Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Развитая технология неотличима от магии.
(А.Кларк)
 

Agabazar: «Чӑваш юнӗ»

Agabazar25.01.2017 14:0311343 просмотров

Тӗлӗнмелле статья пичетленсе тухрӗ. Валерий Алексин: Ҫӑра юнлӑ чӑвашсем

200? ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Григорьевӑн «Кровь или 72 часа» мистикӑлла романӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке авторӗ, врач-генегетик, ун чухне Америкӑри Джонс Хопкинс институтӗнче (Балтимор хули) ӗҫлесе пурӑнатчӗ, ҫулсерен пӗр-икӗ хутчен вӑл Шупашкара килсе кайма май тупатчӗ. Пӗррехинче ҫыравҫӑ-медик кӗнеке корректурине вулама килчӗ, пысӑк калаҫу пуҫлас тӗллевпе хӑйпе илсе килнӗ пысӑках мар чӑматанне уҫса кӑтартрӗ. Унта туллиех темле пробиркӑсем лартса тухнӑччӗ, вӗсене… юн ярса тултарнӑ иккен. Чӑваш юнӗ!

Ытларах чӑваш хушшинче тӗл пулакан чир тупса палӑртнӑ иккен!

Ӗнтӗ халӗ чӑвашӑн ҫакӑншӑн савӑнмалла-ши е хурланмалла-ши?

Тӗрӗссипе, тӗнчере чӑваша ҫеҫ мар, ытти уйрӑм халӑха "тивӗҫлӗ" чирсем те пулма пултараҫҫӗ. Ҫапах та ҫакна ятарласах палӑртмалла: этнос палӑрӑмӗсемпе генетика палӑрӑмӗсем хушшинче тӳрӗ ҫыхӑну ҫук. Ҫыхӑну кунта хӑяккӑн ҫеҫ пулма пултарать. Ҫак самантсене асра тытмасан, расизм патне те ҫитсе тухма пулать. Кунашкал хӑрушлӑх чӑнах та пур. (Ав, паянхи кунчченех "траххумлӑ чӑваш" текен халлапран хӑтӑлаймастпӑр).

Кам ҫак хӑрушлӑха тавҫӑрса илеймест, ҫавна эпӗ Тетелти пӗр статьяна вуласа пӑхма сӗнесшӗн.

https://www.business-gazeta.ru/article/332180

Хӑраса ан ӳкӗр, тархасшӑн: Искандер Лерунович Измайлов хоспочын "татбулгарист" мар. Пачах урӑхла, вӑл леш хайхи М.З.Закиев тата Я.Ф.Кузьмин-Юманади йышшисемпе кӗрешет.

Статья ҫумне хушса панӑ карччынккана илес пулсан, унта сӑнланнисенчен пӗри — Мускаври М.А.Литовчин ячӗллӗ телекуравпа радио хыпарлавӑн гуманитари институтӗнче вӗренекен Анастасия Масляева (хӗрлӗ-сарӑ кӗпелли). Унӑн амӑшӗ Улатӑр районӗнчи Савут ялӗнчен (виҫӗ район пӗрлешнӗ вырӑнта вырнаҫнӑ ҫав пӗчӗк ял пекки). Ҫавна кура вӑл хӑй пирки: "“Манра чӑваш юнӗ чупнӑшӑн савӑнатӑп” — тенӗ.

 

"Чӑваш (?) полициттемийӗ" текенни, — вӑл чӑнах та пулсан, — ҫав чирӗн пулмапултараслӑхӗ "чӑвашсем" текен малсӑлтавлӑ популяцире кӑштах пысӑкраххине ҫеҫ пӗлтерет. Чӑннипе вара чир ("ген") пуррипе ҫукки те, мӗнле тӑтӑшлӑхпа тӗл пулни те паллӑ мар.

 

Чир "генӗ" ҫынсем "вырӑса тухнипе", чӑвашла калаҫма пӑрахнипе, милицире, КГБра, прокуратурӑра ӗҫлеме пуҫласан та, тата ытти ҫавнашкал темтепӗр туса пӑхсан та, — пурпӗрех пӗтмест. Мӗншӗн тесен вӑл, ҫав "ген", асӑнса тухнӑ япаласемпе пачах та ҫыхӑнман. Чӑваш халӑхне хирӗҫле "ӗҫсене" хутшӑнни те "усал генран" хӑтӑлма пулӑшаймӗ, енчен вӑл чӑнахах та пур пулсан.

 

В.Алексин каланисем патне таврӑнар-ха. Шупашкарти тӗпчевсем пирки уҫӑмлах каламан. Темле, ӑнланмаллах мар. Полякова хушаматлӑ тӗпевҫе "вырӑс гематологӗ" тенӗ. Анчах та 1977-мӗш ҫул — СССР тапхӑрӗ. Ун чухне "совет уччоннӑйӗсем" тенӗ. Кунта вара ҫак ӗҫе никама та мар, шӑпах вырӑса шанса панине ятарласа палӑртас тенӗ-ши? Ара, кунашкал "деликатлӑ" тӗпчевсем тунӑ чух чӑваш шанчӑклах мар пулма пултарать-ши? Ҫав вӑхӑтрах Дмитрий Григорьев нацилӗхӗ пирки ним те каламан. "еврей генетикӗ" темелле-ши ӑна? Е "мӗриккан генетикӗ" темелле-ши? Мушпӗт, вӑл та, ку та мар, чӑннипе "чӑваш (?!) генетикӗ"?

Цифрӑсем те ӑнланмаллах мар. 81 ҫын, 100 ытла ҫын тенисем пур. Мӗне пӗлтереҫҫӗ вӗсем чӑннипе? 1977-мӗш ҫулта Шупашкарта та, Чӑваш Республикинче те пурнакансенчен чи пысӑк пайӗ чӑвашсем пулнӑ. Ытти нацилӗхсем — сахалтарах. Эппин, чирлисенчен ытларах пайӗ чӑвашсем пулнинчен, тен, тӗлӗнме те питех кирлӗ мар? Кунта статистикӑлла кӑтартусене ҫав тери тимлӗн палӑртмалла! Пурне те шута илмелле! Ӗнтӗ вара мӗнлерех тунӑ-ши хайхи "выборка" текеннине? Репрезентативлӑхӗ еплерех ун? "Куҫа хупса" суйланӑ-ши тӗпченӗ ҫынсене е апла мар-ши? Леш "плюс-минус икӗ слон" текен статистикӑлла йӑнӑш мӗнпе танлашать? Ҫаксене тата ытти самантсене тӗплӗн ӑнлантарса памасан, В.Алексин статйинчи материал ытлашши нимех те пӗлтермест. Енчен те тӗпчевӗн меслечӗсем юрӑхсӑр пулсан, пӗтӗмлетӳсене пирӗн мӗншӗн шанмалла?

Мистикӑлла романсем, триллерсем, сенсацилле статьясем кӑларнипе ҫеҫ пире ӗнентереймӗр. Чӑваш тытса пӑхмасӑр ӗненмест.

Каласа кӑтартнинче татах та пӗлтерешлӗрех кӑлтӑк та пур. Асӑннӑ чир генсемпе епле те пулин ҫыхӑннӑ-ши? Е пачах та ҫыхӑнман? (Америка генетикӗсем тем калани пирки асӑнни пур В.Алексинӑн, анчах каллех, ман шутпа, уҫӑмлах мар). Тен, кунта кулленхи пурнӑҫ (йӑла-йӗрке) сӑлтавӗсем тӗпре тӑраҫҫӗ? Ҫак енчен тӗпчени ҫак самантра мӗнле шайра тӑрать? Шанчӑк пур-и вӗҫне-хӗрне тупса пӗтермешкӗн?

Кам та пулсан диссертаци хӳтӗленӗ-и асӑннӑ ыйтупа? Тӗпчевсен результачӗсемпе ӑҫта кун ҫути курнӑ мӗнле ӑслав ӗҫӗсенче вуласа пӗлме пулать?

Кунашкал хыпарсене таҫти аякри ҫичӗ ютсенчен мар, хамӑр пек чӑвашсенченех илтсен аван. Ҫавӑнпа та эп В.Алексин статйине ырлатӑп.

Таса пулӑр!

 

P.S. Ҫӳлерехри текста В.Алексинӑн статйин малтанхи варианчӗ тухсан ҫырнӑ. Халӗ лешӗн ҫӗнетнӗ версийӗ тухнӑ май, хӑшпӗр самантсем (пӗтӗмпех мар) уҫӑмланнине йышӑнма тивет. Ҫав вӑхӑтрах хамӑрӑн урӑх ыйтусем сиксе тухнине те палӑртма пулать. Улатӑр районӗнче "чӑвашсене" тӗпчени пирки калани вӗлерсех ярать. Суйкӑн, Кивӗ- тата Ҫӗнӗ Эйпеҫсем, Паснапуҫ таврашӗ ҫеҫ пулсан темех мар-ха. Анчах та Стемасра е Атратьре чӑвашсем йышлӑн пулма пултараҫҫӗ-и? Тепӗр тесен, кунашкал тӗпчевсенче пациентсен генеалогине темиҫе ӑру витӗр пӗлсе тӑрас пулать. Унсӑрӑн каллех ӗненмелле мар. Малсӑлтавсем шанчӑксӑр-тӑк, результатсем те корректлӑ пулас ҫук. Ҫавнашкал япала вӑл популяцилле генетика текенни.

Тата тепӗр самант.

1970-мӗш ҫулсенче генетика та, популяцилле генетика та чылай енчен ҫӗнӗ япаласем шутланнӑ-ха. Уйрӑмах СССРта. Ун пек тӗпчевсем ирттересси, мӗнле калас, "модӑра" та пулнӑ. Пурин те сенсаци тӑвас кӑмӑлӗсем вӗресе ҫеҫ тӑнӑ. Пулӑмсем ҫине ҫакнашкал призма витӗр те пӑхмалла.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики