«Яла кайса пурӑнмалла», — терӗ Саша тусӑм. «Мӗншӗн капла калатӑн?» — кӑсӑклантӑм эпӗ. «Унта ирӗклӗрех, мӗн ӗҫлес килет — ҫавна тӑватӑн, хӑв пӗлнӗ пек укҫа ӗҫлесе илетӗн», — ӑнлантарчӗ тусӑм. Пӗлетӗп: ҫемйине тӑрантарма, ачисене тумлантарма укҫа ҫитсе пыманни мӑй таран тӑвӑнтарнӑ ӑна. Пушар хуралӗнче ӗҫлет вӑл. Юлашки икӗ ҫулта ӗҫ укҫине самаях чакарни пирки, 13-мӗш шалу тӳлеменни ҫинчен каланӑччӗ-ха. Халь ак каллех шалӑвӑн пӗр пайне катасси пирки сас-хура тухнӑ-мӗн. Капла мӗнле пурӑнмалла? Саша та ӗнсе хыҫне кӑчӑрт-кӑчӑрт хыҫать. Тӗнчери кризис хуҫаланни ахаль ҫыннӑн кӗсйине те пырса тивет ҫав.
Саша ҫемйипех яла куҫса каясшӑн. «Тен, ыхра лартмалла? Е севок сухан ҫитӗнтермелле?» — ҫӗр тӗрлӗ шухӑш Сашӑн. Вӑкӑрсем самӑртса тупӑш тӑвас шухӑш та пур унӑн. Паллах, пулать. Тӑрӑшсан темӗнле хуҫалӑх та йӗркелеме май пур. Халӗ пуҫаруллисене грант параҫҫӗ. Нумаях мар пулин те — ҫавах пулӑшу. Унпа техника е ытти хатӗр-хӗтӗр туянма пулать. Анчах ведомство отчетсемпе халтан янине хресчен фермер хуҫалӑхне тытса пыракансенчен пӗрре мар илтнӗ.
«Кӗҫех ҫынсем ялалла туртӑнма пуҫлӗҫ, мӗншӗн тесен хулара укҫа-тенкӗ ҫитерсе пыма йывӑр», — ҫапла хушса хучӗ Саша. Тем пекехчӗ! Ара, юлашки ҫулсенче ялсем пушанса пыраҫҫӗ вӗт. Хӑш-пӗр яла пырса кӗретӗн те — шӑкӑрин тенӗ пекех пушӑ ҫуртсем лараҫҫӗ. Ялсем ҫӗнӗрен чӗрӗлме пуҫласан савӑнӑттӑм кӑна.
Кашни тӑрӑшуллӑ ҫемьех ялта пысӑк хуҫалӑх йӗркелеме пултарать. Тархасшӑн — выльӑх-чӗрлӗх усра, пахча ҫимӗҫ лартса ӳстер. Кун пек кӗсьене мӗнле тупӑш кӗресси йӑлтах хамӑртан — мӗнле ӗҫленинчен — килет. «Укҫа ҫук», — тесе лармалла мар, ӳркенмесӗр ӗҫлемелле. Ӗҫлекен выҫӑ вилместех.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.