Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Разумный человек думает больше о жизни, чем о смерти.
(Спиноза)
 

Таисия Ташней: Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и?

Таисия Ташней26.06.2016 08:256916 просмотров

Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн пайташӗсем ҫулталӑка пӗрре иртекен ларӑва пуҫтарӑннине Чӑваш халӑх сайтӗнче Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ.

 

Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем тата вӑл е ку темӑпа кам мӗн тухса калаҫни пирки конгресс сайтӗнче анлӑ информаци шайӗнче кӑна хыпарланӑ та, кам тата мӗн пирки тавлашни-тупӑшнине, кам тата мӗн сӗннине йӑлтах ӑнланма йывӑртарах. Ҫак сайт администраторӗ тата маларах асӑннӑ статья авторӗ Мӑн Канаш ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе ЧНК сайтӗнче каярах паллаштарма шантарчӗ-ха. Мӗнех, курӑпӑр-вулӑпӑр. Унччен вара кӑсӑклӑ пӗр шухӑш ҫинче чарӑнса тӑрам.

Аҫтахар Плотников Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, Мӑн Канаш ларӑвӗнче Тӗмен чӑвашӗ ҫӑпатана музейсенчен кӑларса пеме сӗннӗ.

Ҫӑпатана музейран кӑларса пемелле тени аташу-и е ырӑ шухӑшах-и? Аҫтахар Плотниковӑн хыпарне Фейсбукрисем тӗрлӗрен йышӑннӑ. «Мӗн тӗрлӗ кӑна чӑваш ҫук тӗнчере!» — тесе тӗлӗнет, сӑмахран, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ, драматург, поэт, куҫаруҫӑ, актер, этнотеатрҫӑ Иосиф Дмитриев.

«Ҫӑпата — чӑвашсемшӗн наци палли мар. Тӗмен чӑвашӗ тӗрӗс калать!» — касса татнӑ Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева. Чӗмпӗрте пурӑнакан, Хусанти авиаци институтӗнче вӗреннӗ Микулай Павловский чӑваш та ҫӑпатана музейран кӑларса сирпӗтмеллипе килӗшет. «Анчах та Раҫҫейре чӑвашсем ҫӑпатаран тухайман», — пӑшӑрханать вӑл.

Марина Карягина тележурналист, драматург, РФ Писательсен союзӗн членӗ «чун-чӗрипе мӑнаҫлӑ ҫын тем тӑхӑнсан та илемлӗ» тесе хирӗҫлет. «Марина (???) Сталинпа Хрущев саманинчи ҫӑпаталлӑ ял хуҫалӑх ҫыннин уринче (чухӑнлӑхра, мӗскӗнлӗхре) илем тупнӑ! Укҫа пулмасан пыйтӑ та аш-какай...», — тӗлӗнсе ҫырнӑ Ӗпхӳре пурӑнакан Иван Тарасов чӑваш. Анчах Марина хӑйне ӳпкеленипе килӗшмесӗр шухӑшне ҫапларах уҫӑмлатнӑ: «Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, мӗскӗн чунлӑ этем кӑна тум-юмшӑн именет — комплекс ку. Несӗлсем ҫӑпата тӑхӑннишӗнех хальхисен мӗн именмелли пур? Ӑслӑ, ӗҫчен хресчен ҫемйинче сӑран атӑ та пулнах. Мӗн ӗҫ тума хӑшӗ меллӗ е вырӑнлӑ пулнӑ, ҫавна тӑхӑннӑ. Паян эпир акӑш-макӑш капӑр та шукӑль ҫӳреме пултаратпӑр, чун-чӗремӗрте, кӑмӑлӑмӑрта несӗлӗмӗрсен пулни — пӗр сӑмахпа шалти культура теме май пурри, И. Яковлев асилӗвӗнче «бог весть откуда дошедшая до нас деликатность» текенни унта... — юлнӑ-и-ха? Тем пекчӗ!»

КУ хыпара вуланисенчен хӑшӗсем ҫӑпата е сӑран атӑ урара мелли таранах тупӑшса кӗрсе кайнӑ. 30 градус шӑрӑхра сӑран атӑпа мар, ҫара уран пиҫсе каймалла та, ака-сухара, тырӑ вырнӑ вӑхӑтра ҫӑпата сырнине, чӑн та, нимӗн те ҫитмен-тӗр.

Ҫапах та шухӑшӗ кунта мӗн тесен те урӑххинче. Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн ларӑвӗнче сӑмах илнӗ Тӗмен чӑвашӗ (эп ӑнланнӑ тӑрӑх, ку ҫын — Логинов) Пушкӑртстанра пурӑнакан Иван Тарасов чӑваш калашле, «Музей — ҫӑпата лаҫҫи мар!» — тенинче.

100 проценчӗпех килӗшетӗп ку шухӑшпа. Ҫав вӑхӑтра, паллах, Марина Карягинӑна та хирӗҫлеймӗп: «Ҫӑпаталӑха ӑс-тӑнпа чун-чӗререн кӑкласа пӑрахмалла пирӗн — музейсенчен кӑларса пенипе иртнӗлӗхе улӑштараймӑпӑр, «ҫӗнӗ истори» ҫыраймӑпӑр».

Анчах мана пӑшӑрхантараканни-кулянтараканни урӑххи. Чӑваша ҫӑпаталлӑ халӑх тесе хурлани-тиркени йӑлӑхтарса-тӑвӑнтарса ҫитерни. Историе пӗлмен ҫынсене, халӑх кун-ҫулне музей тӑрӑх пӗтӗмлетекенсене ура сырмалли кӑтартса аташтарас килменни. Ҫук, тумран намӑсланни-симӗсленни мар ку. Айванккасен тата тӑван халӑхӑмӑра юратманнисен пуҫӗсене ҫӑпата тӑрӑх минретес килменни. Кӑларса пӑрахмалла ҫӑпатана музейран. Анчах мӗскӗнлӗх паллипе сывпуллашма хевте ҫитерӗпӗр-ши?

 

Сӑн ҫинче: «Хравути пуххи – 2016» уява ҫӑпатапа килнӗ фольклор ушкӑнӗ. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики