Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Тот не живет, кто страшиться смерти.
(Зейме)
 

Вика Сорокина: Ӗҫре харӑс тӑрса ташлар-и?

Вика Сорокина21.10.2016 16:405818 просмотров

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем чирлисем патне кайма кӗтсе ларнӑ вӑхӑтра авкаланса та хуҫакаланса ташланине, ҫав видео халӑх тетелне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Кӗтмен-туман ҫӗртен аптӑраса ӳкнисене хӑвӑрттӑн пулӑшма хатӗр профессие суйланӑскерсене шансон шӑрантаракан Катерина Голицынан «Какая дама пропадает» юрри килӗшнӗ.

Черчен чунлӑ хӗрарӑмсене унта чуна тивмелле сӑмахсем пур: «Красива, умна, но только одна, одна на свете. Свободная, как птица. Себе-то цену знаю. У всех на виду, по жизни иду, но пропадаю. А целый мир еще не знает, какая дама пропадает!». Чӑвашла каласан, хӗрарӑмӗ хитре, ӑслӑ тет, анчах пӗччен. Хӑй тата кайӑк пекех ирӗклӗ. Пӗтӗм ҫын умӗнче тӗнче тӑрӑх утса пынӑ чухнех пӗтетӗп тет.

Ҫак сӑмахсен тарӑн пӗлтерӗшне ӑнланса илейменнисене юрӑҫ: «Оглянитесь вокруг, и поймете вы вдруг, что я — одна такая!» — тесе калать. Тепӗр майлӑ каласан, суккӑр арҫынсене ҫаврӑнса пӑхма ыйтать. Лешсем, хайхи тӑнкӑр-тӑнкӑр этемккесем, мӗн тери чаплӑ хӗрарӑм пӗтнине пӗлмеҫҫӗ те курӑнать. «Йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхӑр. Вара эсир ман пек чаплӑ херарӑм пӗртен пӗрре пулнине курӑр», — татсах калать юрӑҫ.

Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура тар тӑкакансем ҫак юрӑпа ӗҫре ташланине республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви тӗрӗслеме тытӑннӑ тесе пӗлтерчӗҫ-ха. Каярах «Правда ПФО» интернет-хаҫатра Алла Самойлова министр медиксен ташшинче ним начаррине курманнине, ташланине вара тӗнче тетелне лартмасан та юратчӗ тесе хуравланине пӗлтернӗ.

Паян вара тата тепӗр кӑсӑклӑ хыпар. Тӗнче тетелӗнче шурӑ халатлисем Кӳкеҫри тухтӑрсене майлӑ пулса ташӑ флешмобӗ йӗркелеме чӗнсе каланӑ.

Мӗнех, аван шухӑш. Тен, ытти ӗҫрисем те: учительсем, журналистсем, патологоанатомсем, дояркӑсем, министрсем — тухтӑрсемпе пӗрле ташша тӑрӗҫ. Анчах пӗр япала пирки асӑрхаттарни вырӑнлӑ пулмалла-тӑр: вӑл е ку тем пек ыратсан та паян-ыран тухтӑр патне кайма тӑхтамалла: ташланӑ чух пырса кӗрсе чӑрмантарар мар. Ташланине кӑмӑллатӑр пулсан кайма юрать: тӳлевсӗр концерт темрен паха.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики