Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Чем более русский купец божится, тем скорее обманывает.
(Н. Костомаров)
 

Софья Савнеш: Хӑйне евӗр профессисем

Софья Савнеш05.06.2016 22:053647 просмотров

Хӑшӗ-пӗри ун валли ӗҫ ҫук тесе макӑрать. Урам шӑлаканра, чашӑк-тирӗк ҫӑваканра тӑрӑшас килмест вӗсен. Кӗсьене укҫа ҫӑмӑллӑн кӗрессе кӗтеҫҫӗ-ши? Ӗҫлес тесен таҫта та вӑй хума пулать. Тӗнчере тӗрлӗ професси пур. Вӗсен шутӗнче — хӑйне евӗррисем те, эпир пӗлменнисем те.

22-ри Рис Оуэн, куҫлӑхлӑскер, Торп паркра ӗҫлет. Унӑн тивӗҫӗ — килен-каян хӑварнӑ хӑсӑка тасатасси. Кунашкал професси никама та килӗшес ҫук ахӑртнех. Анчах вӑл Рисӑн кӑмӑлне каять. Ӗҫ укҫи те ун лайӑх. Тата вӑл каруҫҫельпе, ытти аттракционпа укҫа тӳлемесӗрех ярӑнма пултарать.

Лавккара дезодорант сутаҫҫӗ. Ӑна туса кӑларнӑ ҫӗрте камӑн та пулин тӗрӗслемелле вӗт. Вӗсен профессийӗн тивӗҫӗ — хулхушшине шӑршласси. Кунашкал ӗҫе пурне те илмеҫҫӗ. Аслӑ ӑрури пирус туртман хӗрарӑмсене ҫеҫ ку ӗҫе шанаҫҫӗ. Тата сӑмса шӑрша лайӑх туйтӑр.

Шел те, чӗрчунсем вӑл е ку апат мӗн тути каланине, вӑл лайӑх е япӑх пулнине калаймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫак професси пур те — йытӑ-кушак апатне тутанакан. Вӗсенчен пӗри Саймон Элиссон. Дегустаци ӗҫӗ ӑна килӗшет. Укҫа та лайӑх тӳлеҫҫӗ. Апат ӑна килӗшнипе килӗшменни пӗлтерӗшлӗ. Вӑл мӗн калать — ҫавна тӑваҫҫӗ. Чӗрчунсен апачӗ лавка сентри ҫине лекесси унран килет.

Шӑхӑрма пӗлекен ӑста та пур. Ӑна ҫакӑншӑн укҫа тӳлеҫҫӗ. Стив Хербст шӑхӑрса укҫасӑр тӑрса юласран хӑрамасть. Ку — унӑн тупӑшӗ. Вӑл шӑхӑрасси енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗсенче малти вырӑнсене пӗрре мар йышӑннӑ.

Ӗҫре ҫывӑрсан кӑларса яраҫҫӗ. Анчах кунашкал профессире ҫакӑншӑн пӗрре те кулянмаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫре ҫывӑрмалла. Вӗсене куншӑн укҫа параҫҫӗ. Ку професси ыйха тӗпчессипе ҫыхӑннӑ. Нью-Йоркри музейра вара ҫамрӑк хӗрарӑмсем валли ӗҫ пур. Музӑсен храмӗнче вӗсем ҫывӑрмалли эмел ӗҫеҫҫӗ те утиялпа витӗнсе ҫывӑраҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑмсем — курав экспоначӗ вырӑнӗнче.

Пингвинсене тӑма пулӑшкансем те пур. Ку — Антарктидӑра. Пингвин ҫурӑм ҫине ӳксен хӑй тӗллӗн тӑраймасть. Чылай чухне вӑл ун пек ӳкмест. Анчах тӳпере самолет е вертолет вӗҫнӗ чухне пингвин пуҫне каҫӑртса пӑхать те ӳкме пултарать. Ҫапла кашни самолет вӗҫмессерен ятарлӑ ҫынсем тавралӑха пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ, ӳкнисене тӑма пулӑшаҫҫӗ. Мӗн тери ырӑ професси ку!

 

Ӳкерчӗк ҫинче: гольф мечӗкне шыв-шуртан кӑларакансем (унашкал професси те пур).

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики