма вара сӑртри хрустале пухакан вырӑнти пӗр сунарҫӑ пулӑшнӑ — Жак Бальма ятлӑскер. Сӑрт ҫине улӑхакан тухтӑр ӑна ахальтен пӗрле илмен — тем тесен те лешӗ Моблан ҫине хӑш енчен хӑпармаллине инҫетрен килнӗскертен аванрах пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн Альп тӑвӗсем ҫине хӑпарма пулӑшакансен ушкӑнӗ йӗркеленнӗ, сӑрт-ту ҫулертӳҫисен профессийӗ ҫирӗпленнӗ.

Сӑрт-ту ҫине хӑпарасси, паллах, ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫавна май ҫулертӳҫӗ пулса вӗсемпе пӗрле хӑпаракансен те чапӗ ӳссе пынӑ. Хӑшӗ-пӗрин ячӗсем историре те ҫырӑнса юлнӑ. Сӑмахран, Альмер Христиан ятне илсе пама пулать. Ку ҫулертӳҫӗ пулӑшнипе сахал мар паллӑ альпинист Альп сӑрчӗсенчи ҫӳллӗ тӑвӗсене парӑнтарма пултарнӑ. Альмер Христиан Кавказ тӑрӑхӗнче те ӗҫленӗ. Вӑл пулӑшнипе ҫынсем Ушпу, Шӑхару, Джанги-тау (Чӑнкӑ ту?) тусем ҫине хӑпарма пултарнӑ. Сӑмах май, ылтӑн туйне вӑл хӑйӗн мӑшӑрӗпе Веттерхорн (Альп тӑвӗсенче вырнаҫнӑ) сӑрт ҫине хӑпарса паллӑ тунӑ. Андерегг Мельхиор ятне те палӑртма пулать. Ӑна вара «ҫулертӳҫӗсен патши» тесе калаҫҫӗ. Ку ята вӑл сӑрт-ту ҫулертӳҫисен шкулне йӗркеленӗрен тивӗҫнӗ.

Историре ҫулертӳҫӗсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахлӑ самансем те ҫырӑнса юлнӑ. Тӗслӗхрен, Иван Сусанин ятне илсе кӑтартма пулать, вӑл пайӑр мар ят та пулса тӑнӑ-ҫке. Унӑн паттӑрла ӗҫӗ ҫинчен пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ. 1613 ҫулта хӑйне ҫулертӳҫӗ пек кӑтартса, вӑл ҫамрӑк патшана Михаил Романова ҫӑлса хӑварма пултарнӑ.

Ҫулертӳҫӗсене халалланӑ палӑксем тӗнчере сахал мар. Иван Сусанина, паллах, палӑксӑр хӑварма пултарайман. Ӑна халалланӑ монумент Кустӑрма хулинче вырнаҫнӑ. Вӑл хулара ҫак палӑка 1851 ҫултах хӑпартса лартнӑ. Жак Бальма ҫулертӳҫӗ те хисепе тивӗҫнӗ — унӑн палӑкӗ Швейцаринчи Шамони ялӗнче вырнаҫнӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики