Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Кто осторожнее в своих обещаниях, тот точнее в их исполнении.
(Ж. Руссо)
 

Таисия Ташней: Халӑха политика мӗншӗн кирлӗ мар?

Таисия Ташней26.08.2016 17:385119 просмотров

Раҫҫейре пурӑнакансенчен пысӑк пайне политика кӑсӑклантармасть. Цифрӑсен чӗлхипе каласан, пирӗн ҫӗршыврисенчен 80 проценчӗ политика пурнӑҫне хастаррӑн хутшӑнма хатӗр мар.

Юрий Левадӑн "Левада-Центр" аналитика центрӗ тӗпчеве ҫурла уйӑхӗн 5–8-мӗшӗсенче ирттернӗ. Унта Раҫҫейӗн 48 регионӗнчи 1600 ҫын хутшӑннӑ. Интервьюерсем респондентсем патне киле кайса калаҫнӑ. Кун пек чухне йӑнӑш 3,5 процентран пысӑк мар тесе ӗнентерет маларах асӑннӑ аналитика центрӗ.

Политикӑран аякра тӑракансен йышӗ кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 9 процент ӳснӗ. Политикӑран пӑрӑннин сӑлтавӗ ансат: ҫынсем хӑйсем мӗн те пулин ылмаштарма пултарассине ӗненмеҫҫӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 28 проценчӗ политика ахаль ҫынсем валли мар тесе шухӑшлать. Ҫавӑн чухлех тепӗр ушкӑн кулленхи ӗҫ вӑхӑт нумай илнипе сӑлтавланӑ. 21 проценчӗ политикӑра нимӗн те ӑнланманнине йышӑннӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 13 проценчӗ: "Политика — таса мар ӗҫ, вараланас килмест", — тесе касса татнӑ. 5 проценчӗ вара влаҫрисем кайран йӗрлеме пуҫласран шикленнине пытарман.

Респондентсен 66 проценчӗ влаҫпа ҫыхланасран пӑрӑнма тӑрӑшнине пӗлтернӗ. Хайхисем хӑйсене кӑна шаннине палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах халӑхӑн 20 проценчӗ пурнӑҫ влаҫрисенчен пӗтӗмпех килет тесе шухӑшлать иккен. 7 проценчӗ влаҫрисемпе ҫыхӑну тытсан кирлине ӑнӑҫтарма пулать тесе каланӑ.

Хӑйсен вӑйне кӑна шанакансем пирӗн хушӑра — 78 процент. Патшалӑха тата халӑха шанакансем те пур. Ҫапах та ун йышшисем нумаях мар — 18 процент.

Патшалӑх шайӗнче татса паракан йышӑнусене витӗм кӳме пултарассине ҫынсен 87 проценчӗ ӗненмест. 11 проценчӗн шучӗпе "кӑштах та пулин" витӗм кӳме май килетех. 1 проценчӗ вара хӑйӗн вӑйне шанать. Ку вӑл, каларӑм ӗнтӗ, ҫӗршыв шайӗнчи йышӑнусене витӗм кӳрессине илсен ҫавӑн пек. Анчах регион шайӗнче хӑйне влаҫрисем илтессе шанакансем те йышлӑ мар. Пӗтӗмпе те 1 процент. 81 проценчӗ витӗм кӳрессе ӗненмест, 16 процентне мӗнле те пулин витӗм кӳрессӗн туйӑнать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики