Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Дорогу выбирай любую, а родную страну не забывай.
(Туркменская поговорка)
 

Валерий Алексин: Пире Ухсай ятлакалатчӗ...

Валерий Алексин12.12.2016 11:356900 просмотров

Сӑнӳкерчӗк аса илтерчӗ

Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80 ҫулӗсенче Чӑваш телевиденийӗн фончӗ валли тесе сасӑллӑ очерксем тӑтӑшах ӳкеретчӗҫ. Вӗсен геройӗсем пулма ытларах чухне паллӑ ҫыравҫӑсене, артистсене, композиторсене суйласа илеттӗмӗр. Ҫав тапхӑрта А. Кӑлкан, А. Ургалкин, В. Родионов, Г. Хирбю, Ф. Васильев, И. Вдовина, В. Кузьмина тата ыттисен пултарулӑхӗ пирки киноочерксем кӑтартрӑмӑр. Я. Ухсай поэт вара телевидени «хисепне» темиҫе хутчен те тивӗҫрӗ. Ҫӗнӗ хыпарсемпе литература передачисем валли те Ухсая пайтах ӳкернӗ.

Телевидени «ҫӑлтӑрӗ» пулма Яков Гаврилович питех кӑмӑлламастчӗ, анчах кӑштах ӳкӗтлесен унпа калаҫса татӑлма пулатчӗ. Ялан тенӗ пекех йӗплесе-тӑрӑхласа кӗтсе илетчӗ вӑл кино ӳкерекен ушкӑна. Юратнӑ сӑмахӗ пурччӗ унӑн — «Крысинское время». Вӑхӑтра ҫитетӗн — «Крысинское время», ку ӗнтӗ телерадиокомитет председателӗ П.А. Крысин журналистсене хытӑ тытнине пӗлтеретчӗ. Юлса ҫитсен каллех «Крысинское время», сассинче ӳпкелени сисӗнетчӗ, эсир пушанса кайнӑ иккен...

Ҫыравҫӑсене те хытах лектеретчӗ вӑл. Пичетре тухнӑ ӑнӑҫсӑр сӑмах е аршӑн тӑршшӗ ниме тӑман поэма ун куҫӗ тӗлне пулать — чӑтса тӑр, ҫунтаратчӗ кӑна. «Темиҫе теҫетке кӗнеке кӑларчӗ, анчах ҫырма вӗренеймерӗ, кӗтӳ пӑхма ямалла ӑна», — тарӑхатчӗ вӑл журналта Г.Е. поэт сӑввисем тухсан. Тӳр сӑмаха кирек мӗнле трибуна ҫинче те калама пултаратчӗ, ҫавӑнпа ӑна паян кунччен те кӳренсе ҫӳрекенсем пур.

...Ухсайӑн кадрта сӑвӑсем вуламаллаччӗ. Вӗсене суйласа илсе авторне кӑтартрӑм. «Кусем — чи лайӑххисем», — терӗ те Яков Гаврилович ӳкерӗнме килӗшни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Ун кабинетӗнче авалхи чаплӑ сӗтел сарӑлса ларатчӗ. Яков Гаврилович ӑна Чӗмпӗртен туянса килнӗ. Ун малтанхи хуҫи паллӑ вырӑс поэчӗ Н. Языков пулнӑ, кайран ку сӗтел алран алла кайнӑ, юлашкинчен ӑна такам Ухсая сутнӑ иккен. Ҫак сӗтел ахальли пулман пуль ҫав, вӑл ӑнӑҫу кӳнӗ, ун хушшинче Ухсай нумай чаплӑ сӑвӑ-поэма хайланӑ, вӗсене якатса пичете хатӗрленӗ.

Анчах пултарулӑх хевти пӗте пуҫласан, «асамлӑ» сӗтел те пулӑшаймасть иккен. Ҫакна мӗншӗн каларӑм-ха. Пӗррехинче Ухсай патне пырса кӗтӗмӗр те васкаса ҫутӑ лартма, микрофонпа камера хатӗрлеме пуҫларӑмӑр. «Языков сӗтелӗ» ҫинче кӗнеке-хаҫат ишӗлсе выртать. Геннадий Исаев (Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Синкӗл ачи) вӗсене пуҫтарса пукан ҫине купаларӗ. Ӑна йӗрке тума пулӑшнӑ май сӑран хуплашкаллӑ пӗчӗк блокнот алла лекрӗ. Сӑвӑҫӑн кун кӗнеки иккен ку. Вӗтӗ-вӗтӗ саспаллисемпе унта пуҫа килнӗ шухӑшсене, куллен тӑвакан ӗҫ-пуҫа ҫырса пынӑ. Лайӑх мар пулсан та хуҫи сисиччен мӗн ҫырнине вуласа ӗлкӗртӗм: «Ҫырӑнмасть, тепӗр кун ахалех иртсе кайрӗ».

Кадрта вулама суйласа илнӗ сӑвӑсене Ухсай пӑхмасӑр калама пӗлместчӗ, вӗсене вӑл кӗнеке ҫине пӑха-пӑха вулатчӗ. Сасси питӗ ҫирӗпчӗ ун, кураканпа ӑшпиллӗн калаҫнӑ пек туйӑнатчӗ, хӑш-пӗр сӑвӑҫсем пек «юрлама» тапратса хӑлхана йӳҫӗхтерместчӗ. Анчах сывлӑш ҫитменнипе час-часах такӑнатчӗ. «Стоп!» — тесе хӑюллӑн чаратчӗ ӑна Н. Дмитров кинооператор. Ухсай юратса ӑна Бенкендорф тесе чӗнетчӗ, «жандармсен начальникӗ» ҫине кӑмӑлсӑртараххӑн пӑхса илетчӗ те сӑвва тепӗр хут вулатчӗ.

Ҫавӑн чухне телевидени «юпитерӗн» ҫутипе усӑ курса «Зенит» аппаратпа Ухсая темиҫе хут та ӳкертӗм. «Языков сӗтелӗ» хушшинче пӗрле ӳкернӗ кадр та пурччӗ. Анчах бачока проявитель ярса ҫавӑрттарсан пленка ҫап-ҫутӑ тухрӗ. Брак! Контрастлӑ хут ҫине те пичетлесе пӑхрӑм хаклӑ сӑнӳкерчӗке — усси пулмарӗ. Апла пулин те ҫак пленкӑна кӑларса пӑрахманччӗ. Ҫак кунсенче ӑна С. Журавлев фотографа кӑтартрӑм, вӑл, компьютера аван пӗлнӗ май, ним мар контрастне ӳстерсе пачӗ.

Юлашки кадрсене Лакрей вӑрманӗнче ӳкертӗмӗр. Ноябрӗн 26–мӗшӗ, шӑпах Ухсайӑн ҫуралнӑ кунӗ. Эпир сӑвӑҫа саламлама та манса кайнӑ, анчах вӑл хӑех кун пирки аса илтерчӗ. Енчӗкӗнчен 25 тенкӗлӗх хут укҫа кӑларчӗ те: «Ку ман сывлӑхшӑн кӑштах сыпма», — тесе пире тыттарчӗ.

1986 ҫулхи ҫуркунне каллех Ухсая ӳкермелле пулчӗ. Тутарстанра чӑваш культурин кунӗсене хатӗрленнӗ май Хусанта кӑтартма пӗр сехетлӗх передача хатӗрлеме хушрӗҫ. Пирӗн классик тутарла пӗлет, Тутарстанри тусӗсене вӗсен тӑван чӗлхипе саламласан начар пулать-и. Передачӑна ертсе пыма П. Афанасьев сӑвӑҫа суйласа илнӗччӗ, унпа канашларӑм та вӑл Ухсая васкарах ӳкерсе илме сӗнчӗ. Сасӑллӑ кӗске сюжет валли «Кодак» текен чаплӑ пленка ыйтса илтӗмӗр.

Сӑвӑҫ хваттерне кӗнӗ-кӗмен пире унӑн хӗрӗ Ольга Яковлевна начар хыпар вӑрттӑн пӗлтерчӗ: «Атте хытӑ чирлӗ, тен, ӑна урӑх ӳкереймӗр те».

Ухсай хӑйӗн пӳлӗмӗнче ларатчӗ, сасси шала кайнипе вӑл сывӑ марри сисӗнетчӗ. «Юпитер» ҫутинче вӑл хӑвӑрт ывӑнса кайрӗ. Ольга Яковлевна ӑна эмел ӗҫтерчӗ, кӑштах канса илнӗ хыҫҫӑн салам сӑмахӗсене ҫырма пуҫларӑмӑр. Анчах ун чӗлхи ҫыхланчӗ, куҫӗсем те сӳрӗккӗн пӑхаҫҫӗ. «Ачасем, паян пулмасть, тепринче килӗр», — терӗ Яков Гаврилович аран-аран.

Пулмарӗ тепринче ӳкересси. Кӗҫех хаҫат-журналта ун сӑнӳкерчӗкне хура рамкӑна илсе пичетлерӗҫ.

2000 ҫулта, К. Ивановӑн 110 ҫулхи юбилейне паллӑ тума Слакпуҫне кайсан, Ухсая пытарнӑ Кӗслету тӑррине хӑпарса пуҫ тайма тӳр килнӗччӗ. Пыратпӑр сӑртлӑ вырӑнпа киленсе. Кӗтмен-туман ҫӗртен Чӑвашран килнӗ хӑнасене ҫурхи аслати хуса ҫитрӗ. «Ҫумӑр ҫӑвать — Тур парать», — шӳтлеҫҫӗ Пелепей районӗн ертӳҫисем, чӑвашла пӗлекенскерсем. Кӑштах типӗннӗ хыҫҫӑн Ухсай чулӗ умӗнче сӑн ӳкерттертӗмӗр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики