Раҫҫейри пур шкулта 4 класс хыҫҫӑн ачасен вӗренӳ шайне тӗрӗслес тӗллевпе Раҫҫей Федерацин вӗрентӳ тата ӑслӑлӑх министерстви хушнипе «Математика», «Пирӗн тавралӑх», «Вырӑс чӗлхи» предмечӗсемпе Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсене ирттерме тытӑннӑ. Тӗрӗслев ӗҫӗсен материалӗсене Мускав хатӗрлет. Ку ӗҫе паянхи куна шкул ачисем вырӑсла кӑна ҫырма пултараҫҫӗ. Малтан ОГЭ, ГИА, ЕГЭ туса хучӗҫ, халь тата 4 класс хыҫҫӑн та.
Ҫав вӑхӑтрах, официаллӑ, чӑвашсен республикӑмӑрти йышӗ — 68%, Чӑваш Республикинче пуҫламӑш пӗлӗве ачасем чӑвашла 277 шкулта, тутарла — 16 шкулта, ирҫелле — 3 шкулта илеҫҫӗ!
Тӑван чӗлхепе «Пирӗн тавралӑхпа» «Математикӑна», вырӑс чӗлхине хамӑр программӑпа 4 ҫул вӗреннӗ ачана юлашкинчен вара вырӑсла экзамен тыттараҫҫӗ! Пуҫламӑш шкулта та тӑван чӗлхепе вӗрентессине пӗтерме пултаракан хӑруш пулӑм ку!
Чӑвашсем нимӗн те халӗ каламӑпӑр-и? Пӗрмаях шӑпӑрт пулӑпӑр-и? Яковлев каламан сӑмахсене каланӑ тесе суйрӗҫ. Хусана илнӗ чухне Йӑван патша улталарӗ тата ҫӗрсене туртса илчӗҫ. Тутарпа вырӑс чури пулса тӑтӑмӑр. Петӗр патша пире сутрӗ — Атӑл енчисене пӑтшашӑн (вырӑссем кун пирки шӑпӑрт). Екатерина патша та пусмӑрларӗ, выльӑх вырӑнне тата чура кӑна тесе. Нумай чӑтатпӑр-ши? Нумай кулӑ пулӑпӑр-ши?
Эпӗ пӗрремӗш сысна ҫури пуснӑ чух ҫӗҫӗпе мӗнлерех чикме пӗлеймерӗм. Чикрӗм ҫӳҫӗпе, анчах тӗрӗс мар пулчӗ. Сысна вилмест ман. Сыснана ҫакма вырӑнне ҫити ҫавӑртса кайрӑм. Ҫухӑрать, анчах ҫавах утать.
Эпир ҫухӑрма хӑратпӑр, анчах вилме утатпӑр. Выльӑхран сӑмахсӑр тата начар эпир? Ҫӳлте ларакан хуҫасене урӑх халӑх тахҫанах сутӑнчӑк тата вӑрӑ тесе тымарӗпех тӑванӗпех пӗтерсе хунӑ тахҫанах. Эпӗр чӳк тумалли выльӑх пек шӑпӑрт. Мӗскӗнсем, намӑс ҫук сирӗн. Лешӗ тӗнчерен курса йӗреҫҫӗ атте-аннесем, ваттисем.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.