Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +13.3 °C
Один человек - весть, два - уже вторжение.
(Урсула ле Гуин)
 

Аçтахар Плотников: «Хыпар» хаҫатӑн тиражӗ пӗчӗк пулнишӗн кам айӑплӑ?

Аçтахар Плотников14.01.2017 21:026488 просмотров

Паян пӗрремӗш хут Пичет кунне уявланӑ мероприятие хутшӑнтӑм. Унччен те, паян та, унта мана чӗнменччӗ те, вӑл мӗнле иртнине халиччен хам куҫпа курманччӗ, хам хӑлхапа илтменччӗ. Паян вара пырса ҫитме май пулчӗ. Тепӗр тесен, хама та калем ӑсти тесе хаклама пулать-ҫке. Енчен те Мускаври тӳре-шара пирӗн сайта МИХ пек регистрацилеме хирӗҫ пулмасан (хутсене ярса парса) хам та малашне ют ҫын пек унта пулмӑп ӗнтӗ.

Чи малтан мана мӗн тӗлӗнтерчӗ-ха? Ӑна Раҫҫей пичечӗн (кӑрлачӑн 13-мӗшӗ) тата Чӑваш пичечӗн (кӑрлачӑн 19-мӗшӗ) кунӗсене халалланӑ пулин те чӑваш чӗлхи пач та курӑнмарӗ. Филармонине лексен те, зала кӗрсе вырнаҫса ларсан та. Пур вырӑнта та — йӑлт вырӑс чӗлхи. Салам баннерӗсенче те, филармонийӗнчи фойере те. Сӑмах май, фойери колоннӑсене илемлетнӗ чухне хаҫатсен сӑнӗсемпе усӑ курнӑ. Анчах, ӑна мӗнле хатӗрлени те питӗ курӑмлӑ — вырӑсла тухакан хаҫатсене («Советская Чувашия», «Грани») — ҫӳле, курӑмлӑ вырӑна вырнаҫтарнӑ пулсан, чӑвашлисене — чи аяла. Тӗпсакайне. Ҫак япалана хатӗрлекенӗ хаҫатсен паянхи саманари вырӑнне тӗп-тӗрӗс сӑнласа панӑ темелле: вырӑслисене тимлӗх пысӑкрах уйӑрнине кӑтартнӑ, вӗсем тӳре-шарашӑн пӗлтерӗшлӗрех пулнине палӑртнӑ.

Филармонине ҫитсен мана хунар пачӗҫ. «Ҫутатӑр» тесе тыттарчӗҫ. Вӑл мӗн тума кирли мероприяти пуҫлансан паллӑ пулчӗ — журналистсем имӗш тӗрлӗ пулӑмсене ҫутатаҫҫӗ, ҫавна май залра ларакансене ҫӑлтӑрчӑксем евӗр ҫутатма сӗнчӗҫ. Креативлӑ? Паллах. Шухӑшӗ лайӑх ӗнтӗ. Эпӗ вара ҫак «вӑййа» тата мероприятин пӗтӗмӗшле атмосферине хӑйне майлӑ чӗнӳ евӗр йышӑнтӑм: «Чӑвашсем, вырӑсланни вӑл — тӗттӗмлӗхрен ҫутта тухни!» Апла мар-им? Хунар панӑ? Панӑ. Мӗнле чӗлхепе ирттерчӗҫ? Вырӑсла. Иванов министрпа Игнатьев Элтепер хӑйсен сӑмахӗсене чӑвашла пуҫлани кӑна кӑшт чуна ҫемҫетрӗ. Ҫавах вӗсем те хӑйсен сӑмахӗсене тӗпрен вырӑсла каларӗҫ.

Александр Степанович хӑйӗн сӑмахӗнче «Хыпар» хаҫата тӗксе илчӗ — имӗш, ун тиражӗ 3 700 патнелле кӑна (кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче тухнӑ 2-мӗш номерте, сӑмах май, 4 012 тесе кӑтартнӑ). Иванов «Хыпар» хаҫата паянхи кун пӗрремӗш хут япӑхпа асӑнмасть-ха. Ҫакӑн ҫинчен вӑл яланах пӗлтерет. Ӳпкевӗ вара кашнинчех хаҫат редакцине тата тӗп редакторне лекет. Ҫавӑншӑнах пуль, ӗнтӗ, каллех «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорне улӑштарасшӑн.

Чӑн та, хӑй вӑхӑтӗнче 70 пин ытла тиражпа тухнӑ хаҫат пирки пӑшӑрханмасӑр калаҫма май ҫук. Анчах та ку тӗлӗшпе редакцинчен кӑна-ши ыйтмалла? Мӗншӗн-ха хисеплӗ Александр Степанович тӳре-шаран яваплӑхне курмасть? «Чӗлхесем ҫинчен» саккунра мӗнле ҫырнӑ-ха? «Чӑваш Республики, чӑваш чӗлхи нацин чи пысӑк палӑрӑмӗ тата пӗтӗм ӑс-хакӑл культурин никӗсӗ пулса тӑнине асра тытса, ӑна упраса хӑварассишӗн тата аталантарассишӗн тимлӗ тӑрӑшать», — тенӗ унта. Ку куҫару кӑна пулнӑ май вырӑсла ҫырнине те илсе парар: «Забота о сохранении и развитии чувашского языка как важнейшего национального признака и основы всей духовной культуры возлагается на Чувашскую Республику». Тепӗр майлӑ каласан, чӑваш чӗлхине упрасси тата аталантарасси — республикӑри тӳре-шара тивӗҫӗ. Элтепертен пуҫласа пӗр-пӗр пӳлӗмре ларакан тӳре-шара таранах.

«Хыпар» хаҫатра вара, тем тесен те, вуламалли ҫук тесен йӑнӑш пулӗччӗ. Юрӗ, пӗрремӗшпе иккӗмӗш страницӑсем «официоз» пулччӑр, анчах та виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗшӗсенче вуламалли пур-ҫке. Мӗншӗн вуламаҫҫӗ? Мӗншӗн ҫырӑнмаҫҫӗ? Тем тесен те чи пысӑк сӑлтавӗ — халӑх чӑваш чӗлхине хисеплеме пӑрахнинче, унӑн кирлӗлӗхне курма пӑрахнинче. Республикӑри тӳре-шара ку тӗлӗшпе нимӗн те тумасть теме май ҫук ӗнтӗ. Ӗҫлеҫҫӗ. Анчах пи-и-и-итӗ сахал тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе аталантарас тӗлӗшпе тӳре-шара хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫламасть. Тӗслӗх шыраса инҫе кайма та кирлӗ мар. Ак ҫак уяв атмосферинех илме пулать. Чӑваш чӗлхипе пач та усӑ курман тесен те йӑнӑш пулмӗ. Хатӗрлемелле вара пулнӑ йӑлт урӑхла — стендсемпе баннерсене ман шутпа чӑвашла тумалла пулнӑ. Вырӑс чӗлхи сывлӑшӗ ахаль те пур вырӑнта та хуҫаланать, чӑвашла илемлетни вара ҫав танмарлӑха кӑшт та пулин тӳрлетме пултарӗччӗ. Уява килнӗ халӑх икӗ-виҫӗ сехетлӗхе те пулин чӑваш чӗлхин сывлӑшӗпе сывласа пӑхӗччӗ. Шел, уява хатӗрлеме хутшӑннӑ нихӑш ҫынна та ҫакӑ пуҫне пырса кӗмен.

«Хыпар» хаҫат, паллах, уйрӑм калаҫӑва тивӗҫ. Ҫавах та, хӑшӗ-пӗрин шухӑшне сирӗн пата та ҫитерес-ха — ҫӗр вунӑ ҫул урлӑ каҫнӑ хаҫат пӗтме тивӗҫ мар. Ҫавӑнпа та хаҫат тиражне ӳстерес тесен ҫак ӗҫе тӳре-шаран та кӳленмеллех, чӑваш чӗлхи шайӗ анса ларнине ӑнланса илсе ҫак кӑлтӑка тӳрлетме пӗтӗм вӑй-халне пухса ӗҫлеме пикенмелле. Унсӑрӑн «Хыпар» хаҫат редакторне хуть те кама ларт — ыйту татӑлмӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики