Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Шӑп та лӑп икӗ ҫул каялла пулса иртнӗ ҫак инкекпе ҫыхӑннисем ку сӑмаха унтанпа ҫитмӗл те ҫичӗ хутчен аса илчӗҫ пуль. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук.
2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехет те 40 минутра Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче пулса иртнӗ ку инкек. «Ауди 80» машинӑна тытса пыракан аллӑ урлӑ каҫнӑ водитель пӑрӑнма юраман йӗр ҫинчех сулахаялла ҫаврӑннӑ. Анчах каҫса кайса пӗтеймен — автомобиле мотоциклист пырса ҫапӑннӑ. Байкер транспорта чарма пӑхнӑ-ха, хӑвӑртлӑхпа пынӑ мотоцикл ҫаврӑнса ӳксен 150 метра яхӑн шуса пырса машинӑна пырса тӑрӑннӑ. Мотоцикла тытса пынӑ 18-ти каччӑ вырӑнтах вилнӗ, унпа ларса пынӑ 17-ри хӗр пульницӑра куҫне хупнӑ.
Ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ «Ауди» водительне кӑҫалхи кӑрлачра суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Арҫынна 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха колони-поселение ямалла тунӑ. Унсӑр пуҫне водитель правине 3 ҫуллӑха туртса илнӗ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе шар курнӑ амӑшӗсене — каччӑнне тата хӗрӗнне — 500-шер пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ.
Этеме укҫалла чӗртсе тӑратаймӑн та, анчах Шупашкарта пурӑнакан И.-сен ҫемйи 17-ре ӗмӗрлӗхе куҫ пикешӗн айӑплинчен укҫа шыраса илессишӗн суд тӑрӑх ҫӳреме пӑрахманнине ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнаҫҫӗ. Мотоциклистпа ларса пынӑ 17-ри хӗр ҫемьере пӗртен пӗр ача пулнӑ. Ҫавӑнпа та суранӑмӑр пушшех те тарӑн тесе пикен ашшӗ «Ауди» машина хуҫинчен 2 миллион тенкӗ шыраса илме хӑтланнӑ. Айӑплава колони-поселенире ирттерекен водитель ӗҫе хӑйӗнсӗрех пӑхса тухма ыйтнӑ.
Хӗрне ҫухатнӑ ашшӗ валли Шупашкарти Калинин район сучӗ кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче 500 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Каярах ӗҫе республикӑн Аслӑ судӗнче те пӑхса тухнӑ, анчах приговора вӑйрах хӑварнӑ.
Вилнӗ ҫынна нимле укҫа чӗртсе тӑратаймасси паллӑ ӗнтӗ. Укҫа шыраса илме талпӑннине тӗрлӗрен ӑнланма пулать. Вӑл енне кайсан, аслашшӗ-асламӑшӗ, йытти-кушакки те йывӑр хуйхӑ тӳсрӗмӗр тесе суда тавӑҫ тӑратма пуҫламӗҫ-и, чунӗсене укҫапа лӑплантарма пӑхаҫҫӗ шухӑшлисене те ӑнланма пулать-тӗр.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.