Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Плати добром за зло.
(Талмуд)
 

Софья Савнеш: Чухӑнсен йышне хӑш хуласем кӗнӗ?

Софья Савнеш30.07.2016 15:214823 просмотров

Чи начар пурӑнакан хуласен танлаштарӑмне РФ правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн социологӗсен ушкӑнӗ пуҫарнипе хатӗрленӗ. Хӑш хуласем кӗнӗ-ха унта? Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫынсене хӑйсем мӗнле пурӑннине 1-рен пуҫласа 5-ччен хисеппе палӑртма ыйтнӑ.

Пӗрремӗш вырӑнта – Тольятти. Ку, паллах, кӗтменлӗх. Ара, кунта урапасем туса кӑлараҫҫӗ-ҫке. Предприяти нумай пулсан та хулара ӗҫсӗр арҫын чылай. 700 пин ҫынран 13 проценчӗ – чухӑнлӑх чиккинче. АвтоВАЗ пысӑк конкуренципе тӗл пулать. Ку – Китай енчен.

Аҫтӑрхан – иккӗмӗш вырӑнта. Вӑл – экономика тата култьтура центрӗ. Анчах инфратытӑм пӗр пек аталанман. Пысӑк класлӑ отельсем, ресторансем, чаплӑ офис центрӗсем пур, анчах чылай тытӑм хысни хавшак. Ҫынсен 11 проценчӗ чухӑнлӑхра пурӑнать.

Пенза – виҫҫӗмӗш йӗркере. Предприяти чылай, ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ те пӗчӗк. Анчах лайӑх шалу илекен ҫын сахал. Пензӑсем хула ертӳлӗхӗн хӳтлӗхне туймаҫҫӗ-мӗн.

Волгоград – тӑваттӑмӗш вырӑнта. Вӑл – туризм центрӗ. Унта пысӑк предприятисем пумай. Анчах халӑхӑн вӑтам тупӑшӗ пӗчӗк. Ҫивӗч ыйту – ҫамрӑксем нумай ӗҫлесе илейменни. Ертӳлӗх вӗсене пулӑшмалли программӑсем шухӑшласа кӑларать, вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗсем хатӗрлет. Анчах йӗркене кӗмешкӗн вӑхӑт кирлӗ.

Сарӑту – пиллӗкмӗш йӗркере. Ку экологи тӗлӗшӗнчен йывӑр лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Медицина учрежденийӗ те сахал. Хула ҫывӑхӗнче свалка нумай. Ҫынсем нумай вилни те паллӑ. Пахалӑхлӑ апат та сахал. Хулара пурӑнакан кашни 5-мӗш ҫын хӑйне чухӑнсен йышне кӗртет.

Дон ҫинчи Ростов хули улттӑмӗш йӗркене йышӑннӑ. Хула йӗркеллех аталанать, анчах халӑхӑн ҫурри хӑйне сахал тупӑшлисен йышне кӗртет. Ытларах пайӗ – ватӑ ҫынсем. Пенси виҫи пӗчӗк вӗсен.

Ҫиччӗмӗш вырӑнта – Липецк. Коммануллӑ тытӑм аталанӑвӗ ура хурать. Ҫурт-йӗр тата транспорт инфратытӑмӗ валли укҫа нумайрах кирлӗ. Социаллӑ тытӑмпа сывлӑх сыхлавӗ те хавшак. Липецкра пурӑнакансен 16 проценчӗ – сахал тупӑш илет.

Барнаул – саккӑрмӗш йӗркере. Унти халӑхӑн 60 проценчӗ пурнӑҫра чи кирлине ҫеҫ туянмалӑх укҫа ӗҫлесе илет. 10 проценчӗн шалӑвӗпе вара урапа та туянма пулать.

Чуллӑ Ҫыр тӑххӑрмӗш йӗркене лекнӗ. Кунти чухӑнлӑх мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ӗҫсӗрлӗх пысӑккипе, пысӑк шалуллӑ ӗҫ ҫуккипе. Ытларах пайӗ – тивӗҫлӗ канурисем тата ҫар ҫыннисем.

Воронежра сахал тупӑшлисен ытларах пайӗ – пенсие тухнисем. Хула танлаштарӑмра вуннӑмӗш йӗркене йышӑннӑ.

Тӗпчевре пысӑк хуласене ҫеҫ шута илнӗ. Сахал ҫын пурӑнакан ялсенче лару-тӑру тата япӑхраххине манмалла мар.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики