Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Неверие - первый шаг к философии. Скептицизм - худшее из мировозрений.
(Дидро)
 

Agabazar: Хусан таврашӗнчи чӑвашсем ӑҫта кайса кӗнӗ?

Agabazar25.11.2016 21:544703 просмотров

Хусан 17-мӗш ӗмӗрте. Адам Олеарий гравюри.

1552-мӗш ҫулта Хусан ханлӑхӗ арканать. Ҫак вӑхӑт тӗлнелле Хусан таврашӗнче, Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче, мӗн Вятка (Нухрат) патне ҫитичченех, чӑвашсем пурӑннӑ.

Халь унта пӗр чӑваш ялӗ те ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ-ши вӗсем?

Пирӗн историксен хуравӗ ансат: тутара тухса пӗтнӗ имӗш. Паллах, тӗплӗн пӗлмесен, ҫапла каласси ҫеҫ юлать ӗнтӗ. Аптранӑ енне.

Калама пулать темле те. Хут чӑтать. Анчах та ҫав "тутара тухасси" епле пулса пынӑ-ши? Ҫӑлкуҫсем мӗн калаҫҫӗ ку тӗлӗшпе?

Паллах, вырӑс патшисем ҫавнашкал политика тытса пынӑ тени кулӑшла пулӗччӗ.

Унти чӑвашсем тутара тухма пултарнӑ демографилле пусӑм витӗмӗпе ҫеҫ. Урӑхла каласан, тутарсем йышлӑрах пулнӑран.

Анчах та чӑвашсем Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче мар ҫухалнӑ вӗт-ха! Ханлӑх аркансан та пайтах вӑхӑт документсем ("писцовые книги" текеннисем тата ыттисем те) чӑвашсене асӑнаҫҫӗ вӑл тӗлте. Эппин, вӑл вӑхӑталла чӑвашсем тутара тухса пӗтмешкен демографи пусӑмӗ ҫителӗклӗ пулман.

Ҫапах та тахӑш вӑхӑтран ҫакнашкал пусӑм ҫителӗклӗ пулма пуҫлать пек пулса тухать. Мӗншӗн? Мӗн сӑлтавпа?

Хусан аркансан, унти тутарсене, чӗрӗ юлнисене, хӑваласа яраҫҫӗ. Ҫапла вара ҫавсем, хӑваласа янисем, чӑваш ялӗсене пырса лекнӗ теме пулать. Ҫапах та ку йыш чӑвашсене тутарлатмашкӑн ҫав-ҫавах ҫителӗклӗ пулман-ха. Документсем чӑвашсене асӑнма пӑрахманни ҫакна яр уҫҫӑн ҫирӗплетсе парать.

Эппин пире кӑсӑклантаракан процесс каярах тата урӑх сӑлтавсемпе пулса иртнӗ теме пулать.

Мӗнре-ши ҫав сӑлтавсем? Ҫак ыйтӑвӗн тупсӑмне шыраса эп Нухай Урти текен вӑтӑм ӗмӗрсенчи патшалӑх ( каярахпа Пысӑк Нухай Урти) енне ҫаврӑнса пӑхма сӗнетӗп.

Нухай Урти Ылттӑн Урта арканнӑ хыҫҫӑн никӗсленнӗ патшалӑхсенчен чи пысӑкки пулнӑ. Вӑл шутра — халӑх йышӗ тӗлӗшпе те. Унта пурнакансем хӑйсене тутарсемех тенӗ, кыпчак чӗлхипе калаҫнӑ. Авӑ, Куҫма Турханӑн "Сӗве Атӑла юхса кӗрет" романӗ пур. Унта та час-часах нухай тутарӗсем пирки асӑнаҫҫӗ.

Вӑт ҫав "Пысӑк Нухай Урти" текен патшалӑх та пурӑна-киле арканать. Паллах, вырӑс патшалӑхӗн пусӑмне чӑтаймасӑр. Анчах унпа ҫеҫ те мар. Тӗп Азирен (Джунгарирен) калмӑксем килсе пурне те хӗсме, хурах пусса ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.

Шел пулин те, пирӗн чӑвашсем каярахри вӑтам ӗмӗрсенчи ҫавнашкал пулӑмсене ҫав тери начар пӗлеҫҫӗ-ха. Сӑмахран, калмӑксен пысӑк пайӗ каярахпа каялла Азие таврӑннине те сахалашӗ чухлаҫҫӗ.

Тавранасса тавраннӑ та, анчах Нухай Уртине аркатса хӑварнӑ!

Ӗнтӗ арканнӑ Нухай Уртин ҫыннисен ӑҫта кайса кӗмелле? Вӑт ҫак ыйтӑвӑн тупсӑмӗнче упранать те ӗнтӗ Хусан таврашӗнчи тата Сӗве хӗрринчи чӑвашсен малалли шӑпин вӑрттӑнлӑхӗ. Патшалӑхсӑр тӑрса юлнӑ нухай тутарӗсен пысӑк пайӗ Хусан, Сӗве, Нухрат таврашӗсене те килсе вырнаҫма пултарнӑ. Унти чӑвашсем хушшине.

Нухай Уртин шӑпи пирки пирӗн тутар тусӑмӑр Марсель Ахметзянов питӗ аван ҫырса кӑтартнӑ. Ак ҫакӑнта вулӑр, тархасшӑн. Вӑт, ҫавнашкал пулнӑ вӑл Нухай Уртин шӑпи.

Ман шутпа, чӑваш историкӗсен ҫакӑнта палӑртнӑ пулӑмсене шӗкӗлчес тӗлӗшпе "урса кайса" ӗҫлес пулать. Вӑй патӑр! Таса пулӑр!

Тавтапуҫ.

                                 (малалли пулать...)

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики