Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Что такое любовь? Это - зубная боль в сердце.
(Г. Гейне)
 

Таисия Ташней: Ҫурӑм хыҫӗнчи кутамкка, е Шӗкӗ пекех кӑшлать кӗвӗҫӳ

Таисия Ташней08.03.2017 11:343613 просмотров

Ҫӗр ҫинче ҫӗр тӗрлӗ кӗнчеле теҫҫӗ ваттисем. Ҫапла, ҫӗр тӗрлӗ ҫын пур тӗнчере: ӑмсанаканнисем, кӗвӗҫекеннисем, хапсӑнаканнисем, выҫӑ куҫлисем, теприн пуҫне касма хатӗррисем. Тата, Турра шӗкӗр, — телейлисем.

Юлашкинчен асӑннисем ӑнӑҫуллисене, талпӑнуллисене ӑмсанас вырӑнне вӗсемшӗн савӑнаҫҫӗ, хӑйсем те малалла ыррӑн ӑнтӑлаҫҫӗ. Кӗвӗҫес вырӑнне ҫавсем теприсен ҫулӗ уҫӑлнишӗн хавасланаҫҫӗ. Ӑмсанакан ӑссӑр юлнӑ, хапсӑнакан халсӑр юлнӑ тенинчен шикленнипе мар. Хӑйсен телейӗ тапса тӑрать те ыттисене усал тӑвасшӑн чӑкӑлташса ҫӳреме ҫавсен кӑмӑл та, вӑхӑт та ҫук.

Телейсӗр ҫынна ирӗксӗр телейлӗ тӑваймӑн. Ун йышшисене яланах тем ҫитмест. Ҫын аллинчи кукӑль пысӑкрахӑн туйӑнни вӗсене аптӑратса, йӗркерен кӑларсах ярать. Усал сӑнӗ ҫур ҫухрӑмран курӑнать, сӑнӗ-пичӗ тарӑхупа тулнӑ. Ҫапла, тӗрӗсех асӑрханӑ пӗр сӑвӑҫ: «Пурӑнаҫҫӗ ҫынсем, сивӗ чунлӑ пулин те»...

Ҫӗр ҫине килнӗ кашни этемӗн хӑйӗн тӗллевӗ пуль ҫав. Любовь Мартьянова сӑвӑҫ калашле,

«Пӗрисем ҫутса пыраҫҫӗ,

Теприсем —

куҫа хупса, шуса.

Пӗрисем малта пыраҫҫӗ,

Теприсем —

хыҫа юлса, кулса».

Ҫуттисем ҫутатаҫҫӗ, тӗксӗммисем тӗксӗмлетеҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, мӗн пуррипе пуян эпир. Пурнӑҫа кашни хӑйне май ӑнланать, хӑй чиккинчен вӑл иртеймест.

Кунта тата Светлана Асаматӑн йӗркисем аса килчӗҫ:

«Йывӑр ҫӗкленӗскер

Тайкаланса утать,

Ыттисенчен кая юлса

Кана-кана ларать.

Малтисене тарӑхнипе

Шурӑ куҫне ҫавӑрттарать».

Унтан вӑл: «Ан тӳпеле, ан купала,

Ҫӗклем вӑл — кӑткӑс япала», — тесе вӗҫленӗ хӑйӗн ултӑ йӗркеллӗ сӑввине.

Манӑн ӑсӑмпа, ҫав ҫӗклеме этем ӑшӗнчи мӗнпур усаллӑха: курайманлӑха, кӗвӗҫӗве, ӑмсанӑва тата ыттине — хӑюллӑнах кӗртме пулать.

Йывӑрлатакан, пусаракан кутамккари тиеве илсе ывӑтсанах малалла талпӑнма ҫӑмӑлланӗ. Анчах ӑна епле перӗн-ха? Унсӑр кутамкка пушанса юлать-ҫке. Ыррипе тултарасчӗ ӑна, анчах ырри ҫук. Ҫапла вара мӗн пуррине ирӗксӗрех ҫӗклесе утма тивет.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики